Ача чухнехи :: Ĕмĕр манми хуйхă


Кĕркунне атте вăйсăрланса çитрĕ, типсе хăрса кайрĕ, туяпа çӳреме тытăнчĕ. Йĕпе-сапа пуçлансан, вăл выртрĕ те урăх тăраймарĕ, пуçне çытар çинчен те çĕклейми пулчĕ.

Кукаçи пирĕн пата час-часах килет, хăш чух çĕр выртать.

Пĕр ирхине эпĕ урамри чӳрече умĕнче кĕнеке вулакаласа ларатăп. Анне вучаха вут чĕртет. Кукаçи ун патне пычĕ те шăппăн çапла каларĕ:

— Кĕрӳне кĕлтутармалла пулĕ, ытла йывăррăн сывлама тытăнчĕ.

Анне, питне хупласа, сассăр йĕрсе ячĕ, пуп патне тухса кайрĕ. Кăшт тăрсан, вăл пĕчченех килчĕ: пуп пасара кайнă иккен.

Атте хăй тĕллĕн мăкăртатать: лашана утă парасчĕ, стражника мĕншĕн пӳрте кӳртрĕр, тет.

Кукаçи ăна йăпатать: «Никам та килмен-çке», — тет. Каçалапа атте ытлах та йывăрланчĕ. Çĕр ларма Улля аппа, Иван пичче тата пĕр хыткан пĕчĕк карчăк килчĕ. Кукаçи аппана пупа чĕнме ячĕ. Кăшт тăрсан, аппа килчĕ, кукаçине тĕпеле чĕнсе каларĕ:

— Пуп çук, Шĕшлĕ патне хăнана кайнă.

— Чуп, эппин, Шĕшлĕ патне, пупа хăвăртрах илсе кил, аçу вилес çинче, — васкатрĕ кукаçи.

Аппа сăхманне тăхăнса тухса кайрĕ. Эпĕ тĕпелти урлă сак çинчи тĕркелесе хунă вырăн çумне тайăнса ларнă. Кукамайпа анне кăмака умĕнче йĕре-йĕре пăшăлтатаççĕ. Сĕтел тĕлĕнче çакăнса тăракан лампа шăши куçĕ пек çунать. Пӳртре пăчă, тĕттĕм, çынсем ассăн сывласа илни, пăшăлтатни илтĕнет, кил-карти енчи чӳречерен тулли уйăх курăнать. Чылай вăхăт иртсен, аппа хашкаса килчĕ.

— Пуп килмест, ӳсĕр, — терĕ вăл.

Кукаçи пуçне сулласа илчĕ.

Вырăн çине тайăнса ларнă çĕртех эпĕ çывăрса кайнă. Мана анне вăратрĕ.

— Тăр, ачам, аçу вилет… Тăлăха юлатăн-çке, тăр, курса юл, — терĕ вăл куççульпе супăнса.

Эпĕ тăрса лартăм. Тул çуталнă. Хĕвел тухма пуçланă. Пӳрт тата пăчăрах. Çынсем хăшĕ сак çинче, хăшĕ урайĕнче лараççĕ. Кукаçи, анне, аппа аттен пуçĕ вĕçĕнче тăраççĕ. Халиччен çын вилнине курманскер, эпĕ, атте патне пырсан, вăл туртăшса сывланинчен питĕ хăраса кайрăм, хăвăрт пăрăнса, урам енчи чӳрече патне пырса лартăм.

— Хăрарăн-и? — ыйтрĕ Улля аппа шăппăн.

— Хăрарăм, — терĕм эпĕ, чĕтресе.

Кукамай, хĕрелсе кайнă куçне кĕпе çаннипе шăлкаласа, чӳрече умне куркапа шыв пырса лартрĕ.

— Чунĕ тухсан, çакă тăрă шыв çинче чӳхенсе тасалтăр, хăйĕн пирĕштийĕ ăна тӳрех пӳлĕхçĕ патне илсе кайтăр, — хурлăхлăн пăшăлтатрĕ вăл.

Çакна илтсен, эпĕ куркари шыв çине пăхма тытăнтăм. Чун тени мана кайăк евĕр туйăнчĕ. Энĕш çинчи чĕкеç, вĕçсе пынă хушăрах, шыв çине анса илнĕ пек, чун та, курка çине вĕçсе анса, чӳхенсе илессине кĕтетĕп.

