Ача чухнехи :: Кĕслеҫĕ
Тимĕрçĕ мана вилĕмрен çăлнăранпа çулталăк иртрĕ. Тепĕр çу çитрĕ. Çулла пулсан, эпир аннепе иксĕмĕр кĕлет умĕнче çывăраттăмăр. Унта шăналăк карнăччĕ, ăшне улăм кĕççе сарнă, пуçелĕке кăвак питлĕ çытар хунă. Çие кивĕ аçам витĕнсе выртаттăмăр.
Пĕрре манăн кăнтăрла пуç ыратма тытăнчĕ. Эпĕ шăналăк ăшне кĕрсе выртрăм та çывăрса кайрăм. Вăраннă çĕре каç пулнă, анчах тĕттĕм пулайман-ха. Урамра çынсем калаçса ларни илтĕнет. Таçта пир çапаççĕ. Кӳршĕри улмуççи пахчинче шăпчăк юрлать. Эпĕ кĕлет умĕнче ларатăп. Çанталăк уяр, ăша, лăпкă. Шăпчăк сасси аван илтĕнет. Сасартăк хăлхана тепĕр сасă пырса кĕчĕ. Вăл çӳлтен, сенкер тӳперен аннă пек туйăнчĕ. Ян та ян илтĕнет. Тепĕр самантран çав ытарайми сасă урамра илтĕннĕ пек пулчĕ. Эпĕ урама тухрăм, сасă илтĕннĕ çĕрелле утрăм. Улăм витнĕ, ӳпĕнсе ларакан пĕчĕк пӳрт тĕлне çитрĕм. Лутра чӳрече уçă… унтан илемлĕ сасă янăраса тухать. Эпĕ чĕвен тăрса чӳречерен пӳртелле пăхрăм. Алăк патнерех сак çинче хура çӳçлĕ, шурă кĕпеллĕ каччă ларать, хăй умне виçĕ кĕтесле йывăç япала тытнă, ун çинче пӳрнисене çăмăллăн вылятса илемлĕ сасă кăларать. Виçĕ кĕтеслĕ япала мĕн иккенне манăн питĕ пĕлес килет. Пӳртри çын эпĕ чӳречерен пăхса тăнине асăрхарĕ, çĕнĕ çăпата, шурă тăла сырнă урине ман еннелле ярса пусрĕ. Эпĕ чӳрече патĕнчен кăштах пăрăнтăм. Вăл хăмăр пысăк куçĕпе ман çинелле ăшшăн пăхрĕ.
— Хăрарăн-и-мĕн, ан кай, эпĕ тивместĕп, — терĕ çын, виçĕ кĕтеслĕ япалана сак çине чӳрече çывăхнех тăратса.
— Мĕн ку? — ыйтрăм эпĕ, хайхи виçĕ кĕтеслĕ япала çине тĕллесе.
— Кĕсле ку.
— Урлă карнисем мĕн?
— Хĕлĕхĕсем.
— Вĕсене тытса пăхма юрать-и?
— Юрать-çке.
Çын ман пӳрнене тытса кĕсле хĕлĕхĕсене çӳлтен пуçласа аяла çитиччен сăтăрса тухрĕ. Кĕсле тĕрлĕ саслăн ян-ян-ян! турĕ. Эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм.
— Эсĕ кам? — ыйтрăм эпĕ, хăйса çитсе.
— Эпĕ Çтаппан пиччӳ пулатăп.
— Эсĕ çукчĕ-çке халиччен, ăçтан тупăнтăн?
— Самартан килтĕм. Эсĕ хăв мĕн ятлăччĕ-ха?
— Мархва ятлă, Мĕтри хĕрĕ эпĕ. Пысăк ĕнтĕ, çиччĕре. Çтаппан пичче лăш кулса илчĕ те мана çурăмран лăпкарĕ. Алăк чĕриклетсе илчĕ. Пӳрте тимĕрçĕ кĕчĕ. Çтаппан пичче ăна курсан çутăлса кайрĕ.
