Ача чухнехи :: Аттене тытса хупни
Эпĕ вăранса шăналăк ăшĕнчен тухнă çĕре хĕвел лупас урлă килкартинелле пăхакан та пулнă. Шăрăхлана пуçланă. Лаç алăкĕ уçă. Анне унта, вучах умĕнче, лутра пĕчĕк пукан çинче ларать, сурпан вĕçĕпе куçне шăлса йĕрет. Аппа сĕтел хушшинче питне хупласа ĕсĕклет.
Вучахра, хуран айĕнче, çат-çат тукаласа, кăвайт çунать. Хуранта яшка лăкăртатса вĕрет. Эпĕ анне патне пырса тăтăм. Вăл хĕрелсе кайнă куçĕпе ман енне пăхрĕ те:
— Аçу çук ĕнтĕ, тытса хупрĕç. Тĕрмене илсе каяççĕ пулĕ, — терĕ чĕрене тивекен сассипе.
Эпĕ те йĕрсе ятăм.
Сасартăк урамра хытă калаçни илтĕнчĕ.
— Çын элекĕпе тытса хупрăр аттене! — илтĕнет пичче сасси.
— Элекпе мар! Мăкаçее вут тĕртнĕ, çынсем курнă! — çăвар тулли кăшкăрать такам.
Эпир виçсĕмĕр те лаçран сиксе тухрăмăр. Мăнттан кĕлеткеллĕ стражник пирĕн пиччен икĕ аллине çурăм хыçне пăрса тытнă, унăн çинçе шăмшакне авкалантарать. Анне стражник патне варкăнчĕ, ăна аллинчен ярса тытрĕ.
— Ах, тур, тур! Ярсам. Ан хĕне!
Лешĕ, унччен те пулмарĕ, аннене такан кĕлеллĕ аттипе тапса ячĕ.
— Молчать, анчăк! Эпĕ сана аçупа пĕрле тĕрмере çĕртем! — пиччене хирĕç хĕремесленсе, шăлне çыртса хăрăлтатать хĕрлĕ питлĕ стражник.
— Çĕрт! Тытса кай! — çăлкаланчĕ йывăррăн сывласа пичче, анчах тăшман аллинчен вĕçерĕнеймерĕ. Хура çӳçĕ унăн сапаланса кайнă, çамки хăпарса тухнă, кĕпи хулпуççи тĕлĕнчен сурăлнă, тĕрĕллĕ арки таткаланнă. Шараç пиçиххийĕн хăрах ярапи татăлса ӳкнĕ. Шурă пир тăла çинче юн тумламĕсем курăнаççĕ. Сасартăк пичче, хытă çăлкаланса, стражник аллинчен вĕçерĕнчĕ, хапха урлă вĕлт сиксе, килкарти тăрăх чупса кайрĕ.
Стражник, урисемпе тапăртатса, чышкипе юна пуçларĕ.
— Кил-йышĕпе вĕлерсе тухам сире! Мăкаçей тыррипе Шулли Иванĕпе çаратнă, вут чĕртсе янă! Çĕпĕре пуç яратпăр!
Стражник, çапла тулашса, хурал пӳрчĕ патнелле утрĕ. Анне пичче патне чупса пычĕ, куç тулли куççульпе ун çине тинкерсе пăхрĕ.
— Кăкăртан чышмарĕ-и вăл сана? Аллусем аманмарĕç-и?
— Ан хăра маншăн, анне. Стражник мана нимех те тăвайман… Ах, атте! Пĕр айăпсăр тытса хупрĕç! Тарăхса вилмелле!
— Пит ан тарăх-ха, ачам, — йăпатрĕ анне, унтан кĕлете кĕрсе, пичче валли шурă кĕпе илсе тухрĕ, хăй пиччерен вăрттăн куççульне шăлсах тăрать.
