Ача чухнехи :: Эпĕ хама астума пуҫлани


Хам çутçанталăкра пуррине эпĕ çак самантран астума пуçланă: куçа уçрăм та хĕвел çути куртăм. Вăл урам енчи чӳречерен ярăмланса кĕрет, урайне, кăмака сакки пуçне çап-çутă ӳкет. Эпĕ алăк патĕнчи урлă сак çинче выртатăп. Вучахра кăвайт шатăртатса çунни илтĕнет. Манăн хĕвел кĕрекен чӳрече патне пырса ларас килчĕ. Хама витнĕ сăхман аркине сиртĕм, вырăн çинчен тăма пикентĕм, анчах хал çуккипе тăраймарăм.

Пӳртре малтан никам та çук пекчĕ. Кăмака кукринче ура сасси илтĕнчĕ. Кăшт тăрсан, ман пата аппа пычĕ. Вăл вунă-вуникĕ çулхи хĕрача, пысăк хăмăр куçĕпе ман çине пăхрĕ.

— Ан сирсе яр сăхмана, сивĕ пулать, шăнсан татах чирлетĕн, — терĕ аппа, вара сăхман аркипе мана мăй таран витрĕ.

Алăк сасси илтĕнчĕ. Витрепе шыв йăтса тĕпелелле анне иртсе кайрĕ. Аппа ун хыççăн тĕпел кукринче çухалчĕ.

— Мархва вăраннă, анне. Тапса янă та сăхмана, витрĕм, — терĕ аппа.

Анне ман пата пычĕ. Хăйĕн шурă таса кĕпипе вăл ман пата пырса тăрсан, пӳрт çуталса кайнă пек пулчĕ. Эпĕ аннене курнăшăн савăнтăм. Вăл аллипе манăн çамкана тытрĕ. Унăн сивĕрех алли çамкана сĕртĕнни ырă пек туйăнчĕ. Эпĕ татах тăрасшăн пултăм, вăл мана вырттарчĕ.

— Вырт-ха, вырт, мĕскĕнĕм. Сывалсан акă, тăрса ларăн, килкартине, урама тухса чупса çӳрĕн. Питĕ чĕрĕччĕ-ха пĕчĕк хĕр, халĕ тем амак пулчĕ. Таçтан килсе çакланать ăна çав аçа çапасшĕ чирĕ…

Анне çапла калаçса тăнă хушăра пӳрте атте кĕчĕ, ман çинелле пĕшкĕнсе пăхрĕ те каларĕ:

— Сывалнă пулас ача, ахалех Укахха аппана чĕнтертĕмĕр.

— Çук-ха, сывалайман, пуçĕ пит вĕри. Ай, мăнтарăн ачи, хĕр пулсан та вĕлерес килмест-çке, — терĕ анне, тĕпелелле утса.

Манăн пуç ыратать, хушăран ыйхă килнĕ пек, тĕлĕрсе выртатăп. Каллех анне сасси илтĕнчĕ:

— Килех, Укахха аппа, иртсе лар çакăнта.

Пуç çинчен пĕркентернĕ сăхмана сиртĕм. Анне, кичем пит-куçлăскер, кăмака сакки патĕнче тăрать. Ман çывăха илемсĕр карчăк пырса ларнă. Эпĕ унран хăраса йĕме тытăнтăм. Ман пата анне пычĕ.

— Ан хăра, ан хăра, Укахха аппа сана сыватма килнĕ, — терĕ.

Эпĕ, карчăка курас мар тесе, куçа хупрăм. Кăшт тăрсан, пакăлтатни илтĕнчĕ. Пăхатăп — карчăк сылтăм аллипе шăмă татăкĕ çакнă çип тытнă, сулахай алли çинче суллантарать, хăй вĕçĕмсĕр темĕн калать. Чылай аппалансан, вăл хăйĕн юмăç ямалли хатĕрне хĕвне чикрĕ, вăраххăн сывласа каларĕ:

— Арçури çапăннă ачана.

— Çапла пулĕ çав. Çĕрле пит аташать, — килĕшрĕ анне.

— Чирличчен ăçта çӳренĕ-ши вăл?

— Хăйĕнчен пысăкраххисемпе Ахти варне кайнă.

— Унта арçури яланах пур. Эпĕ астăвасса çав варта кĕтӳçĕ лаша тапса вĕлернĕ. Çавă ĕнтĕ çынна аптратать. «Пăрахас» пулать. Çăкăр пар, алăка уç.

Анне Укаххана тĕпелтен çур çăкăр илсе пачĕ, алăка яр уçрĕ. Алкум çийĕ шăтăкĕсенчен анса ларакан хĕвелĕн хĕрлĕ çути ӳкрĕ. Карчăк çăкăра хул айне хĕстерсе уçă алăк умне çенĕкелле пăхса тăчĕ, унта такама курнă пек, тинкерсе пăхса тăма тытăнчĕ. Пăхать, пăхать те пуçне тайса илет. Юлашкинчен вăл чĕркуçленсе виçĕ хут пуççапрĕ те алăка хупса ман пата пычĕ, пушăт питлĕ пукан çине ларчĕ. Татах пăшăлтатать. Пăхкаласа выртатăп. Карчăк çăкăра хуçса илсе манăн пуç йĕри-тавра çавăрчĕ, вара ура вĕçĕнче ларакан йывăç чарана пăрахрĕ. Çапла çур çăкăра пĕтĕмпех таткаласа пĕтерчĕ.

— Тĕттĕм пулсан, çăкăра Ахти варне кайса пăрах, ху çаврăнса пăхмасăр килелле ут. Асту, çын ан куртăр, сиплĕх пулмасть, — терĕ карчăк, кукăр пӳрнипе юнаса.

Анне карчăка пир пачĕ. Мăкăрăлса тăракан вăрăм шăлне кăтартса, юмăç тутине йĕрчĕ.

— Тавах сана, Праски. Ачу ыранах чупса çӳрекен пулĕ.

Çапла каласа, Укахха пирне хул айне хĕстерчĕ те тухса кайрĕ.

Юмăç каланă пек пулмарĕ. Эпĕ çав çул çу каçах чирлесе выртрăм.