Тутимĕр :: Иккĕмĕш акт


Аслă урам. Уйăх çути. Ватă йăмрасем айĕнчи пĕренесем çинче çамрăксем лараççĕ.

 

Пĕр хĕр

Иртсе çухалĕ çимĕк каçĕ.

Татти-сыписĕр тăсăлса

Шăвать вара хуллен çеç пурнăç.

Кĕрхи улах пуçланиччен

Эпир сиксе ташланипе

Çĕр-аннене вăратмăпăр,

Пĕрре те хамăр юрăпа

Шавлатмăпăр вармансенче те.

 

Тепĕр хĕр

Çапах анасласа пуш-пушă.

Ларатлăр каскасем çинче

Каска пек шăп.

 

Пĕр каччă

Пĕр кар тăрса

Ташлас, эппин. Янрат, кĕслеçĕ!

 

Пĕр хĕр

Малтан пуçлаччăр каччăсем!

Унтан эпир те.

 

Пĕр каччă

Яра пар!

 

Кĕслеçĕ калать. Пĕр ушкăн каччă карталанса, такмакласа ташлать.

 

Вăтăр çухрăмра унта

Пĕлтĕр пултăм пасарта.

Сутрăм мантăр виç така,

Илтĕм атă-йĕс такан.

Йăнтăр-янтăр кĕслере

Çапăр-çапăр кĕввĕре.

Йĕс таканăм урара,

Такăрлатă çулăра.

Кĕррĕс-кĕррĕс хыр урай

Кĕрĕслеттĕр тапнă май.

Хыр урайĕ хуçăлсан,

Чĕлпĕр-чĕлпĕр çурăлсан, —

Айăп пулмĕ çамрăкăн,

Айăп — мăнтăр виç такан.

Пĕлтĕр сутрăм ,виç така.

Илтĕм атă-йăс такан.

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тапăр-ха тата пăртак!

Хыр урайĕ хуçăлман,

Вăтăр-вăтăр вăртăрман.

Мĕншĕн, мĕншĕн вăркăнман?

Е начар-и йĕс такан?

Е ахаль-и виç така ,

Илчĕ атă сутакан?

 

Пĕр хĕр

Мăнтарăн тантăш Эрпике

Тата унпа хĕрсем ик-виççĕн

Килеççĕ карăнса кунта.

Ыран пуçланĕ туй. Ăсанĕ.

 

Тепĕр хĕр

Кĕтер пуль юрă юрласа?

 

Юрă

Акăшсем пекех хаваслă

Шавлă вăйă-кулăра

Ӳсрĕмĕр эпир ем-ешĕл

Аслă, уçă улăхра.

 

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăравлă

Каччă çуртăра кĕрсен,

Мĕншĕн алă патан эсĕ,

Илĕртрĕç-и куçĕсем?

 

Мĕншĕн çыхрăн шурă тутăр

Хурама пĕкки çине?

Мĕншĕн тутлă утă патăн

Урхамах лашисене?

 

Санăн илемӳ каять-мĕн

Çич юта та инçене.

Куççульне тăкса шăварăн

Урхамах-лашасене.

 

Эс сурпан сырса хурланăн,

Тӳссе пурăн инкеке.

Пуç тайма килетĕн эсĕ,

Çĕмĕрт куçлă Эрпике.

 

Эрпике вăйă варрине кĕрет.

 

Эрпике

Мана кĕтсе хĕн-хурлă юрă

Юрлатăр.

 

Пĕр каччă

Савăнăç юри

Пусмарĕ пирĕн урама.

 

Эрпике

Инкек пулсан та, тантăшсем,

Эсир янравлă юрăра

Инкек пирки сăмах ан калăр.

 

Пĕр хĕр

Пĕрле ӳссе, пĕрле çӳренĕ

Хĕр-тантăш пирĕн çич юта

Каять те, эрленсе анчах

Юрлатпăр халĕ. Чун тӳсмест.

 

Эрпике

Кайран та макăрма пире

Кунсем пулаççĕ. Халлĕхе

Хаваслă юрлăр, шăрантарăр!

 

Пĕр каччă

Пире Тутимĕр тĕл пулсан:

Эсир ман шурă акăша

Куçкĕретех иккен таптарнă

Тесен, мĕн калăпăр эпир?

 

Тепĕр хĕр

Ирхи тăм евĕр, каччă куçĕ

Пĕрре ӳкет те ирĕлет.

Ăсанчĕ пушкăрта, çухалчĕ.

Унта хĕрсем сахал-и уншăн?

 

Тимĕрккепе Туйтирек—кервен ӳт-пӳллĕ каччăсем — вăйă умне тăраççĕ.

 

Тимĕркке

Тим шывĕ хĕринче пăлхавăр

Пыни çинчен çӳрет хыпар.

Ĕнер анчах пĕр пушкăрт-пĕлĕш

Каларĕ пасарта. Тутимĕр

Вăрах кĕттертмĕ, вирхĕнсе

Килсе те çитĕ. Тепĕр хут

Тапранĕ-ха Чемей сехмечĕ.

 

Пĕр хĕр

Каят-и халăх ун енне?

Каллех те юпасем çине

Çакнисене курас килет-и?

 

Тимĕркке

Куçпа курма çеç мар, чиперĕм,

Ак çакă вăйлă алăпа

Юман чукмар та, хурçă хĕç те

Тытма та, çапăçма та тивĕ.

 

Пĕр хĕр

Чуна шари ан çур, хĕрхен.

 

Тимĕркке

Чуну сан лĕпĕш чунĕ мар,

Этемĕн. Паттăр вăхăт çитĕ.

 

Пĕр хĕр

Татах та хамăр халăх юнĕ

Тăван хире хĕретĕ-ши?

