Синкер :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
4
Халĕ, акă, Антун Çĕпĕре каять. Шухăшĕ ку Валет тимĕр ещĕкри укçана Короле парас мар тенĕ хыççăнах йăшăлтатма тытăннăччĕ-ха, çапла тума сăмах татсан вара çирĕпленсех çитрĕ. Çавăнпа, кирлĕ пулĕ тесе, Антун хăна çурчĕн хуçинчен ун ашшĕ Çĕпĕрте ăçта пурăнни, унта чăвашсем татах пурри-çукки çинчен ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Лешĕ, эсремет, çавна та каласа парасшăн пулмарĕ. Аллă тенкĕ тӳлесен тин Волков ашшĕ патне хут çырса пачĕ...
...Пуйăс Калюкова Красноярска илсе çитернĕ тĕле кунта пикенсех юр çăватчĕ ĕнтĕ. Вырăнти çынсем каланипе те, хăй курнипе те Антун халĕ тайгана тухма çуккине ăнланчĕ. Унăн вара Казачинское салинех çитмелле. Сахалтан икçĕр аллă çухрăм каймалла теççĕ. Кунта чылайранпа пурăнакансем Калюкова юханшыв портне кайса пăхма сĕнчĕç. Вăл района Енисейпа та çитме пулать иккен... Телее, юрать-ха шăп çав вăхăтра Красноярскран анаталла юлашки пăрахут çула тухрĕ...
Анлă, хăватлă юханшыв Енисей, Антуна вăл сиввĕн, çĕленле чашлатса кĕтсе илнĕн туйăнать. Шывĕн тĕсĕ те тăхлан пек тĕксĕм-çке. Анчах, тĕлĕнмелле, çакă Калюкова пĕртте пăшăрхантармасть, юханшыва пушшех хисеплеттерет çеç. Юратать вăл хăвата, вăя. Хăват тенĕрен, кунта вăл юханшывра кăна мар, пĕтĕм тавралăхра курăнать. Çӳллĕ çыран икĕ айккипе вуншар, çĕршер çул ӳснĕ тĕреклĕ хыр-чăрăш, кедр, шур чăрăш, аялалла пăхмасăр, пĕлĕтелле мăнаçлăн кармашаççĕ. Вĕсене çĕр çинче мĕн пулса иртни пĕртте пăлхантармасть тейĕн. Çыран чăнкăшне юр ларман, тен, вăл ăна хĕл каçипе те витмест. Сарă та хĕрлĕ тăпра сийĕсем, кун тĕксĕмĕпе тавлашнă евĕр, таврана çутă сăн кĕртеççĕ. Курăр-ха, çĕр те хĕвелпе тавлашать-иç... Çапла, шыв юхăмĕнче, çыран чăнкăшĕнче, кĕрешсен кармашăвĕнче, çул инçĕшĕнче — Çĕпĕрте пуринче те, пуринче те хăват сисĕнет. Чуна уçма май пурах кунта! «Лайăх ĕç тупмалла та... Пурăна киле çемьене те куçарăп-ха. Чипер хут кăна тутарасчĕ, — шухăшларĕ Антун. — Иртни тесен... Ăна тавăраймăн. Ӳлĕм кăна усаллипе урăх çыхланма юрамасть...»
Казачинское салипе пăрахут иркулĕм çитрĕ. Аслă çынсем çӳрес çĕре тахçанах кайса килнĕ пулас çав, Антун çырана пĕчченех анчĕ, тӳрех ниçталла кайма пĕлмесĕр, пăрахут кукăрта курăнми пуличченех ăна пăхса тăрса ăсатрĕ, унтан йăкăр-якăр сукмакпа хуллен саланалла хăпарчĕ. Пирвай район е ял Совет ĕçтăвкомне кĕресшĕнччĕ вăл, анчах, хăй таркăн иккенне аса илсен, ку шухăша пăрахăçларĕ. Кунтах шырамĕç те-ха ăна, çапах, кам пĕлет... Сыхланмасан сăнчăр тăлă татăлать, сыхлансан çип те татăлмасть. Вара Антун шыв ăсма тухнă пĕр хĕрарăма курчĕ те ун патне пычĕ.
