Ача чухнехи :: Ҫĕнĕ пуп


Акă эпир яла çĕнĕ пуп килни çинчен илтрĕмĕр. Çак хыпар сарăлсан тепĕр кун пирĕн шкула çĕнĕ пуп уксахласа пырса кĕчĕ. Хăй çӳллĕ, çинçескер. Вăрăм хура тумтирĕ — шалча çинче çакăнса тăнă пек. Сарăрах çӳçĕ кĕске-ха. Пит-куçĕ ансăр. Сăмси пысăк. Куçĕ, ашшĕнни пекех, чакăр та шĕвек. Эпир ура çине тăрса: «Здравствуйте!» — тесен, вăл пире хĕрарăмăнни пек çинçе сассипе хуллен: «Ларăр», — терĕ.

Малтан вăл виççĕмĕш класс ачисене вĕрентрĕ, тепĕр урокĕнче — пире. Пуп тĕнчене шыв тулни çинчен каласа пачĕ. Вăл калани мана юмах пек туйăнчĕ. Киле таврăнсан, эпĕ аннене пуп каланине хам ăнланнă пек халапласа патăм. Ной карапĕ ейӳ кайнă Энĕш улăхĕпе ишсе çӳренĕ, вара Паланкасси сăмсахне пырса ларнă, терĕм.

— Пулнă та пулĕ çав ĕлĕк, — килĕшет анне.

— Ку пуп аван, ачасене никама та хĕнемерĕ, ятламарĕ те, тен, мана та шкултан хăваламĕ-ха, — калатăп эп аннене.

— Аван пуп тĕнчере пур-ши? Курăпăр малашне: мĕнле пулĕ? — терĕ анне, иккĕленсе.

Тепĕр икĕ кунтан пирĕн каллех пуп урокĕ пулчĕ. Çĕр çине шыв тулни çинчен калама пуп Петĕр ятлă ачана тăратрĕ. Лешĕ пĕлеймерĕ. Вара эпĕ йăваш тенĕ пуп Петĕрĕ хăлхинчен çавăрса тытрĕ те турăш умне чĕркуççи çине лартрĕ. Акă пуп манран ыйтрĕ. Эпĕ, питĕ хăраса ӳкнипе, чĕтрекен сасăпа калама пуçларăм:

— Юрать, лар, — терĕ пуп, эпĕ каласа пĕтерсен.

Ман хыççăн Митьăна черет çитрĕ. Ача пĕр сăмах та калаймарĕ. Акă Митьăна та чĕркуççи çине лартать ĕнтĕ тесе шухăшлатăп эпĕ, анчах апла пулмарĕ, пуп ăна янахĕнчен çемçен тытса пуçне кăлт çӳлелле çĕклерĕ те:

— Что ты, Митенька… Мĕншĕн пĕлейместĕн-ха эсĕ? Ĕнер çеç, эпĕ сирĕн патăрта чухне, священнăй истори вуласа лараттăн-çке, — терĕ çинçешке сассипе.

Митя лĕрр! йĕрсе ячĕ. Пуп ăна пуçĕнчен шăлса илчĕ, ларма хушрĕ. Урок пĕтсен, ачасем Митьăна сырăнса илчĕç. Пурте тĕлĕнеççĕ: мĕнле-ха пуп урок пĕлменшĕн ăна ятламарĕ те, хĕнемерĕ те, чĕркуççи çине те лартмарĕ? Митя, ним пулман пек, парта хушшинче каçăрăлкаласа ларать.

— Мĕншĕн çаптăр вăл мана, хреснатте пулсан, — терĕ Митя, йĕри-тавра мухтанчăклăн пăхкаласа.

Тепĕр икĕ эрнерен пуп пире урок хыççăн çапла каларĕ:

— Ĕнтĕ праçниксем çывхараççĕ. Акă — раштав, ун хыççăн турă шыва кĕни — престол праçникĕ пулать. Шкула праçниксем иртсен тин килетĕр. Чиркĕве çӳрер. Ир те, каç та турра кĕлтăвăр, килтисене кĕлĕсем вĕрентĕр. Çапла тусан, турă сире аван вĕренме пулăшĕ, — терĕ.

Эпир вăл хушнине тума пултăмăр, анчах хам эпĕ чиркĕве пĕрре те каяймарăм. Аннерен: чиркĕве каям-и тесе ыйтрăм та, вăл мана: сăхману çĕтĕк, çăпату кивĕ тесе ямарĕ, чиркĕве аван тумпа çеç каяççĕ, терĕ.

Пĕрре, кăнтăрла, эпĕ тăвайкки ярăнма тухрăм. Пăхатăп — пуп, тиечук, Манехва тата ик-виçĕ çын — турăшсем тытнă — килтен киле çӳреççĕ. Эпĕ, вĕсене курсанах, çунашкана туртса, уялла, хурал пӳрчĕ патнелле, утрăм, Иван пичче патне кĕрсе лартăм. Чылайран тин киле таврăнтăм.