— Вилчĕ… — илтĕнчĕ кукаçи сасси.

Анне хытăрах йĕрсе ячĕ. Çынсем хушшинче ĕсĕклени илтĕнчĕ. Ман çывăхрах кукамай тăрать, вăл пуçне пĕкнĕ, куççуль тумламĕсем пичĕ тăрăх юхса анаççĕ.

Пĕчĕк хыткан карчăк атте пуç вĕçне тăчĕ те кĕтмен çĕртен уçă сассипе хурлăхлăн юрлама тытăнчĕ:

Хĕрелсе хĕвел тухнă чух,

Саншăн çут кун сӳнейчĕ…

Эпир ырлăх кĕтнĕ чух,

Пире хурлăх çитейчĕ…

Çапла каланă хыççăн вăл пĕр самантлăха чарăнса тăчĕ, ахлатса сывлăш çавăрчĕ те татах юрлама пуçларĕ:

Чĕкеç килĕ чĕлхипе,

Сан чĕлхӳне илтес çук.

Куккук килĕ сассипе,

Сан сассуна илтес çук.

Шăпчăк килĕ юррипе,

Сан юрруна илтес çук.

Хурăн çырли пиçнĕ чух

Хурăнташран уйрăлтăн,

Çĕр çырлийĕ пиçнĕ чух

Çĕртен, шывран уйрăлтăн…

 

Карчăк такмакне эпĕ малалла тӳссе тăраймарăм, йĕрсе ярса килкартине тухрăм. Кăшт тăрсан, сасă илтĕнми пулчĕ. Кукаçипе Иван пичче пӳртрен тухрĕç, лаç умĕнчи сак çинчен пĕрер витре илчĕç. Кукамай, пӳртрен çип илсе тухса, витре хăлăпĕ çине виçшер сĕвем çакрĕ. Кукаçипе Иван пичче аттене çума шыв ăсма кайрĕç.

— Витре хăлăпĕ çине мĕншĕн çип çакрăн, кукамай? — ыйтрăм эпĕ.

— Йăли çапла, ачам, — терĕ кукамай. — Шыв ăсиччен, çип сĕвĕмĕсене çăлкуç юхса тăракан çĕре хураççĕ.

— Мĕншĕн апла тăваççĕ?

— Ку вăл çăла парне пани пулать.

— Мĕншĕн параççĕ парне?

— Ан минкĕртет-ха паян, ӳлĕм калăп, — терĕ кукамай, ман çине тинкерсе пăхса. — Кĕпе вĕççĕнех тухнă-çке эсĕ… сивĕ… сăхман тăхăн, уруна сыр.

Вăл, пурте кĕрсе, мана мĕн кирлине илсе тухрĕ. Эпĕ пуçа шурă пир тутăр çыхрăм, çие сăхман тăхăнтăм, кĕлет умне ларса ура сыртăм.

Кукаçипе Иван пичче шыв ăсса килчĕç, алкум вĕçне çитсен, хĕвелтухăçнелле виççĕ тайăлса илчĕç, вара, витрисене йăтса, пӳрте кĕрсе кайрĕç.

Лупасайĕнче эпĕ палламан икĕ çын хулăн хăмасем савалама тытăнчĕç: атте валли тупăк тăваççĕ.

Атте тăванĕсем тата кӳршĕ çыннисем — пиллĕкĕн, тимĕр кĕреçесем тата лум илсе, масар çине шăтăк чавма тухса кайрĕç.

Аппа пичче патне атте вилни çинчен пĕлтерме каять. Вăл кивĕрех сăхман тăхăннă, пуçне хĕрлĕ тутăр çыхнă, урине шурă çăм чăлха, хура нуски, çĕнĕ çăпата сырнă. Çурăм хыçне хутаçпа çур çăкăр çакнă. Анне аппана, çурма сасăпа хăвăрт-хăвăрт темĕн каласа, хапха патне çити ăсатса ячĕ.

Кӳршĕ хĕрарăмĕсем пирĕн пата чарапа е чĕреспе çăнăх, салат е сĕт илсе пыма пуçларĕç. Кукамай, хĕрарăмсене тав туса, килнĕ япаласене хăшне пӳрте илсе кĕрет, хăшне кĕлете тухса хурать.

