Ача чухнехи :: Шулли Иванĕ


…Халĕ те куç умĕнче, мĕн пуррине курсах тăратăп пек. Пусă хапхинчен инçех мар чалăшса кайнă, улăм витнĕ хурал пӳрчĕ ларать. Унтан кăштах уйрăм, çул урлă, насус урапи лартакан сарай пур. Çулла кунта хуралçă Шулли Иванĕ — лутра, кĕске ал-ураллă старик çăпата шаккаса ларать. Лаши унăн ялан пирĕн пахча карти çумĕнчи çерем çинче курăк кăшлать. Иван пиччен лаши хуçи евĕрлĕрех пек: урисем кĕске, хăй лутра та ырхан. Вут тухсан, Иван пичче лашипе насус урапине кӳлет те хӳлтĕртеттерсе чуптарать.

Эпĕ пусса час-часах тухнă. Чечек е хăш чух курăк татма, е чăхсене йыхăрма кайсан, Иван пичче патне пырса лараттăм. Вăл кăмăллă старик. Пĕркеленчĕк пит-куçĕ ялан ăшă. Калаçнă чух кулкалать те, çӳлти тути айĕнчен пĕр-пĕччен юлнă шăлĕ курăнать. Пир кĕпе-йĕмĕ, уринчи тăли унăн тирпейлĕ, таса. Шараç пиçиххи çинче çакăнса çӳрекен ансăр йывăç турапа шурă сухалĕпе çӳçне тураса илет, кăвак куçне хĕскелесе, тура çине пăхать. çӳç пĕрчисем пулсан, вĕсене вĕрсе вĕçтерсе ярать.

Ĕççинче, килтисем пурте е утă çулма, е тырă вырма кайнă чух, анне мана Иван пичче патне хăваратчĕ.

— Асту-ха хĕрачана, Иван пăяхам. Ача ытла айван. Энĕш хĕрне кайсан шыва путасран хăратăп, — тетчĕ анне.

— Юрĕ, юрĕ, ларăпăр-çке эпир иккĕн… Унпа мана хама та аван, — килĕшетчĕ старик. Мана пуçран шăлкаласа илетчĕ те çăпатине тирме тытăнатчĕ.

Анне мана çиме çавра чĕл çăкăр касса сарайĕнчи пĕчĕк çӳлĕк çине хурса хăварать. Ун çине виçĕ-тăватă тĕле шултра тăвар чикнĕ. Çиес килсен, эпĕ çав çăкăра хуçса илсе çиетĕп. Тăварпа çакăр маншăн тутлă. Шыв ĕçес килсен, Иван пичче насус урапи çинче ларакан витрене тайăлтарса ĕçтерет. Хăш чух старик мана лаши çине утлантарса ăна шăнарма ярать. Эпĕ лаша çине ларма пит хавас. Вăрăм кунта пĕр çĕрте ларнипе эпĕ кичемленнĕ пулмалла. Иван пичче вара мана авалхи çинчен юмахсем каласа пама пуçлатчĕ.

Хурал çаранĕнчен инçе мар, çур çухрăм яхăнта, хамăр сăрлă икĕ хутлă çурт ларатчĕ. Унăн аялти хучĕ чул, çӳлти — йывăç. Малти стена çинче тимĕр решеткеллĕ чӳрече пур. Хĕвел тухнă чух çав чӳречен кантăкĕ йăлтăртататчĕ. Эпĕ ăна пăхса ларма юрататтăм.

— Мĕнле çурт çав, кам тунă ăна? — ыйтрăм эпĕ пĕрре Иван пиччерен.

— Вăл мăкаçей, — терĕ вăл мана. — Ĕлĕк кунта уделни тыррине пухнă.

Мĕн вал уделни — эпĕ ăна ăнланаймастăп, çапах та Иван пиччене тимлесе итлетĕп.

