Синкер :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
— Шамшутдин, эх, ме-ха, пĕрре ĕçсе пар тĕл пулнă ятпа...
Сарă çӳçлĕ те çавра питлĕскер, сăнран вăл, чăнах та, ырă кăмăллă пек курăнать. Çухависĕр симĕс кĕпи шăлаварĕнчен тухса кайнă та, çакă хуçин мăнтăр кӳлепине пушшех самăртарах кăтартать. Атий кунĕн-çĕрĕн тĕнче касса çӳрет тесен, пĕлмен çын ĕненес те çук.
Мĕн тăвăн, Шамшутдин тытрĕ те янклаттарчĕ эрехе, пĕрре хыпсах çăмартана çăвара чикрĕ, кăшт чăмлакаласах çăтса ячĕ те пырне лартрĕ, пĕр самант сывлаймасăр аптăраса тăчĕ.
— Э-э, сăра ĕç, сăра, — вăл сывлаймасăр ларнине асăрхаса, сĕтел çинчи тулли стакана Шамшутдина тыттарчĕ тепĕр тутар. Вăтам пӳллĕ вăл, хура çӳçĕ хăйĕн мар пек, пĕчĕк пуçа юри хупласа выртнăн туйăнать. Куç харши хура та çăмламас, çавăнпа-ши, кулнă чухне те куçĕ темле чалăшса, хайăрса пăхать пек. Ку та палланăскерех, Тукай Мишер çынни, Шамшутдинран пилĕк-ултă çул кĕçĕнрех Сатретдин Хуснутдинов вăл.
Тен, хăйсем те ăна пĕлнĕрен хавас кĕтсе илчĕç Шамшутдина кунта?
Ыттисем виççĕшĕ чăвашсем пулас, Шамшутдин вĕсене пĕрремĕш хут курать. Сăнран уйрăмах пĕри, яштак пӳлли, палăрса тăрать. Вырăс пекех сарăскер, сухалне пӳрне хулăнăш ӳстернĕскер, хăйне ыттисенчен пач урăхла тыткалать вăл. Хула çынни пек темелле-и... Анчах асли вăл мар пулас кунта. Пурте, вăл шутра тутарсем те, ытларах тепĕр сарă чăваша итлеççĕ. Вăтам пӳрен кăшт çӳллĕрех вăл, хытанка. Питне çавра теме те юрать, анчах янахĕ шĕвĕррипе вăл аял енче виçкĕтесленет. Кăвак куçĕпе каçăртарах сăмси ку çын усал мар тесе ĕнентереççĕ. Анчах, тимлĕрех сăнасан, çак кăвак куç темле шанмасăр та сиввĕн пăхнине, çӳхе тути ялан кулмасăр, çирĕппĕн чăмăртанса тăнине асăрхатăн. Çанталăк шăрăх пулин те, вăл сăран пиншак, хром атă тăхăннă... Пурте Калюк та Калюк теççĕ ăна хисеплесе. Тепĕр хăрпăк кĕлеткеллĕ чăвашĕ кăна, хура та хаяр сăнлăскер, çăра сухалпа витĕннĕ ансăр питĕнчи пĕчĕк хура куçĕпе пăраланă пек пăхаканскер, хăйне ирĕклĕ тыткалать — никама пăхăнманнине кăтартасшăн тейĕн. Тумланасса та вăл тĕлĕнмелле, пĕр тĕслĕ тумланнă. Кĕпи те, шăлаварĕ те хăмăр унăн. Йӳле янă та кăкăрĕнчен хĕрес мар, турă сăнне ӳкернĕ тăваткал медальон çакăнса тăрать... Çапах ыттисем ăна мар, Калюк текеннинех итлени сисĕнет.
Шамшутдина тата çур стакан эрех ĕçтерчĕç, чăх тукмакки тыттарчĕç. Пĕр шутласан, капла сăйланинчен питĕ тĕлĕнмелле-ха, ача...
— Çи, ĕç, савăн, тусăм, — терĕ ăна Атий, — кунта эпир пурте хамăр çынсем.
Кăшт хĕрнĕскер, Сераситдинов хайхи хăюллăнрах калаçа пуçларĕ.