— Аттене апат тата табакпа чĕлĕм леçес пулать, — терĕ пичче, каткари шывпа çăвăнма пахчаналла утса. Анне, лаççа кĕрсе, атте валли апат хатĕрлеме пуçларĕ. Шурă таса чĕресе хурантан яшка антарчĕ, çиелтен çӳхе сурпанпа витрĕ. Çăкăр касса хутаçа чикрĕ, унтах шултра тăвар тата пĕр кашăк хучĕ. Аппа пахчаран пĕр ывăç сухан тăпăлтарса кĕчĕ. Эпĕ, çӳлти сарайне хăпарса, атте вырăнĕ çинчен чĕлĕм, табак илсе антăм.
Анне хатĕрленĕ япаласене илчĕ, ман алла суханне пачĕ.
— Çук, пымастăп, — терĕ аппа, — паçăр Иванпа иксĕмĕр хурал пӳрчĕ патне пытăмăр та, стражник мана чутах тытатчĕ. Хăратăп.
Эпир аннепе иксĕмĕр хурал пӳрчĕ патне тухрăмăр. Пӳрт алăкне, урлă сăлăп хурса, пăрăмлă çăрапа питĕрнĕ, чӳречине хулăн хăмапа хытă çапса лартнă. Эпир унта пăртак пăхкаласа тăтăмăр та насус сарайĕ патнелле пытăмăр. Сарай çумĕнче йĕнерлĕ хура лаша пуçне ухса тăрать. Икĕ айккинелле уçăлакан сарай алăкĕ яр-уçă. Эпир кĕтĕмĕр. Насус урапи еннелле урисене тăсса, стражник месерле йăванса кайнă, аллисене пуç айне чикнĕ, — хăрлаттарса ыйха илет. Сарайĕнче тӳсме çук шăрăх. Çывăраканăн çамки тата лаптăкрах сăмси çине пăрçа пек тар тухнă. Сысна шăрчĕ евĕр хĕрлĕрех çӳçĕ çуланса курăнать. Тута кĕтессисене икĕ шăна ларнă, вĕшĕлтетсе чупаççĕ.
Анне, çывракан патнелле пĕшкĕнсе, хуллен:
— Манăн упăшкана апат çитересчĕ, — терĕ.
Çын хăрлатма чарăнчĕ. Аллипе тутине шăлса, шăнасене хăваласа ячĕ. Пит-куçне чалăштарса кавлесе илчĕ, хĕрелсе кайнă чакăр куçĕпе çилĕллĕ пăхрĕ. Анне пĕшкĕннĕ çĕртен айккинелле сулăнчĕ.
— Çĕрĕпе çывăрман эпĕ… Эсĕ вăратса çӳретĕн. Мĕн кирлĕ сана, шуйттан кĕвенти? — терĕ стражник. Анне чĕтрекен сассипе мĕншĕн килнине каласа пачĕ. Стражник, пуçне йывăррăн çĕклесе, тăрса ларчĕ, унтан кӳпченĕ кус хупанкисене сăтăркаласа:
— Манăн хамăн та çиес килет. Илсе кил ман валли вунă çăмарта, чĕреспе сĕт, шăрттан… вара упăшкуна апатлантарасси çинчен шутлăпăр, — терĕ.
Анне, тĕлĕнсе, стражник сине шикленсе пăхса илчĕ те:
— Çăмартине пĕçерсе килĕп, сĕт, шăрттан пулаймасть, — терĕ.
— Тупса кил.
— Çук япалана ăçтан тупас?
— Тупас пулать, унсăрăн упăшку апат çиесси пирки шухăшламалли те çук.
Анне, чĕреспе хутаçа йăтса, сарайĕнчен хурлăхлă тухрĕ, вара эпир киле васкаса кĕтĕмĕр. Аппа пире хирĕç лаçран тухрĕ.
— Çитертĕр-и аттене? Хăйне куртăр-и? — васкаса ыйтрĕ вăл.
Анне ăна стражник мĕн-мĕн ыйтнине каласа пачĕ, унтан кукамай патне шăрттан ыйтма ячĕ. Аппа çийĕнчех пахча витĕр тухса чупрĕ. Эпĕ анне хушнипе кăвайт илме тухрăм, анне хăй Çемук амăшĕ Плаки патне сĕт ыйтма кайрĕ.
