Кĕмĕл кĕпер :: Астул тытасси — алхасасси мар
Астул сакки саваламан сакă.
Ларма çемçе пулсассăн та ыраттаратъ...
Авалхи чăвашсем калани.
Асла çеçенхирпе хĕвеле хирĕç лайах кăралланнă текĕрт пырать. Малта — виçĕ юланутçă. Варринче — Атăлçи Пăлхарстан патши.
Ылттăнпик, сулахайра унăн аслă хĕрĕ Ылттăнчеч, сылтăмра — кĕрӳшĕ, Ылттăнчеч упăшки чапа тухнă çарпуçĕ Пачман.
Вĕсен хыçĕнче, темиçе утăм юлса, Атăлçи Пăлхарстан патши ялавне çӳле çĕкленĕ леккер. Ку вăл Ылттăнпикĕн шанчăклă çынни Итурай.
— Çĕршыв чиккине пур çĕрте те эпир лайăх çирĕплетрĕмĕр, — калаçать Ылттăнпик, ташласа пыракан шап-шурă утне ăмринчен ачашласа.
Шурут хăй тахçан сăвăр шăтăкне анса кайса урине ыраттарнине пĕтĕмпех манса кайнă ĕнтĕ. Чăнах та, хăй аслă та чаплă патшана илсе çӳреме тивĕç пулнă пек, ташласа кăна пырать.
— Уйрăмах тухăçри чикке лайăх çирĕплетрĕмĕр, — патшапа килĕшрĕ Пачман.
— Çапла, уйрăмах тухăçри чикке. Анаçран нимле харушлăх та килмелле мар. Вырăс кнеçĕсемпе пуринпе те килĕшӳ турăмăр эпир. Ку ĕçре кукаçей мана питĕ пулăшрĕ.
Ылттăнпик амăшĕ Ресан аслă кнеçĕн хĕрĕ. Пачман çакна лайăх пĕлет.
— Тухăçран монголсем килме пултарассине вырăс кнеçĕсем пурте лайăх ăнланаççĕ-и? - ыйтрĕ вăл, хăйĕн улма-чăпар утне патша учĕпе юнашар пыртарма тăрăшса.
— Çакна пĕлессе пурте лайăх пĕлеççĕ. Анчах кирлĕ пек ăнланмаççĕ, — куляннăн каларĕ Ылттăнпик. — Вĕçĕ-хĕррисĕр пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ. Ниепле те килĕштерсе çитереймеççĕ.
— Калка шывĕ çинче мĕскер пулнине маннă-шим вара вĕсем?
— Манчĕç пулмалла çав. Аса илтерсен те илтмĕш пулаççĕ. "Унтанпа вунă çул ытла иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Халь ăçта вĕсем, монголсем, çук!" — теççĕ.
— Пирĕн çĕршыва çав монголсемех икĕ хутчен тапăнса кĕнине пĕлмеççĕ-им вара вĕсем?
— Питĕ лайăх пĕлеççĕ. Анчах хăйсем пирĕн хӳтĕре пурăннипе нимрен те хăраман пек хытланаççĕ.
Вунпĕр çул каялла монголсем хĕрĕх пинлĕ çарпа кăнтăрти вырăс çĕрĕсене кĕрсе кайса çаратса çӳреме тытăннăччĕ. Кайран вырăссемпе кăпчаксен пĕрлешӳллĕ çарĕпе монголсен çарĕ Калка юханшывĕ çинче тĕл пулса питĕ хаяррăн çапăçнăччĕ. Монголсем вырăссемпе кăпчаксене ним юлми çĕмĕрсе тăкса пысăк харап кăтартнăччĕ...
— Монголсене эпир ялан çĕнтернипе çапла хăйсене хăрушсăрлăхра тесе шутлаççĕ ентĕ вĕсем, — калаçăва малалла тăсрĕ Пачман.
Чăнах та, тепĕр çулхинех монголсем, вырăссемпе кăпчаксене ним юлми пĕтернĕ хыççăн, пăлхарсем çине тапăнса кĕнĕччĕ. Пăлхарсем вара монголсене çавăн чухне йăлтах çапса çĕмĕрчĕç.
Ун чухне пăлхарсен патши Ылттăнпик марччĕ, ун чухне пăлхарсен патши Ылттăнпик тетĕшĕ Челпирччĕ.
