Ача чухнехи :: Сывă пулăр!


Çтаппан пичче амăшĕ, Улля аппа, ывăлне тытса кайнăранпах вырткалать, урама та сайра тухать. Эпĕ ăна кунне пĕр çĕклем шыв кӳрсе паратăп, пусăран эрĕмути хуçса килсе урайне шăлатăп. Карчăк мана питĕ юратать, час-час çурăмран лăпкаса илет.

Пĕрре Улля аппа мана:

— Эпĕ сана пĕр ĕç хушасшăн, асту, никама та ан кала, — терĕ.

— Никама та каламастăп. Мĕнле ĕç?

— Çтаппан пиччуна апат леçтересшĕн.

— Килнĕ-и, ăçта вăл? — хĕпĕртесе ыйтрăм эпĕ.

— Ан шарла, асту, вăл пытанса çӳрет.

— Ăçта çӳрет?

— Кирек ăçта та çӳрет пулмалла. Çĕрпӳ çулĕ çинчен тарсан, вăл киле килчĕ, Касак Ваççи тыттарса ярасран хăраса нумай та тăмарĕ, тухса кайрĕ. Вăл тимĕрçе кĕтет, иккĕш пĕрле аякка тарасшăн. Лешĕ халь ватă амăшне курма Шупашкара кайнă.

— Апатне ăçта леçмелле? — ыйтрăм эпĕ.

— Киремет çырмине. Пĕлетĕн-и эсĕ çав çырмана?

— Пĕлетĕп, пĕркун эпĕ кукамайсен чĕчĕ пăрушне çавăнта кайса тупнăччĕ.

— Çырмара çăл тĕлне пĕлетĕн-и?

— Пĕлетĕп, чул хушшинчен шăнкăртатса юхать.

Киремет çырми хӳтĕ вырăн, йĕри-тавра ыраш, çырминче йывăç тĕмĕсем пур, пытанса ларма аван. Çтаппан çавăнта çăл патне тухма пулнă иккен, апата та çавăнта илсе пыма хушнă.

— Каятăн апла? — ыйтрĕ тепĕр хут Улля аппа.

— Каятăп.

— Хĕвел анса лариччен Киремет çырмине çит, тĕттĕм пуличчен киле çаврăнмалла пултăр. Çырма хĕрне çитсен, путене пек авăтса ил, вара Çтаппан пиччӳ сана шăхăрса сас парĕ. Ăнлантăн-и?

— Ăнлантăм.

Çапла калаçса илнĕ хыççăн Улля аппа пĕчĕк хутаçа виç-тăватă хăяр, сухан, пиçнĕ çĕрулми, çăкăр чикрĕ те мана тыттарчĕ.

— Асту, Касак Ваççи ан асăрхатăр: вăл пирĕн тăшман.

Эпĕ, хутаçа хул айне хĕстерсе, килкартине тухрăм, Ваççа курмасть-и тесе, урлă-пирлĕ пăхкаласа илтĕм. Никам та куç тĕлне пулмарĕ. Карта хĕррипе лăпчăнса, уялла чупрăм.

Хĕвел анса ларнă. Пĕлĕт хĕрри çеç çутă курăнать. Пусăра шăп. Эпĕ ăна пуçĕпе Киремет çырми патнелле утатăп. Тула пуçланă ыраш пуçĕ çĕрелле усăннă, иртсе пынă чух пучахсем пуçран, хулпуççинчен перĕне-перĕне юлаççĕ. Чылай утрăм, хайхи çырма хĕрне çитрĕм. Пăхатăп — леш енче икĕ стражник çӳре параççĕ. Эпĕ часрах, ыраш ăшне чăмса, лăпчăнтăм, хытă хăранипе сывламасăр пăшкаса ларатăп. Вăхăт чылай иртнĕ пек пулчĕ. Ыраша сирсе, çырма хĕрне тухса пăхрăм. Стражниксем пĕр тĕмĕ çывăхне ларнă та темскер калаçкалаççĕ. Тĕттĕм пуличчен эпĕ киле çитес тенĕччĕ, Çĕрле хăратăп. Пуçа тĕрлĕ шухăшсем кĕре пуçларĕç. Часрах килелле чупас килчĕ. Мĕншĕн килтĕм-ши тесе, тарăха пуçларăм. Каялла каяс пулсан, икĕ çухрăма яхăн утмалла.