Пăлхавăр хыççăн салтаксем

Çунтарнă ялăн кĕлĕ çеç

Çилпе саланнă, кăмрăк пур-ха

Паян та.

 

Тепĕр хĕр

Чухăн халăх халь те

Кил-çуртсăр пурăнать. Тепре-и

Яла вут хыпĕ?

 

Тимĕркке

Юншăн— юн!

Улпут тавраш пире вĕлернĕ.

Ăна хăйне те çитĕ вилĕм.

Эсир, туссем, пăлхавлă вăхăт

Ик çул çеç ĕлĕкрех кунта

Кĕрленине манса кайман-и?

 

Тимĕркке

Пăлхав ĕнер çеç пулнă пек

Аса килет те çивчĕ хĕç

Тытас килет ман тĕлĕкре те.

Майра патша çарне хирме

Вăй çукчĕ пирĕн ун чухне.

Шуйттан пек кĕрлекен туппа

Пырса хупланни сăхманпа,

Тирме пулать-и сенĕкпе?

Юнпа хĕретрĕç уй-хире,

Эпир пытаннă вăрмана.

Вирт ячĕç те чăртсе çунтарчĕç,

Тăватă çухрăм хушшинче

Пăр утăмран пĕрер çынна

Çакса вĕлерчĕç.

Çăхансем

Виле çине тăрăннăччĕ,

Яра кунах ытла хăрушă

Кăранклатса нумай вăçетчĕç.

 

Тимĕркке

Пĕр тантăш-тусăмăр Тутимĕр,

Хăй вунçичче анчах кайсан та,

Çурхи Тим шывĕ пек пăлхав

Тапса кĕрленĕ вăхăтра

Чи паттăр çынччĕ, унăн ячĕ

Янратчĕ пĕтĕм таврара.

Майра патша тӳре-шари,

Тутимĕре тытса пама

Нумай укçа та, пысăк çĕр те,

Сĕнсе, тĕпчерĕ халăха,

Анчах ăна сутакани

Пĕр ирсĕр чун та тупăнмарĕ.

Тутиммĕр тарчĕ Пушкăрта.

Ăна çеçенхирти кăлкан та,

Хура вăрман та хӳтĕлерĕ,

Çалса хăварчĕ вилĕмрен.

Чемей пичче, ун харсăр ашшĕ,

Пурне те тӳсрĕ хăйшĕн те,

Ачишĕн те.

Салтак эшкерĕ

Ăна, тытса, ялтан яла

Çӳретрĕ, хĕртнĕ тимĕрпе

Пусса çунтарчĕ çурăмне,

Шап-шур çамки тирне ĕнтсе

Çырса кăларчă кĕлеме.

Галахов, çăрçăтман вайпут,

Ун чĕлхине касса илсе

Йытта çитерчĕ.

Салтаксем

Чемей пичче пӳртне çунтарчĕç.

Кĕлне вĕçтерчĕç те унта

Лартса хăварчĕç пĕр юпа.

Хура юпа, Чемей сехмечĕ,

Паян та пур, тирек пек çӳллĕ

Юпа çине нихçан та халăх

Пăхмасть именчĕк куçĕпе,

Ăна шанса тăрать, унта

Телей тымарĕ пулнă пек.

Хура юпа, Чемей сехмечĕ,

Çуллен çултен-çӳле усеть, —

Тесе калаççĕ ваттисем.

Ăна куллен-кунах ӳсме

Шыв кирлĕ, халăх çавăнпа

Ун умĕнче чавса кăларнă

Таса çăлкуçĕ.

Аркăштăр!

Юпа çуллен-çуллен хăпарĕ,

Пыра-киле хăй тăррипе

Вăл çитĕ пĕлĕте, турра

Йĕркеллĕн каласа кăтартĕ

Мăнтарăн халăх çĕр çинче

Асап та хурлăх тӳснине.

Хура юпа пĕлтернине

Çӳлте ăнланĕ аслă пӳлĕх,

Вара хаяр аçа çапса

Салатĕ пусмăр тăнчине.

Пуянсене курайманни

Пире çĕрле те вăратать,

Чĕре тулли вăрет пурин те.

 

Туйтирек

Пăлхав хĕлмĕ ӳктĕр çеç —

Çĕкленĕ çулăм ялсенче.

Тутимĕр пушкăрт хирĕнчен

Килсе тухсан, хĕвеллĕ кун та

Сасартăк типĕ çиçĕм çиçĕ,

Кĕр-кĕрлĕ аслати.

 

Тимĕркке

Ун чух

Хĕç пулĕ шăрт та, турчăка та,

Çава та.

 

Пĕр хĕр

Кĕçĕн çимĕк иртĕ,

Вара пире, яш-кĕрĕме,

Вăййа тухма та, юрлама та

Юрамĕ.

 

Тепĕр хĕр

Калаçса çитет!

Çеçкеллĕ çĕмĕрт пек шап-шур

Тукас вăййи килет кунта.

 

Картипе тăрса юрлаççĕ.

 

Тĕвик-тĕвик текерлĕк,

Ăçта каян, текерлĕк?

 

— Тăван киле каятăп,

Чĕпсем патне васкатăп.

 

Тĕвик-тĕвик текерлĕк,

Çурту ăçта, текерлĕк?

 

— Çӳллĕ тăвăн аркинче,

Тыла-пусси айĕиче.

 

Тĕвик-тĕвик текерлĕк,

Çурту епле, текерлĕк?

 

— Мачча çинче пĕр тăтăш

Ӳссе кашлать ват хăмăш.

 

Тĕвик-тĕвик текерлĕк,

Урай мĕнтен, текерлĕк?

 

— Шурă чултан урайĕ,

Çемçе мамăк чĕп айĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6