Ача чухнехи :: Касак Ваҫҫи
Анук — Касак Ваççи хĕрĕ. Вĕсем пирĕнтен пĕр кил урлă Çтаппан пиччесемпе юнашар пурăнатчĕç, — пӳрчĕ кивĕ, хура, тĕттĕмччĕ. Урам енчи чӳречерен хĕвел çути лапсака пилеш çулçисем витĕр вĕлтĕртетсе кĕретчĕ. Стенисем хуп-хура та йăлтăртатса тăратчĕç. Турăш кĕтессинче хаяр сăнлă, хуралса кайнă турăш шурă куçĕпе сиввĕн пăхса ларатчĕ.
Турăш кĕтессинче тата пĕр ӳкерчĕк пурччĕ. Ун çине тамăкра шуйттансем çылăхлă çынсене асаплантарнине ӳкернĕ. Çынсене тамăкра хăшне çакнă, хăшне ретпе тăратнă — йĕри-тавра хĕрлĕ çулăм хăрушла явăнса тăрать. Пуринчен ытла çав ӳкерчĕк çинче хуран айне вут хурса тăракан пысăк шуйттана астăватăп. Вăл качака пек сухаллă, мăйракаллă, пысăк çăварне карса пăрахнă, темрен кулать. Ӳкерчĕк çине пăхаттăм та, çав шуйттан сăнĕ Касак Ваççи майлах туйăнатчĕ, Касак Ваççин те сухалĕ качаканни пекчĕ, сăмси пысăк, куçĕ сивлекчĕ. Эпĕ Касак Ваççинчен хăраттăм. Вăл мана тискер çын пек курăнатчĕ.
Пĕрре вăл аппана, мана хĕнени халĕ те куç умĕнчех. Пĕр ирхине анне мана ирех вăратрĕ.
— Энĕш хĕрринчи пахчаран купăста хуçса кил-ха, — терĕ. Хăй кăвайт йăтса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Аттепе пичче лаша кӳлеççĕ. Паян вĕсем ыраш акма каяççĕ.
Шурăмпуç хăпара пуçланă. Килкартине кĕрен çутă ӳкнĕ. Автансем шарлаттарса авăтаççĕ. Ирхи сулхăн кăштах çӳçентерет.
Аппа алкумĕнчен витрепе кĕвенте илсе тухрĕ.
— Чим-ха, пĕрле каятпăр, эпĕ шыв кӳме пыратăп, — терĕ вал.
Эпир урама тухрăмăр, шăкăлтатса утатпăр. Касак Ваççи пире хирĕç лашине çавăтса пырать. Урапи çинче сухапуç, тулли михĕсем пур. Кĕтмен çĕртен Ваççа лашипе тăратрĕ те, чăпăрккипе хăмсарса, пирĕн çине вăркăнчĕ, аппана çара уринчен, пуç урлă, çурăмĕнчен чăпăрккапа чăвăшлаттара пуçларĕ. Эпир йĕрсе çухăрса ятăмăр. Касак Ваççи пире тарма та памасть, вĕçсĕр-хĕрсĕр ăшалантарать. Эпир йĕнине илтсе, пичче чупса тухрĕ, çавралатса каснă хура çӳçне хăпартлантарса, пирĕн пата чупса çитрĕ. Пиччен хăмăр пысăк куçĕ çилĕллĕ, пичĕ кĕл пек шурнă, хура, кĕске мăйăхлă тути чĕтрет. Вăл çилĕпе кăшкăрчĕ:
— Мĕншĕн хĕнетĕн?!
— Хăвăр пĕлетĕр мĕншĕнне… Сана та кирлĕ-и? — çĕклерĕ Ваççа чăпăрккине пичче çинелле. Касак Ваççи, урса кайнăскер, хашкаса сывлать, хăйĕн пичĕ-куçĕ вара ӳкерчĕк çинчи шуйттан сăнлех.
— Кала-ха, мĕншĕн, мĕншĕн?! — тет пичче, Ваççа чăпăрккине ярса илме пикенсе.