— Темскер, хальччен ун пеккине сисменччĕ эпĕ, — терĕ вăл.
— Хальччен сисмен-тĕк, малашне сисĕн, — хулпуççинчен юлташла çапрĕ ăна Курносов. — Туйрăн пуль, кӳршĕсенчен пĕр сана кăна чĕнтĕмĕр.
Сераситдинов çамки çине самантрах сивĕ тар тапса тухрĕ.
«Нивушлĕ вĕсем эпĕ кӳршĕ яла кайса килнине асăрханă? — сехĕрленсе шухăшларĕ вăл, тарне ал тӳрчĕпе шăлса илсе. — Халĕ вара тĕп тăвасшăн, унччен кăштах мăшкăлласшăн-ши? Луччĕ чарас чĕлхене, хăйсем калаччăр мĕн каламаллине».
— Эх, Кучан тусăм, тăсса яр-ха чăвашла, Валетпа ташша çапса илер пĕрре! — терĕ Насретдин.
Куччанов ӳкĕтлеттермерĕ, купăсне алла тытрĕ те çавăнтах ташă çемми шăрантарма пуçларĕ. Тĕреклĕ çын пулин те, темшĕн, хăйне вăл ушкăнра чи кĕçĕнни пек тыткалать. Насретдина та пĕрре каланипех итлет, ав. Хăйне Кучан тенĕшĕн те çиленмест. Куччанов хушамата çапла çăмăллатса калаççĕ пулĕ те-ха, çапах кунта чăвашсем те пур-çке. Вĕсен чĕлхинче вара кучан купăста пуçĕ е купăста туни тенине пĕлтерет. Арçыншăн чĕр мăшкăл ят ку.
Куччанов купăсне тем пек тăрăшса турткаларĕ пулин те, Валетпа Курносова кăмăл туличчен ташлама май килмерĕ. Калюк текенни алă сулчĕ çеç, пурте самантрах шăпланчĕç. Пĕри те çав териех ӳсĕр мар çав, тăн çухатман.
— Çитĕ, — терĕ Калюк, — вăхăт юлсан, каярах та савăнăпăр. Халĕ ĕç пирки татăлмалла. Яснă? Йысна, ăнлантар.
Шамшутдин çумне Хуснутдинов — Йысна текенни çавă пулчĕ-çке — пырса ларчĕ те ăна ыталаса илчĕ.
— Итле, тусăм, — каларĕ вăл шăппăн, анчах пурте илтмелле, — эпир сана пуйтарас тетпĕр. Жумба, — сĕлтрĕ пуçне Насретдин енне, — ав, кӳршĕре санран шанчăклăраххи çук тет. Эпир ăна ĕненетпĕр, сана хамăр йыша чĕнетпĕр.
— Ара, çӳрейместĕп эпĕ, Сатретдин, ху пĕлен, килте арăм пур ман, ачасем... — хăраса ӳкрĕ Шамшутдин.
— Пирĕн те хăшĕсен çемье пур, çӳретпĕр-çке... — лăх-лăх кулчĕ Хуснутдинов. Çавăнтах хаяррăн каларĕ: — Асту, эпир так ахаль пуймашкăн кашнинех сĕнместпĕр. — Унтан сассине çемçетрĕ те ăнлантарма тытăнчĕ: — Сан пирĕнпе çӳреме кирлĕ те мар. Хăран-тăк, лар мăнтăр арăму çумне кутна хĕссе. Эс... эпир панă япаласене пытарса усра. Пырса иличчен. Тӳрех калатăп: мул нумай пирĕн. Анчах ăна пĕр çĕрте тытма юрамасть, ăнсăртран лягавăйсем тупрĕç-тĕк, так ахаль пĕтет. Çавăнпа тĕрлĕ çĕрте пайăн-пайăн тытма тивет. Пĕр пайне сана шанса парасшăн. Паллах, песплат мар. Хамăр çынсене эпир кӳрентерместпĕр. Халăхра калашле, нужа калач ашата. Ну?
Шамшутдин тӳрех нимĕн хуравлама аптăрарĕ. Ара, те чăнласах сĕнеççĕ вĕсем, те кулаççĕ... Ай-яй лекрĕ пăтăрмаха. Орлов вара Çĕнĕ Мăрата çитсе пырать пулĕ ĕнтĕ...