Эпĕ вучаха чĕртрĕм, пĕчĕк хуран çакрăм, кĕлетрен вунă çăмарта илсе кĕрсе ятăм. Часах анне пĕчĕк чĕреспе сĕт илсе килчĕ. Вăл мана çăмарта пĕçерме тытăннăшăн мухтарĕ. Кăшт тăрсан аппа та çитрĕ. Кукамай ăна пĕчĕк шăрттан парса янă. Ĕнтĕ стражник ыйтнă çимелли япаласем пирĕн хатĕр. Анне чĕресри яшкана тепĕр хут хурана ярса ăшăтрĕ те, вара эпир каллех атте патне кайрăмăр. Эпĕ хутаç, сухан йăтрăм, анне — икĕ чĕрес.
Эпир пынă çĕре стражник çутă тӳмеллĕ шурă кĕпипе, картузне тăхăннă, шашкине çакнă, хура пустав шăлаварне, аллипе сăтăркаласа, тасатса тăрать. Эпир пынине курсан, вăл, тимĕр таканлă аттипе кĕптĕртеттерсе, пирĕн паталла виççĕ-тăваттă ярса пусрĕ.
— Илсе килтĕн-и, инке, мĕн хушнине? — ыйтрĕ вăл, сарă шăллă тути-çăварне ейсе.
— Илсе килтĕмĕр, — терĕ анне, унтан хутаçран çăмартасене, шăрттана кăларса стражника тыттарчĕ, сĕт чĕрессине насус урапи çине лартрĕ.
— Кăштах тăхта-ха, апатланам, вара хурал пӳртне уçса парăп.
Эпир пӳрт айккине, сулхăн çĕре, пырса лартăмăр, шăппăн калаçкалатпăр. Пӳртре каштăр-каштăр илтĕнчĕ, çын йынăшса ячĕ. Эпир шартах сикрĕмĕр.
— Тата хĕнеççĕ-ши?.. Тӳссе пулмасть, вилейресчĕ, — тет Иван пичче вăйсăр сассипе.
Атте сасси те илтĕнчĕ:
— Пĕлес çук, хĕнĕç те… Ай-ай-ай, кăкăр шăмми вансах пĕтнĕ пуль… сывлама пит асап. Стражник аттипе темиçе хут улăхса сикрĕ… Ваççа алла хуçрĕ… тискерлĕ хĕнерĕ мана… Эй, мăнтарăн пурнăçĕ.
Анне, питне хупласа, çерем çине йăванса кайрĕ. Иван пичче калаçни аран илтĕнет:
— Алли-ури манăн тĕрĕс. Çурăмпа пуçа амантса пĕтерчĕç… Ĕнсе хыçĕнчен халĕ те юн каять…
Эпир, аннепе иксĕмĕр, чарăнаймасăр йĕретпĕр.
Стражник хурал пӳртне уçса парассине пирĕн нумай кĕтмелле пулчĕ. Манăн аттепе, Иван пиччепе калаçас килет, анчах стражник илтесрен хăратăп. Анне яшка сивĕнсе каясран пăшăрханать. Манăн аттене хăвăртрах апат çитерес килет.
Эпĕ сарайне пырса пăхрăм. Стражник Иван пичче сăхманĕ çинче сулкаланса ларать. Умĕнче çур хăпарту, шурă кулач, юнашар — пушă эрех кĕленчи. Урайĕнче çăмарта хупписем сапаланса выртаççĕ. Пушаннă сĕт чĕресси, тапса янипе пулмалла, кĕтесре хăяккăн выртать, ун тĕлĕнче вара шăна-пăван сĕрлет.
Эпĕ стражник патнех пырса тăтăм, вăл мана асăрхамасть. Унăн ӳсĕрпе йывăрланнă кусĕ ман çине пăхмарĕ. Манăн ăна хам çинчен пĕлтерес килчĕ. Ӳслĕк килмен çĕртен эпĕ ӳсĕрсе илтĕм. Стражник, куçне чарса, ман çинелле пăхрĕ.