— Эпĕ тырă акма каятăп… сирĕн хĕрачасем мана пушша хирĕç турĕç, — терĕ Ваççа кăштах кутăн чакса. — Манăн тырă начар пултăр тесе, эсир юри мана пушша хирĕç тума тăрăшатăр. Вăт патăм-ха хытах, ӳлĕм мана пушша хирĕç ан туччăр.
— Ах, тĕшмĕш, — терĕ пичче, — суда памалла сана хĕрачана хĕненĕшĕн.
— Парса пăх-ха, мĕн пулĕ, — терĕ те Ваççа, урапа çине сиксе ларса, уй хапхи патнелле лашине уттарчĕ. Пичче Ваççа хыççăн çилĕллĕн пăхса юлчĕ те, пиçиххирен тухса кайнă тĕрĕллĕ шурă кĕпине турткаласа, килелле кĕрсе кайрĕ. Эпир куççуле шăла-шăла аялти урамалла утрăмăр.
Касак Ваççине аса илсен, куç умне тепĕр хăрушла ӳкерчĕк тухса тăрать.
Пирĕн амăшĕсĕр ӳснĕ путек пурччĕ, тăлăх пыччи теттĕм эп ăна. Пăранласан виçĕ эрнерен амăшĕ вилчĕ. Тăлăх пыччи кĕтӳрен киле таврăна пĕлместчĕ, çавăнпа куллен путеке хăваласа килме кĕтĕве хирĕç тухаттăм.
Пĕррехинче эпĕ путеке çăкăр татăкĕпе илĕртсе пыратăп. Тарăн вар урамĕпе çынсен ушкăнĕ пынине куртăм. Кăшкăрашаçсĕ, такам хытă йĕрет. Эпĕ пĕр пӳрт кĕтессине хĕсĕнсе тăтăм. Малта хĕрарăм пырать. Палларăм — Тимак Укçини — тăлăх хĕрарăм. Укçине мăйне кантрапа кăкарса сурăх пуçĕ çакнă, çурăмне юнлă тир витнĕ. Шурă кĕпи вараланса пĕтнĕ. Пичĕ çинче кăвакарса хăпарса тухнă вырăнсем пур. Укçине аллине хăрăк витре тыттарнă.
— Шакка витрене! — тет юнашар пыракан ӳсĕр Касак Ваççи.
— Шаккамастăп! — тет хĕрарăм йĕре-йĕре.
— Сурăх вăрласа пусрăм тесе кала! — кăшкăрать Ваççа.
— Хам сурăха пуснă эпĕ! — тарăхса татăлса калать Укçине.
— А-а! Ваççа сурăхне пусас та халăх умĕнче тунас-и?! — çăварне карчĕ Ваççапа юнашар утса пыракан çын. — Пар-ха ăна Ваççа, тăна кĕтĕр!
Ваççа, Укçине умне пырса, ăна питĕнчен чышрĕ, çӳçĕнчен çăлса илчĕ, тăпăлнă çӳç пайăркисене çĕре пăрахрĕ, вĕсем ункăланса çул айккинелле вĕл вĕçсе ӳкрĕç. Хыçалта пыракан ӳсĕр çынсем ахăраççĕ.
— Кăшкăр яла илтĕнмелле! «Ваççа сурăхне пусрăм!» тесе кăшкăр, шакка витрене! Пурте илтчĕр эсĕ вăрă тунине!
Укçине ним чĕнмесĕр пуçне усса ĕсĕклесе пырать. Ваççа Укçинене татах чышса ячĕ. Хĕрарăм сулăнса, сулăнса кайрĕ те çĕре кĕрĕп турĕ. — Тап ăна! Тăрат!
— Тăр, сысна!
— Ара, вилет мар-и ку?
— Вĕлерĕн ăна! Кутăна персе выртать вăл!
Касак Ваççи хĕрарăма тапрĕ, сĕтĕрчĕ, юлашкинчен лач сурчĕ те пăрăнчĕ.
— Ман сурăха пуснăшăн суда паратăп, — терĕ Ваççа, хамăр урамалла утса.