Мал енчен тĕттĕмленсе киле пуçларĕ. Çĕрле мана арçури, шуйттанĕ, тухатмăшĕ тытма пикенĕç. Мĕн курăп-ши вара? Мĕнле хăтăлăп вĕсенчен? Арçури кăтăкласа, вутпа вĕселесе вĕлерет, теççĕ. Шуйттан шыва сĕтĕрсе каять те лаша туса çӳреме тытăнать. Тухатмăшĕ çынна качака е сурăх тăвать те, хăй кашкăр пулса, çисе ярать. Киремет çырминче арçури алхасса çӳрени çинчен эпĕ хамăр кӳршĕсенчен сахал мар илтнĕ. Плаки аппа та пĕрре çапла каласа панăччĕ. Унăн сурăхĕ çухалнă пулнă. Вăл кунĕпе ăна шыранă, тупайман. Юлашкинчен, каç пулсан, вăл, сурăхне шыраса, Киремет çырмине пырса тухать. Пăхать: пĕр тĕлте çап-çутă. Ак тамаша! Мăйракаллă арçури вут çине пĕр ачана çакнă та çатăртаттарса çунтарать. Плаки аппа, çавна курсанах, сехрине хăпартса килелле чупнă, тет.

Çакна аса илтĕм те тата ытларах шиклене пуçларăм. Халĕ ĕнтĕ чылай тĕттĕмленчĕ. Йĕри-тавра пăхкалатăп. Акă, ыраш ăшĕнче темĕн хура курăнса кайрĕ. Шартах сикрĕм, чĕтреме пуçларăм. Мăйракаллă, пысăк сăмсаллă, аллисене саркаласа тăрать, çăварĕнчен вут тухать. Ах! Хăрушă-çке! Çаврăнса пăхмасăр тарас килет, анчах хăруш япала сукмак хĕрринчен инçе мар. Мĕн пулĕ, мĕн килĕ, каям, тетĕп. Тăтăм та пиллĕк-улттă ярса, пусрăм. Хайхи, мана хăратаканни, эрĕмути тĕмĕ пулах кайрĕ. Кунта эрĕмути пуррине хам та çав самантрах аса илтĕм. Чĕре лăштах кайрĕ. «Текех хăрас марччĕ ĕнтĕ», — шутлатăп хам ăшăмра. Çырма леш айккинчи стражниксем аран-аран курăнаççĕ, вĕсем, икĕ мĕлке пек, аялалла, çырма вĕçнелле анса кайрĕç, часах курăнми пулчĕç. Эпĕ те тĕмсем хушшипе майĕпен çырма тĕпне антăм. Шăп. Сас-чĕвĕ çук. Çăл шăнкăртатса юхни кăшт илтĕнет, тата инçе мар шăрчăк чĕриклетет.

Эпĕ, путене пек, малтан хуллен, вара хытăрах авăтса илтĕм. Кăшт тăрсан, çил шăхăрнă пек сасă илтĕнчĕ. Çăл патнелле пытăм. Тепĕр самантран Çтаппан пичче ман паталла çăмăллăн чупса анчĕ.

— Мĕнле, хăрамарăн-и? — ыйтрĕ вăл васкарах.

— Хăрамарăм, — паттăрланса каларăм эп, ăна хутаçа тыттарса.

Çтаппан пичче, çăл патне ӳпĕнсе, аллисене тата питне çурĕ, çăварне чӳхесе тăкрĕ, вара, пĕчĕк тутăрпа шăлăнса, çиме тытăнчĕ.

— Кайрĕç-ха патша йыттисем. Эпĕ ыраш ăшĕнче выртнă чух мана çырмара кунĕпех шырарĕç. Кашни тĕм айне сирсе пăхрĕç, — терĕ Çтаппан пичче.

Апат çисен, вăл юлашки юлнине шăлавар кĕсйине чикрĕ, çăл патне ӳпĕнсе, шыв ĕçрĕ.

— Пысăк спаççипа сана, пĕчĕк хĕрĕм, — терĕ Çтаппан пичче, — кĕсле каланине итлеме юрататăп. Час пулаймасть пулĕ ĕнтĕ кĕсле каласси… Ыран каç тата килĕн-ши?

— Килĕп.

— Килтен тĕттĕм пулсан тин тухас пулать, çын ан куртăр. Хăрамăн-ши çĕрле килме?

