Кĕмĕл кĕпер :: Сăкăт-паттăр
Ăслă çынпа тус пулсан —
Ăслă пулан,
Ухмахпа тус пулсан —
Ухмах пулан,
Вăрăпа тус пулсан —
Вăрă пулан,
Паттăрпа тус пулсан —
Паттăр пулан...
"Аттилпа Кримкилте" кăссайран.
Уяв туса, çĕре кĕнĕ пăлхар паттăрĕсене чысласа пытарнă хыççăн, пăлхар çарĕсем килĕсене таврăнма тытăнчĕç. Челпир хапăлхапа пĕрле Пӳлере таврăнас терĕ.
Челпир хапăлхи Сахча шывĕ урлă каçса Мелекес тӳпине хăпарса пыратчĕ ĕнтĕ, мала кăларса янă куç-хăлхасем Атăл енчен пысăк утлă çар килнине пĕлтерчĕç.
— Сăкăт ялавĕпе, — терĕç вĕсем. — Питĕ васкаççĕ...
"Эппин, Сăкăт-паттăр, — тӳрех ăнланчĕ Челпир. — Çапăçу хирне çитсе ĕлкĕреймерĕ..."
Вăл кайьенри чăвашсен çарне кĕтсе илме, çарпуçне тӳрех хăй патне чĕнме хушрĕ.
* * *
Аслă çеçенхирте, вĕçĕ-хĕррисĕр çартан кăшт аяккинерех, икĕ юланут пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри, улма-чăпар ут утланни, — аслă патша Челпир. Тепри — кайьен чăвашсен аслă пикĕ Сăкăт-паттăр.
— Эппикри Атăл урлă каçнă чухне путса вилнĕ, — ăнлантарчĕ Сăкăт-паттăр хăй мĕншĕн Кĕрнек хули патне вăхăтра çитейменнине. — Питĕ вăйлă тăвăл пулчĕ ун чухне. Ахăртнех, питĕ васканипе, эппикри тăвăла та пăхса тăман, шыв урлă каçса ман пата çитес тенĕ. Кайран, ун виллине тупсассăн кăна, васкавлăн харçа тухмаллине пĕлтĕм. Юрать-ха ун çырăвĕ упранса юлнă. Вăл лаккайра пулнă. Лаккайĕ вара шыв яман. Тепĕр кунтанах çула тухрăмăр. Анчах, акă, кая юлтăмăр иккен.
— Ун пирки калаçмăпăр, — терĕ патша. — Çапăçу ăнăçлă пулчĕ. Тăшмана эпир пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкрăмăр. Çапах та, кая юлса та пулин, эсĕ килсе çитни, Сăкăт-паттăр, лайăх.
Сăкăт-паттăр, чĕлпĕрне ярса, патша калаçнине ним чĕнмесĕр итлесе пычĕ.
— Эпĕ санпа, юлташăм, акă мĕн пирки калаçасшăн. Хальхинче монголсене çĕмĕрсе тăкрăмăр. Анчах чунпа туятăп: вĕсем кунпа кăна лăпланса ларас çук. Çăткăн та чăрсăр халăх вĕсем. Пирĕн пуянлăх, пирĕн ытлă-çитлĕ пурнăç ăмсантарать вĕсене. Пирĕн килес вăхăтра пулма пултаракан хаяр вăрçăсене хатĕрленес пулать.
— Татах та тапăнса кĕме хăйĕç-ши?
— Калатăп-çке-ха, монголсем кунпа кăна лăпланса лармаççĕ. Мĕнле аслă та чаплă Хорезм патшалăхне çĕмĕрсе тăкрĕç. Алансене, кăпчаксене, вырăссене епле тискеррĕн çĕнтерчĕç. Мальенчи китайсем те, тангутсем те вĕсенчен хăраса тăраççĕ. Вĕсен çарĕ чăнах та вăйлă. Пирĕн хаяр та юнлă вăрçа хатĕрленес пулать.
— Мĕнрен пуçламалла, аслă патша?
— Чи малтан хуласемпе кармансене çирĕплетес пулать. Хӳтлев хумесене пурне те пăхса тухмалла. Пĕрмесене вăйлăлатмалла, канавсене тарăнлатмалла, сарлакалатмалла, шыв тултармалла... Унсăр пуçне эпĕ мальенче тата кăнтăрьенре çирĕплетнĕ тĕлсем тума тытăнасшăн. Монголсен пĕтĕм çарĕ утпа. Утсемпе килекенсене чармалли пытанчăксем, упа шăтăкĕсем тумалла. Пирĕншĕн чи кирли — тапăнса килекен тăшмана вăхăтлăха та пулин тытса чарасси. Пĕтĕм халăха çĕкличчен. Пĕтĕм халăх çĕкленсессĕн пирĕншĕн монголсем хăрушă мар. Хура пĕлĕт пек килсе кĕрсессĕн те.