— Сывă-и, Гаврила?
— Сывă-и, Степан?
Иккĕшĕ пĕр-пĕрне ыталаса чуптурĕç.
— Курманни нумай пулать, Степан. Тăватă çул киле килмерĕн, хыпар та тумарăн, — терĕ тимĕрçĕ.
— Тĕрмене хупрĕç, аран хăтăлса килтĕм.
— Тĕрмене даже? — тĕлĕнчĕ Гаврила.
Тимĕрçĕпе Çтаппан пичче сак çине юнашар ларчĕç те шăппăн калаçма тытăнчĕç. Эпĕ чӳрече патĕнчен пăрахса кайрăм. Тĕттĕмлене пуçланă. Çынсем урамран кĕмен-ха.
— Ăçта кайнă эсĕ? — илтĕнчĕ çынсем хушшинчен анне сасси.
— Çтаппан пӳрчĕ умĕнче тăратчĕ вăл, — терĕ такам. Эпир аннепе киле кĕтĕмĕр, хамăрăн вырăн çине выртрăмăр.
— Анне, мĕн вăл тĕрме?
— Усал çынсене хупаççĕ унта.
— Çтаппан пичче, кĕсле калаканни, усал çын-и, ăна тĕрмене хупса тăватă çул усранă, тет.
— Çтаппан усал мар вăл, аван çын, йăнăш тытса хупнă пулĕ ăна.
Эпĕ шăналăк ăшĕнчен пуçа кăларса выртатăп. Тӳпере сайра çăлтăрсем курăнкалаççĕ. Шăпчăк сасси илтĕнет. Ял вĕçĕнче путек макăрать. Манăн ăна пит хĕрхенес килет. Анне çук, ăçта-ши манăн анне, тесе каланă пек туйăнать.
Каçсерен Çтаппан пичче кĕсле калатчĕ. Эпĕ, унăн сассине илтсенех, вĕсен пӳрчĕ патне пырса лараттăм. Манăн юлташсем Анукпа Çемук та унтахчĕ. Хăш чух кĕсле сасси илтĕнместчĕ. Эпĕ вара Çтаппан пиччесен пӳрчĕ патне чупса пыраттăм та, чӳречинчен кармашса, Çтаппан пичче çук-и, тесе ыйтаттăм.
— Çук-ха, кĕсле калама туя кайнă, — тетчĕ Улля аппа, Çтаппан пичче амăшĕ.
Пĕр каçхине эпир Улля аппапа вĕсен тĕлĕнче тăратпăр. Пирĕн пата юланутлă çын тапăртаттарса çитрĕ.
— Ах, тур, стражник-çке ку, — терĕ Улля папа, чĕтресе ӳксе.
— Ывăлу килте-и? — ыйтрĕ стражник.
— Çук, — терĕ Улля аппа.
— Ăçта кайнă?
— Туя, кĕсле калама.
— Çав сăлтавпа Çтаппан халăх хушшинче çӳрет, пуянсене пĕтме сунать, чухăнсене ырлăх парасшăн. Çтаппана аслисем халăх хушшине тухма хушмаççĕ, — терĕ стражник.
Улля аппа хуйхăрса каларĕ:
— Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ ăна, эпир пĕлейместпĕр.
— Кĕсле йăтса Çтаппан туя та, вăййа та ан тухтăр, тухсан — тытса хупатпăр. Асту, карчăк, ывăлна.
Стражник çапла каласа лашине çавăрчĕ те аялти урамалла сиктерчĕ, Иванюк тĕлне çитсен, ун патне кĕрсе кайрĕ.
Кĕркунне Çтаппан пичче ялтан кайрĕ. Эпĕ вăл кайнă чух урамраччĕ. Кĕслине шурă михĕпе чĕркесе хул айне хĕстернĕ, çурăм хыçĕнче кутамкка. Хай сăхман тăхăннă. Пуçĕнче кивĕ хура картуз. Урине çăм тăлапа çĕнĕ çăпата сырнă. Çтаппан пичче анаталли урамалла анса часах курăнми пулчĕ.
