Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ


Ял варринчи сар хĕрне

Чĕнтĕм, чĕнтĕм — тухмарĕ,

Пăшăрханчĕ ман чĕре.

Тин тухма та кирлĕ мар,

Халь юратма вăхăт мар,

Шур тутăрна сулса яр.

Салтак юрринчен

Ăçта каян, чĕкеç, вăйлă çумăр витĕр,

Ик çунату тăрăх çумăр шыв юхтарса?

Ăçта каян, савни, эс манран уйрăлса,

Ик хура куçунтан куççульне юхтарса?

Чăваш халăх юрринчен

1. Çапăçу хирĕнче

Чалăм айккипе кунĕн-çĕрĕн çарсем иртеççĕ. Крепоçе никам та кĕмест — отрядсене кунта чарăнса тăма каламан.

Васкаççĕ улансемпе юзбашисем — малта вырăссемпе тытăçусем пуçланнă ĕнтĕ. Магмет-Эминь вилнĕренпе пысăк вăрçа хутшăнса курманскерсем, вĕсем часрах çапăçăва кĕресшĕн.

Çарсем Сăр хĕрринче те пĕр талăк çеç канса тăраççĕ, унтан, темиçе пысăк ушкăна пайланса, пĕрисем Чулхула еннелле, теприсем Касимовпа Рязань еннелле çул тытаççĕ.

Чалăмра Тукай ытти мăрсасемпе пĕрле Сахиб-Гирее кĕтет. Ун çыннисем — чăвашсемпе çармăссем — Хусан ханĕ кунтан миçе çухрăмра пулнине çине-çине пĕлтерсе тăраççĕ.

Ак вăрман çулĕ çинче темиçе çамрăк йĕкĕт — вун тăватă-вун пилĕк çулхи ачасем — пĕр пек хура тур учĕсене вылятса килни курăнса кайрĕ. Кусем чаплă мăрсасемпе княçсен ачисем пулчĕç, вĕсене ашшĕ-амăшĕсем юри хана сыхлама тата вăрçă ĕçне хăнăхма кăларса янă.

Çамрăк йĕкĕтсен хыçĕнче пысăк та илемлĕ тимĕр кăвак ут ташласа пырать. Вăл, хăйĕн хуçине ӳкерсе хăварма тăрăшнă пек, ялан енчен енне пăркаланать, хуçи кару тытнă чĕлпĕре алăран туртса илме ĕмĕтленсе вĕçĕмсĕр пуçне ухать. Хусан патшине хăйĕн лаши çапла ташлани килĕшет пулмалла, вăл шурă пӳрнескеллĕ алсиш тăхăннă аллинчи чĕлпĕрне юри унталла та кунталла турткалать.

Хан хыçĕнче ун çинчен куçĕсене илмесĕр ытти юланутсем пыраççĕ: пысăк карачи, аталык, эмирсем, чаплă улансемпе княçсем, аскерсем.

Ку пысăк свитăна курсан крепость хапхи умĕнче темиçе мăрсапа тăракан Тукай пĕр вăхăтлăха аптраса ӳкрĕ, вăл хан çулне пӳлсе çул çине тухма та хăймарĕ: кĕрет-ши çула май хан Чалăм крепоçне е кунта кĕмесĕрех иртсе каять-ши?

Анчах Сахиб-Гирей Тукая хăй асăрхарĕ ĕнтĕ, пысăк карачипе пĕрле ушкăнтан уйрăлса темиçе аскерпа крепость еннелле çул тытрĕ. Вăл çитнĕ çĕре крепость хапхи яри уçăлчĕ те, вĕсем пĕр-пĕрне саламласа шалалла кĕрсе кайрĕç.

Сахиб-Гирейĕн Тукайпа калаçса тăма вăхăт пулмарĕ, вăл хăйне кĕтсе тăракан юлан утсене — Чулхуларан, Рязаньтен, Муромран тата Крым ханĕн станĕнчен килнĕ хыпарçăсене пĕрерĕн йышăнма тапратрĕ. Ăна пурте савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕç курăнать, хăйне уйăрса панă пӳлĕмрен вăл хаваслăн тухрĕ.