— Е эс мул юратман çын-и? — куçне хĕссе пăхрĕ Хуснутдинов, унтан аллине пилĕк çинче тытса, хăрах урине вылянтарса тăракан Курносовран ыйтрĕ: — Е эс, Жумба, йăнăшнă, э?
— Йăнăшман! — терĕ Курносов, ялт! çеç туртăнса. Чăнах шампа пулă çав ĕнтĕ, питĕ тĕрĕс панă ăна вăрттăн ятне... — Шамшутдин, санпа сăмах вылятмаççĕ. Хăвах ăнлан, ман патра нимĕн те пытарма юрамасть, анне патне килсе ухтарсах тăраççĕ...
— Асту, упрама хунă япаласене эсĕ пурне те сутма пултаратăн. Пултаратăн кăна мар, пурне те сутса пĕтерсен, пушшех лайăх, — ăнлантарчĕ Хуснутдинов. — Паллах, ку ĕçе асăрханса тумалла, ху пĕлен... Акчан виçĕ чĕрĕкне пире паратăн, ытти хăвна юлать. Эпир сана вак-тĕвек мар, çĕршер, пиншер тенкĕлĕх япала киле-киле парăпăр. Чухлатăн-и, пайту мĕн чухлĕ пулать сан?
— Тулĕк çакна кăна асра тыт: пĕр-пĕр пăтăрмаха лексен, эс пире курман, илтмен, пĕлместĕн. Енчен шăршлă çăварунтан кирлĕ мар сăмах тухсанах — капут башка, — хаяррăн пăхса, хушса хучĕ пĕчĕк хура чăваш. Çавăнтах, ăнланмалларах пултăр тесе, ал тӳрчĕпе мăйне сĕрсе кăтартрĕ.
— Эс, Мина, тӳрех ан хăрат-ха. Çынни ухмах мар, ăна-кăна хăех ăнланĕ, — терĕ Калюк ятли лăпкăн.
Шамшутдина каллех сивĕ тар витĕр çапрĕ. Хальхинче — пăлханнипе. Ара, чăнласах калаççĕ пек кусем! Эппин, чăнах та, пуйма май пур. Укçин пĕр чĕрĕкĕ алăрах юлать, япалисене чеен сутма кăна пĕлмелле. Ăна тесен, пултарĕ-ха, Калюк текенни калашле, ухмах мар...
— Ырă ĕçе ма килĕшес мар, — кулам пекки турĕ вăл. — Енчен эсир мана шанатăрах-тăк, эпĕ хаваспах...
— Шанмасан, калаçмăттăмăр та, — кăмăллă пулчĕ Хуснутдинов. — Эппин, кӳр, алă çапар!
Шамшутдин алă тăсса пачĕ, Хуснутдинов ăна кăмăлтан тытса чăмăртарĕ. Унтан аллине вĕçертрĕ те, Шамшутдин ал лаппи çинче... ылтăн çĕрĕ выртса юлчĕ.
— Ку сана — асăнмалăх! Ху куран, хытă çынсем мар эпир, — кăмăллăн ахăлтатрĕ Хуснутдинов, унтан Курносов таçтан илсе кĕнĕ пĕр хутаçа тыттарчĕ: — Ак кусене вара упрама паратпăр. Халлĕхе нумаях мар-ха та, пилĕк пин çурăлăх кăна. Асту, ылтăн та кĕмĕл япаласем унта...
Хăйне хăй ĕненмесĕр, пăлханнипе тăр-тăр-тăр чĕтресе ларать Шамшутдин, туслашнă ятпа тепĕр çур стакан эрех ĕçсен те ниепле лăпланаймарĕ. Ара, пилĕк пин çурăлăх япала! Пин те çĕр тенки алăра юлать. Пĕлсе сутсан, тен, ытларах та... Çитменнине: «Халлĕхе нумаях мар-ха та», — терĕ Сатретдин. Эппин, малашне тата ытларах илсе килĕç.