Эпĕ вĕсен чӳречи патне пырса амăшĕнчен ыйтрăм:
— Ăçта кайрĕ Çтаппан пичче?
Карчăк хурлăхлăн каларĕ:
— Самара кайрĕ, пĕчченех юлтăм ĕнтĕ.
— Мĕншĕн кайрĕ вăл Самара? Санăн ăна ан кай темеллеччĕ. Ĕнтĕ кĕсле кам калать? — терĕм эпĕ, хам кĕçех йĕрсе ямарăм.
— Самара. Кăшт та пулин укçа тупас тесе, Хлимак хуçа трактирĕнче ĕçлет: кăнтăрла шыв турттарать, вут çурать, кăмакасем хутать, лаша пăхать. Каçхине, трактире çынсем пухăнсан, Çтаппан кĕсле калама тытăнать, çĕрĕпе калать. Ах, апăршук, шурса кайрĕ ĕнтĕ вăл кĕрхи сарăхнă çулçă пек….
Çапла каласа Улля аппа типшĕм пит-куçне тутăр вĕçĕпе шăлкалама тытăнчĕ. Эпĕ Çтаппан пичче кайнăшăн питĕ пăшăрханса килелле утрăм.
Çав кун, каç пулсан, анне çăм кĕнчелине илчĕ те таçта тухса кайма тăчĕ.
— Ăçта каятăн, анне? — ыйтрăм эпĕ.
— Улля аппана, пĕччен юлнăскерне, питĕ кичем пулĕ, çавăн патне кайса ларас терĕм, — терĕ анне.
Эпĕ те аннепе пĕрле Улля аппа патне кайрăм.
Пӳрчĕ сивĕ. Ансăр сĕтел çинче тăрпасăр, шăши куçĕ пек пĕчĕк лампа çунать. Улля аппа кивĕ сăхман тăхăннă, хура сăрпа пĕветнĕ пир тутăр çыхнă, сĕтел çине чавсаланса йĕрсе ларать.
— Килĕрех. Иртĕр тĕпелелле, — терĕ Улля аппа, эпир килнипе кăмăллă пулса. Пĕркеленчĕк ырхан пичĕ çинчен куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ, путса кĕнĕ куçĕпе ăшшăн пăхкаларĕ.
Анне кĕнчелипе сĕтел умĕнчи пукан çине ларчĕ. Ун-кун çинчен калаçкаласа çăм арлама пуçларĕ. Ăна курса Улля аппа та çăм арлама тытăнчĕ, ывăлĕ çинчен калаçма пуçларĕ.
— Ах, Çтаппан килтен тухса кайсан ăш выртмасть вара, шавах вăркать, Кайма та кирлĕ мар та Хлиман хуçа патне, вунă çул хушшинче те пӳрт тумалăх укçа ĕçлесе илеймерĕ те, ним тума та çук, ун патнех кайрĕ.
— Çтаппан пиччене кĕсле калама кам вĕрентнĕ? — ыйтрăм эпĕ.
— Хăех вĕреннĕ пулĕ вăл. Ашшĕ кĕсле каламан, çитменнине, вăл ашшĕнчен пĕчĕкле — пиллĕкри ача çеç юлнă. Пĕчĕк чух Çтаппан чугун, хуран таврашне пурне те шаккаса пăхатчĕ те, япала янăрасан, ăна юрлать тетчĕ, хăй савăнатчĕ вара. Çиччĕре чух вăл, туй курма кайсан, кĕсле каланине илтнĕ. Тепĕр кунах кĕсле тума тытăнчĕ. Хăй каскалать, тутипе пĕрмай кĕвĕ калать. Хăмапа кĕсле кӳлепи турĕ те лаша хĕлĕхне пĕтĕрсе карса тухрĕ, пĕрмай тĕнкĕлтеттеретчĕ вара. Вунна çитсен, куккăшĕ таçтан кивĕ кĕсле тупнă та Çтаппана илсе килсе пачĕ. Ах, савăнчĕ вара ача! Кĕслине йăтса Кирук патне чупрĕ. Кирук ун чух туйсене кĕсле калама çӳрекелетчĕ. Çтаппан Кирукран кĕслине ĕнерме вĕреннĕ. Пушă вăхăтра кунĕ-кунĕпе кĕслепе аппаланатчĕ. Хамăр пăяхамăн Ваççукĕ авланнă чух Çтаппан кĕсле каларĕ. Ун чухне Çтаппан вунвиççĕре пулнă.