— Ну, Тукай мăрса, кăшт çырткаласа илер те, эсĕ пире тек тытса та ан тăр! — терĕ вăл. — Пирĕн васкамалла. Ман пичче Мухаммед-Гирей хăйĕн мухтавлă çарĕпе Ока патне çывхарса килет. Пирĕн те часрах унта çитес пулать. — Тукай ăна крепоçе мĕнле тĕреклетнине пăхса çӳреме сĕнчĕ, Сахиб-Гирей аллине çеç сулчĕ. — Вăхăт çук. Тата, тепĕр тесен, ку таврара çапăçу пулассине кĕтме те кирлĕ мар. Тӳрех Мускава тапăнатпăр. Халĕ Василий княçпа нумай калаçса тăмастпăр.

Тухса каяс умĕн вăл Тукайран çапла ыйтрĕ:

— Мĕнле, пĕтĕм Хусан ханлăхĕ тапраннă чух çак крепоçре пăчăхса ларма йывăртарах мар-и? Тен, сана Чулхула патне ярсан авантарах? — терĕ.

— Хама вăрçа кайма ирĕк парсан тем пекех тав тунă пулăттăм сана, аслă Герай-хан! — пуç тайрĕ ăна Тукай. — Чăнах, кунта йĕке хӳресемпе çапăçса йăлăхрăм…

— Юрĕ, — ал тытрĕ ăна Сахиб-Гирей. — Кунта, ман ушкăнта, Бурнаш пур. Унăн, ватă мăрсан, лаша çинче силленсе çӳремесен те юрĕ. Çавна парса хăвар крепоçе. Ху часрах Чулхулана çит. Унта, ман шутпа, вăй сахалтарах кайрĕ пек туйăнать.

— Пĕтĕм чĕререн тав тăватăп, ырă Герай-хан.

— Кунтан каякан çармăссемпе чăвашсем пурте сан аллунта пулаççĕ.

— Юрать, Герай-хан.

— Вăрçă хыççăн крепоçре кам юласси пирки ӳлĕмрен калаçăпăр. Ну, сывă пул, Тукай мăрса.

Тукай хан свитине виçĕ çухрăма çити ăсатрĕ те хăй Бурнашпа пĕрле сиккипе каялла килчĕ. Ун çыннисем васкаса вăрçа кайма хатĕрленме тытăнчĕç.

Калас пулать, ялан пĕр вырăнта пурăнни Тукая чăнах та йăлăхтарнăччĕ. Чĕре патне пыракан ĕç мар вăл иртен пуçласа каçчен крепость тавра çаврăнасси, хуралçăсене тĕрĕслесси тата Сăр шывĕ енчен вырăссем килессине кĕтсе ларасси.

Чăн-чăн синкер вăл, Чалăм крепоçĕ! Ирхине ирех тăратăн та çĕрле хуралçăсем тытса хупнă лазутчиксене — кунта мĕн пулса иртнине шăршласа çӳрекенсене — ыйтса тĕпчеме пуçлатăн. Вара сана нимĕн те чĕнмесĕр е куç умĕнчех суйса йăлт асаплантарса пĕтереççĕ. Унтан вара санăн кази (судья) пулса татса памалла — Хусана ăсатмалла-и вăл çынсене, нӳхрепе хупмалла-и е пĕр-икĕ çупкă парса кăларса ямалла.

Килтен, тăван ялтан пачах татăлчĕ мăрса, арăмĕпе хĕрне уйăхра пĕрре çеç куракан пулчĕ. Чалăмра сăвăр пек пурăннипе ĕçсем çапла начарланса кайрĕç те ĕнтĕ Юмансарта!

Акă халь вăл ирĕкре çӳресе чунне уçать, май пулсан хăйĕн паттăрлăхне тепре кăтартса парать. Куртăр Сахиб-Гирей Тукай уншăн мĕнле тăрăшнине!