— Уделни тыррине хресченсем чи малтан вырнă, çапнă, типĕтсе мăкаçее пуçтарса хунă, — çилленсе калать старик, — çав тырра вара кантуртисем тата вĕсенчен аслăраххисем чыхнă. Эх, аçа çапасшĕсем! Уделни тырри пирки асатте икĕ çул выçă пурăннă, тет. Хресченсен тырри те уделнийĕнпе пĕр вăхăтрах пулса çитнĕ, тăкăнать, тет, тиак уделни тыррине çаптарнă хушăра халăхăн тырри юхса тухнă. Халĕ ĕнтĕ ку мăкаçейре халăх тырри упранать.

Иван пичче халĕ каласа пани маншăн нимĕн те мар, манăн ăна ĕлĕкхи çинчен юмах калаттарас килет.

— Энĕш мĕншĕн кукăрланса юхнине каласа пар-ха, — тетĕп эпĕ.

— Ун çинчен каланă-çке эпĕ, — тет Иван пичче, çăпатине чĕркуççи çинче çавăркаласа.

— Манăн тата итлес килет, — тетĕп эпĕ.

— Çапла… Энĕш кукăрланса юхать, мĕншĕн тесен унăн çулне çĕлен çурса кайнă, тет. Акă мĕнле пулнă, тет, вăл. Пирĕн ял ĕлĕк-авал пачах урăх çĕрте, халĕ Кивçурт текен пусăра ларнă. Унта çăл та палкаса тухнă, улмуççи пахчисем те чечекленсе ларнă, йĕри-тавра тухăçлă тырă-пулă тинĕс пек: хумханса ларнă. Пурăна киле çăл типет, такам тăшман унта вилĕ йытă пуçĕ пырса чикнĕ, тет. Ялта урăх çĕрте шыв çук пулнă. Çынсем, выльăхсем типсе виле пуçланă. Шыв шыраса вĕсем улăха аннă. Вăл вăхăтра унта Энĕш юхман, пулман та, ун вырăнне çутă кӳлĕ, йĕри-тавра лачака пулнă. Шыв таврашĕнче, вуникĕ пуçне çӳлелле çĕклесе, асар-писер пысăк хăрушла çĕлен выртнă. Вăл шыв ăсма анакан çынсене тыта-тыта çинĕ. Ăна хирĕç никам та тăрайман, Халăх пухăнать те, çĕлене çĕнтерекен паттăра шырама пĕр ăслă ватă çынна яраççĕ. Вăл вăрçă хирне пырса тухать. Вырăс-паттăра курать. Ватă чăваш ăна, çĕлене пĕтерме пыр, тесе йăлăнать. Вырăс-паттăр килĕшет. Урхамахĕ çине утланса лачака çине кĕрет, çĕлен патне çывхарса хĕçне кăларать те ăна касма тытăнать. Çĕлен, вырăс-паттăртан хăраса, лачакана çурса Атăла тухать. Ун хыççăн шыв юхса пынă, халĕ те юхать. Эпир ăна Энĕш тетпĕр. Халĕ те вăл çĕлен çурса кайнă вырăнпа авкаланса юхать…

Эпĕ Иван пичче каланине сывламасăр тепĕ пек итлесе ларатăп. Пĕр кана çăпатине тума пăрахса, вăл чĕлĕмне чĕртет, мăшлаткаласа туртать.

— Ĕнтĕ Сет çинчен, — тетĕп эпĕ.

— Сет çинчен? — тет старик, чĕлĕмне паклаттарса, — юрĕ, Сет çинчен калăп.