"Эх, тетеçĕм, тетеçем! Ытла та вăхăтсăр çĕре кĕрсе ман пуç çине мĕн чухлĕ асап тăкрăн!" — шухăша кайрĕ сасартăк Ылттăнпик хăй кĕрӳшĕн юлашки сăмахĕсене илтнĕ хыççăн. Паянхи пекех астăвать Ылттăнпик юратнă тетĕшĕн юлашки кунĕсене. Аса-илӳ, акă, халь пулса иртнĕ пек, унăн куçĕ умне тухса тăчĕ.
Пăлхарсем Сахча шывĕ çинче аслă та чаплă çĕнтерӳ тунă хыççăн икĕ çул иртсе кайрĕ.
Ку хушăра Челпир патша сывлăхĕ япăхланнăçемĕн япăхланса пычĕ. Юлашкинчен вăл вара вырăнпах вырта пуçларĕ.
Кĕрхи сивĕ кун, ирпе-ирех, хăйĕн ĕмĕрĕ вĕçленсе пынине сиссе, Челпир хăй патне Ылттăнпике чĕнтерчĕ.
— Нумай пурнаймастăп эпĕ, шăллăм, — терĕ вăл Ылттăнпик килсенех.
— Тен, аплах мар пуль-ха, тетеçĕм! — Челпире лăплантарма тăчĕ Ылттăнпик.
— Çук, шăллăм, нумай пурăнаймастăп эпĕ.
— Мĕнле пурăнатпăр-ха вара сансăр, тете? — кулянса ыйтрĕ Ылттăнпик. — Самани те питĕ йывăр. Сывал, тархасшăн, сывал!..
— Ман вырăна эсĕ юлатăн, шăллăм, — терĕ йывăррăн Челпир. — Ман ĕçе малалла илсе пыраканни эсĕ пулатăн.
— Мĕн калаçатăн эсĕ, тете! — аптраса ӳкре Ылттăнпик. — Манран асли пур, Мир-Каçи.
— Телейĕм пулмарĕ манăн, — ăна илтмен пекех калаçрĕ Челпир. — Ачамсем пулмарĕç. Анчах ку вăл Кăтра-паттăр çурчĕ пĕтнине пĕлтер-мест. Эсĕ пур...
— Эпĕ иккĕмĕш пусăмри çеç, — кулянса каларĕ Ылттăнпик.
— Ун вырăнне эсĕ хальхи вăхăтра пирĕн патшалăх умне мĕнле хăрушлăх тухса тăнине питĕ лайăх ăнланатăн. Патша вăл элтепер кăна мар, патша вăл халăх кĕтӳçи те. Мир-Каçи вара çакна ăнланмасть. Унăн пĕртен-пĕр ĕмĕт — кашни пăлхара мечете çӳретесси тата мулласене итлеттересси. Монголсене çав кăна кирлĕ. Аллине хĕç тытма манса кĕлтума çеç пĕлекен халăха пăхăнтарасси питĕ çăмăл.
— Танкăра кĕлтăвар, тетеçĕм. Ура çине тăратăнах эсĕ!
— Аванччĕ те çав. Туса пĕтермен ĕçсем нумай.
Аслă Танкăр чăнах та пулăшрĕ пулас Челпире. Кĕтмен çĕртен ăна лайăхрах пулчĕ, вăл çӳреме тытăнчĕ. Çакна пĕлсессĕнех Ылттăнпик савăнчĕ, тетĕшĕ урăх хăй вилесси пирки сăмах тапратмĕ тенĕччĕ. Анчах Челпир вара пачах урăхла шухăшланă иккен. Вăл хăй керменне çĕршыври чи ятлă-сумлă çынсене пухма хушрĕ.
Питĕ лайăх астăвать-ха Ылттăнпик çав куна.
Патша керменне, аслă курăнчана çĕршыври чи ятлă-сумлă çынсем, паттăрсемпе пиксем, мăрсасем пуçтарăннă.
Челпир патша тата элтепер валли ятарласа туса хатĕрленĕ астул çинче ларать. Вăл хăйĕн вăрçа кайнă чухнехи тумĕпе. Аллине шап-шур перчетке тăхăннă. Сапарне кăна тăхăнман. Çăлтăр куçĕсем вутпа çиçеççĕ.