Икĕ кун ушкăн мăн çулпа пĕр çапăçусăр пычĕ. Унта та кунта тутарсем вут тĕртсе хăварнă ялсем çунчĕç, Хусан мăрсисемпе княçĕсен, уланĕсемпе юзвашисен çыннисем ясырь хăвала-хăвала иртрĕç, çын виллисем выртакан тĕлте çăхансем явăнчĕç.

Ялсенче вырăссем сахал тĕл пулаççĕ — пĕтĕм халăх килти ăпăр-тапăра тиесе тата мĕн пур выльăха хăваласа сĕм вăрмана тарнă.

Виççĕмĕш кунĕнче, хан хушнă пекех, Тукай Чулхула патне çитрĕ. Чи тĕлĕнмелли хыпар уншăн кунта Хусан çарĕсем темиçе кун çапăçса та Чулхула кремльне илейменни мар, урăххи пулчĕ — Тукайăн çапăçура Урак ывăлне Нияза пулăшмалла иккен, тĕрĕссипе каласан, вăл мĕн хушнине итлесе, ăна пăхăнса тăмалла. Ку ăна тарăхтармаллипех тарăхтарса ячĕ. Мĕн пĕлет çав айван йĕкĕт вăрçă ĕçне? Мĕншĕн-ха Хусан ханĕсем вăрçăсенче час-часах çар пуçĕсем пулма вĕçкĕн те айван çынсене лартаççĕ?

Тукай шутлани тĕрĕс пулчĕ, кремле илейменнипе тарăхнă князь ывăлĕ Чулхуларан малалла кайма васкарĕ, Тукая хăй çаратнă хулана сыхлама хушса хăварчĕ.

— Куратни, мĕнле çăмăл ĕç паратăп эп сана, Тукай мăрса! — мухтанмасăр чăтаймарĕ çĕнĕ «стратилат».

— Тавах сана уншăн, — терĕ Тукай. — Эпĕ пачах ĕçсĕр юлатăп пулĕ тесе хăранăччĕ. Çăлтăн мана…

— Юрĕ-çке, — терĕ Нияз, — килне ясырьсĕр таврăнмастăн, ан хăра. Мускава çитиччен сан çулу çинче те никам тĕкĕнмен хуласем пулаççĕ. Хĕçӳпе ĕçлеме çеç ан ӳркен тата хитре хĕрсене суйлама пĕл.

Унтан вăл хăй пĕлтĕр вăрмантан Нухрата мĕнле тытса таврăнни çинчен кулса каласа кăтартма пикенчĕ. Çакна ирĕксĕртен тата йĕрĕнсе итлесе тăракан Тукай Урак ывăлне ăшра пушшех те курайми пулчĕ. «Ухмах, — терĕ вăл ăна, — санăн вăрçăра çар пуçĕ пулмалла мар, улахра хĕрсемпе çеç çухăрашса лармалла».

Телее, Нияз ăна хăй патĕнче нумай тытмарĕ. Тукай унран хăтăлнишĕн савăнса хула тулашне хăйĕн çыннисем патне таврăнчĕ.

Пысăк хулара хурал тăрасси çăмăл ĕç мар иккен. Тукай ушкăнĕнчи мăрсасемпе çĕрпӳсем ăна пĕрремĕш кунах туйса илчĕç.

Тĕрлĕ вырăна хурала тăратнă çирĕм çынтан ирхине çуррине яхăн таврăнмарĕ. Тепĕр каçхине çынсем тата ытларах пĕтрĕç.

— Уйăх пурăнсан пирĕн пĕр çын та юлмасть, — терĕ Сăр хĕрринчен килнĕ Сарри мăрса. — Тутарсем çаратса тухса кайнă та, халь хула çыннисем уншăн пире тавăраççĕ!

— Эпир тутарсем мар-им? — терĕ Тукай.

— Вĕсемшĕн, паллах, тутарсемех.

— Апла пулсан ан шарла. Иртнĕ вăрçăра Балахна патĕнчен мĕн чухлĕ пурлăх турттарса килнине манса кайрăн-им? Лаша кăна пĕр çирĕм илсе тухрăн пулмалла!

— Çылăхлă, — терĕ Сарри.