«Чим, мĕн илсе килĕç, кĕçех тытаççĕ вĕсене, — сасартăк шухăш пырса кĕчĕ Шамшутдин пуçне. — Орлов халь Çĕнĕ Мăратра пулĕ ĕнтĕ, тен, çак самантра милици отрядне тревогăпа çĕклеççĕ... Хайхи кунта ĕçсе-çисе савăнакансене тытса тĕпчĕç те, пĕри-пĕри паян кăна мана япала упрама панине каласа кăтартĕ. Ӳлĕмри юман юпана илме мар, картишне кĕнĕ çăка вĕрлĕке упраса хăвараймăп капла...»
Мĕн тумалла? Епле пулсан та, инкек çинчен хăвăртрах систермелле вĕсене. Унсăрăн пуясси мар, каллех арăм мăртăхнине итлесси кăна юлĕ.
— Апла, эсир пулатăр-ха таврари халăха хăратса пурăнаканнисем? — ăнăçсăртараххăн каласа хучĕ вăл.
— Эпир пулатпăр, вара мĕн? — ун умне пырса тăчĕ Мина текенни. — Таврари халăха кăна мар, пĕтĕм чăваш тăрăхне хăрататпăр. Тутарсене те. Вара мĕн? Килĕшмест-им сана? Ак... — аллине çĕклесе хăмсарчĕ вăл.
— Ара, уншăн мар эпĕ, — хăраса ӳкнĕскер, калас тенине хăвăртрах каласа пĕтерме васкарĕ Шамшутдин. Чăнах, пĕлсе пĕтер ку çынсене. Сăмаха вĕçлеме те памĕç ак. — Паçăр уя тухса пăхнăччĕ эп. Çуртрисене вырма вăхăт çитмен-ши тесе. Вăт, кӳршĕ ялти Орлов, пирĕн участок милиционерĕ, мăн çулпа таçта çав тери хыпаланса утатчĕ. Ун чухне ăна-кăна ăнланмарăм, халь, ак, шухăшлатăп: сирĕн çинчен пĕлтерме кайман-ши вăл?
Кăна илтсен, пурте самантрах сиксе тăчĕç.
— Шухăшла-атăп... Ма паçăрах каламарăн, ухмах! — Сераситдинова хăтăрса тăкрĕ Калюк. — Яснă, пирĕн çинчен пĕлтерме кайнă. Ну ничево-о, халех кунта килеймĕç-ха вĕсем, кăнтăрла иртеспе кăна персе çитĕç... Эй, туссем, мĕн тăвăпăр? — ыйтрĕ çавăнтах ыттисенчен.
— Тарас пулать хăвăртрах, урăх мĕн тăвăпăр, — терĕ ĕнтĕ пуçтарăнма та тытăннă Куччанов.
Калюк унпа килĕшмерĕ.
— Вĕçĕмсĕр тарса çӳресе йăлăхрăм, — терĕ вăл çирĕппĕн. — Малашне хăйсем те тарччăр пиртен... Эй, Жумба, Халиме апа лав çинчи япаласене пуçтарса пĕтерчĕ-и?
— Пĕтерчĕ, — кĕскен пĕлтерчĕ Курносов.
— Эппин, ку лава, уя тухсан, ирĕке яратпăр. Хамăр мăн çул çине, вăрмана тухатпăр. Унта курăнĕ мĕн тумалли. Енчен вĕсен отрячĕ пысăк пулсан — шалалла кĕрсе пытанăпăр, енчен пысăках мар-тăк, пурне те...
Вăл каласа пĕтермерĕ, ал тӳрчĕпе мăйне сăтăрса кăтартрĕ.
Пурте кăмака хыçĕнчи пăшалĕсене туртса кăларчĕç. Кашниннех наган, револьвер е кĕскетнĕ пăшал пур иккен. Хăшĕсен — вăл та ку та. Кучан вара пиçиххинчен винтовка штыкне те çакса ячĕ.
— Кайрăмăр! — хушрĕ Калюков, алăкран тухас умĕн Шамшутдина асăрхаттарса хăварчĕ: — Эс, мăтри, шăпăрт пул! Сутса пĕтерсен, Халиме апана пĕлтерен. Вара тата илсе килсе парăпăр. Яснă?