— А-а-а, м-мĕншĕн килнĕ эсĕ кунта, шуйттан чĕппи! — çăварне карчĕ вăл, кĕтмен çĕртен шашкине ман енне сулса ярса. Эпĕ çари! çухăрса шашкăран парăнса лăпчăнтăм та часрах анне патне чупса тухрăм, ун хыçне пытантăм.
Стражник, тăнкăл-танкăл уткаласа, пирĕн пата пычĕ, тискер хĕрлĕ куçĕпе алчăравлăн пăхрĕ.
— Упăшкана апат çитерме килнĕччĕ эпĕ, — терĕ те анне ларнă çĕртен тăчĕ, стражник çине шиклевлĕн пăхса илчĕ.
— Çу-ук, у-уçмастăп ху-урал пӳртне. Ху кай киле, апатпа хĕрачуна яр, аслă хĕрачуна, вара хурал пӳртне уçатăп. Ă-ăн-лантăн-и?
Стражник çапла калаçма тытăнсанах, анне пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайрĕ, чĕтресе илчĕ.
— Хĕрача килте çукчĕ-ха.
— Ă-ă-çта кайнă?
— Чашламана. Укçине аппăшсем патне кайнă, — тунчĕ анне.
Анне урăх калаçса тăмарĕ, яшка чĕрессипе хутаçа илчĕ те часрах киле васкарĕ.
Килкартине кĕрсенех, эпир аппана чĕнтĕмĕр. Вăл пахчаран сасă пачĕ.
— Çитертĕр-и аттене? Пит-куçне кăвакартса пĕтермен-и? — ыйтать вăл хумханса. Анне йĕрсе ярас пек каласа парать.
— Уçса памарĕ вĕт стражник хурал пӳртне. Выçах ĕнтĕ паян аçу… кураймарăмăр эпир ăна… Иван пиччупа калаçса ларнине илтрĕмĕр… Эсĕ, Альтик, халех кукамусем патне кай, стражниксем ялтан кайиччен киле ан кил.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ аппа. Унăн илемлĕ пит-куçĕ кăмăлсăрланчĕ.
Анне аппана хăлхаран пăшăлтатса тем каларĕ. Аппа, сăнран улшăнса, пуçĕ çинчи каялла кайнă тутрине тӳрлетсе çыхрĕ те пахча витĕрех кукамайсем патне вĕçтерчĕ.
Эпир калаçнине илтсе пулĕ, пичче те çӳлти сарайĕнчен аннене чĕнчĕ, атте çинчен ыйтрĕ. Анне стражник çинчен каласа парсан, пичче тӳрех:
— Çтаппан килчĕ-ши? Килнĕ пулсан, халех ӳсĕр стражника кайса тĕветпĕр! — терĕ. — Çын элекленипе айăпсăр çынна ан хуптăр! Касак Ваççине кайса çĕмĕретĕп акă!
Анне пиччене ӳкĕтлет, тархаслать.
— Ах, ачам, стражник таврашне хирĕç ан тăр, тем курса ларас пулĕ. Суд-йăрмах умне тăмалла пулсан, пĕтрĕ вара пирĕн еш çын. Кам хӳтĕлĕ пире? Хамăр тĕрĕслĕх çинчен эпир çырса пама та пултараймастпăр. Хур шăмми тытакан хур курман, тенĕ авалхисем. Эпир хур шăмми тытса çырма пултаракан çынсем мар, хурлăх курма çеç çуралнă пуль… Ан тух, тархасшăн, урама. Аçуна хупрĕç, тата сана хупчăр-и?
Анне юлашки сăмахĕсене чĕтрекен сассипе каларĕ, кĕçех вăл йĕрсе яратчĕ.
Кăшт тăрсан пичче:
— Юрĕ, анне, ан хăра, сан сăмаххунтан тухмăп, — терĕ.
— Яшка çиме ан, — чĕнчĕ анне.