Эпĕ пахчана тухса кăшт уткаласа çӳрерĕм, вара карта хĕрринчи курăк çине лартăм. Пуссалла кĕтӳ кĕрлесе тухрĕ Шăхличĕ сасси хурлăхлăн илтĕнет. Хуйхă мана, кунта пĕччен ларнă чух, тата ытларах чĕрене касма тытăнчĕ, Эпĕ пуçа пĕксе хурланса йĕрсе ятăм… Темĕнле кайăк манăн пуç урлă вăрт! вĕçсе кайрĕ. Атте чунĕ пулĕ тесе, эпĕ, ăна курасшăн, ура çине тăтăм, пăхатăп — ман пата Катя килет. Вăл хулăн хăмăр пальто, амăшĕ çыхнă хĕрлĕ çĕлĕк тăхăннă. Эпир унпа курăк çине юнашар лартăмăр.

— Аçу вилнине илтрĕм те, аннепе килтĕмĕр. Вăл пӳрте кĕчĕ, эпĕ — сан пата, — терĕ Катя.

— Санăн папа çук… Манăн та атте çук ĕнтĕ, — хурланса каларăм эпĕ.

— А эсĕ, Марфушка, ан йĕр, — йăпатрĕ вăл мана, — айта вылятпăр.

— Мĕнле?

— Ну, утă çулмалла.

Манăн тус пĕчĕк шурă аллипе типĕ курăка татса илчĕ. Вăл сĕннĕ вăйă ман кăмăла кайрĕ. Иксĕмĕр те, сарăхнă кĕске курăка татса, пĕчĕк купасем тума тытăнтăмăр.

— А теперь капан тăватпăр, — терĕ Катя.

Эпĕ пĕр-икĕ шитлĕ патак тупрăм, ăна çĕре тирсе лартрăм — пулчĕ капан варри. Пĕчĕк купасене капан варри йĕри-тавра пуçтарса лартрăмăр. Тепĕр патакпа (сенĕк ĕнтĕ вăл!) чикĕмсем тирсе капан хума пуçларăмăр.

— Катя! — илтĕнчĕ килкартинче амăшĕн сасси.

Ман юлташ капан хурса пĕтермесĕрех тăрса чупрĕ. «Шкула каймалла», — тесе хăварчĕ.

Эпĕ капана пĕчченех хурса пĕтертĕм. Манăн карта хĕррипе нумай капан лартса тухас килчĕ. Тата курăк çăлма тытăнтăм. Ĕçленĕçемĕн чĕрĕ чухнехи атте, унпа пĕрле çӳренисем аса киле пуçларĕç…

Нумаях пулмасть, атте ураран ӳкиччен, эпир унпа Чăшкасси чиккинчи ана çине ыраш калчи пăхма кайсаттăмăр. Çанталăк, кĕр еннелле кайнă пулин те, лайăх, хĕвел ăшшăн пăхать. Атте сăхманне йӳле янă. Çитес çĕре çитсен, ана çине ларса кантăмăр. Тырри аван шăтнă. Уншăн атте хĕпĕртерĕ. Çул май, Чăшкасси вăрманне кĕрсе, мăйăр татрăмăр. Çĕлĕк тулли пулчĕ. Атте пĕрне те катмарĕ, пĕтĕмпе мана пачĕ… Эпĕ çаплах курăк çăлатăп. Ĕнтĕ пĕчĕк купасем нумай, анчах капан тума васкамастăп. Шкултан тухсан, тен, Катя килĕ, унпа пĕрле вара капан хывăпăр. Эпĕ икĕ юплĕ патак та тупнă, ăна пĕр пĕчĕк купа çине тирсех лартрăм.

Асаилӳсем пуçран тухмаççĕ. Атте чĕрĕ пекех туйăнать. Çакă аса килчĕ. Пĕрре çулла, çырла пиçнĕ вăхăтра, аттепе иксĕмĕр пуп пахчи айккипе пыратпăр. Карта хушăкĕнчен тăртанса хĕрелнĕ шултра чие çырлисем курăнаççĕ. Эпĕ, атте умĕнче пыраканскер, алла карта хушăкне чиксе ятăм та çырлаллă турата тытрăм. Атте манăн алла кап! ярса илчĕ.