Челпир чĕркуççи çинче — ялтăраса çиçсе тăракан патша тата элтепер алтаспанĕ.
— Тусăмсем, тамарăмсем, юнташăмсем, — сăмахне пуçларĕ Челпир. — Эпĕ паян ытлашши калаçса вăхăт ирттересшĕн мар. Хамăн кăмăла та пехиле пĕлтеретĕп. Пурнăç тени вăл тĕрлĕрен килет. Нумай пурăнатăп-и эпĕ, сахал-и, сире паян пурне те пĕлтеретĕп: çак ман астула тытса пыраканĕ ман хыççăн ман юратнă шăллăм Ылттăнпик тикки пулать. Эсир пурте эпĕ каланине илтрĕр. Çакна илтрĕмĕр, çакна туса пыратпăр тесе, эсир паян ман куç умĕнче ман алтаспана чуптăвăр.
Çак сăмахсене илтсессĕн чи малтан Челпир патне Саврăш-паттăр пычĕ.
— Аслă патша тата элтепер сăмахне илтрĕм, ăна кирек мĕнле саманара та çирĕп тытса пыратăп! — терĕ те вăл кукленсе ларса Челпир алтаспанне чуптурĕ.
Савраш-паттăр хыççăн вара аслă курăнчана килнĕ кашни пăлхар пĕрин хыççăн тепри патша тата элтепер алтаспанне пыра-пыра чуптурĕç.
— Эсĕ те чупту, шăллăм! — терĕ юлашкинчен Челпир Ылттăнпике. Ылттăнпикĕн вара патшан тата элтеперĕн алтаспанне пырса чуптумалла пулчĕ.
Челпир хăйне питĕ кăмăллă, савăнăçлă тытрĕ. Нимĕн чирпе те аптраман пекех. Çакна курса вара Ылттăнпик, тетĕшĕнчен ирĕк илсе, Урал тăвĕсем еннелле сунара тухса каяс терĕ. Эх, каймалла марччĕ те çав унăн ниçта та. Ара, аслă Танкăр хăçан кама мĕскер парассине пĕлейместĕн çав. Çавăнта, сунарта вара Ылттăнпик тетĕшĕ вилнине пĕлчĕ. Вăл каялла Пӳлере таврăннă çĕре каçисемпе апассем çĕршыв патши тесе Мир-Каçине, Челпирне пĕр варта çуралса ӳснĕ тиккине пĕлтернĕччĕ. Челпир виллесе хăварнине те шута хумарĕç вĕсем.
Хăй Пӳлере таврăннă куна Ылттăнпик питĕ лайăх астăвать.
Мир-Каçи — патша тумĕпе, астул çинче ларать. Ун умĕнче каçисемпе апассем, ватă пӳлевсем явкаланаççĕ. Аслă курăнчана Ылттăнпик кĕрсе тăрсассăнах вĕсем пурте сасартăк аптраса ӳкрĕç, пĕрре Мир-Каçи çине, тепре ун шăллĕ çине тĕлĕннĕн пăха-пăха илчĕç.
— Ман юратпă шăллăм килсе çитрĕ, — самаях кăмăллă саспа каларĕ Мир-Каçи. — Атя, ирт, шăллăм. Акă, манпа юнашар килсе тăр. Эпĕ сана тата кунти ятлă-сумлă çынсене тӳрех хам ирĕке пĕлтерес тетĕп...
Эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, ман юратнă шăллăм Ылттăнпик — чаплă çарпуçĕ. Эпĕ хам, аслă патша, çар ĕçне чухласах каймастăн. Çавăнпа çĕршыври пĕтĕм çар ĕçпе туса пыма юратнă шăллăма Ылттăнпике хушатăп. Урăхла каласан, Ылттăнпик пирĕн мĕнпур çарсен элтеперĕ пулать...
Çĕршывра йĕркесĕрлĕх ан тухтăр, хирĕçӳ ан пуçлантăр тесе, Ылттăнпик вара çавăн чухне Мир-Каçи аллине чуптурĕ те пĕтĕм вăхăтне, вăйне пăлхарсен çарне вăйлăлатас çĕре яма тытăнчĕ. Иртен пуçласа каçчен вăл çарсенче пулчĕ, вĕсене тухăçран тапăнса килме пултаракан монголсене хирĕç кĕрешме вĕрентрĕ.