Арçынсен ушкăнĕ сайрала пуçларĕ. Укçине аппа тусанлă çул çинче выртса юлчĕ. Эпĕ мĕн курнинчен питĕ хăраса килелле чупрăм.
Тепĕр кун Укçине вилнĕ, наркăмăш çинĕ терĕç. Çав кун каçхине Касак Ваççийĕн çухалнă шурă сурăхĕ кĕтӳрен пирĕн сурăхсемпе пĕрлех таврăнчĕ. Эпир Анукпа пăхсах тăтăмăр. Ирхине выльăхсене кĕтĕве янă чух, Ануксен шурă сурăхĕ çук.
— Леш çухалса çӳренĕ сурăха кĕтĕве ямастăн-и? — ыйтрăм эпĕ Анукран.
— Ăна атте каçхинех пусрĕ. Кĕçĕр çĕрĕпех пирĕн патăрта староста Куçук Петĕрĕ, Иванюк тата тепĕр такам эрех ĕçрĕç, сурăх какай пăтти çирĕç, — терĕ Анук.
Кӳршĕ хĕрарăмĕсем урамра ларнă чух Укçине наркăмăш çисе вилни çинчен сăмах тапрататчĕç. Ваççана уншăн суд умне тăма лекет-ха, тетчĕç. Чылай вăхăт иртрĕ. Ваççана никам та суд умне тăратмарĕ, кайран ун çинчен калаçма та пăрахрĕç.
Пĕрре эпĕ çулла, пултрана кайма тесе, Анука чĕнме кĕтĕм. Анук икĕ йăмăкĕпе алăк патĕнчи урлă сак çинче выляса ларать. Йăмăкĕсем Анук пекех хура кăтра çӳçлĕ, илемлĕ куçлă. Пĕри — Хветле — тăваттăра, кĕçĕнни, Мархва ятли, иккĕре. Анук улăмран çыхнă пуканене урлă сак хăмине чышса ташлаттарать, хăй «Тевет куççи» текен сăвва калать. Йăмăкĕсем каçса кайса кулаççĕ, иккĕшĕ те алă çупаççĕ.
Анук амăшĕ тĕпелте çăнăх такани çинче салма йăвалать. Унăн типшĕм пит-куçĕ хуйхăллă пек, темĕн ыратнă пек туйăнать. Кичем ун çине пăхма, хĕрхенес килет ăна. Хăй вăл ырхан, тĕрĕллĕ шурă кĕпи ун çинче ытла шалпар курăнать. Хитре куçĕ час-часах хĕрелсе çӳрет.
Салмине хатĕрлесен, Анук амăшĕ хуранне вучаха çакса ячĕ, кăвайтне хурса, вут чĕртме тытăнчĕ. Уçă алăкран кĕтмен çĕртен Анук ашшĕ пӳрте пĕр сас-чĕвĕсĕр кĕчĕ. Савăнса вылякан ачасем ашшĕне курсанах шăп пулчĕç. Ваççа уран хăмисене силлентерсе тĕпеле иртсе ларчĕ. Арăмĕ çав вăхăтра спичка чĕртрĕ те хăйă патне илсе пычĕ. Спички, симĕссĕн-кăваккăн çуйса, лăпăр-лăпăр турĕ, сӳнсе ларчĕ.
— Тĕп тăваканни! Шуйттан! Шăрпăка сая турăн! — хаяррăн кăшкăрса ячĕ Ваççа. Хăй сухалне каçăртнă, сивĕ куçĕпе арăмне çисе ярас пек пăхать. Унччен те пулмарĕ — Ваççа арăмĕ патне сиксе пычĕ те ăна пуçĕнчен чышса ячĕ. Арăмĕ сулăнса кайрĕ, кăмака умĕнчи сак çине перĕнсе, çĕре пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ. Ачисем шари! çухăрса ячĕç. Анук пĕчĕк йăмăкне йăтрĕ, теприне çавăтрĕ — алкумнелле вăр-вар тухса кайрĕ. Эпĕ, сиксе чĕтрекенскер, Анук хыççăн тухрăм. Пӳртре хаяр сасă янрашать:
— Вут чĕртме тăрсан, çĕр шăрпăк пĕтерет анкă-минкĕ! Йытă вилли! Вилме маннăскер! Виçĕ хĕр — виç харам пыр çуратрĕ, шуйттан! Хĕнесе вĕлермелле сана! Тухса кай ман килтен хĕрӳсене çавăтса! Çӳре ыйткаласа!