— Мĕн тăватăн? — ыйтрĕ вăл, мана куçран чăр! пăхса. — Ан тат! Çын япалине илме ан вĕрен!

Эпĕ, пĕр çырлине тивмесĕр, алла карта хушшинчен кăлартăм. Килте мана атте пĕр вăрра вĕреннĕ ача çинчен каласа пачĕ. Вăл малтан çынсен çырлине карта хушăкĕнчен çеç татнă, тет. Хăйса çитсен, кӳршĕри улмуççи пахчисене çаратакан пулнă, тет. Каярахпа хурт вĕллисене тустарма пуçларĕ, тет. Ашшĕ-амăшĕ çав ачана ятламан, вăл илсе килнĕ япаласене кула-кула йышăннă, тет. Çитĕнсен, ывăлĕ лаша вăрлакан пулать. Ăна, тытса, питĕ хĕнеççĕ, тĕрмене хупаççĕ, кайран Çĕпĕре янă, тет. Асту, ан тив çын япалине! Çĕртен тупсан та ан йышăн, кам çухатнă, çавна пар.

Асаилӳсем тата та килеççĕ. Сăмсана çу шăрши кĕчĕ. Манăн паçăрах çиес килет. Çăкăр касса илес тесе, пӳрте кĕтĕм.

Аттене çуса, тумлантарса тупăка вырттарнă, çине пир витнĕ. Анне аттен сăхман кĕсйине табак кушелккипе чĕлĕм чикрĕ, пуçĕ айне катăк çĕçĕ, шĕшлĕ, пушăт татăкĕ хучĕ.

Эпĕ атте пичĕ çинчи пире сирсе пăхрăм: унăн икĕ куçĕ çине те тĕттĕм хĕрлĕ эрмен пурçăнĕ хунă. Сăмсипе хăлхисене çав пурçăна чикнĕ. Кайран мана анне кун пирки акă мĕн каласа пачĕ.

Вилнĕ çынна хирĕç, ăна масара илсе пынă чух, пур вилесем те тухаççĕ, тет, унран: «Мĕн ырри пур, мĕн усалли пур?» — тесе ыйтаççĕ, тет. Лешĕн вара çапла каламалла: «Куçа та, сăмсана та, çăвара та хупларĕç; нимĕн те курман, илтмен, туйман». Ыррипе усаллине курни çинчен пĕлтерсен, вилесем ăна çапла калаççĕ, тет: «Эсĕ мĕн курнине, илтнине калатăн, пирĕн çын мар эсĕ, йышăнмастпăр сана», — теççĕ, тет. Вилнĕ çыннăн вара, канăçа пĕлмесĕр, хăй валли вырăн шыраса çӳремелле пулать.

Кăмакара вут шатăртатса çунать. Кукамай икĕ çатмапа икерчĕ пĕçерет. Сарă икерчĕсем ывăс çинче чылай купаланнă. Анне мана виçĕ-тăватă икерчĕ сăра курки çине хурса пачĕ. Эпĕ, куркана илсе, пӳртрен тухрăм, кĕлет умне хĕвел ăшшине ларса çиме пуçларăм.

Кĕтӳ яла кĕриччен шăтăк чавакансем ĕç пĕтерсе таврăнчĕç, витрери шыва куркапа ăсса çăвăнма тытăнчĕç.

Кукамай çынсене, лаççа чĕнсе, çемçе çăкăрпа сĕт яшки, çăмарта хăпартни, икерчĕ çитерчĕ.

Каç пулсан, виле çинче ларма тăвансем, кӳршĕсем киле пуçларĕç. Анне мана çывăрма Улля аппа патне кайма хушрĕ. Ăшă кăмăллă карчăк мана хăйпе юнашар вырттарчĕ: «Тăлăха юлтăн-çке», — тесе чылайччен ачашларĕ. Унпа Çтаппан пиччене, тимĕрçе аса илтĕмĕр.

— Ăçта-ши вĕсем? — терĕ Улля аппа ĕсĕклесе. — Чĕрĕ-ши, вилĕ-ши? Тутă-ши, выçă-ши?