— Вырăс-паттăр, çĕлене хăваласа ярсан, хăйĕн çĕршывне кайнă. Чăвашсем ăна питĕ тав туса ăшă кăмăлпа ăсатнă, парнесем панă. Сире йывăр килсен, эсир мана чĕнĕр тесе каларĕ, тет. Чăвашсем улăха шыв ăсма аннă, никам та вĕсене тивмен. Пĕр Сет ятлă çын улăхра сунарта çӳренĕ-çӳренĕ, тет те, Энĕш урлă каçса сĕм вăрмана кĕнĕ. Пăхать — пĕр сăрт айĕнчи айлăмра вăйлă çăл палкаса тухать. Энĕш хĕрнелле вак чулсем çинчен шăнкăртатса юхать. Шывĕ тăп-тăрă, пăр пек сивĕ. Çăл тĕлĕнче питĕ çӳллĕ, ытам çитейми пысăк хыр ларнă. Сет çав хыра касса ярать те пӳрт никĕсĕ хурать, мĕншĕн тесен вăл кунти вырăна питĕ юратнă, ялтан кунта куçса ларма шут тунă. Сет хыççăн ыттисем те ку вăрмана килсе çăл çывăхне çуртсем тунă, кайран пĕтĕм ял куçса ларнă. Çăла эпир халĕ Сет çăлĕ тетпĕр, урамне Сет картишĕ, теççĕ.

Иван пичче каласа панипе манăн куç умне вуникĕ пуçлă çĕлен, вырăс-паттăр тата пуртă тытнă Сет тухса тăраççĕ. Эпĕ çĕлен çисе янă çынсене чĕререн хĕрхенетĕп. Вырăс-паттăр ăна хăваласа янăшăн савăнатăп. Иван пичче каласа пĕтерсен, эпĕ ырă тĕлĕк курса çывăрнă çĕртен вăраннă пек пултăм. Хĕвел сарай умне ӳкнĕ. Кун шăрăхлана пуçланă.

— Кăнтăрла çитнĕ, апат çиетпĕр, — тет Иван пичче. Вăл хăмаран çапса тунă сĕтел çинче симĕс сухан турать.

Эпĕ, ларнă çĕртен тăрса, пĕчĕк йывăç чашăк çине çăкăр туратăп, тăвар сапатăп. Иван пичче унта шыв, сухан ярать — пулчĕ пирĕн апат, çиме тытăнатпăр. Эпĕ ку апата юратса çиетĕп.

Хăш кунсенче Иван пичче мана çутçанталăкри пулăмсем çинчен каласа паратчĕ.

— Аслати мĕншĕн кĕпер урлă урапа хытă чуптарса каçнă пек хӳлтĕртетет? — теттĕм.

Иван пичче кĕске чăпаклă чĕлĕмне çăварĕнчен кăларать те çӳлелле пăхать, пуклак пӳрнипе пĕлĕте тĕллесе калама тытăнать.

— Ав, куратăн-и, шурă тăрăллă çумăр пĕлĕчĕсем шăваççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне перĕнеççĕ те, вут чулне шаккасан хĕлхем сирпĕннĕ пек, пĕлĕтсенчен çиçĕм тухать.

— Хĕвел хĕлле мĕншĕн ăшăтмасть? — ыйтатăп эпĕ.

— Çулла вăл ытла пĕçертсе хăй ăшшине пĕтерсе пăрахать, хĕлле валли унăн ăшши юлмасть.

Ăслăлăх çинчен калаçма чарăнсан, Иван пичче мана пушат татăкĕсенчен вылямаллисем туса пама тытăнать. Çĕçĕпе пушăт татăкне икĕ пуçĕнчен чĕрет те тăватă ура тăвать, пĕр вĕçне каçăртать, ку сурăхăн е качакан пуçĕ пулать, тепĕр вĕçне хӳре евĕр кукăртать. Эпĕ ку япаласемпе нумайччен выляттăм.

Хĕлле Иван пичче хурал пӳртĕнче пурăннă. Лаши çаран хыçне улăм витсе тунă хӳтлĕхре ыраш улăмĕ кăтăртаттарса тăнă. Каçхине старик пӳртне пĕр çĕклем çинчен улăм хутатчĕ те сĕрĕм тухса кайиччен пирĕн пата пырса ларатчĕ.

Хăш чух вăл ман валли улăмран çыхнă пукане илсе килетчĕ. Эпĕ ăна урлă сак хăми çине тăрататтăм та ташлаттараттăм.

— Эх, ташлать, хе-хе, пăхăр-ха! — тетчĕ Иван пичче кулкаласа.