— Хĕреспе килсе кайрĕç. Пуп сана чиркĕве сӳремелле, тет, çӳремесен — йывăр пулать, тет, — каласа пачĕ анне.

— Шкултан кăларса ярасшăн мар-и? — тĕпчетĕп эпĕ аннерен.

— Тен, апла та пулĕ, — хуравларĕ анне.

Хывăнса ларсан, эпĕ тĕпелти стена çумне çыпăçтарнă ӳкерчĕк çуккине асăрхарăм. Çав ӳкерчĕк çинче вилише пенĕ кушак аçине шăшисем пытарма тăнине кăтартнăччĕ. Мăнтăр та илемлĕ кушак, куçне хупнă пек туса, чеенĕн пăхса выртать. Йĕри-тавра чечеклĕ кĕпесем тăхăннă айван шăшисем ташлаççĕ, кушак вилнишĕн савăнаççĕ… Эпĕ ку ӳкерчĕке питĕ юрататтăм. Ăна ман валли кукаçи Çĕрпӳ ярмăрккинче туяннăччĕ. Акă эпĕ сĕтел айне лучăркаса пăрахнă хут чăмăркки куртăм. Эпĕ ăна илсе чĕрçинче якатса пăхрăм. Мăнтарăн кушака пуçĕнчен çурнă, чăнк! тăракан хăлхисене татсах пăрахнă. Вут хутса тăракан аннерен йĕрес пек: «Ӳкерчĕке кам çурнă?» — тесе ыйтрăм.

— Пуп çурчĕ, — ответлерĕ анне. — Кĕлĕ туса пĕтерчĕ те ӳкерчĕке çурса илчĕ, лутăркаса, сĕтел айнелле пăрахрĕ: «Турăш çывăхĕнче кунашкал ӳкерчĕк кирлĕ мар!» — терĕ.

Эпĕ ăнман пупа питĕ те кӳрентĕм.

Праçниксем иртсен, эпир каллех вĕренме тытăнтăмăр.

Анастасия Александровна пире таса, тирпейлĕ çӳреме хушнине асра тытса, эпĕ шкула яланах шурă кĕпепе каяттăм. Манăн кĕпесем, вăтам пиртен çĕленĕскерсем, виççĕшĕ те тĕрĕллĕччĕ. Шурă кĕпе çинчен сар тата чĕрçитти çыхсан, мана питĕ аван пек туйăнатчĕ.

Пĕррехинче пуп урока пырсан манран Якку ятлă çын пĕлĕте çитиччен тăратнă пусма курни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ каласа патăм. Пуп мана сĕтел патне чĕнсе кăларчĕ те:

— Сана турă вĕренме пулăшать, анчах эсĕ тĕрĕллĕ кĕпе, сар тата чĕрçитти çыхса çӳренине манăн юратас килмест. Вĕренекен хĕрачан унашкал тумланса çӳреме кирлĕ мар. Тĕрĕ таврашĕ шуйттана килĕшӳллĕ япала вăл…

Киле таврăнсан, эпĕ шкулта мĕн пулнине аннене каласа патăм, питĕ кӳреннипе йĕрсе те илтĕм. Анне кăмăлсăрланса çапла каларĕ:

— Пупсем чăваш тумне, юрри-кĕввине, тĕрлĕ йăлисене юратмаççĕ. Вилнĕ пуп чăваш туйне шуйттан вăййи тетчĕ.

— Мĕншĕн? Пирĕн тĕрĕсем илемлĕ-çке, юрлани, ташлани те лайăх, — терĕм эпĕ.

— Пирĕншĕн аван та, пупсемшĕн аван мар.

— Мĕншĕн апла?

— Темшĕн, кам пĕлет… Вилнĕ пуп, пирĕн яла килсенех, вăйăра юрлакан хĕрсемпе каччăсем патне час-часах тухатчĕ: чăвашла ан юрлăр, кирлĕ мар, тесе ятлаçатчĕ.

— Вара чăнах та пăрахрĕç-и вăйăра юрлама?

— Çу-ук. Халăх пупсем каланине итлемест, хăйĕн авалтанпа пулнă юррисене те, йăлисене те пăрахмасть.

— Халĕ ман мĕн тăхăнса каяс ĕнтĕ шкула?

— Тĕрĕсĕр кĕпе çĕлесе парас пуль.

— Сар вырăнне мĕн çыхас?

— Пиччӳн шараç пиçиххи татăкĕ пурччĕ, çавна çыхатăн-ши е хăю касса парам-ши?

Эпĕ вара сар вырăнне хăю çыхма килĕшрĕм. Çакăн хыççăн эпĕ пуп çине тата хытăрах тарăхрăм, унăн урокĕсене пĕрре те вĕренес килместчĕ.