— Астăватăп эпĕ ăна, — сăмах хушрĕ анне, — туй курма пынă çынсем Çтаппан кĕслене пит илемлĕ каланинчен пурте тĕлĕнетчĕç, çĕнĕ кĕвĕсем калать, тетчĕç.
— Çапла, — малалла хавхаланса калама тытăнчĕ Улля аппа, — çынсем калакан кĕвĕсене калас килмест ман, хамăн илемлĕ çĕнĕ кĕвĕсем шухăшласа кăларас килет, тетчĕ Çтаппан çамрăкрах чух. Пĕрре вăл Туппай Сĕмĕлне туя кĕсле калама кайнă. Унти кĕслеçĕ Çтаппанăн çĕнĕ кĕввисене вĕренсе юлнă. Пĕркун Наçтик апай пĕр çĕр килсе выртрĕ те, çавă калать, халĕ те унти кĕслеçĕне çынсем Тавлинкка кĕввине кала, çавă аван, тесе калаççĕ, тет. Çтаппан кĕсле калама пултарать те, усси сахал, — терĕ юлашкинчен Улля аппа.
Çтаппан кĕсле калани çинчен калаçса илнĕ хыççăн сăмах урăх ĕçсем çинчен тапранса кайрĕ. Улля аппа вутă çукки çинчен, çăнăх илме арман хуçи Шĕшлĕне хăрах йăран калча парасси çинчен калаçса илчĕ.
— Хĕсĕк килнĕ чух калча паратăн та, çулла тырă пиçсе çите пуçласанах, кăмăл питĕ хуçăлать-çке, — ассăн сывласа илчĕ Улля аппа.
Анне пичче валли çăм тăла тума çăм çитменни çинчен тарăхса калаçрĕ.
Кăшт ларсан, Улля аппа татах ывăлĕ çинчен калаçма тытăнчĕ. Çтаппан пичче Самарта пурăнни çинчен вăл аннене халиччен те каласа панă, паян татах калама кăмăл турĕ.
— Вунпиллĕкре чух Çтаппан кĕслине йăтса килтен тухса кайрĕ. Килте çиме çук. Пĕр-пĕр хулара кĕсле каласа укçа тупăп тесе ĕмĕтленчĕ. Чылай çĕрте çӳресен, ман ывăл Самара пырса тухнă. Кунта ăна Хлиман ятлă трахтир хуçи хăйĕн трахтирĕнче кĕсле калама тытнă, çулталăкне 8 тенкĕ тӳлеме пулнă. Çтаппан хаваслансах трахтире кĕнĕ. Хлиман — Çĕрпу енчи чăваш. Малтан вăл Самарта пĕчĕк лавкка тытнă, каярах трахтир уçнă. Хлиман хуçа, Çтаппан каласа панă тăрăх, трахтирте аллисене хыçалалла тытса çӳресех виçĕ хутлă чул çурт туса лартнă, тет, хăй мăн хырăмлă пулса кайнă, тет. Пирĕн Çтаппан тата тепĕр тарçă хĕр кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ, çапах вĕсен нимĕн те çук. Мĕнле япала вара вăл?
— Çапла-çке çав, — сăмах хушрĕ анне. — Хăшĕ ĕмрипе ĕçпе тарăхать, çукпах пурăнать. Хăшĕ пур, Шĕшле пеккисем, ĕçлемесĕрех çĕрме пуян, улпутла пурăнать, пирĕн пек çынна çӳп вырăнне те хумасть.