Эпир тăватсăмăр та, пӳрт умĕнчи карта хĕрне хĕсĕнсе ларнă та, пăшкаса ларатпăр. Эпĕ Анука, пирĕн тĕлелле атя, тетĕп. Анук пымасть.
Пӳртре темĕн хӳлт! турĕ. Анук амăшĕ çухăрса йĕре пуçларĕ. Анук хăвăрт тăчĕ те Çтаппан пиччесен чӳречи патне чупса кайрĕ, чӳречерен кармашса пăхрĕ.
— Çтаппан пичче! Атте аннене хĕнет! Пырса чар-ха! — кăшкăрчĕ чӳречерен Анук, йĕре-йĕре пирĕн паталла чупрĕ, йĕрекен йăмăкĕсене йăпатма тытăнчĕ. Пӳртре Анук амăшĕ шари те шари çухăрса ярать.
Çтаппан пичче тăйлăк-тайлăк хапхине хупса хăвармасăрах Касак Ваççи патне чупса кĕрсе кайрĕ.
— Чарăн! Ап хĕне! Асту сана! — илтĕнчĕ Çтаппан пичче сасси.
— Д-а-а! Эсĕ мана тытма-и?! Хамăн арăм, вĕлерсен те вĕлеретĕп!
— Вĕлерттерем сана! Тух, тискер кайăк!
— Сан ĕç çук манăн килте!
— Пур! Тухса кай халех пӳртрен! Тухмасан, кăларса ывăтатăп!
Пĕр авăка нимĕн те илтĕнмерĕ. Кăшт тăрсан, Касак Ваççи сасси килкартинче илтĕнчĕ.
— Йытă, арăм хутне кĕрет, — терĕ вăл хашкаса.
Ăна Çтаппан пичче пӳртрен кăларса янă. Пӳртре Анук амăшĕ йынăша-йынăша Çтаппан пиччене темĕн калать.
Кăшт тăрсан Ваççа кĕпине турткаласа, çӳçне якаткаласа урама тухрĕ. Пичĕ-куçĕ тискер, хăраса каймалла. Кăшт тăрсан, Çтаппан пичче те тухрĕ.
— Мĕншĕн хĕнерĕн-ха арăмна? Намăса та пĕлместĕн, ӳсĕр те мар-çке эсĕ. Пĕр шăрпăкшăн çынна выртаслах хĕнесе пăрахнă, — ӳкĕтленĕ сасăпа каларĕ Çтаппан пичче.
— Кĕрĕке час-час хулăлас пулать. Хулăламан кĕрĕкĕн ăшши çук, хĕнемен арăмăн усси çук, — терĕ Ваççа, урам хĕррипеле аялалла утса.
Пӳртре сасă илтĕнмест. Анук йăмăкĕсем те йĕме чарăнчĕç, хуллен калаçма тытăнчĕç. Аялти урамран Касак Ваççи ывăлĕ Ванюк утса килни курăнчĕ. Вăл Энĕш хĕрне пулла кайнă. Унăн хăрах аллинче вăлта хулли, тепринче пĕчĕк чĕрес. Анук, пиччĕшне курсанах, ăна хирĕç чупрĕ. Ванюк, вунă çулхи ача, йăмăкĕсем пекех кăтра пуçлăскер, çинçешке урисемпе вĕлтĕртеттерсе, хапхаран хăвăрт кĕрсе кайрĕ.
Ванюк хыççăн йăмăкĕсем те пӳртелле утрĕç. Эпĕ Ануксем патне кĕме хăрарăм, киле кайрăм.