Мир-Каçи патшара лăпкăн ларăп тесе шутланăччĕ пулмалла. Анчах ĕçсем пачах урăхла пулса тухма тытăнчĕç. Челпир вилнĕ хыççăн патшана Мир-Каçи ларнă тенине илтсессĕн, анăçри тăрăхран хăй таманĕпе Сăкăт-паттăр килсе тухрĕ те тӳрех Ылттăнпике шыраса тупрĕ.
— Мĕнле-ха вара капла, — терĕ вăл, — эпĕ Челпир патшана сăмах патăм, вăл турăсем патне каяс пулсан, пирĕн патша Ылттăнпик пулать, терĕм. Тупа туса каларăм. Атя, Ылттăнпик, пĕтĕм халăха çĕклетпĕр. Мир-Каçине эпир ним пулман пекех пĕтеретпĕр..
Сăкăт-паттăр хăй таманĕпе Ылттăнпикшĕн тăма килнĕ тенине илтсен, Саврăш-паттăр та хăй эккелĕсемпе Ылттăнпик патне пычĕ.
— Ылттăнпикшĕн эпĕ аслă та чаплă Челпир патшан алтаспанне чуптурăм, — терĕ вăл. — Мир-Каçи пуçне касса йытăсене пăрахса паратăп та сана, Ылттăнпик, патшана лартатăп. Сăкăт-паттăрпа, ытти мăрсасемпе пĕрле...
Капла пулсан çĕршывра вăрçă пуçланма пултарнине Ылттăнпик лайăх ăнланчĕ. Ара, Сăкăт-паттăрпа Саврăш-паттăр халăха ун майлă çĕклес тесе тăрăшнă чухне хирĕççисем те тупăнаççĕ. Мир-Каçи хăй те алă усса лармĕ. Çакăн çинчен шухăшласа, Ылттăнпик тусĕсене лăплантарма тăрăшрĕ.
— Ан васкăр, — терĕ вăл, — кăштах пурăнса пăхар. Мир-Каçи патша пулма пултараймассине эпĕ те пĕлетĕп. Ан тив, халăх та çакна ăнланса илтĕр. Халлĕхе Мир-Каçи майлисем те сахал мар-ха. Вĕсем хăйсем çак тĕревлĕ саманара Мир-Каçи патшара ларма пултарайманнине ăнланса илччĕр. Ун чухне вара мĕскер тумалли пирки шухăшлăпăр. Халлĕхе эпĕ пĕтĕм çар ĕçне хам туса пыратăп. Çавăнпа ытлашши кулянма кирлĕ мар.
Анчах патша — патшах, Мир-Каçи патшана çĕршыв та, халăх та кирле марччĕ. Монголсем килсе тапăнма пултарассине пĕлетăркачах патшалăха çирĕплетес тесе вăл нимĕн те тумарĕ. Пачах урăхла, Челпир тунă ырă ĕçсене те пĕтерме тытăнчĕ. Хапăлхана салатса яма хушрĕ. Вăрçă-мĕн пулсан пирĕн каркарçар пулать такама та çапса салатать, терĕ. Вăл тĕрĕс мар пурнăç çулĕ çине тăнине ĕнентерес тесе, Ылттăнпик темĕн те туса пăхрĕ. Анчах вал тăрăшнине никам та шута хумарĕ. "Хăйшĕн тăрăшать, хăй патша пуласшăн!" — терĕç.