— Çтаппан калать: Хлиман та çавах, тет. Пуйса кайнă та Хлиман, хăй чăваш иккенне палăртасшăн мар, тет, чăваша çын вырăнне те хумасть, мăшкăллама çеç пăхать, тет. Çтаппана вăл ӳсĕр çынсенчен юлнă апат юлашкине çисе пурăн тесе калать, тет. Пирĕн Çтаппан питĕ сăпă, йĕрĕнет. Пĕррехинче вăл апат юлашкисем лартнă сĕтеле силĕ килнипе тапса йăвантарса янă. Çавăн хыççăн вара хуçа хĕлĕпе Çтаппана кăвакарса кĕвĕленсе кайнă типĕ пулăпа чей ĕçтерсе усрарĕ, тет Хлиман хăй патĕнче ĕçлекенсене апатне ялан питĕ начар çитерет. Хуçа çапла калать, тет: чăваша çĕрĕк пулăпа тип çăкăр та ырă апат, чăваш, ун кайăкĕ евĕр, начар апатпа та пурăнать тесе калать, тет.
— Ытах кансĕр пулсан, мĕншĕн, Улля аппа, ывăлпа Самара яратăн эсĕ? — ыйтрĕ анне.
— Кăшт та пулин укçа тупса пулĕ-ши тетпĕр-çке-ха, — терĕ Улля аппа. — Урăх вырăн тупасси вĕт. Пĕр вĕреннĕ те, кансĕр пулсан та çавăнтах каять. Авланиччен шурă пӳрт лартас тесе çунать те, укçи пухăнмасть-çке. Ку пӳрт кĕç-вĕç йăванса кайĕ тесе çеç пурăнатăп.
Улля аппа калаçма чарăнсан, пӳртре йĕке сасси çеç илтĕнет. Хутран-ситрен кăмака таврашĕнче шăрчăк чĕриклетсе илет. Сĕтел çинчи пĕчĕк лампа тата вăйсăртарах çуна пуçларĕ, краççын шăршипе пӳртри сывлăш йывăрланать.
Улля аппа калаçмасан, пит кичем пек туйăнать.
— Çулла стражник текенни мĕншĕн килнĕччĕ? — ыйтрăм эпĕ, Улля аппа Çтаппан пичче çинчен татах калаçтăр тесе.
— Калама пĕлейместĕп эпĕ вăл сăмаха. Скупент тетчĕ пулас Çтаппан, вĕренекен çынсем, тет, вĕсем, арçынсем, хĕрсем, тет, хура халăха пурăнма аван пултăр тесе çине тăраççĕ, тет. Çав вĕренекенсем Çтаппан кĕсле каланине итлеме трахтире юри пыратчĕç, тет. Таса мар, тĕтĕм-сĕрĕм тулличчĕ, тет, трахтирĕнче, вĕсем çаплах ларатчĕç, тет. Пĕрре вĕсем пуху тунă. Çав пухура Çтаппана кĕсле калама чĕннĕ. Вăл кайрăм, тет. Хлиман çавăншăн Çтаппана питĕ çилленнĕ, халăха пăлхатакансемпе пĕрле, вĕсемпе пĕр шухăшлă эсĕ тесе, ăна стражнике тыттарса ярасшăн пулнă. Ывăла шанчăксăра кăларчĕ Хлиман. Çулла та кăçал стражник килсе кайрĕ… Ах, тем курас пулĕ, — вăраххăн сывласа илчĕ те Улля аппа, куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаларĕ, шăпланчĕ.
Мана ыйхă пусрĕ. Эпир аннепе киле кайрăмăр.