Улля аппа кăшт лăплансан, эпĕ унран атте чунĕ халĕ ăçта çӳрени çинчен ыйтрăм.

— Хĕрех кун хушши вăл кил таврашĕнчех пулать, — терĕ карчăк.

— Чунĕ тупăка кĕрсе лармасть-и?

— Çу-ук, мĕншĕн унта кĕтĕр вăл, ирĕкре çӳрет.

— Мĕн пек вăл чун? Кайăк пек-и?

— Ăна, ачам., калама пултараймастăп, кайăк пек те, сывлăш пек те, теççĕ.

— Кайăк пулсан, ăна тытма та пулать пулĕ?

— Ан калаç кирлĕ мара, ачам, çывăр.

Эпĕ пĕр авăка чĕнмесĕр выртнă хыççăн аттене хăçан пытарасси çинчен ыйтатăп.

— Ыран, пиччупа аппу Кукшакран килсен, — терĕ карчăк. — Ĕнтĕ аçу, ачам, юлашки çĕр килте выртать, ыран çĕре кĕрет, ĕмĕрлĕхе уйрăлатпăр.

Улля аппапа иксĕмĕр те йĕретпĕр.

Ирхине, вăрансанах, эпĕ хăвăрт ура сыртăм, тумланса киле чупрăм.

Хĕвел тухман-ха. Сивĕ. Шап-шурă тăм ӳкнĕ. Эпĕ килкартине кĕрейнĕччĕ çеç — пиччепе аппа çитрĕç. Анне, йĕре-йĕре, вĕсене хирĕç алкум вĕçне тухрĕ.

— Ах, Иван, Альтик, мĕн тăвăпăр, ачамсем?..

— Пит ан çун-ха, анне, — терĕ аппа, пӳртелле кĕрсе.

— Пысăк хуйхă çумне тата тепри хушăнчĕ, — каласа парать анне.

— Мĕн апла? — ыйтрĕ пичче, именсе пăхкаласа.

— Пачăшкă аçуна масар çине пытарасшăн мар. Чиркӳ хуралçи Упрам килсе каларĕ.

— Мĕншĕн юрамасть? — ыйтрĕ пичче, тĕлĕнсе.

— Кĕлĕ тумасăр вилнĕ çынна масар çине кĕртме саккун çук тесе калать, тет, пачăшкă.

— Ăçта пытармалла-ши апла?

— Масар тулашне пытарма хушнă, тет. Чиркĕве те кĕртместĕп, турттарса кайччăр выльăхла, терĕ, тет.

— Чиркĕве кĕртменни нимĕн те мар-ха вăл, — терĕ пичче, — анчах масар тулашне çырмана мар, шăтăкне ăçта чавнă, çавăнта пытаратпăр.

— Масарта пултăрччĕ çак, — терĕ анне.

Пичче сăхманĕпе çĕлĕкне хывса пăтана çакрĕ те аннепе пӳрте кĕчĕ.

Пӳртре кукаçи тата виçĕ-тăватă çын лараççĕ. Кукамай аппана икерчĕ çитерет.

Пичче, тупăк патне пырса, атте пуçĕ çинчен пире сирчĕ. Чылайччен пăхса тăчĕ… Куçĕ ун шывланчĕ, пир çине шултра тумламсем ӳкрĕç.

Куçне аллипе шăлкаласа, пичче кукаçи патне пырса ларчĕ, вара иккĕшĕ хуллен сăмахлама тытăнчĕç. Сăмах аттене чиркĕве кĕртесси çинчен пырать, кукаçи пупа йăлăнса пăхасшăн, ял евĕрлĕ пытарар, тет; пичче пуçне пăркалать, пупсăрах пытарма пулать, тет.

Кăнтăрлапа пирĕн пата çынсем пухăна пуçларĕç. Атте тăванĕ лаша кӳлсе килчĕ, ăна урама хапха юпинчен кăкарса тăратрĕ. Кукамай васкасах пăтă пĕçерет. Анне йăрхаха çĕлен çип хутăрĕ çакрĕ. Пӳртри çынсем çав хутăртан кашнийĕ пĕрер сĕвем туртса илсе тупăк урлă хума тытăнчĕç. Ваттисем, çип хунă чух, темĕн пăшăлтатаççĕ.