* * *
Пĕррехинче Ануксен така пуснă. Вĕсем така пуçĕ çинĕ чухне эпĕ унта пынăччĕ, алăк патĕнче пăхса тăратăп. Ашшĕ сĕтел умне пуканпа ларнă, ачисем — сĕтел хушшине, сак çине. Амăшĕ сĕтел пуçĕнче ларать. Ывăс çинче така пуçĕ, урисем, тултармăшсем. Пӳрте тутлă пăтă шăрши сарăлнă.
Ашшĕ какай пайлама тытăнчĕ. Чăн малтанах хăй умне така пуçне хучĕ, ывăлĕ умне - янаххине. Арăмне, виçĕ хĕрачине пĕрер ура пачĕ. Ун хыççăн тултармăшсене каскаларĕ те хăй умне пысăк татăк илсе хучĕ. Вара пĕчĕкрех татăка илчĕ, çавăр-аласа пăхкаларĕ.
— Ванюка парас ку татăка, сахал пек туйăнать, Анука — ытларах пулать, ытлараххине çыртса илем-ха, — терĕ.
Ваççа тултармăш татăкне çăвар тулли çыртса илчĕ те юлашкине Анук умне лач! пăрахрĕ. Ывăлĕ умне çур тултармăш касса хучĕ, арăмне кăшт çеç кăлтăрмач пек касса илсе тыттарчĕ. Пĕчĕк хĕрачасене ашшĕ тултармăш памарĕ те. Вĕсем, ашшĕ çине пăха-пăха илсе, така урине кăшлакаласа лараççĕ.
Ваççа çиет, ĕмет, чапкать. Çирĕ, çирĕ те вăл тăранчĕ пулас, хытă какăрса илсе, сĕтел хушшинчен тăчĕ.
— Юлашки аша, тултармăша нӳхрепе антарса ларт, — терĕ вăл арăмне, вара, хĕрачасем çине сиввĕн пăхса илсе, каларĕ: — Ку шампа хырăмĕсене тултармăш ан пар, ыран Ванюка çиме кирлĕ.
Çапла каласа, Ваççа чĕлĕмне хыпрĕ, вучах умне пырса, ун çине кăвар хучĕ те хулăн тутипе пăклаттарса тухса кайрĕ. Ашшĕ тухса кайсанах, Хветле амăшне шăппăн:
— Анне, манăн та тултармăш çисе пăхас килет, — терĕ.
Хветлене курса Мархва та, пĕчĕкскер, амăшĕ патнелле аллисене кăнтарчĕ. Амăшĕ хăйĕн тултармăш татăкне çурмаран касса хĕрачасене пачĕ.
Ванюк хăйĕн тултармăшне çисе яраймарĕ.
— Вара çийĕп, — терĕ те вăл пӳртрен тухса кайрĕ.
Часах алкумĕнче иккĕн калаçни, кулни илтĕнчĕ. Эпир Анукпа иксĕмĕр тухнă чух алкумĕнчи вырăн çинче Ванюкпа ашшĕ лараççĕ. Ашшĕ Ванюка темĕн калать, Ванюк каçса кайса кулать. Унччен те пулмин ашшĕ Ванюка йăтрĕ те çурăмĕнчен лăпка-лăпка картишнелле илсе тухрĕ. Эпир урама тухсан та, Ванюк савăнăçлă кулни илтĕнетчĕ.
Пĕрре эпир Анукпа вĕсен алкумĕ вĕçĕнче ларатпăр. Хветлепе Мархва урамран кĕчĕç, çиес килет терĕç. Анук пӳрте кĕрсе йăмăкĕсем валли пĕрер татăк çăкăр илсе тухрĕ. Хĕрачасем çисе ларнă чух урамран ашшĕ кĕнĕ. Малтан Хветле, унтан Мархва та çăкрисене ашшĕ куриччен пытарса хучĕç.