Мир-Каçи уйрăмах тĕн пирки тĕрĕс çул-йĕр тытса пымарĕ. Хулара вĕçĕ-хĕррисĕр мечет хыççăн мечет лартма тытăнчĕ, мăсăльман пăлхарсене пысăк ирĕк пачĕ, ытти тĕнпе пурăнакансене хĕстерме тытăнчĕ. Ку вара христиансене те, авалхи тĕне тытса пыракансене те питĕ тарăхтарчĕ. Тĕрлĕ тĕнпе пурăнакансен хушшинче хирĕçӳсем пуçланчĕç. Уйрăмах мăсăльмансемпе христиансем пĕр-пĕринпе килĕштерейми пулчĕç. Çакă вара çын вĕлересси патне те илсе çитерчĕ. Ылттăнпик çакна питĕ лайăх астăвать. Христиансен хушшинче Аврам ятлă пăлхар çынни пурччĕ. Сутӳ-илӳпе ĕçлекенскер. Таçта та çитсе курнă, нумай чĕлхе пĕлетчĕ. Халăхпа калаçма питĕ ăстаччĕ. Пĕррехинче вăл Улатимĕр хулинчен таврăннă та пасарта хăй майлă çынсене унти чиркӳсем çинчен, унти хуласем çинчен каласа пама тытăннă. Сăмах май ĕнтĕ Христоса мухтанă, пурне те хăй тĕнне тытса пыма чĕннĕ. Ку вара пасара пынă мăсăльмансене килĕшмен. "Эс мĕн хăв тĕнне мухтаса тăратăн? Атя, кай, Улатимĕр хулинчен вăрласа килнĕ таварусене сут! — тенĕ вĕсенчен пĕри.
"Мĕнле вăрласа килнĕ?.. Эс мĕнле мана ун пек калама хăятăн?.. Эсĕ хăв лаша вăрри!.." — кăшкăрса янă Аврам пурте илтмелле.
Пуçланнă вара тĕркешӳ. Кайран халăх çапăçсах кайнă. Çавăн чухне вара юн тăкăнасси те пулнă. Мăсăльмансем Аврама анкарпа чиксе пăрахнă.
Ку вăл çу уйăхĕнче пулчĕ. Усал хыпар утпа çӳрет. Хăйсемпе пĕр тĕн тытса пыракан пăлхар çыннине вĕлерни çинчен усал хыпар Улатимĕр хулине те çитрĕ. Унти халăх та Пăлхар хулинче христиансене вĕлереççĕ тесе пăлханма тытăнать. Улатимĕр аслă кнеçĕ Юрий Мир-Каçи патне элчĕсем ярать, Аврама айăпламасассăн вăрçă пулассипе хăратать. Çака вара Пăлхар хулинче, каярахпа пĕтĕм çĕршыври халăха пăтраштарса ярать. Пĕрисем христиансем майлă, пĕтĕм мăсăльмансене вĕлерсе тухмалла теççĕ. Теприсем мăсăльмансем майла, христиансем вырăссене сутăннă, çавăнпа вĕсене çĕршывран хуса кăлармалла теççĕ.
Атăлçи Пăлхарстанра халăх пăлханма тытăннипе монголсем те пĕлеççĕ. Вĕсем те хайхи кунта танăпса кĕме хатĕрленни çинчен хыпар çитет. Çапла, Мир-Каçи пирки ун чухие пĕтем патшалăх питĕ пысăк йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕччĕ. Анăçра вырăссем хăратаççĕ, тапăнса кĕретпĕр тесе çар пухаççĕ. Тухăçра тата монголсем хăйсен таманĕсене Атăлçи Пăлхарстан чиккинелле илсе пыма тытăнаççĕ. Çитменнине тата шĕкĕр хулара та инкек пуçланчĕ. Кĕтмен çĕртен питĕ пысăк пушар тухрĕ. Шăп та лăп çав Аврама вĕлернĕ пасартан пуçланчĕ пушар тухасси. Ку вăл Çӳлти Турă Аврамшăн тавăрни пулать, терĕç вара христиансем. Мăсăльмансем хайхи пушар чĕртекенĕсем христиансем теме тытăнчĕç. Хула халăхĕ чăнласах та икĕ пая пайланчĕ. Ыран-паян пĕтĕм хулара вăрçă тухма пултарать. Çакна курса, чи сумлă пиксемпе мăрсасем, çарпуçĕсемпе паттăрсем Мир-Каçине айăплама тытăнчĕç: "Эсĕ кирлĕ пек астул тытса пыраймастăн, — терĕç. — Пĕтĕм инкек сан пирки. Челпир халалне шута хуманни пирки. Атя, кай хуларан тухса. Челпир хушса хăварнă пек Ылттăнпик патша пултăр!"
