Ача чухнехи :: Кайăк хыҫҫăн


Çанталăк уяр тăрать. Эпир аппапа каçсерен сухан шăваратпăр. Пĕчĕк витресем çук. Эпĕ шыва пысăк витресемпех кӳретĕп.

— Çуршар витре çеç ăс, йывăр пуснипе пĕчĕккĕ пулатăн, — тет анне.

Пĕр каçхине эпĕ сухана пĕчченех сапрăм. Икĕ йăрана чылай шыв кирлĕ. Питĕ ывăннипе, карта хĕррине канма лартăм.

Анакан хĕвел пысăккăн курăнать, тавралăха хĕрлĕ çутă ӳкерет. Акă, хĕвел анса-анса пычĕ те ыраш пусси варринче çухалчĕ, пĕлĕт хĕррине йăмăх хĕрлĕ çутă çапса юлчĕ.

— Пик-пик-пăр-р, — илтĕнчĕ кайăк сасси. Пăхатăп — витресем патĕнчех пĕр хăмăр кайăк лара парать. Манăн ăна тытас килчĕ. Эпĕ ун патне пыра пуçласан, вăл çунаттисене сарса, кăшт çĕкленчĕ те каллех çĕре ларчĕ. Вĕçме хăнăхайман, тинрех кăна йăваран тухнă чĕпĕ иккен.

Эпĕ ăна татах тытма пикентĕм. Вăл карта хушшипе вăр! вĕçсе ӳкрĕ. Эпĕ — ун хыççăн, Кайăк, çунаттисене сарса, курăк çинче ларать. Халь-халь ярса илес тенĕ чух, вăл каллех çĕкленчĕ те тырă ăшнелле ларчĕ. Эпĕ ăна шырама тытăнтăм, пуç кăларнă ыраша алăпа сирсе шыратăп: пĕрре — малалла утатăп, тепре — каялла чакатăп, айккинелле те пăхатăп — çук кайăк, таçта кĕрсе кайнă. Ырашĕ çӳллĕ, хамăрăн пахча карти те, кил те курăнмасть. Кайăка шыраса çаврăнкаласа çӳресен, эпĕ, киле каяс тесе, тырă ăшĕнчен тухма тытăнтăм. Утатăп, утатăп, ыраш ăшĕнчен хамăр карта патне тухаймастăп. Пӳрт тӳпине курасчĕ тесе, чĕвен тăрса пăхатăп. Нимĕн те курăнмасть.

Хĕвеланăçĕн кĕрен çути майĕпе тĕксĕмлене пуçларĕ, сас-чĕв те илтĕнми пулчĕ. Эпĕ çаплах утатăп, пĕрмай ыраш та ыраш. Тĕттĕм пулчĕ. Тăрă кăвак тӳпере çăлтăрсем те курăнкала пуçларĕç. Манăн килтисене, пуринчен ытла аннене, курас килет. Ыраша сирсе утса ывăнсах çитрĕм, вара ура айне пулнă йăран мăкри çине лартăм та йĕрсе ятăм. Юмахри тимĕр шăллă карчăксене, чике сухалсене аса илтĕм. Шуйттан çури, хыçалтан йăпшăнса пырса, хама ярса тытассăнах туйăнать. Е тата тылă çине утланнă тухатмăш çĕмĕрттерсе килес пек… Сасартăк аякран мана чĕннĕ сасă илтĕнчĕ. Атте сасси. Эпĕ, ларнă çĕртен тăрса, аттене хирĕç сасă патăм. Хам калама çук хĕпĕртерĕм.

— Ăçта эсĕ-ĕ?!? — илтĕнет атте сасси.

— Кунта-а-а! — пĕтĕм вăйран кăшкăртăм эпĕ.

Кăшт тăрсан, атте, ыраша çĕмĕрсе, ман пата пырса тухрĕ. Хăй хашкать:

— Мĕнле килсе тухнă эсĕ кунта? Чечек татма кĕрсе аташса кайрăн-и?

Эпĕ хамăн инкекĕм ăçтан килнине каласа патăм.

— Аптраса çӳремелли тупăнсах тăрать санăн, — терĕ атте.