— Çакăнтан инçех мар чăваш ялĕ пулмалла, — терĕ вăл вырăсла, ял ятне каласа. — Тен, чăваш ялех те мар-и, çапах пирĕн халăх çыннисем йышлă унта. Çав яла мĕнле çитмелле-ши?
Хĕрарăм, ют çын ку таврара сайра çӳренĕрен-ши е кăмăлне кура, сăмаха ухутаскер пулчĕ.
— Ия, илтнĕ ун пеккине, — хаваспах ăнлантарма тытăнчĕ вăл. — Тăватă-пилĕк çул каялла куçса килчĕç унта чăвашсем. Атăл хĕрринчисем мар-няк вĕсем, таçтан Пермь енчен килнĕ теççĕ. Унта та чăваш пур-шим?
Ку хыпар Калюкова кăшт шухăшлаттарчĕ. Ара, Волков кунта унăн ашшĕ пурăнать терĕ-çке. Епле-ха капла?
— Урăх çĕртен куçса килнĕ чăвашсем çук-и ку таврара? — анкă-минкĕленсех кайрĕ вăл. — Çав Пермь енчисем кăна-и?
— Урăх пирĕн енче, вырăссемсĕр пуçне, никам та çук, — ĕнентерсех каларĕ хĕрарăм.
Эппин, мĕн тăвăн, çав ялах кайса пăхма тивет. Таçтан килнĕскерсем те ĕнтĕ, çапах чăвашсемех, хăваласа ямĕç. Каялла Чăваш республикине е Красноярска таврăнасси çинчен çывăх вăхăтра шухăшлама та кирлĕ мар.
— Хăш еннелле каймалла вăл яла? Тата миçе çухрăм унта çитме? — ыйтрĕ Антун.
— Ара, инçе мар терĕм-иç. Хĕрĕх çухрăмсем кăна пулĕ. Тен, аллă... Çулĕ вара унталла пĕрре кăна, айккине пăрăнмасан, аташмăн. Ак çак урампа кайсан, тӳ-ӳрех ун çине ӳкен...
«Хĕрĕх çухрăмсем... Тен, аллă...» Инçе мар тет-ха. Вăрман çулĕпе ун чухлĕ утсан, атă тĕпĕ татăлса тухĕ...
— Лав тытма май çук-ши унта çитмешкĕн? — кăсăкланчĕ Антун.
— Укçу пур-тăк, майĕ ма çук пултăр, — йăл кулчĕ хĕрарăм. — Ак, хам ывăлах леçтерĕп. Ятне туса, пилĕк тенкĕ пар та...
Юлашкинчен ĕç çапла ăнни Калюкова чун кĕртрĕ. Леш чăвашссм Атăл хĕрринчен килменни кăна, паллах, çав-çавах пăшăрхантарчĕ. Çапах чĕлхе те, йăла-йĕрке те пĕрешкел пулĕ-ха...
Çĕпĕр лаши те аптрамасть иккен, ярлаттарать кăна малалла. Тайга та юттăн курăнмасть. Чăваш вăрманнех аса илтерет вăл. Çак капмар та чанккама чăрăшсемпе хырсене, вĕсен хушшинче пилĕке илĕртӳллĕн карăнтарса тăракан яштака хурăнсене çавăнтанах илсе килнĕ тейĕн. Çын ури пусман вырăнсем нумай пулас кунта: çул айккинелле юпленмест. Пĕр шутласан, ма пурăнас мар кунта? Çĕр кăна пултăр, ытти тесен, хресчене пĕр мар-им...
Кăнтăрла иртнĕ тĕлелле тара тытнă лавçă Калюкова кирлĕ çĕре илсе çитерчĕ. Чăвашсем ялĕпех мар иккен кунта, анчах вĕсем килĕсене пурте пĕр урама — Çĕнкаса лартса тухнă. Антун хăй шыракан Волков ăçта пурăннине ыйтрĕ те, ăна пĕр арçын тӳрех çул кăтартса ячĕ. Нивушлĕ çав Волков кунтах пурăнать?