— Аçу чунне пӳлĕхçĕ патне çитме ырă çул пултăр, теççĕ вĕсем. Çӳлти патшалăха чун çип тăрăх улăхать, — ăнлантарса парать мана карчăк.

Пӳрте çынсем тулчĕç. Кукамай сĕтел çине пăтă лартрĕ.

— Кĕрӳ, çула тухса кайиччен, тăванусемпе, ял-йышпа ларса апатлан, — терĕ кукаçи, унтан сĕтел умне пушăт питлĕ пукан лартрĕ, чашăк патне атте кашăкне хучĕ. Çавăн хыççăн атте тăванĕсемпе кукаçи сĕтел хушшине ларчĕç, виçшер кашăк пăтă çирĕç те сĕтел хушшинчен тухрĕç. Вĕсем вырăнне ыттисем кĕрсе ларчĕç. Пӳртри çынсем, пурте сĕтел хушшине кĕре-кĕре тухнă хыççăн, тупăк çывăхне тăчĕç. Ĕнерхи пĕчĕк типшĕм карчăк аттен пуç вĕçĕнче хурлăхлăн юрласа ячĕ. Анне, тупăк енне ӳпĕнсе, сывлăш çавăраймасăр йĕрет. Пичче ăна, хулпуççинчен çемçен тытса, тĕпелти урлă сак çине лартрĕ.

Тупăка, улттăн пирпе йăтса, пӳртрен илсе тухрĕç. Килкартинчен тухиччен татах карчăк сасси илтĕнчĕ. Вăл юрласа пĕтериччен тупăк йăтнисем вырăнтан тапранмарĕç.

— Пĕчĕк хĕрачине тупăк урлă каçарăр, тăлăх ан пустăр, — терĕ пĕр ватă хĕрарăм.

Мана, йĕрсе тăраканскерне, хыçалтан такам хул айĕнчен тытса çĕклерĕ, тупăк урлă каçарса, пĕр хĕрарăма тыттарчĕ, лешĕ мана çĕре тăратрĕ.

Пусă хапхи патне çитсен, карчăк юлашки хут юрларĕ. Тупăка урапа çине лартрĕç, хупкăчине хупларĕç. Шат! Шат! çапрĕ пăта çине мăлатук. Аттешĕн çутă кун хупăнчĕ. Пире ĕмĕр манми хуйхă юлчĕ.

Аттене пытарсан виççĕмĕш кун çинче пичче каллех Кукшака кайрĕ. Анне ăна атте пумилккине ирттериччен ярасшăн марччĕ, пичче килĕшмерĕ: «Кăçал атте çук, хамăн ытларах ĕçлес пулать», — терĕ. Аппапа иксĕмĕр пиччене хурăнлă çул урлă каçарса ăсатса ятăмăр.

Атте вилни çиччĕмĕш кун. Анне «çиччĕшне» асăнса икерчĕ пĕçерчĕ. Каçалапа пирĕн пата Улля аппа, кукамайпа кукаçи, Иван пичче килсе ларчĕç. Аттене ăшă кăмăлпа асăнса пуçламăш курка сăра ĕçнĕ чух, умĕнче пултăр тесе, сăрана кăшт тăкрĕç. Пурте сĕтел хушшине вырнаçса лартăмăр. Атте вырăнĕ çеç пушă. Эпĕ, апат çиме лармассерен, ун валли кашăк хуратăп. Мана çапла тума кукамай каланă. Хĕрĕх кунччен вилнĕ çын килтех апат çиет, хăй çеç курăнмасть, тет. Анне апата ларнă чух шăппăн: «Кил, ашшĕ, апат çиме лар», — тет. Эпĕ ăна курасшăн пăхатăп, тен, вăл тĕтре пек курăнĕ, тетĕп, — çук, курăнмасть.

Апат çисе ларнă хушăра пуп килсе кĕчĕ. Аллинче ун тăваткал хутлатнă хут пур.

— Митрине шытыкран кыларса, мазар толажне быдараз болать. Акы хот становой пристав яны. Сейчас кайырда, кыларыр. Она мазар çинче вырдма закон хошман, — терĕ пуп, урам енчи чӳрече патне хăюллăн пырса ларса.