Атте мана çавăтса çула тухрĕ. Хытă утма пуçларĕ. Эпĕ, унпа тан пырас тесе, лĕпĕстетсе чупатăп. Часах эпир уделни мăкаçейĕ патне çитрĕмĕр.

— Нумай утнă-çке эсĕ, ха, мăкаçейрен те иртсе кайнă, — тет атте.

Кăшт кайсан, вăл хуллентерех ута пуçларĕ. Эпĕ аранах сывлăш çавăртăм.

Эпир çапла тăкăлтатса пынă чух макаçей хыçнелле пĕр çын вĕлт! пăрăнса кайнине куртăмăр. Атте тăн чарăнчĕ те, ункун пăхкаласа, пĕр самант итлесе тăчĕ.

— Кам унта?! — терĕ вăл.

Каçхи шăплăхра сасă-чĕвĕ илтĕнмерĕ. Мăкаçей патне пырса çаврăнса тухрăмăр, никама та тĕл пулмарăмăр. Часах эпир насус сарайĕ патне çитрĕмĕр. Хуралçă Иван пичче юрлакаласа ларать. Сасси хурлăхлă, кичемлĕ, хăш чух йынăшса илнĕ пек туйăнать. Эпир пырса тухсан, Иван пичче юрлама чарăнчĕ.

— Ăçтан тупрăн ачуна?

— Ыраш хушшинчен.

— Аптрамалла санпала, çерçи, — терĕ Иван пичче, — е шыва путатăн, е ыраш хушшинче çухалатăн, е тата асамат кĕперĕ патнелле кайса, Шĕшлĕ аллине çакланатăн. Эх, аçа çапасшĕ, тем инкек те тупăнать.

Атте Иван пиччепе юнашар ларчĕ, мăкаçей патĕнче такама курни çинчен сăмах тапратрĕ.

— Ырра мар, Мĕтри. Ĕнер каç хам курни çинчен каласа парам-ха. Мăкаçейрен тырă турттарчĕç — пăшăлтатса каларĕ Иван пичче.

— Камсем? — тĕлĕнсе ыйтрĕ атте.

— Такамсем çав. Пĕр çыннине палларăм, ыттисене çук. Лавсем Шĕшлĕ арманĕ патнелле анса кайрĕç.

— Унта, эппин. Миçе лав?

— Лавĕ темиçе те пур, аванах шутлаймарăм, — каярах пултăм, лаша шыраса, мăкаçей патне пырса тухрăм. Каçпа эп ăна Куснарпуçне каякан çул çинчи кукăра кăкарнăччĕ. Пырса пăх — лаша çук. Ахăртнех, çул тăрăх курăк çисе кайнă пулĕ тесе, малалла утрăм. Çанталăк пĕлĕтлĕ, çĕр тĕттĕм. Мăкаçей патнелле пыратăп — хăраса кайрăм: икĕ çын кĕлетрен тулли михĕсем йăтса лав çине тиеççĕ. Кăшкăрас-и? — тетĕн: çук, хама тем тăвĕç, тетĕп. Ыраш ăшне лăпчăнса лартăм. Мăкаçей кĕтессинче çын тăни курăнать: староста Куçук Петĕрĕ пекех туйăнса кайрĕ, çавăн пекех вăрăм. Тĕлĕнсе хытса тăратăп. Часах хайхи лавсем мăкаçей патĕнчен Ахти варĕпе анса кайрĕç. Хыçалтан каям-ха, терĕм. Лавсем Ахти варĕнчен улăха анчĕç, унтан аслă çул урлă каçрĕç те тӳрех Шĕшлĕ арманĕ патнелле уттарчĕç, армана кĕрсех кайрĕç. Кама калас? Мĕн тăвас? Тӳрех Çтаппан патне пытăм, чӳречерен шăкăртаттартăм. Амăшĕ тухрĕ, Çтаппан килте çук. Чăнкассине туя кĕсле калама кайнă, тет. Мăкаçей хуралçи Терук патне каяс тетĕп, вăл виçĕ эрнеренпе чирлĕ выртать, чунĕ тухманни çеç, теççĕ, — чăрмантарас мар, терĕм. Кунĕпе ăша çунтарса çӳрерĕм. Халăх тырри-çке-ха.