Кил хуçи вăтам пӳллĕ, тĕреклĕ, çитмĕлсене çывхаракан старик пулчĕ. Çӳçĕ те, сухалĕ те кăлкан пек шурă, анчах çăра. Тачка та çаврака питĕнче калăпăшĕпе сăмси палăрса тăрать пек те, куçа вара тӳрех унăн хĕсĕк куçĕ тăрăнать. Темле сӳлентерсе ярать вăл сана пăхнă чухне: те тĕпчет, те йĕплет, те пăралать, те куç пăвать... Çулне кура, старикĕн çанçурăмĕ кăштах усăннă, çапах вăй чылай пулас-ха унăн, кăкăр, хул сенкерлисем кĕпене самаях мăкăрăлтараççĕ. Шăпах çак ватă çын хăйне кирлĕ иккенни пирки халĕ ĕнтĕ Калюков пĕртте иккĕленмерĕ: тимлесех пăхмасан та, вăл сăнран Канашри хăна çурчĕн хуçипе пĕрешкелли курăнать.
Калюкова хăй патне ывăлĕ Мĕтри çул кăтартса янине пĕлсен, Волков пит пуплешсе тăмарĕ.
— Йорь, ирт тĕпеле, — терĕ те куçне хушăран хушă хăна енне вĕлтлеттере-вĕлтлеттере, ывăлĕ çырнă хута вуласа тухрĕ.
— Ăхă, апла иккен, — терĕ юлашкинчен, çырăва шухăшлăн хуçлатнă май. — Çапах ăнланмасп-ха: мĕнпе пулăшайăп эп сана, ырă çыннăм?
— Ну... манăн пирвай ĕç тупасчĕ. Унтан хуçалăх йĕркелесе ярасчĕ. Кайран çемьене илсе килĕттĕм, — кĕскен ăнлантарчĕ Антун.
— Ĕçĕ кунта шырамасăрах — сăвалиç. Çапла калаççĕ пирĕнпе кӳршĕллĕ вырăссем. Вăрман кас, утă çул, тырă ӳстер... Тулĕк мĕн усси. Эпĕ, авă, ĕлĕкхи йăлапа, икĕ ĕне, виçĕ пăру, ытти вак выльăх тытатăп. Вара мĕн? Пуян тетне? Çо-ок, пуяймăн кунта. Ăçта кайса сутас ман халь сĕт-çăва, аш-пăша? Чи çывăх хула, Енисейпе кайсан, икçĕр сакăрвунă çухрăмра. Тӳртенрех çӳремешкĕн çул çук... — ыррах шантармарĕ ватă. — Токумĕнт таврашĕ пирки нимĕн калаймастăп. Ывăлăм мана ĕлĕкхи пекех сумлă çын вырăнне хурать пулас. Эп вара кунта — çĕнĕ çын, путлĕн никампах та паллашаймарăм-ха. Вырнаçтарасса та пире, ху куран, шуйттан çулталăкра пĕрре килсе кĕрекен çĕре вырнаçтарчĕç. Ара, ку влаç ырă вырăн парĕ-и пире... Вăл-ку тарама-ха текех, анчах ман пеккисене кирлĕ путлĕ çын çук та кунта. Çавăнпа хут тутарас енĕпе сана нимпе те пулăшаймастăп, ачам.
— Апла... мĕн тăвас-ха ман? — шалт аптăрарĕ Калюков. — Каялла каяс — çул çук, тем...
— Мĕн тăвасси-качки... Халь ĕнтĕ, чăнах та, сан кунтах хĕл каçма тивет. Ывăл юлташне, паллах, ман пулăшас пать. Йорь, ятне туса, çуркуннеччен хам патра ĕçлекеле. Унта куç курĕ, — килĕшрĕ хуçа, çавăнтах кантăка чĕтрентерсе мĕкĕрсе ячĕ: — Карчăк, çемçе айăк, апат хатĕрле, хăна килнĕ пирĕн пата!