Пичче кĕчĕ, кĕлет умĕнче ларакан шывлă витрене йăтрĕ те çăвăнма пахчана тухса кайрĕ. Эпĕ урама тухрăм, хамăрăн пӳрт айккине лартăм. Хурал пӳрчĕ еннелле пăха-пăха илетĕп. Чӳречене хăмапа çапса лартнă. Алăкне питĕрнĕ… пăч-тĕттĕм ĕнтĕ унта… Атăл тĕлĕнчи шурă тăрăллă илемлĕ пĕлĕтсене, хĕвел çутине кураймаççĕ вĕсем. Кичем, тискер пек хурал пӳрчĕ таврашĕнче. Насус сарайне пăхас та килмест.
Эпĕ урамра ларнине курса, хăйсен тĕлĕнче тăракан Çемук ман пата пычĕ. Патаккине хăй çурăм хыçне тытнă. Ку ĕнтĕ пĕрле выляс кăмăл пуррине пĕлтерет.
— Атя тăм илме, — чĕнет Çемук.
— Каяс килмест манăн, — тетĕп эпĕ.
— Шакăрчакла выляр, эппин.
— Выляс килмест.
Çемук манпа юнашар ларать. Атăл еннелле пăхса, ашшĕ çинчен калама тытăнать.
— Ав, ав, куратăн-и, шурă пăрахут? Атте çавăн пек пăрахут çинче ĕçлет; мана та, ӳссен, илсе каятăп, тет-ха.
— Мĕн тăвать ку пăрахут çинче? — ыйтатăп эпĕ.
— Урай шăлать, çăвать. Пĕркун анне кайса курнă атте пăрахучĕ çине. Ман валли кулач илсе — икĕ татăк, тата типĕ пулă…
Çемук ашшĕ çинчен савăнса каласа парать. Манăн, атте çинчен шухăшласан, чун питĕ хурланать…
Кун каç еннелле сулăна пуçларĕ. Пирĕн пӳрт мĕлки, вăрăмланса, урам леш енне каçса кайнă. Йăмрасем енне ӳкекен хĕвел çути халĕ хĕрлĕ курăнать.
Манăн çиес килсе кайрĕ. Эпĕ киле кĕтĕм. Лаçра никам та çук. Пĕр татăк çăкăр илтĕм те, лаç алăк пуканĕ çине ларса, çиме тытăнтăм. Çăкăр тутлă. Атте асран каймасть. Мĕн тĕрлĕ çиес килет пулĕ унăн çак çăкăра?
— Ниçтан кĕме çук хурал пӳртне. Пĕр шăтăк та çук вĕт-ха, пулсан — пĕрер татăк çăкăр чиксе парăттăм çав шăтăкран, — тарăхатăп эпĕ.
Акă эпĕ унта, чăн аялти пĕрене айĕнче, шăшисем шăтарнă шăтăксем пуррине аса илтĕм. Пуринчен ытла вĕсем уй енчи стена айĕнче нумай, «Чавса пăхас пĕрене айĕнчи тăпрана, тен, çăкăр татăкĕ чиксе пама ман пулĕ, хурал пӳрчĕн урай хăми çук вĕт», — шухăшлатăп эпĕ.
Çакă шухăш мана савăнтарчĕ. Эпĕ, çăкăр татăкне çисе ярсан, пахчана тухрăм, унтан, карта урлă каçрăм та ыраш хĕррипе пырса хурал пӳрчĕн ун енне çитсе те тăтăм. Мана никам та асăрхама пултарайман. Пĕрене айĕнчи тăпра çемçе, — патакпа аванах чавăнать.
— Атте, — тетĕп хуллен. Сасă-чăвĕ çук. Тата чĕнетĕп. Çитменнине, пĕренепе пӳрнене шăкăртаттаратăп. Хайхи пӳртре кăштăр-кăштар туни илтĕнчĕ.
— Кам вăл? — ыйтрĕ Иван пичче.
— Эпĕ.
— Кам эсĕ?
— Мархва… Сире çăкăр парас тетĕп, шăтăк чаватăп акă.
— Халь мар-ха, çĕрле, — терĕ атте, — кай хăвăртрах киле, стражник курсан хĕнесе вĕлерĕ.