— Паян малтан хăранăччĕ, халĕ — çук.

— Нимĕнрен те ан хăра. Хăравçă — начар çын. Ну, вĕçтер киле, — терĕ те Çтаппан пичче çырма тăрăх утса кайрĕ. Эпĕ тапаланса тухрăм, ана пуçне тупрăм, вара яка сукмакпа утрăм. Икĕ айккипе вăрăм ыраш. Шикленнипе чупас шухăш та пур, анчах хăрас мар тесе, хама хам хытартăм. Темĕнле нăрă çамкана пан! пырса перĕнчĕ те, çилленнĕ пек вăслатса, вĕçсе кайрĕ. Инçе мар путене сасси илтĕнет, улăхра хутран-ситрен вăрăм чăпăркка шартлатни янăрать. Атăл енче вĕлтĕртетсе тăракан çутăсем курăнаççĕ. Васкамасăр утатăп. Ăшă. Тӳлек. Ял енчен пиçнĕ çăкăр шăрши килчĕ. Эпĕ анкартисем хыçне çитнĕ. иккен. Çтаппан пиччесен карти патне пырса тăтăм, пăхкаларăм, итлекелерĕм, карта урлă хăвăрт каçса çĕрулми йăранĕсем айккипе утрăм. Улля аппа, мана кĕтсе, алкум картлашки çинче ларать. Шухăша кайнă пулмалла: эпĕ пырса тухнипе вăл шартах сикрĕ.

— Тупрăн-и Çтаппана?

— Тупрăм.

— Киле кĕрсе тухатăп, темерĕ-и?

— Каламарĕ.

— Тимĕрçĕ çук-и?

— Çук.

— Килеймен пулĕ-ха, эппин, Шупашкартан.

Çапла калаçнă хыççăн эпĕ карчăка пушă хутаç патăм та килелле утрăм. Хапхана чĕриклеттермесĕр уçса кĕтĕм, шăналăка сирсе пăхрăм. Анне çывăрать. Ăна вăратас марччĕ тесе, питĕ хуллен унпа юнашар кĕрсе выртрăм.

Тепĕр кун ирхине эпĕ урамра Анука тĕл пултăм. Унпа иксĕмĕр пирĕн умри çерем çинче шак чулĕпе выляма пуçларăмăр. Анук мана паян стражниксем Çтаппан пиччене тытма хатĕрленни çинчен каларĕ.

— Пилĕк стражник, уретник, пунеттейсем, пĕтĕм пусса çавăрса илсе, Çтаппан пиччене тытмалла, тет.

— Кам калать? Ăçтан илтнĕ эсĕ ăна? — ыйтрăм эпĕ.

— Пирĕн патра иртнĕ çĕр икĕ стражник кĕрсе çывăрчĕç. Çĕрле çавсем калаçнине илтрĕм, — терĕ Анук.

Эпĕ вылянă çĕртен тăтăм та часрах киле кĕтĕм, вара, кăшт тăрсан, Улля аппасем патне кайрăм.

Карчăк пӳрт алăкне уçнă, пусма çинче ларать. Аллипе янахне тĕрелесе, чĕркуççи çине чавсаланнă. Унăн пичĕ тата ытларах ырханланса хуралса кайнă, тĕксĕмленнĕ куçĕ хурлăхлăн пăхать. Эпĕ Çтаппап пиччене паян тытма хатĕрленни çинчен каласа патăм. Улля аппа хыпăнса ӳкрĕ.

— Чуп хăвăртрах, систер Çтаппана, — терĕ те вăл, часрах васкаса, çимеллисем чикнĕ хутаçа мана тыттарчĕ…

Эпĕ Киремет çырми сукмакĕпе утатăп. Ыраш хушшинче шăрăх, пăчă. Курах кайрăм: сукмак патнелле пĕр çын утать. Кам-ши ку, тетĕп. Патнерех пыратăп — Касак Ваççи иккен. Эпĕ сехĕрленсе ӳкрĕм. Вăл куриччен, алăри хутаçа ыраш ăшне пăрахрăм, паллă ан пултăр тесе ун тĕлне кăвак чечек татса хутăм. Касак Ваççи, ыраша тĕшĕрсе, сукмак çине тухрĕ.

— Ăçта каятăн? Мĕн туса çӳретĕн кунта?