Анук патне выляма кайсан, эпĕ ялан çакна асăрхаттăм: Анук амăшĕ — Наçтиç аппа упăшки умĕнче калаçмастчĕ, пуçне чиксе çӳретчĕ. Вăл ялан ĕçреччĕ: е кăмака кукринче кăштăртататчĕ, е картишĕнче, е пахчара ĕçлетчĕ. Вăл кӳрше никам патне те кайман, кӳршĕ хĕрарăмĕсем те ун патне никам та пыман. Хăш чухне Касак Ваççи платнике каятчĕ, икшер-виçшер эрне пурăнатчĕ. Упăшки килте çук чух Наçтаç аппа пачах улшăнатчĕ. Ăшă пит-куçлăскер, вăл ачисемпе кулса, хăш чух шӳт тукаласа калаçатчĕ, вĕсене кĕвĕ каласа ташлаттаратчĕ, юмахсем яратчĕ, хăш чух юрлатчĕ те.
Пĕрре пирĕн путек кĕтӳрен таврăнман. Пахчасем хыçĕнче сурăх ушкăнĕ пур. Анне мана çав сурăхсем патне кайса пăхма хушрĕ, путек унта çӳрет-и тен, терĕ. Эпĕ пахчасен хыçне тухрăм. Ануксен пахчи хыçĕпе иртсе пыратăп. Наçтиç аппа юрланине илтех кайрăм. Хăй çĕрулми çумлать, хуллен юрлать. Эпĕ чарăнсах итлесе тăтăм.
Аслă çул çинче шур хурăн —
Тĕнĕл лекмен кун иртмест;
Ах, пурнăç пит хурлăх —
Патак лекмен кук иртмест.
Анкарти хысĕнче çавра кӳл —
Çавăрăнса юхма ирĕк çук;
Арăм пулсан, ах, çут кун,
Савăнса пурăнма ирĕк çук…
Каçхи тӳлек сывлăшра Наçтиç аппа сасси хурлăхлăн илтĕнет. Çак юрра илтсен, мана анса ларакан хĕвел çути те, анкарти хыçĕнчи пĕччен хурăн та ытла кичем, ытла хурлăхлă пек курăнса кайрĕç. Эпĕ, путеке шырамасăрах, Наçтиç аппа юрланине итлес мар тесе, килелле чупрăм.
Наçтиç çинчен анне каласа панине астăватăп. Касак Ваççи ăна Сĕмĕл ялĕнчен вăрласа килнĕ, вăйпах чиркĕве илсе кайнă.
Наçтиçĕн пиччĕшĕпе шăллĕ, хĕре вăрласа кайнине пĕлсенех, лашасем çине утланса, тапăртаттарса çитнĕ, анчах кая пулнă: вĕсене хирĕç Ваççа хĕре чиркӳрен çавăтса тухать, тет. Çапла Наçтиç, илемлĕ, аван хĕр, ирĕксĕрех хăй юратман çын арăмĕ пулса тăнă, сая кайнă, тетчĕ анне.
Авлансан, Ваççа çамрăк арăмĕпе хунĕ патне ĕçке кайнă. Унта Наçтиçĕн савнине курнă. Лешĕ Наçтиçе алă пырса тытнă, тет. Çавна курсан, Ваççа урса каять. Шăлне шатăртаттарса арăмне ярса илет те хĕнеме тытăнать, тет. Киле кайнă чухне Ваççа ялтан тухсанах арăмне лашапа юнашар турта çумне кăкарать те лашине чуптарать. Пĕрре арăмне çапать, тет, тепре — лашине. Наçтиç малтан пăвăнса ӳкес мар тесе лашапа тан чупнă, тет, ывăнса çитсен пĕтĕрĕнсе ӳкнĕ, ним пĕлми пулнă. Çавăн хыççăн Наçтиç кĕçех вилмен, виçĕ уйăх ытла вырăн çинче пĕр тапранмасăр выртнă, тет. Сывала пуçласан, вăл ĕçлеме тăрать, анчах ĕçлеймен. Ваççа, хăй айăплине пĕлмесĕр, арăмне юри ĕçлеместĕн тесе, пĕр канăç памасăр ятлаçатчĕ, тет.
Пирвайхи ачине çуратсан, Ваççа арăмне ачана пĕчĕккĕ çуратрăн тесе вăрçрĕ, тет.
Наçтиç иккĕмĕш ачине — Анука çуратсан, Ваççа тытăнчĕ, тет, тулашма. Ача çураттарма пынă Укахха карчăка вăрçса кăларса ячĕ, тет, тин çеç çăмăлланнипе вырăнтан тапранайман арăмне ăнсăр пуличчен хĕнерĕ, тет.