Эпĕ ыраш хĕррипе, чĕрне вĕççĕн чупса, хамăр карта патне çитрĕм, урлă каçрăм та килкартине кĕтĕм.
Анне лаç умĕнчи сак çинче каçхи апат пĕçерме çĕрулми шуратса ларать. Эпĕ аттене çакăр пама май пурри çинчен каларăм. Анне тĕлĕнсе пăхрĕ, хĕпĕртерĕ.
Каç тĕттĕмĕ хупăрлана пуçласан, эпĕ пĕчĕк тимĕр кĕреçе илсе хурал пӳрчĕ хыçне тухрăм, чакалама тытăнтăм. Типĕ тăпра тĕпренсе çеç тăрать. Кĕреçепе пĕрене айĕнчи çĕре тăнк! та тăнк! тутаратăп, тăприне алăпа сиретĕп. Аттепе Иван пичче эпĕ ĕçленине сисрĕç.
— Хуллентерех…
Часах шăтăка хам пуç кĕрес пек чаврăм. Шалтан Иван пичче аллипе тăрмалать. Эпĕ шăтăк тарăнăшне тĕрĕслеме алла ярсан, мана Иван пичче алли лекрĕ. Вăл ман алла çемçен сĕртĕнсе:
— Пулчĕ вĕт шăтăк, — терĕ. — Мĕнле ача ку санăн, Мĕтри, ах, çерçи темерĕн, пирĕншĕн çунать.
Эпĕ, хавасланса, киле чупса килтĕм. Аннепе пичче иккĕшĕ те лаçра. Пичче эпĕ мĕн ĕçленине анне каланипе пĕлнĕ.
— Маттур! — терĕ вăл мана, пуçран шăлса, — хăвах кайса леç çăкăрпа табака, çитĕннĕ çынна стражник ытларах асăрхама пултарать, ача-пăчана ун пекех мар.
Паçăрхи хутаççа анне, Иван пичче валли те пултăр тесе, сухан та, çăкăр та ытларах чикрĕ, пиçнĕ çĕрулми, кушелккепе табак, чĕлĕм хучĕ, вара хутаççа çыхса мана тыттарчĕ. Эпĕ лаçран тухнă чух тĕттĕм пула пуçланă.
— Хăрамастăн-и? — ыйтрĕ пичче.
— Çук, — терĕм эпĕ паттăрланса.
Пахчана тухрăм. Пичче ман хыççăн пычĕ.
— Вĕçтер, эпĕ сана карта патĕнче кĕтсе тăратăп.
Эпĕ мĕлке пек çăмăллăн карта урлă каçрăм, тепĕр самантра хурал пӳрчĕ патне пырса та тăтăм, хутаçа шăтăка чикрĕм.
— Акă килчĕ, — терĕ Иван пичче, хутаçа шалалла туртса илсе.
— Кай хăвăртрах киле, çын куçĕ тĕлне ан пул, — терĕ атте.
Эпĕ, хам тунă ĕçшĕн савăнса, карта патне чупрăм. Унта пичче кĕтсе тăрать. Эпир киле кĕтĕмĕр.
Тин çеç виçсĕмĕр каçхи апата ларайнăччĕ, пирĕн кил-картине атăллă çын утса кĕни илтĕнчĕ. Пичче лаç алăкне уçрĕ. Вучахри кăвайт çути килкартине ӳкрĕ. Пирĕн пата стражник утса пычĕ.
— Инке, итле-ха, упăшкуна апат çитермен те вĕт эсĕ паян.
— Çитермен.
— Пулштух эрех пар, вара халех хурал пӳртне уçса паратăп.
— Çук манăн пулштух! Эрне выçă ларсан та тупса параймастăп.
— Ну, юрĕ, эппин, — терĕ стражник çилленсе, — судчен упăшку пĕр хĕлхем те ăша ярас çук. Пристав икĕ-виçĕ кунсăр килеймест-ха. Вилтĕр выçах упăшку!
Çапла каласа, стражник, аттипе куплеттерсе, килкартинчен тухса кайрĕ.