Малтанласа Мир-Каçи хуларан тухса кайма килĕшмерĕ, хирĕçме, хăйпе хирĕççисене хăратма пăхрĕ. Кайран кăна, монголсем вĕçĕ-хĕррисĕр çарпа çĕршывăн тухăçри чиккине пырса тулсан çеç, Мир-Каçи хăй çак йывăр та хавхавлă саманара патшара ларма пултараймассине ăнланса илчĕ. "Тете хушса хăварнине çитермелли пирĕн, — терĕ. — Çак вăрçăллă саманара эпĕ мар, çар ĕçне лайăх пĕлекен Ылттăнпик патша тата элтепер пулмалла!" — терĕ. Дервиш тумне тăхăнчĕ те, аллине туя тытса, керменрен тухса кайса таçта пач çухалчĕ.
Çапла вара Ылттăнпик аслă та чаплă Пăлхарстан патши тата элтеперĕ пулса тăчĕ.
2
Ылттăнпик патша тата элтепер пулса тăнине пĕтĕм халăх питĕ лайăх йышăнчĕ. Çакăн пек йывăр саманара, тухăçран тискер монголсем хăратсах тăнă тапхăрта чаплă çарпуçĕ астул тытма тытăнни пăлхарсене савăнтарчĕ те, лăплантарчĕ те, ырă пуласлăх пирки шухăш шухăшлама та май туса пачĕ.
Ылттăнпик çапла астул тытма тытăнни уйрăмах пăлхарсен çарпуçĕсене савăнтарчĕ. Вĕсем пурте хăйсене чăнласах та кирлĕ çын пек туйма тытăнчĕç. Çакна курса, Ылттăнпик хăй те питĕ савăнчĕ. Анчах ăна саламлакансем, ун патне пырса çӳрекенсем хушшинче Парăç-Пăрăнтай темшĕн пулмарĕ. Ăна шыраса тупса, унпа калаçас тесе, Ылттăнпик темиçе те шухăшларĕ. Кайран вара ку шухăш ĕç айне пулса кайрĕ. "Кирлĕ чухне тĕл пулăпăр-ха", — терĕ те Ылттăнпик патша ĕçне туса пыма тытăнчĕ.
Чи малтан Ылттăнпик вырăссемпе килĕшӳ тăвас терĕ. Чăнах та, çĕршыв ун чухне питĕ пысăк йывăрлăх умĕнче тăратчĕ. Пĕр енчен вырăссем тапăпса кĕме хатĕрленеççĕ. Тепĕр енчен чикĕ патнех монголсен таманĕсем пырса тăнă. Хăйĕн кукашшĕ, Ресан киеçĕ пулăшнипе вăл Улатимĕре элчĕсем ячĕ. Элчĕсем Улатимĕр кнеçĕпе Юрийпе килĕшӳ тăвасси пирки чиперех калаçса татăлчĕç. Çав килĕшӳ тăрăх вырăссем Аврам ӳтне Улатимере илсе тухрĕç те ăна Успени мăнастирне хучĕç. Вара икĕ çĕршыври христиансем те ăна светтуй тесе пуççапма тытăнчĕç. Çапла вара Атăлçи пăлхарсенчен те христианство тĕнĕнчи пĕрремĕш светтуй çын пулса тăчĕ. Çавна шута хурса, Ылттăнпик Улатимĕр хулине каяс текен чулçăсене те чармарĕ. Питĕ ăста чулçăсем вара унта тухса кайса çĕне чиркӳсем тума тытăнчĕç. Улатимĕр хулине пăхăнса тăракан çĕрсенче ту-сăрт çук. Ту-сăрт çук çĕрте пысăк çуртсем айне хумалли чулсем те пулмаççĕ. Çавна шута хурса, Ылттăнпик хăй çершывĕнчен чулсем турттарса тухма та ирĕк пачĕ. Çапла вара, Атăлçи Пăлхарстан çĕрĕнчен, Урал тăвĕсем патĕнчен çĕнĕ керменсемпе чиркӳсем тума питĕ çирĕп, ĕмĕрне ванман пин-пин чул шыв тăрăх турттарса тухрĕç. Малтан Шуратăл тăрăх анаталла, кайран Чулман Атăлпа тата анăçалла. Чулман Атăл Аслă Атăла юхса тухать. Унтан вара шыв тăрăх тăвалла. Кайран та Хура Атăл тăрăх тăвалла. Юлашкинчен карапсем вара Хура Атăлтан пысăк мар юханшывсене кĕреççĕ те Улатимĕр хули патне çитеççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...