Арăмĕ унăн кăмака леш енчи хĕсĕк пӳлĕмре, шăши пек, пĕр сас-чӳ кăлармасăр ларнă пулас, упăшки хушнине илтсенех кăмака умне кăштăртатса тухрĕ, ухват-турчăкапа тĕрмешме тытăнчĕ.
Çапла пуçланчĕ Калюковăн Çĕпĕрти пурнăçĕ.
Чăннипе, вăл Кашкăр Микули патĕнче тарçă вырăнĕнче пурăнчĕ. Тепĕр енчен, тарçа хуçа çапах та пăртак тӳлекенччĕ. Антуна вара Микула пĕр пус та пама шутламарĕ, апат çитернипех çырлахрĕ. Ара, тарçă шутĕнче мар, хăна шутĕнче тытать пулать те-ха ăна... Ĕçĕ Кашкăрсен хуçалăхĕнче хĕлле те мăй таран иккен. Икĕ ĕнепе пăрусемсĕр пуçне ытти вак выльăх пур терĕ те-ха Микула, çав вак выльăхĕ — çирĕм ытла сурăх, пилĕк сысна, картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал-мĕн.
— Çăм пăсăлмасть, тĕтĕмлесен — салă та, — ăнлантарчĕ пĕррехинче хуçа Антуна. — Вăт, çавсене çулла хулана кайса суткалатăп вара.
— Эппин, енчен эпĕ те, хуçалăх йĕркелесе, сурăхпа сысна ĕрчетме тытăнсан? — ĕмĕтленчĕ Калюков.
— Аванччĕ те çав, — хаш! сывларĕ Микула, — епле вырăн илĕн-ха эс кунта? Токумĕнт кирлĕ-çке. Е патшалăх йĕркипе куçса килни çинчен, е леш мурне, ссылкăна янине ĕнентерекенни.
Çапах Микула Антуна кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттерчĕ çеç тени те тĕрĕс мар. Тепĕр чухне тем пулать ăна, кунĕпе чĕнмесĕр çӳрет-çӳрет те каçхине сĕтел çине пĕр литр «Красный восток» эрех кăларса лартать.
— Кил, ентеш, сыпар кăштах кăмăла çĕклемелĕх, — тет вара Антуна хăватлă сассипе.
Ун пек чухне çур çĕрчченех калаçса лараççĕ вĕсем. Тĕрĕсрех, кил хуçи ытларах калаçать: Экеç ялĕнче епле пурăнни, кайран мĕнле-мĕнле нуша курни çинчен. Валет суйман, Волков хăй вăхăтĕнче, чăнах та, ялта пуринчен пуян пурăннă-мĕн. Аслă ывăлĕ те, Калюкова çул кăтартса яраканни, таврара паллă купца пулнă, Ехрем хуçапа тăванлашма хатĕрленнĕ. Совет влаçĕ пуçлансан та пурнăçа ăнтарнă Кашкăрсем. Анчах пĕр ухмах ывăл, кĕçĕнни, Алюш ятлăскер пулнă Микулан. Çавă пирвай шуррисемпе çыхланса кайнă, вĕсемпе те пулин путлĕ пурăнайман, тарса килнĕ, ун хыççăн ирĕксĕрех хураха тухнă. Микула хăй те Совет влаçне пайтах сиен кӳнĕ иккен те, ăслăскер, пĕртте çакланман, пĕтĕмпех ăссăр Алюша пула инкеке лекнĕ. 1919 çул вĕçĕнче пирвай Чăваш çĕрĕнчен çурçĕр енне, вăрман каснă çĕре илсе кайнă Микулапа арăмне, кайран, ватлăха пула ĕçлейменнине кура, Çĕпĕре ĕмĕрлĕхех ссылкăна янă.
