Тутимĕр :: Пĕрремĕш акт


Хура пӳрт. Тĕпелте те, алăк патĕнче те саксем.

Кăнтăрла. Курак кĕрĕ илсе ларать.

 

Курак

Паян каçпа килет-ши евчĕ?

Кĕтсе шăп иртрĕ пĕр эрне.

Çапах та çук. Хура кушак пек

Элек таврашĕ çул çинчен

Иртмерĕ пулĕ, хăямат?

 

Эрпике сасси

Анне! Анне! Чĕппе тапса

Каятчĕ хурчăка. Инкекĕ

Каймасть, пĕрмайăн явăнать.

 

Курак

Ан çухăр, Эрпике!

(Хăй тĕллĕн шăппăн.)

Тапса каймарĕ хурчăки.

Ырра мар ку. Ватти сăмахĕ

Каларăшле, кăçал хĕре

Качча параймăп ĕнтĕ эпĕ.

Пĕр-пĕр чун мурĕ — хурчăка —

Чĕппе тапсан, вари ăшчикĕм

Лăпланнă пулĕччĕ. Эх, турă,

Итле йӳтенĕ чуруна:

Качча пама та пысăк хулăм

Илме антарччĕ çăмăллăх!

Чĕнсе кĕртем-ха. Хурчăки

Пĕр чĕппине тапса, тен, кайĕ.

(Кăшкăрать.)

Хуралласа ыратăн пулĕ,

Кансан та юрĕ, Эрпике!

 

Эрпике сасси

Типме кăларнă ыраша

Сăхаççĕ çерçисем. Кăшша!

 

Курак

Пĕрре те итлеместĕн-çке.

Кĕме каланă. Ан лăрка!

 

Эрпике сасси

Атте килет.

 

Курак

Эппин, шыв кӳр!

Шыв кирлĕ кăнтăр апатне.

Чĕпӳсене хамах хураллăп.

 

Килкартинче витресем янрани илтĕнет.

 

Тинех тасалчĕ. Хурчăка

Тӳп-тӳрĕ антăр картишне!

Унта пĕри, уксах шим-шимпĕ,

Çӳрет. Ăна тапса кайсан та,

Пĕртте хăрхенмĕп, тупата.

Эрпикене пуян киле

Качча парсан, чĕре асапĕ

Иртейĕ ман.

 

Чăхсем çуйăхни илтĕнет.

 

Асамат сасси

Кăшша! Арьях!

 

Курак

Сасартăк тупăнчĕ тепри,

Виле пĕлмен ийе путекĕ,

Хурчăкана хăратрĕ. Тьху!

Инкек çине сикет сикекĕ.

Килмест евчи те, çĕрçăтман.

 

Асамат кĕрет.

 

Курак

Ытла карма çăварлă эсĕ,

Вăрра хӳтернĕ пек саспа

Шарттах сиктертĕн чунăма.

 

Асамат

Çил евер анчĕ те хĕрен

Илсе те кайрĕ пĕр чĕппе.

Аçу-аннӳ пĕлсе ят панă:

Тăмсай хура курак çав эсĕ.

 

Курак

Хăшне вара, имшеррине-и?

 

Асамат

Арçын пĕлет-и? Тух та кур!

 

Курак

Çӳлти аттемĕр çырнинчен

Иртеймĕпĕр. Тапсан та юрĕ.

Чăп пек каять пуль Эрпике.

 

Асамат

Ялан юрри пĕрре куракăн:

Кăранк! Кăранк! Çăва çине

Каясчĕ санăн, тăр-ухмахăн.

Пуçу çатан пек шăтăк-шатăк.

Çилсем вĕçтернĕ мимӳне.

 

Курак

Чипер калаç-ха, Асамат.

 

Асамат

Пĕлтĕр тукмак пĕр пăрăва

Тытсан та, эсĕ савăнтăн,

Евче кĕтсе сăра вĕретрĕн.

Каллех çав юрă, çав сăмах.

Суха туса тертленнĕ хыççăн

Апат çиесчĕ тутлăрах.

 

Курак

Уйран та çăкăр çеç. Тутли

Лере, улпут кĕрекинче.

(Сĕтел çине хатĕрлесе лартать.)

 

Асамат

Кăçал юманлăх леш енче

Ыраш начар, ытла сайра,

Хушши пĕр шит.

 

Курак

Ара, ун чух,

Ăна акма кайма тухсассăн,

Кам хирĕç пулнăччĕ сана?

 

Асамат

Ара, кам пултăр-ха? Чемей,

Тутимĕр ашшĕ.

 

Курак

И, чĕлхесĕр!

Чĕлхесĕре курсан, ыраш

Пучахсăр, тетчĕ ман атте.

 

Асамат

Пĕр канăçсăр сăмах арманĕ

Ĕçлет-мĕн санăн, авăртать.

Чипер кăтра çынна тĕл пултăн, —

Тырру сан хĕвĕнĕ, ачам! —

Çапла калатчĕ асатте.

Чемей кăтра.

 

Курак

Кăтра пулсан та,

Кукши çап-çутă лĕпкинче.

Çавна кура ыраш та пирĕн

Лĕпки пек çап-çара.

 

Асамат

Кулсан,

Пыра ларатчĕ пĕр тĕпренчĕк.