— Чечек тататăп, — терĕм эпĕ ним пулман пек. Хам чĕтретĕп.

— Кай киле! Халех тапса сиктеретĕп! — кăшкăрчĕ Ваççа.

Эпĕ каялла чупрăм. Çаврăнса пăхрăм. Ваççа курăнми пулнă. Ыраш ăшне кĕтĕм те сукмаксăр-мĕнсĕр Киремет çырми еннелле утрăм. Кайсан-кайсан, хам эпĕ çырман аял вĕçне тухнине куртăм, йывăç тĕмĕсем шăп лараççĕ. Хуллен путенелле сас патăм, итлесе тăтăм, ним сасă-чĕвĕ те çук. Эпĕ çырма тăрăх çӳлелле хăпартăм, шĕшкĕ тĕмĕсем айне пăхкаласа пыратăп. Пĕр вырăнта утă капанĕ ларать. Путене пек авăтсах иртсе пыратăп. Капан айĕнче чăштăр-чаштăр турĕ. Эпĕ шартах сикрĕм.

— Кунта кил, — илтĕнчĕ капан айĕнчен. Эпĕ пытăм, Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ утта сирсе тухрĕç, тĕмсем хушшинелле тăчĕç Эпĕ вĕсене стражниксен паянхи хатĕрленĕвĕ çинчен, Касак Ваççи ыраш пуссинче тем шыраса çӳрени çинчен каласа патăм.

— Çĕрле киле кĕрсе тухас теттĕм, пулмарĕ, килтисене курмасăрах каяс пулать, — терĕ тимĕрçĕ.

— Çимелли илсе килмерĕн-и? — ыйтрĕ Çтаппан пичче.

— Илсе тухнăччĕ, Касак Ваççине куртăм та пытарса хăвартăм, — терĕм эпĕ.

— Аван тунă, — мухтарĕ Гаврила.

— Кайса илес-и? — ыйтрăм эпĕ.

— Кайса илес пулать, — терĕç мана.

Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ калаçма тытăнчĕç, эпĕ кайма тăтăм.

— Чим-ха, тăхта, — чарчĕ мана Çтаппан пичче, — апата Çтенкке арманĕ хыçĕнчи хăвалăха илсе пыр.

Вара Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ, кăн-кан пăхкаласа илсе, çырмаран хăвăрт хăпарчĕç те йăран хушшинелле упаленсе кайрĕç. Пăртак тăрсан, эпĕ те сукмак çине тухрăм. Çывăхра никам та çук. Паçăрхи вырăна шыраса утатăп. Акă тупрăм. Хутаçа çурăм хыçне çакрăм та сукмаксăрах Энĕш хĕрринелле утрăм.

Пусăран анса çитсен, Çтенкке арманне каякан çул çине тухрăм, çемçе вĕри тусана çара урасемпе вĕçтеркелесе, çав çулпа кайрăм.

Çтенкке арманĕ пирĕн ялăн Тукай текен вĕçĕнчен виçĕ çухрăмра. Шăрăха пăхмасăрах, эпĕ васкаса утатăп. Çулăн икĕ айккипе е çӳллĕ кантăр, е сенкер çеçкеллĕ йĕтĕн лĕпĕшсене илĕртсе ларать. Акă хăвалăха çитрĕм. Хăвалăх шыв хĕррипе вăрман пек курăнать. Унта сулхăн, уçă, темĕнле чечексен тутлă шăрши килет.

Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ ман пата пычĕç. Иккĕшĕ те питĕ ăшăрханă, пичĕсем çине пăрçа пек тар тапса тухнă. Вĕсем пĕр тĕм айне ларчĕç. Эпĕ хутаçа вĕсен умне курăк çине хутăм.

Çтаппан пичче хутаçран çăкăр, симĕс сухан кăларчĕ те:

— Апатланар та каяр, — терĕ.

— Да, каяс пулать, — килĕшрĕ тимĕрçĕ, хура кăтра çӳçне пысăк аллипе каялла сăтăрса.

— Çи, — сĕнчĕ тимĕрçе Çтаппан пичче.

— Çук, анмасть, — пуçне сулларĕ Гаврила, унтан хĕрелсе кайнă кăвак куçĕпе ял еннелле пăшăрхануллăн пăхса илчĕ.