— Эх, виличчен пĕрре кайса курасчĕ Экеçе! — çур пăт кире пуканĕ мăнăш чăмăрĕпе пĕррех! çапса илет Микула сĕтеле. — Мĕн япали вăл тăван ял, мĕн вăл тăван халăх — çавна пĕлетĕн-и эсĕ? Эпĕ хам çакна аякри Çĕпĕрте кăна витĕр ăнланса çитрĕм, эх! Пĕлетĕн-и, эпĕ ял халăхне ак çакăнта, — чăмăрне Антун сăмси патне илсе пырса пăркалать çавăнтах, — тытнă, çавăнпа ялĕпех курайман мана. Ăсатнă чухне пĕри куççуль кăлармарĕ. А çапах тунсăхлатăп халĕ. Вăт çапла-а... Эх, ăнланас çук эсĕ!
Мĕншĕн ăнланас çук? Пĕр-ик уйăхран Антун та кунран-кун ытларах та ытларах тунсăхла пуçларĕ. Утар ялĕ, арăмĕ Санюк, сăпкари ачи (те ывăл ĕнтĕ вăл, те хĕр), ашшĕпе амăшĕ, çырма хĕрринчи тимĕрçĕ лаççи çĕрлесерен черетпе е тепĕр чух пурте харăсах курăнма тытăнчĕç тĕлĕкре. Хăшпĕр чухне тата тĕрме курăнса каять. Етĕрнери пек те туйăнать вăл, унран вуншар хут пысăкраххи пек те... Унашкал çĕр хыççăн Антун кăнтăрла та кунĕпе анкă-минкĕленсе çӳрет вара.
Çуркунне енне Микула урăхларах калаçа пуçларĕ.
— Итле, Антун, — терĕ вăл пĕррехинче, — вăхăт тĕрĕс çул çине кăларать пулас пире. Эпир кунта шуйттан шăтăкĕнчех пурăнатпăр та-ха, хыпарсем пирĕн пата та çиткелеççĕ. Нэп текенни сарăлса пырать теççĕ Раççейре. Турра шĕкĕр, каллех хуçасем вăй илеççĕ. Пульшивиксем вĕсемсĕр нимĕн те тăвайрас çуккине тинех ăнланчĕç. Эппин, кĕçех пурнăç улшăнĕ. Эпир киле таврăнас самант та çитĕ-и, тен. Чухлатăн-и, каллех мул, пуянлăх пуçпулать. Вăт, пăхатăп та сана шухăшлатăп: енчен чăвашра пурăнма май килмесен, чăнах та, Çĕпĕрех куçмалла сан. Тулĕк пушă алăпа мар, токумĕнт тата мул тупса килмелле. Укçа чул кастарать, ху пĕлен. Укçа кĕсъе тулли-тĕк, çĕнĕ çĕрте ырă пурнăç хăех йĕркеленĕ. Ытах лере токумĕнт тупаймасан, вăл та кунта хăех çырăнĕ... А мĕн сана, пĕрре çылăха кĕнĕскере, çавах мар-им? Туятăп, ман патра ĕçлесе пурăнмалли çын мар эсĕ, чăн-чăн ăмăрткайăк! Ну, йорь. Нумай пупленĕшĕн ан çиллен, хăвалать ку тесе те ан шутла, хăвăнне ху пĕл...
Каярах та Микула çакнашкал сĕнӳсем çине-çинех пачĕ. Ахаль те киле çитсе курассишĕн хĕмленекен чуншăн çунакан кăвайт çине краççын сапса тăнă пекех пулчĕ ку. Юлашкинчен Калюков, чăнах та, пĕрер çуллăха Чăваш çĕршывнех таврăнмашкăн, Çĕпĕрте пурăнмалăх мул çителĕклĕ пухмашкăн шут тытрĕ.
Çуркунне Енисей çинче пăр тапранасса аран-аран кĕтсе илчĕ вăл, вара Красноярска хăпаракан пĕрремĕш пăрахутпах çула тухрĕ.
— Эс, Антун, асту, Мĕтрипе çыхăну тыт. Пуçĕ маннинчен ăслăрах унăн, мĕн тери кăткăс саманара çиелте пырать, чухлатăн-и? Сана та пулăшĕ, — ăс парса ăсатрĕ ăна Кашкăр Микули. Куçĕнчи куççульне шăлмарĕ те вăл. Ара, шăлатăн-и, çук-и — тухсах тăрать вăл, тунсăх куççулĕ, ватă çыннăн...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...