Пурте тăр хытса кайрĕç. Кукаçийĕн шĕвĕркке сухалĕ чĕтреме тытăнчĕ. Анне аллине чĕре патне тытнă, пичĕ хăйĕн пуçĕнчи сурпанпа чалма пекех шурă.

Кукаçи сĕтел хушшинчен тухрĕ те хумханса каларĕ:

— Пачăшкă, кĕрӳве пытарни ĕнтĕ ултă кун… Пытарнă çынна шăтăкран мĕнле кăларас?

— Кылараз болать, закона бузас мар. Зире мазар зине ан быдарыр тэзе галанă, кил тумазыр внлни зынна эзир быдар-иы, — терĕ пуп.

Анне йĕрсе ячĕ:

— Ял пек тăвас тесе шутларăмăр… Упăшканăн ашшĕ-амăшĕ, ачи пăчи, йăхĕ-тĕпĕ — пурте масарта, вăл пĕччен тулашĕнче çырмара вырттăр-и?..

Пуп анне çине сивлеклĕ пăхса илчĕ:

— Стражниксем тувыга кыларза лардазь, хоть йыдо зидир.

— Ай-яй! — кăшкăрса йĕрсе ячĕ кукамай, — хăвна çапла тусан, ырă пулĕ-и?!

— Чарын карчык! — терĕ пуп, унтан, вăрăм тумтирĕпе чăлханса, алăк патнелле утрĕ. Тухса кайнă чух пĕр сăмах: «Прасковья», тесе аннене чĕнсе хăварчĕ.

Анне васкаса ун хыççăн тухрĕ.

Кăшт тăрсан, эпĕ килкартине тухиш турăм, картлашка вĕçне лартăм. Алкумĕнче анне тарăхса сăмахлани илтĕнет:

— Çук-çке, пачăшкă, ун чухлĕ укçа.

— Лажа зотны эзир, окза бор, Самазан, кылар тобыг. Смотри, мана окэа баны тэзэ нигама да ан гала.

— Аттепе сăмахласа пăхасчĕ кун пирки, — пăшăлтатрĕ анне.

— Не надо, не надо, абла болзан кылар тубыга, — терĕ пуп, алкумĕнчен килкартинелле тухса. Эпĕ лупасайне кайса тăтăм.

Анне, тин утма вĕренекен ача пек, тĕрексĕр пускаласа, кĕлете кĕчĕ, унта пăртак кăштăртатса тăнă хыççăн, пуп патне пычĕ, вара чĕтрекен сассипе:

— Ил, пачăшкă, ме, — терĕ.

Лешĕ анне патне аллине кăнтарса илчĕ те хăвăрт тухса кайрĕ. Анне, картлашка çине тĕшĕрĕлсе анса, уласа йĕрсе ячĕ…

Тĕттĕм пуласпа çынсем саланчĕç. Анне вĕсене йĕре-йĕрех ăсатса ячĕ. Кăшт лăплансан, вăл сăра курки çине виçĕ-тăватă икерчĕ хучĕ, сăхманне тăхăнчĕ.

— Ăçта каятăн, анне? — ыйтрăм эпĕ.

— Вилнисене пама, — терĕ вăл.

Эпĕ хăвăрт тумлантăм та аннепе пĕрле тухрăм. Тĕттĕм пулайман-ха. Çанталăк сивĕтнĕ, уяр. Эпир хурал пӳрчĕ хыçĕнчи пĕчĕк çырма патне пытăмăр. Анне, сăра куркине умра тытса, çырма хĕрне кукленсе ларчĕ. Малтан вăл, аттене асăнса, икерчĕ кăшт татса илчĕ те çырмана пăрахрĕ, вара асаттепе асаннене, вилнĕ ачисене асăнчĕ, вĕсен ячĕпе те икерчĕ таткаларĕ, кĕлтурĕ.

— Умра пултăр, тутă пулăр, апатăр ан иксĕлтĕр, пĕр татăкран пин татăк пултăр, пинрен тата пин, тата пин пултăр…

Анне çапла каласа пĕтерсен, эпир килелле утрăмăр.

— Ах, тур! — тарăхрĕ анне, — хуйхă çине хуйхă. Пуп вунă тенкĕ шăйăрса илчĕ… Пĕтрĕ лаша илесси…