Кăçал пӳрте сиплемелле.

Пир-авăрна алхапăлта

Пĕр ан сутсан — укçа пулатчĕ.

 

Курак

Пĕртен-пĕр шанчăк — Эрпике.

Укçа килетчĕ, çураçсан.

Кăçал вăл нарăсра вунçиччĕ

Тултарчĕ, — вăхăчĕ кайма.

Ун пек илемлĕ хĕрупраçшăн

Çĕр танкĕ парĕç.

 

Асамат

Ых, çăвар!

Хура курак? Çаплах пĕр юрă!

 

Курак

Вăрçса кăлартăн тинкене.

Сана-çке ывăл кирлĕччĕ.

Хĕре çĕр ячĕ çук. Кайсан,

Сана илтсе хăлхам янрамĕ.

Эрпикене çуратсанах,

Хĕнерĕн, калăппа çапса

Пуçа шăтартăн. Мантăн-и?

 

Асамат

Пуçна çапса çурма та манăн

Пĕр пысăк тивĕç пур. Çынсен

Килте — виçшер сап-сарă ывăл,

Хирте виç ят, ĕçре — улт алă.

Вилсен, кам маншăн тупăк касĕ?

Пĕр ывăл та тумарăн эсĕ.

Хĕрарăм-и? Хĕсĕр курак!

 

Курак

Турри хушман, вара сăлтавĕ

Манра-и?

 

Асамат

Ыттисемшĕн турă

Пĕрре те хирĕç мар, Курак.

 

Курак

Вĕрӳçĕ патĕнче те пултăм,

Киремете те асăнтăм,

Чӳкме те хыврăм çулленех.

Ах, турă, мĕншĕн чуруна

Памарăн ывăл? Ан çиллен,

Мана каçар!

 

Килкартинче чăхсем кăтăклатни илттĕнет.

 

Асамат

Кăшша! Ăрьях!

(Чӳречерен пăхса)

Те тепĕр чĕп каллех çухалчĕ.

Миçе хĕр парăн-ши, мамма?

 

Курак

Эрпикенне çӳç тунине

Çăласчĕ. Кайрĕ те çухалчĕ.

Шыва кайма çапла вăрах-и?

Утма виç утăм.

 

Асамат

Çухрăм пур-тăр.

 

Курак

Çăлкуçĕ, ав!

 

Асамат

Ĕнертенпе

Тĕне кĕменнисем ăсаççĕ

Ял вĕçĕнче.

 

Курак

Кунти типмен-и?

 

Асамат

Типмен. Унта Ахрумкă пуп

Тăватă чăваша чăмтарнă,

Хĕрес çактарнă, ят та панă,

Унтан тумлам та шыв ăçме

Хушман тĕне кĕменсене.

 

Курак

Ытла йĕркесĕр тамаша.

Пире кӳртмеççĕ-и?

 

Асамат

Пуп килĕ,

Пĕрре хĕстерĕ — макăрăн.

Хăрес чиксе кăларнă шывăн

Витри виç тенкĕ. Пуянсем

Тĕне кĕреççĕ, унсăрăн

Хĕстерĕ Кĕтерин патша.

Хире каяс.

 

Курак

Мĕлкӳ çич утăм

Пулсан, килне васка каçкӳлĕм.

Кĕрмеслĕ ялĕнчен каç евчĕ

Килес пек сас-хыпар.

 

Асамат

Лаша

Мăн калĕ сухара...

 

Курак

Ан ӳкĕн,

Кĕтсе тăмасăрах, çураçăп.

 

Асамат

Çапах та çыннине пĕлмесĕр

Ан килĕш. Хĕрĕмĕр тăван.

Ан пултăр ĕмĕрĕ куççуллĕ.

 

Асамат каять.

 

Курак

Каларăн та... Хăвна пĕлесчĕ!

Мана хĕр чух, çураçнă чух,

Яка чĕлхеллĕ ватă евчĕ

Мухтанине итлерĕм эпĕ.

Пуян киле улпут майри пек

Кĕрсе, çемçе минтер çинче

Ларатăн тенĕччĕ, анчах

Пĕркенчĕке уçсан, тин куртăм.

Йĕтем çинче ултшар ураллă

Урпа капанĕсем пулман.

Çăра мăян анчах кашлатчĕ.

Туя та çынăн тумтирне

Илсе ху пынă. Тепĕр кун

Ĕнсӳ çинче чупатчĕ пыйтă.

Мана ку каччă та юрарĕ,

Хама мĕн çырнине тӳссе,

Пурнăçăма хуллен ирттертĕм.

Пуян килкартине кĕме,

Инке пулма илемлĕ марччĕ,

Тата, çитменнине кура,

Тĕл-тĕл кĕсенлĕччĕ пит-куçăм.

Çеçке пек Эрпике, хитре,

Такам куçне те хĕртмелле, —

Ăна парасчĕ пуяна.

Килет!

(Чӳречерен пăхса)

Эп хам, хура Курак,

Тăпра урайлă йăвара

Епле илемлĕ кăвакарчăн

Ӳстернĕ. Паттăр çав Курак!

Ун евĕр ывăлăм пулсан,

Çĕрме пуян та хăй хĕрне

Качча паратчĕ, тупата!

■ Страницăсем: 1 2 3