Пичче лаçран тухса çӳлти сарайне улăхрĕ. Анне тирĕк-çăпала çума тытăнчĕ. Эпĕ ыйхăланă, куç хупăнсах тăрать, анчах манăн аннесĕр çывăрма выртас килмест. Пахча калинкки шăлтăрт турĕ. Кам-ши ку тесе, эпĕ лаçран тухрăм. Иккĕн лаç патне пычĕç. Кукамайпа кукаçи иккен. Анне вĕсене курсан питĕ хĕпĕртерĕ. Кукамай лаççа кĕрсенех сĕтел патнелле иртрĕ. Кукаçи, кукăртарах ураллă лутра старик, шупăрне йӳле ярса, вучах çывăхне пушăт питлĕ пукан çине ларчĕ. Эпĕ, лаçра çутă пултăр тесе, кăнар çине типĕ кăвайт хутăм. Старик, хура куçне хĕскелесе, пĕр самант ялкăшакан вут çине пăхса ларчĕ. Унтан:
— Кам элекленĕ-ши ĕнтĕ кĕрӳпе Иван çине? — терĕ. — Вĕсем мăкаçее вут тĕртсе çӳремеç. Ах, хăямат!
— Мĕн тăвас-ши, атте, мĕн тăвас? Çĕпĕрех яраççĕ пулĕ ĕнтĕ Мĕтрине, — тарăхать анне. — Касак Ваççи пĕтерчĕ.
Кукамай хуллен сăмах хушрĕ:
— Ытла ан кулян-ха, Праççи, тен, айăплисем тупăнĕç.
— Урапине сĕрес пулать. Пилĕк-ултă пăт пыла хĕрхенсе пулмасть, — терĕ кукаçи, шĕвĕркке кăвак сухалне якатса илсе.
Анне хăйĕннех:
— Пĕтрĕмĕр-çке, атте, пĕтрĕмĕр, хăвах кайса кил-ха ыран кантура.
— Каймаллах пулать. Ыран кантуртисем хăйсем килмелле. Староста, Куçук Петĕрĕ, тытса хупнисене Çĕпĕре ямалла тесе, халăха прикăвăр çыртаратăп тесе çӳрет, тет.
— Ай, сиенлĕ, кашкăр чунлă çын, — терĕ кукамай.
Анне йĕре пуçларĕ:
— Çтаппан пулсан мĕнлеччĕ, вăл та çук.
— Халăх мĕнле-ха. Тен, ĕç урăх майлă çаврăнĕ, — тет кукаçи. — Кĕрӳ нихçан та ĕçсе çӳремен, çынпа вăрçса курман. Çын япалине хапсăнман. Ял пĕлет — вăл мĕнле çыннине. Шулли Иванĕ те çавах. Иккĕшĕ те вĕсем Çĕпĕре ямалли прикăвăра тивĕçлĕ çынсем мар.
— Ах, ăш хыппи! — вăраххăн сывларĕ анне.
Кăшт ларсан, кукаçипе кукамай тухса кайрĕç. Манăн та вĕсемпе пĕрле каяс шухăш пурччĕ. Пыл хурчĕсем лăпланнă чух тăкăннă панулмисене пуçтарас теттĕм, анчах анне кайма каламарĕ.
Икĕ кун иртрĕ. Аттепе Иван пичче хурал пӳртĕнчех лараççĕ. Эпĕ вĕсене çимелли леçсех тăратăп. Стражник çав-çавах, пирĕн пата пыра-пыра, «пулштух» ыйтать.
Анне хăйĕннех перет:
— Мĕн тăвас тетĕн, выçă вилеççĕ ĕнтĕ вĕсем, саккунĕ çапла та… — тет.
— Эсĕ саккуна ан айăпла! Хупма пултаратăп! — çăварне карать стражник. — Пулштух пар та яшка пĕçерсе пыр, эпĕ сана хурал пӳртне хамах уçса паратăп. Лайăх пулать çапла. Мĕнле эсĕ упăшкуна хĕрхенместĕн?
Анне чĕнмест. Стражник тăрать-тăрать те лаç умĕнчен пăрахса каять.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...