Хăш чух Наçтиç аппа пирĕн анне патне пыратчĕ. Вĕсем иккĕш улах çĕрте калаçатчĕç. Пĕр каçхине эпĕ урамран выляса кĕтĕм. Каç тĕттĕмĕ хупăрланă пӳртре Наçтиç аппапа анне сак çине юнашар ларнă та калаçса лараççĕ. Эпĕ анне патне пырса, унăн чĕрçи çинелле тайăнса тăтăм.
— Мĕн тăвас тетĕн, Наçтиç, пурăнас пулать, ним тума та çук, — терĕ те анне, ассăн сывласа, мана пуçран шăлса илчĕ.
Наçтиç аппа хурлăхлăн пăшăлтатрĕ:
— Питĕ асап, Праски аппа, тӳсме çук. Хăрах хул ĕнтĕ пачах çĕкленми пулчĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе ыратать, туятăп — типсе пырать. Сылтăм чĕркуççи чашкипе авăн çапнă чух сенĕк аврипе персе вырăнтан тапратнăранпа уксах пултăм-çке. Тем курăн. Халех уксах-чăлах пулса мĕнле пурăнса ирттермелле пурнăçа? Пĕрре хĕнесе кăвакартни иртсе каймасть, ун çине татах хĕнет. татах хĕнет… Вĕчĕ шăмми пĕшкĕнме памасть. Çанталăк пăсăлас умĕн пĕтĕм шăмшак тӳсме çук сурать. Пуçран ялан чышнипе анкă-минкĕ пулса каятăп пулĕ, ах, мĕн курас…
Анне Наçтиç аппана йăпатас кăмăлпа каларĕ пулмалла:
— Ватăла киле Ваççа, тен, лăпланĕ.
— Çук пулĕ, — пуçне пăркаларĕ Наçтиç аппа, — çултан-çул ытларах урать-çке. Ах, епле тӳссе тухам-ши виличчен. Мархвана çуратсан, хĕнесех вĕлеретчĕ. Тухса картишĕнче çакăнса вилем пĕрех хут тетĕп, анчах ура çине тăраймастăп.
Анне Наçтиç аппана ӳкĕтлесе каларĕ:
— Ах, Наçтиç, вилессине ан шухăшла эсĕ, ачасене тăлăха ан хăварах. Эсĕ вилсен, Ваççа питĕ хĕпĕртесе тепре авланĕ. Авалхи çын сăмахĕ: ашшĕ вилни — çур тăлăх, амăшĕ вилни — пĕр тăлăх, тенĕ. Тăватă тăлăх эсĕ вилсен юлать вĕт санăн, шухăшла-ха çавна.
Наçтиç аппа кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек калать:
— Чĕлхепе те Ваççа чĕрене питĕ тивретет. Санăн хĕрачусене тăрантарассишĕн платникре çӳретĕп, тет. Эсĕ килте тĕп туса пурăнатăн: хĕрӳсемпе нумай çиетĕн, вилме пĕлместĕр, тет. Çынсен арăмĕсем ывăл çуратаççĕ, эсĕ, шуйттан мĕлки, çаплах хĕр çурататăн. Халь акă çичĕ хĕр пулать, тепĕр тăватă хĕр çурататăнах. Тепĕр хĕр çуратсан, чĕрĕ юлатăп тесе ан шухăшла, вĕлеретĕп, тет. Мана Çтаппанпа пурăнать, тет, Лариван Мĕтри патне йăпшăнатăн, тет, Эпĕ килте çук чух, эсĕ çăмарта сутса эрех илсе Çтаппанпа Лариван Мĕтрине хăналатăн, тет, çавăнпа вĕсем, эпĕ сана хĕнеме пуçласан, пирĕн пата чупса килеççĕ, тет. Кураймасть вăл Мĕтри пăяхама.
— Пирĕн Мĕтрипе Çтаппан эрехшĕн сăхăланса çӳренине нихçан та курман эпĕ, — терĕ анне.