— Эппин, çарсене те вăйлăлатмалла, йышлатмалла...
— Ку та тĕрĕс. Хапăлха шутне те ӳстеретĕп эпĕ. Анчах каркарçар мĕнле пуласси пĕтĕмнех мăрсасемпе пиксенчен тата турхансемпе паттăрсенчен килет. Пӳлере çитсессĕнех эпĕ мальенчи тăрăхсене тухса каятăп... Анчах... пĕр шухăш мана канăç памасть. Сăкăт-паттăр, эсĕ чи шанчăклă тамăрăм тата юлташăм, пĕтĕмпех чунна уçса калаç манпа.
— Нихăçан та суйманччĕ эпĕ сана, аслă патша.
— Пĕлетĕп. Çавăнпа хам мĕншĕн кулянни пирки чи малтан санпа калаçас терĕм ĕнтĕ... Сывлăхăм япăхлансах пырать, тăванăм...
Сăкăт-паттăр аслă патша çине ĕненмесĕр пăхрĕ.
— Ан калаç-ха, Челпир, — ятпах каларĕ вăл ăна. — Ниçтан та курăнмасть сывлăху япăхланса пыни.
— Шалта темĕскер кансĕрлет мана, — сасартăк вăйсăрланнăн каларĕ Челпир. — Вилĕмрен хăрамастăп эпĕ. Анчах мĕн пулĕ-ха çĕршывăмпа эпĕ çĕре кĕнĕ хыççăн? Мĕн пулĕ-ха тăван халăхăмпа, Сăкăт?
Сăкăт-паттăр аслă патша çине ăнланманнăн тинкерсе пăхса илчĕ.
— Кама парса хăварăп эпĕ астула, Сăкăт? — йывăррăн каларĕ Челпир. — Хăв пĕлетĕн, инкеклĕ пултăм эпĕ...
Патша сăмахĕсене Сăкăт ним чĕнмесĕр итлерĕ.
— Шаппур тăрăх астула манăн Мир-Каçине парса хăвармалла. Анчах, хăв пĕлетĕн, ăна патшалăх кирлĕ мар, ăна ĕçкĕ-çикĕ те хĕр-пике кирлĕ. Вăрçăра пулса та курман вăл. Çавăнпа эпĕ ăна çак варçа та илсе тухмарăм. Çакăн пек йывăр та хараплă саманара Мир-Каçи патша пулни вăл çĕршыва хура пусмапа чĕркесе çĕр айне пытарниех.
— Кам вара сан ĕçне малалла тăсаканĕ пулĕ, Челпир? — пăшăрханса ыйтрĕ Сăкăт-паттăр.
— Ылттăнпик! — тӳрех хуравларĕ Челпир. Анчах, хăв пĕлетĕн, вăл пирĕн килте иккĕмĕш пусăмри чĕпĕ. Çавăнпа ăна хирĕç тăракансем пулаççĕ.
— Хăв пехиллесе хăварсассăн хирĕç тăма хăяймаççĕ, — çирĕппĕн каларĕ Сăкăт.
— Апла ан кала, — тӳрлетрĕ ăна Челпир. — Пĕлетĕп, халĕ хирĕç тăраймаççĕ. Хам пур чухне. Хам кайсассăн вара...
— Ылттăнпике эпĕ те шанатăп, — терĕ Сăкăт-паттăр. — Чăн-чăн элтепер!..
— Эсĕ те апла шутлани савăнтарать, — кăмăллă пулчĕ патша. — Эппин, ан ман эпĕ каланине. Астул тытса тăраканĕ Ылттăнпик пулмалла. Ытти пирки те калаçса татăлтăмăр.
— Калаçса татăлтăмăр, аслă патша, — пуç тайрĕ Сăкăт. — Тупа туса калатăп: эсĕ каланине çитерес тесе эпĕ пурнăçа та пама хатĕр пулатăп.
— Сан сăмахна шанатăп эпĕ.
— Ман пек шухăшлакансем татах та пур. Сăмахран, акă, Саврăш-паттăр.
— Пĕлетĕп, — савăнчĕ Челпир. — Эсĕ капла калани, тусăм, чунăма канăç кӳчĕ.
Патшапа Сăкăт-паттăр сывпулашма тытăнчĕç.
— Асту, тепрехинче çапăçу хирне кая ан юл, — кулса каларĕ Челпир, кайьен паттăрĕпе уйрăлнă май...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...