— Çапах та часрах тармалла кунтан! — сăмах хушрĕ çармăс мăрси Болдуш. — Чее вăл Урак: хăй лере ясырь пуçтарать, пире, вĕренленĕ лаша пек, кунта тытать!

— Халех ун патне çын яратпăр, — килĕшрĕ Тукай. — Пире маларах куçартăр. Чăнах, эпир кунта хурала килмен, вăрçа килнĕ!

2. Тыткăна лекнĕ тĕкĕрçĕ

Çăварта йӳçĕ. Мĕн лекнĕ унта — Ахтупай хăй те пĕлмерĕ. Мĕнпур вăйне пухса сурма тăчĕ — чĕлхене кăларни çеç пулчĕ.

Вăл ӳпне выртнă çĕртен хăяккăн çаврăнма хăтланчĕ — вăй çитереймерĕ, пĕтĕм шăм-шак темиçе çĕртен йĕппе чикнĕ евĕр ыратса кайрĕ.

Тинкеререх пăхрĕ те йĕри-тавра эрĕм кашласа ларнине асăрхарĕ. Ав мĕн тути иккен çăварта!

Ахтупая пĕчĕккĕн тăн кĕрсе пычĕ. Курчĕ вăл: çӳлте ав пахча карти, аялта — тем тарăнăш тип çырма. Ăна çурăмран çĕçĕпе тирсе çырманалла тĕртсе янă иккен. Вăл ун тĕпне çитеймен, чăнкă çыран хĕрринчи пĕр хысака çакланса юлнă.

Çумра ухă таврашĕ курăнмасть, вăрăм сăнă та çук. Юлташсем ăçта-ши тата? Вăл çухалнине пĕлеççĕ-ши? Лаши кам аллинче-ши унăн? Ятламас аллинче пулсан тем пекчĕ…

Ахтупая çаксем çинчен шутласа выртма памарĕç, юнашарах ура сасси илтĕнсе кайрĕ. Каччă хăйне тепре çĕçĕпе чикессе кĕтсе куçне хупрĕ.

— Атте, вăл лере ӳкмен, акă выртать! — кăшкăрчĕ çывăхрах пĕр ача. — Çырмана тĕртсе ярас-и ăна?

— Тăхта! — илтĕнчĕ çӳлтен хулăн сасă.

Ача ашшĕ хысака анса Ахтупай чĕри тапнипе тапманнине тĕрĕслерĕ, унтан тĕкĕрçе хулĕнчен тĕкрĕ.

— Эх, басурман, вилес килмест-им? Чĕлхӳ пур-и санăн? Калаçма пултаратна? Мĕн нимĕн те чĕнместĕн?

Ахтупай йынăшса илчĕ, пичĕпе çын енне çаврăнса ун çине асаплăн, пĕтĕм чунтан йăлăнса пăхрĕ. Ун кăвакарнă тутисем тем мăкăртатрĕç. Вăл каланă сăмахсенчен вырăс нимĕн те ăнланаймарĕ.

— Кур-ха, атте, хăй вырăс пекех, сап-сарă, куçĕсем кăвак.

— Вырăс çеç сарă пулать-и вара, айван? — терĕ ашшĕ.

— Мĕн тăватпăр ĕнтĕ ăна, атте? Çырмана пăрахатпăр-и?

— Ан васка, ывăлăм.

— Ара, вăл пурпĕрех вилет.

— Тен, вилмест. Çырмана тĕртсе ярасси йывăр япала мар, ывăлăм. Ăна çăлсан лайăхрах пулĕ. Кайран тутарсем уншăн пире пĕр вырăс çынни параççĕ. Вĕсем патĕнче халь пирĕн çынсем сахал тетне?

— Панимай, панимай, харашо! — хăй ырă çын аллине çакланнишĕн хĕпĕртесе каларĕ Ахтупай.