Çтаппан пичче çие-çие калаçать:

— Ирччен Вăрмара çитетпĕр, вара «мулкачла» поезд çине… Шырăр — тупаймăр, хăвалăр — тытаймăр.

— Да, вăл çапла… аван… только, ах, Катьăпа арăма кураймарăм.

Çтаппан пичче апат çинĕ хыççăн юлашки çăкăрпа сухана ĕнерхи пек кĕсйине чикрĕ, хутаççине мана тыттарчĕ. Тимĕрçĕ çавна курса:

— Может быть, хутаç çул çинче кирлĕ пулать, илсех каяс, — терĕ, вара манран хутаçа илчĕ те ăна атă кунчи ăшне чикрĕ.

— Ну, кайăпăр, — терĕ Çтаппан пичче. Унтан иккĕшĕ те ура çине тăчĕç. Вĕсене курса эпĕ те сиксе тăтăм.

— Теперь каятпăр, — шывланнă куçĕпе татах ял çинелле пăхса каларĕ тимĕрçĕ. — Инçе каятпăр, ах, Катя! (Малалла вăл вырăсла тем каларĕ те пуçне усрĕ). Эпĕ хăçан ăна курăп-ши? А, тен, вовсе, нихçан та! (Татах, вырăсла каласа, куçне шăлса илчĕ, ман çине пăхрĕ.) Эсĕ кала Катьăна мана курни çинчен, амăшне те кала. Ну, сывă пул, — терĕ вăл юлашкинчен, вара, пысăк аттисемпе йывăррăн пускаласа, хăва тĕмĕсем хушшинелле кĕрсе кайрĕ.

Çтаппан пичче манпа алă тытсах сывпуллашрĕ.

— Спаççипа сана, ачам. Ĕнер те, паян та çимелли илсе килтĕн, хăрушлăх çинчен систертĕн. Ĕмĕр сана манмăп. Сыва пул!

— Сывă пул! — хăва ăшĕнчен илтĕнчĕ тимĕрçĕн хулăн сасси.

— Сывă пулăр! — терĕм эпĕ хурланса.

Йывăç тĕмĕсем чаштăртатни илтĕнми пулчĕ. Шăп. Пусă енчен çил килчĕ, хăва тăррисене хумхатрĕ, такам чăтлăхра ассăн сывласа илнĕ пек чашкăрчĕ те йăмса ларчĕ.

Эпĕ кантăр шăрши çапнă сывлăшлă çулпала утрăм. Лĕпĕшсене хăвалатăп, чечексем тататăп. Шыв хĕррине анса пите, алă-урана çурăм, çемçе курăк çинче ларса кантăм, унтан малалла утрăм. Ял патне çитеспе тусан мăкăрлантарса килекен юланут курăнчĕ. Ман тĕле çитсен, лаша тăп чарăнчĕ. Стражник иккен — Çтаппан пиччепе тимĕрçе шыраканĕ. Çакна эпĕ хăвăрт тавçăрса илтĕм. Пăхатăп — çынсем пусă хĕрринче кăшкăркаласа çӳреççĕ. Касак Ваççи аллине кӳсек тытнă. Киремет çырмипе анать. Эпĕ, ăна курсан, питĕ хăрарăм.

Стражник лаши çинчен анса ман пата пычĕ. Чĕре ман кăртлатсах кайрĕ.

— Ăçта кайнă эсĕ, хĕрача? — ыйтрĕ стражник.

— Чечек татма.

— Ăçта татрăн?

— Ав унта Киремет çырми пуçĕнче, çерем çинче.

— Çырмара икĕ çын çӳренине курмарăн-и?

— Куртăм. Унта ларатчĕç.

— Ăçталла кайрĕç вĕсем?

— Ав Чăнкасси çулĕпе чупрĕç.

— Апла, эппин, — терĕ юлашкинчен стражник, çырмари çынсем патнелле лашине сиктерсе.

— Чăнкасси вăрманĕнче вĕсем, унта хупăрлатпăр! — кăшкăрчĕ вăл.

Çынсем çырмаран тухса Чăнкасси çулĕпе утрĕç.

Эпĕ, киле çитсе апат çисен, Улля аппа патне кайрăм, Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ тарни, халĕ вĕсене çынсем шырани çинчен каласа патăм. Улля аппа йĕрсе ячĕ, питне хăрса кайнă аллипе хупласа, ансăр сĕтел çине тайăнчĕ.