Шамшутдин çĕнĕ тусĕсене пуç тая-тая ăсатрĕ. Вĕсем мăн урама пăрăнса кĕрсен те чĕрĕк сехет картишĕнчех тăчĕ, унтан пуçне калинккерен кăларса унталла-кунталла пăхкаларĕ те, пысăках мар хутаçа кĕпе айне пытарса тухрĕ, килне йăпăрт кăна чупса каçрĕ, пӳрте кĕмесĕрех, сарайне кайса алла кĕреçе тытрĕ те пахчана, ун вĕçĕнчи çырмана анчĕ...
3
Тем пек хыпаланчĕ пулин те, Орлов Мăрата вунпĕр иртсен тин çитрĕ.
— Начальник ăçта? — ыйтрĕ милици çуртне кĕнĕ-кĕмен дежурнăйран.
— Вулăс ĕçтăвкомĕнче. Тин кăна кайрĕ, — пĕлтерчĕ лешĕ. — Ларса кан эс, мĕн пит хыпăнса çӳрен? Начальник часах таврăнас çук. Кăçал тырă хатĕрлесси çинчен канашлаççĕ вĕсем.
— Итле-ха, шăнкăравла ĕçтăвкома, — терĕ Орлов. — Калюк банди тупăнчĕ пек туйăнать. Урмаелĕнче Курносов хурах килĕнче ултă çын ĕçкĕ ĕçеççĕ. Ахăртнех, çав йышранах вĕсем. Тен, Калюкĕ хăй те пур. Халех кайса тытмалла, каçчен каллех тухса тарĕç.
— Калю-ук?
Дежурнăй тек нимĕн те пуплешмерĕ, тӳрех телефон аврине çавăрма тытăнчĕ, телефонисткăран ĕçтăвкомпа çыхăнтарма ыйтрĕ:
— Ало! Милици уйрăмĕн дежурнăйĕ калаçать. Эпĕ халех Борис Александровича телефон патне чĕнсе пама ыйтатăп. Мĕнле?.. Пĕлетĕп, пурпĕрех чĕнĕр. Çав тери кирлĕ хыпар... Мĕнле? Юрать, кĕтетĕп...
Дежурнăй трубкăна Орлова тыттарчĕ:
— Me, начальникпе ху калаç.
Темиçе минутран трубкăра Александров сасси илтĕнчĕ:
— Дежурнăй! Мĕн пулнă унта?
— Начальник юлташ, ку эпĕ-ха, пĕрремĕш участокри Орлов. Начальник юлташ, ман участока Калюк банди килчĕ пулас. Урмаелĕнче, Курносов килĕнче, улттăн ĕçкĕ ĕçеççĕ...
— Мĕ-ĕн? Петр Степанович, эпĕ халех пыратăп! Трубкăна дежурнăя пар-ха...
Телефон трубкине каллех дежурнăй тытрĕ, пуçлах мĕн каланине тăнларĕ.
— Ара, начальник юлташ, пĕтĕмпе те иккĕн кăна эпир. Тата ездовой пур... Васильев-и? Килĕнче çывăрать. Çĕрле дежурствăра пулнă вăл... Мĕн? Итлетĕп, начальник юлташ! — текелерĕ хăй калаçнă май.
Трубкăна хурсан, дежурнăй хăйпе дежурствăра шутланакан тепĕр милиционера, ездовоя чĕнчĕ, хĕçпăшалланма хушрĕ. Орлова инçех мар пурăнакан Васильева чĕнме ячĕ. Лешĕ, арăмĕ каланă тăрăх, тин кăна çывăрса кайнă-мĕн. Анчах, начальник хушсан, мĕн тăвăн...
Çур сехетрен, Орлова та лаша пачĕç те, милици уйрăмĕн начальникĕ Александровпа виçĕ милиционер: Орлов, Васильев, ездовой юланутпа Çĕнĕ Мăратран сиккипе тухса вĕçтерчĕç.
— Шел, пирĕн ытти çынсем ялсене кайса пĕтнĕ, — пăшăрханчĕ Александров, куçлăхне сăмса тутăрĕпе шăлса тасатнă май. — Çапах аптăрамăпăр. Пĕр киле тăваттăн тăватă енчен хупăрласа илсен, вĕçертместпĕрех вĕсене. Каçпа, ялсенчен таврăнсан, пирĕн пата ытти милиционерсем те çитĕç...