— Мĕн «харашо» пултăр унта? — терĕ вырăс. — Пĕтĕм хулана çаратса тухрăр! Пин-пин çынна тыткăна илсе кайрăр, çĕр çăтман басурмансем! Сире пĕрерĕн-пĕрерĕн Атăла çеç ывăтмалла…

Вырăс пĕтĕм чунтан эрленсе тата чылайччен вăрçрĕ, анчах çапах та хăй мĕн шутланине улăштармарĕ, ывăлне «басурмана» пăхкаласах тăма хушрĕ те çӳлелле улăхма тытăнчĕ.

— Халь эпир ăна иксĕмĕр хăпартаймастпăр, — терĕ вăл каялла çаврăнса. — Куран, мĕнле тĕреклĕскер. Пăртак выртса вăй илтĕр, вара хăех йăраланать.

— Вăл тармасть-и? — терĕ ун ачи.

— Çавăнпа калаççĕ те сана пăхкала тесе!

— Вилсе кайсан вара мĕнле? — пурне те пĕлесшĕн пулчĕ ывăлĕ.

— Вилсен — хăйĕн телейĕ, эпир санпа иксĕмĕр нимĕн те тăваймăпăр…

Ку сăмахсене илтсен Ахтупайăн чĕри ыратса кайрĕ. Çук, каччăн вилесси килмерĕ. Вăл юн кайнипе вăйсăрланса юлнă шăм-шакне пăртак та пулин хытарса каллех çаврăнма хăтланса пăхрĕ. Алăсем хăйăрпа хĕрлĕ тăма çине-çине чакаларĕç. Юлашкинчен вăл тăрса ларчĕ. «Юн кайнине чармалла, унсăрăн вилетĕп, — вĕçрĕ пуçра шухăш. Тата тăна çухатмалла мар. Ниепле те тăна çухатмалла мар».

Вăл çийĕнчи сăхманне хывасшăн пулчĕ — пултараймарĕ. Ун аллисене йывăçран тунă тейĕн, нимĕн те итлемеççĕ. Çитменнине тата, юнланнă кĕпепе сăхман çилĕм пек çыпçăнса ларнă та, сăхмана туртсан вăл кĕпене ӳт çумĕнчен тăпăлтарать.

Сăхманне вăл хăйне картишне çавăтса кĕнĕ хыççăн çеç хыврĕ. Аманнă вырăн сурнипе куççуль тухрĕ пулин те Ахтупай чăтса ирттерчĕ, сасă кăлармарĕ.

— Ыратать? — терĕ паçăрхи вырăс тыткăна лекнĕ çын шăлне çыртса тăнине курсан. — Пирĕн ыратмасть. Эсир ав пире чикетĕр те, касатăр та, йывăçсем çинчен пуç хĕрлĕ çакатăр. Нимĕн чухлĕ те ыратмасть пирĕн. Мĕн чĕнместĕн? Вырăс сăмахĕсем пуçран тухса ӳкрĕç-им? Ак хăлха чикки парсан часах тăн кĕрет сана, вырăсла та пĕлекен пулатăн…

Çапах та вăл Ахтупая хăлха чикки памарĕ, ашшĕ вăрçнине савăнса итлесе тăракан ывăл ачи еннелле пуç сулчĕ те ăна кӳршĕрен темле Ивашкăна чĕнсе килме хушрĕ.

— Кала вĕсен чĕлхипе, — терĕ вăл. — Ку каска пуканĕ мĕнле этем иккенне ыйтса пĕлтĕр.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, хапхаран лутра кăна ватă çын килсе кĕчĕ. Ахтупай ун çине пăхрĕ те, çан-çурăмĕ сăрлатса кайрĕ: çыннин сăмса вырăнĕнче темле путăк, хăлхисем çук, хăрах алли вырăнне пиншак çанни çеç уртăнса тăрать.

— Ак калаç хăвăн тусупа, Ивашка, — Ахтупай çинелле алă сĕлтрĕ кил хуçи.

Ивашка текенни малтан кунта хăйсен çыннисенчен кам-кам тăнине пăхса çаврăнчĕ, унтан тин майĕпен кăна Ахтупай патне утса пычĕ.

— Аван-и, тусăм? — терĕ вăл пĕр кулмасăр. — Мĕн çăмăлпа килтĕн-ха эсĕ кунта, кала-ха тархасшăн? — кăна вăл, ыттисемшĕн пулас, вырăсла каларĕ, ун хыççăн çавăптах тутарла куçарчĕ.