— Санăн Шĕшлĕ арманнех çитсе пăхмаллаччĕ, — терĕ атте.

— Кайса пăхас тенĕччĕ те, хăрарăм: Шĕшлĕ курсан, вольверпе персе пăрахĕ.

— Кантура кайса, тиеке калас пулать, — татах сăмах хушрĕ атте.

— Те каласан лайăх, те каламасан, Шĕшлĕпе тиек пит туслă-çке, пĕрле ĕçкĕ-çикĕ ĕçеççĕ. Çăхан куçне çăхан шăтармасть, тенĕ ваттисем. Астăватăн-и, мăян çинĕ çул халăх тыррине Шĕшлĕ, кантуртисемпе пĕр çăварлă пулса, хăй патне турттарчĕ: авăртса паратăп, терĕ, авăртрĕ те — халăха çурри те лекмерĕ.

Атте çилленсе кайрĕ:

— Халăха валеçмерĕç тырра. Нумайăшĕ выçă лараççĕ. Хамăн та манăн çăнăх çук. Такамсем, халăх тăшманĕсем, тырра Шĕшлĕ патне турттараççĕ. Шупашкара çырас пулать, тĕрĕслĕх тупăнтăр, тĕрмере çĕрччĕр халăх пурлăхне хапсăнакансем.

— Çырас пулать, çырас пулать. Çтаппан килтĕр-ха… Сахартан ыйтса пĕлмелле. Вăл Шĕшле кураймасть, Çтаппана ĕç мĕнле пулнине пĕтĕмпе каласа пама пултарать.

Иван пичче çак сăмахсене каласа пĕтернĕ-пĕтермен, насус сарайĕ айккинчен шурă кĕпеллĕ çын лаша çавăтса тухрĕ.

— Кам вăл? — хăраса ӳкнипе ыйтрĕ Иван пичче.

— Эпĕ… лаша çитерсе килетĕп, — терĕ Касак Ваççи, уй хапхи патнелле иртсе.

— Ваççа эпир калаçнине итлесе тăнă пулмалла, — терĕ Иван пичче шăппăн, — пĕр-икĕ кунтанпа лашине каçсерен хурал пӳрчĕ таврашĕнчех çавăтса çӳрет. Ĕнер каç мăкаçей çулĕ çинче çитерчĕ.

Атте, Иван пиччене ырă каç сунса, килелле утрĕ. Эпир уй хапхинчен тухнă чух Касак Ваççи унта лашипе çерем кăшлаттарса çӳрет.

— Эсир ăçта калла? Паçăр Куснарпуç çулĕпе пынине курнăччĕ те эпĕ сире, — терĕ Касак Ваççи, чĕлĕмне шаклаттарса.

Атте эпир ăçтан таврăннине каларĕ.

Киле çитсен, пире хирĕç анне лаçран тухрĕ.

— Аран тупрăм. Ыраш ăшĕнче аташса кайнă, — терĕ атте, çӳлти сарайне çывăрма улăхса.

— Ах, ачам, мĕнле ача пултăн эсĕ? — пăшăлтатса ӳкĕтлеме тытăнчĕ анне. — Аппу та паçăрах вăйăран таврăннă. Кĕт-кĕт сана, çук. Кашкăр тĕл пулнă пулсан, пĕтеттĕн вĕт! Пĕркун çырмари çĕмĕрт йывăççи çинче кĕпинчен çакланса ларнă… Ах, тарăхтармăш, ăш хыппи!

Анне ятла-ятлах мана лаççа кĕртрĕ. Вучахра, хуран айĕнче, хĕрлĕ кăвар пур, вăл лаç ăшчиккине çутатать. Эпĕ ансăр сĕтел хушшине кĕрсе лартăм. Анне мана яшка антарса пачĕ. Хăй çаплах мана ӳкĕтлесе мăкăртатать.

— Хăрама та пĕлмест пуль, айванскер. Тем курса ларăн-ха санпала. Ах, тĕлĕнтермĕш!

Эпĕ, пĕр чĕнмесĕр, пултăранпа пĕçернĕ салма яшкине çиетĕп.