Патăръел уесĕнчи пĕрремĕш районти милици начальникне Борис Александрович Александрова Калюк е Калюков ячĕ кирек ăçта, кирек хăш вăхăтра илтсен те тӳрех чĕтрене ериччен тарăхтарса ярать. Хăй чухăн çемьере ӳснĕскер, килтисене пулăшас шутпа ача чухнех ялтан ĕçлеме кайса нуша курнăскер, тӳрĕ кăмăлпа пурăнма юратман çынсене ахаль те кураймасть вăл. Çавăнпах граждан вăрçи вăхăтĕнче хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайрĕ. Эх, ислетрĕ те вара шуррисене! «Шурă» сăмах ăна, темшĕн-çке, «ĕçлеме юратман» тенĕ пек туйăнатчĕ...
Вăрçă хыççăн Александров пăртак Кавказра ĕçлесе пурăнчĕ. Анчах тăван çĕршыв вăл тăван çĕршывах çав, хăвачĕпе туртса илчĕ-илчех хăй патне: 1923 çулта Борис Александрович Чăваш Автономиллĕ Облаçне таврăнчĕ. Çавăнтанпа милицире тăрать. Çавăнтанпа каллех Совет влаçĕн шалти тăшманĕсемпе пĕтĕм курайманлăхпа, чунне-вăйне парса кĕрешет. Çав Калюкпа тусĕсем таçтан тупăнчĕç-çке кăçал. Пĕтĕм чăваш çĕршывĕпе тенĕ пекех иртĕхсе çӳреççĕ, эсреметсем. Унăн хурахĕсенчен чылайăшĕ çак уесри пĕрремĕш район çыннисем. Çавна май ку тăрăхра хурахсем тăтăшах пулкалаççĕ. Эппин, вĕсене тытмашкăн чи пирвай Александрова меллĕрех пек. Вăл вара çав путсĕрсен хӳрине те курман-ха. Çитменнине, уесра та, Шупашкарта та начальнике вырăнти хурахсен йĕрĕпе банда тĕлне тухайманшăн мĕн чухлĕ ятламан-ши! Ятламасăрах пĕлет-ха Александров: Калюк эшкерĕ пек хăрушă вăрă-хурахсем чăвашра халиччен пулман, çавăнпа вĕсене тытас ĕçе пуринчен мала хумалла, ку тĕлĕшпе пĕчĕкçеç май тупăнсан та, унпа çийĕнчех усă курмалла.
...Вăрманпа тăсăлакан мăн çул çине тухсан, Калюковпа тусĕсем Урмаелĕнчен чылай аякка кайрĕç. Пушаннă лавне вĕсем тӳрех пăрахса хăварчĕç. Халĕ, юлашки кунсенче çаратса тухнă япаласене вырнаçтарса пĕтернĕ хыççăн, лав кирлĕ мар ĕнтĕ. Шел, хуçи ăссăрскерччĕ, лашине ниепле те парасшăн пулмарĕ, чăнласах хирĕç тăма хăтланса пăхрĕ. Ун пек чухне нумай калаçса тăма юратман Куччанов ăна штыкпа тирсе хăварчĕ...
Пысăкрах çул кукăрне çитсен, Калюков пурне те вăрмана ертсе кĕчĕ. Утсене аллă-утмăл хăлаç шаларах илсе кайса тăратрĕç те хăйсем, çул хĕрринерех тухса, хирĕç пенинчен хӳтĕленмешкĕн меллĕ вырăна выртрĕç. Çулĕ кунтан ик еннелле те çĕр-çĕр аллă хăлаç курăнать, сасартăк тапăнма меллĕ. Енчен ĕç ăнмасан, тарма та лайăх: перкелешӳ пуçлансан, милиционерсем, паллах, малтанлăха выртĕç, çул кукăрĕн тепĕр енпе сăмса чикмешкĕн тăруках хăяймĕç. Ара, унта хăйне мĕн кĕтнине пĕлмесĕр, кам кайĕ малалла...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...