— Эп тутар мар, анчах тутарла пĕлетĕп, — вăйсăррăн тавăрчĕ Ахтупай. Вăл ку çын тахçан ĕлĕк тутарсем патĕнче тыткăнра пулнине сиссе хăйне тискеррĕн асаплантарасса кĕтрĕ.

— Чăваш-и, çармăс-и? — терĕ Ивашка. Ун пичĕ çинче пĕр мускул та хускалмарĕ.

— Чăваш.

— Шăп чăвашсем çунтарчĕç вун ултă çул каялла пирĕн хулана. Темĕн чул çынна тыткăна илсе кайрĕç. Эс халь вĕсен йĕрĕпе килтĕн-и?

— Эпир никама та тыткăна илместпĕр, — терĕ Ахтупай хăй сисмен çĕртенех хăюланса пырса.

— Çапла, эсир вĕлеретĕр çеç, — хаяр куçĕсемпе шăтарас пек пăхрĕ ун çине Ивашка. — Ку тĕрĕс, чăваш эшкерĕсем ясырь хăваланине курман эпĕ. Анчах вырăс ялĕсене çунтарнине нумай курнă.

— Эпĕ вăрçăра пĕрремĕш хут, ăна-кăна пĕлместĕп, — часрах хăйне тӳрре кăларма тăрăшрĕ Ахтупай.

— Пĕрремĕш хут апла? Ну кунтан чĕррĕн таврăнсан эсĕ те вĕренетĕн. Чи кирли халь сан — кунтан хăтăласси.

Вĕсен калаçăвне кӳршĕсем итлесе тăнине курса тата хапхаран тин çеç тепĕр ушкăн çын килсе кĕнине асăрхаса Ивашка Ахтупай сăмахĕсене вырăсла куçарса пачĕ. Çынсем пĕр вăхăт шавласа илчĕç, унта та кунта çиллес сасăсем илтĕнсе кайрĕç.

— Пуçтах тутар пулмалла хăй!

— Кур-ха, мĕнле калаçать вăл!

— Янклаттарса яр эс ăна хытăрах, Ивашка!

— Мĕн калаçса тăратăр эсир çав басурманпа!

— Туртса çакас ăна каштаран!

Ахтупай сисрĕ: тутарсем вырăссене çав тери тарăхтарса çитернĕ иккен, чăвашсемпе çармăссем те кунта вăл шутланă пек лăпкă çӳремеççĕ, апла пулсан çак çынсем хăвна хĕрхенессе кĕтмелли çук.

Вăл, çăлăнăç шыраса-тăр, Ивашкăна хăйĕн ку таврара Северьян ятлă паллакан вырăс дружинникĕ пурри çинчен, кунсăр пуçне вăл Иван Дормидонтовича пĕлни çинчен такăна-такăна каласа пачĕ, темиçе çул каялла вĕсене Кăрмăша ăсатни çинчен пĕлтерчĕ.

— Суятăн эс кăна! — кăшкăрса пăрахрĕ Ивашка. — Хăравçă, хăвна çăлса хăварма ĕмĕтленетĕн!

— Ак уйăх пур, хĕвел пур! — аллисене кăкăрĕ çине хучĕ Ахтупай. — Эпĕ тата пĕр княçа паллатăп… Дмитрий Бельский. Вăл мана питрен саламатпа çапнăччĕ.

— Вырăссене пулăшнăшăн-и? — унпа калаçма тытăннăранпа пĕрремĕш хут кулма пăхрĕ Ивашка, анчах кулли унăн питех те илемсĕррĕн тухрĕ.

Ахтупай ăнлантарса пачĕ.

— Иван Дормидонтовичпа ытти дружинниксем пире, юлташпа иксĕмĕре, пăшал парнелерĕç. Бельский боярин ăна çул çинче пиртен каялла туртса илесшĕн пулчĕ. Эпĕ памарăм та, вăл мана тӳрех саламатпа чашлаттарчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 16