* * *
Çав çул Çтаппан пичче хĕл варринче киле килнĕ. Конвойпа илсе килнĕ Çтаппана, теççĕ çынсем. Темскер вăл маншăн конвой, эпĕ ăна, пĕчĕккĕскер, ăнланайман, манăн Çтаппан пиччене питĕ курас килнĕ. Çунашкапа ярăннă çĕртенех эпĕ Çтаппан пиччесем патне кайрăм. Юрлă çăпатана шаккаса çенĕке кĕтĕм. Тĕтĕмпе хуралнă пĕчĕк алăк кăштах уçă. Эпĕ ăна чĕриклеттерсе уçса пӳрте кĕтĕм. Пӳртре тĕтĕм. Вăл ярăмланса алăк патнелле туртăнать. Пăхатăп, Çтаппан пичче сак çинче месерле тăсăлса выртнă. Хăй ырханланса сарăхса кайнă, куçĕ айĕнче кăвак мăкăль пур.
Улля аппа вучахра темĕн пĕçерет. Кăвайчĕ йăсăрланса çунать, тĕтĕмĕ мăкăрланать. Карчăк хурлăхлă пит-куçпа ман пата хуллен утса пычĕ те каларĕ:
— Çтаппан пиччӳ Самартан çуран утса килнĕ, сывах мар, ан чĕн эс ăна, çывăртăр-ха. Аннӳне кала, килсе кайтăр пирĕн пата, сăра куркипе кĕрпе илсе килтĕр.
Эпĕ Çтаппан пичче кĕсле калайманшăн йĕрсе ярас пек кăмăлсăрланса пӳртрен тухрăм, çунашкана сĕтĕрсе килелле утрăм.
Тепĕр ирхине анне мунча хутнă. Ĕнер Улля аппа аннене мунча хутас пирки чĕннĕ-мĕн, ывăлне мунча кĕртме шутланă. Мунча пулсан, Çтаппан пичче пирĕн пата хуллен утса пычĕ, аттепе иккĕшĕ мунчана кайрĕç.
Каçхине илтетĕп, аттепе анне Çтаппан пичче çинчен сăмах тапратса янă, иккĕш хуллен юмахлаççĕ. Эпĕ çывăрма выртнă, вĕсем калаçнине итлесе выртатăп.
— Ай-ай, мĕнле тӳснĕ-ши Çтаппан? Çан-çурăмĕ, кăкри, урисем пĕтĕмпе кăн-кăвак, пăхма хăрушă, — тет атте.
— Ăçта хĕненĕ-ши ăна? — ыйтрĕ анне хурлăхлă сассипе.
— Тĕрмене лекнĕ, тет, вăл. Унта хĕненĕ ăна. Çул çинче конвойпа килнĕ чух та пайтах патак çинĕ пулмалла… «Нихçан та ниçта каймастăн. Санăн хăвăрăн ялтан тухма юрамасть. Самара эсĕ урăх кураймăн. Кĕслине çап та ват!» — тесе каланă тет, ăна конвойпа кăларса янă чух.
— Тĕрмене мĕншĕн лекнĕ-ши вăл? — тĕпчет анне.
— Патшана хирĕç пыракан çынсемпе явăçнăшăн лекнĕ, тет, хăй каларĕ, — терĕ атте.
Вăл Çтаппан пичче çинчен татах калать, анчах малалла мĕн калани манăн хăлхана кĕмест. Мана пуринчен ытла кĕслине çапса ват тени хумхантарать.
— Çапса ватнă-ши Çтаппан пичче кĕслине? — тетĕп эпĕ, пуçа çытар çинчен çĕклесе.
— Ха, çывăрман-çке ку пĕчĕк хĕр, çывăр, мĕн хăлхуна тăратса выртатăн, — терĕ анне. — Çтаппан кĕслине ватнă пулсан вăл çĕнĕрен тепĕр кĕсле тăвать вĕт, уншăн эсĕ ан хуйхăр.
Анне çапла калани мана йăпатрĕ. Манăн часах ыйхă киле пуçларĕ. Тĕлĕре пуçласанах Çтаппан пичче куç умне курăнчĕ, кĕсле калама тытăнчĕ пек вăл. Эпĕ кăвак тӳпенелле, çăлтăрсем патнелле хăпарса кая пуçларăм пек. Мана питĕ ырă… Эпĕ кĕсле сассине илтсе вĕçĕмсĕр савăнатăп…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...