Наçтиç, аллине сулса, хăй сăмахне тăсрĕ:
— Ах, Праски аппа, пĕр сăмахĕ те Ваççан тĕрĕсси çук, пĕтĕмпе суйса, мана тарăхтарас, путарас тесе калаçать. Суйса каланă сăмах чĕрене ытла та питĕ касать-çке. Пăрахса тухса каям, тетĕп, ăçта та пулин тарçа кĕрсе пурăнăп, тетĕп, ачасене хĕрхенетĕп.
— Ыррине кураймарăн çав, — вăраххăн сывларĕ анне. — Турри çавăн пек çырнă пулĕ. Ах, мĕнлеччĕ эсĕ качча килсенех! Нар пек хĕрлĕ, тĕреклĕ ӳт-тирлĕ, ярăм шăмшаклăччĕ. Ăçта кĕрсе кайрĕ ырă сăн-сăпат? Мĕн вăхăтра юхса тухрĕ икĕ хулăн çивĕт? Вĕçĕсем вĕсен кăтраччĕ, сарă çинчен авăнса выртатчĕç…
Наçтиç аллипе питне хупласа ĕсĕклесе ячĕ.
— Вунă çул хушшинче карчăк пултăм, — чыхăнчĕ вăл куççулĕпе, — Ваççа мăшкăлĕпе пĕтрĕм… Атта хывса ил-ха ураран, тет вара ӳсĕр таврăнсан. Эпĕ хывса илетĕп. Çав атăпах мана пĕр сăлтавсăр пуçран перет…
Манăн ыйхă киле пуçларĕ. Эпĕ аннене, çывăрма тухатпăр тесе, икĕ хутчен кĕпе аркинчен туртрăм. Наçтиç аппа çавна асăрхарĕ пулас. Вăл сак çинчен тăчĕ.
— Каям-ха ĕнтĕ киле. Манăн та ачасем çывăрасшăн пулĕ. Ах, Праски аппа, Ваççа кăмăллă çын пулас пулсан, ачасемпе савăнса çеç пурăнмалла. Ирхине, вĕсем çывăрнă чух пăхатăп… тăваттăшĕ те шĕкĕр выртаççĕ кăтра пуçлăскерсем. Питĕ хĕрхенес те, юратас та килет вĕсене…
Наçтиç аппа тухса кайрĕ. Эпир те аннепе тухрăмăр, шăналăк ăшне кĕрсе выртрăмăр.
— Хăçан аслатиллĕ çумăр пулать-ши? — ыйтрăм эпĕ, шăналăка уçса, пĕлĕтелле пăхса.
— Мĕншĕн кĕтетĕн аслатиллĕ çумăр пулассине? — ыйтрĕ анне.
— Аслатиллĕ çумăр хыççăн асамат кĕперĕ курăнать, унăн айĕнчен тухса хăвăртрах арçын ача пулас, — терĕм эпĕ.
Анне мана хытса кайнă аçамăн аркипе витсе каларĕ:
— Ах, айван, ухмах… Асамат кĕперĕ айĕнчен тухнипех арçын ача пулас çук, тем пекех ырăччĕ те, пулмасть-çке-ха вăл эпир шухăшланă пек.
Çак сăмахсене анне ассăн сывласа каларĕ, вара шăпланса выртрĕ.
Эпĕ, шăналăк хĕррине уçса, пĕлĕтелле пăхатăп. Сенкер тӳпере çăлтăрсем курăнкалама пуçланă. Улăхра, Атăл хĕрнелле, вут çутисем пĕр вăйсăрланса, пĕр вăйлăн çуталса куçа илĕртеççĕ. Манăн çав çутăсене куçран çухатмасăр пăхас килет. Хам тĕлĕре пуçланă май вут çутисем мана хам паталла киле пуçларĕç пек, çӳлелле, сенкер тӳпенелле хăпараççĕ пек. Акă, асамат кĕперĕ пулса тăчĕ пек. Эпĕ ун айĕнчен лашапа сиктерсе тухрăм… Ах, тĕлĕнмелле! Арçын ача пулса та тăтăм…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...