Синкер :: Пӗрремӗш сыпӑк
— Хаваспах каçăп! — килĕшрĕ Крапивин. — Чейне вара, чăн-чăннине, хам илсе пырăп. Вăтам Азирен туссем симĕсси ярса панăччĕ.
Тепĕртакран вăл картишне тухрĕ, физзарядка пекки туса хăлаçланкаларĕ, пусăран шыв ăсса, айккинерех кайрĕ те пилĕк таран лайăх кăна ыш-ышлатсах çăвăнса уçăлчĕ, унтан хваттерне кĕрсе тумланчĕ те, симĕс чей пачкине илсе, кӳрши патне каçрĕ. Паллах, икерчĕ çиес килнĕрен кăна мар. Кая юлчĕ пулин те, вăл кӳршипе паян пулла кайса килме калаçса килĕшесшĕнччĕ. Пулли кирлех те мар-ха Крапивина, пур-и, çук-и вăл сĕтел çинче — аса та килмест, теплерен пĕрре май килнĕ чухне анлă Атăл варринче кимĕре вăлта тытса ларасси мĕне тăрать. Ĕçрине те, килтине те лайăххи-япăххине вуçех вăхăтлăха манатăн вара, пĕтĕм тимлĕх вăлта шакки çинче кăна санăн. Тепĕр чух кун каçа икĕ-виçĕ кăртăшран ытла тытаймастăн, çапах унран кирлĕрех ĕç çут тĕнчере çук та тейĕн... Çапла пулăра çур кун та пулин ларса ирттеретĕн те, тĕлĕнмелле, хăвна вăй кĕнине, кăмăлу çирĕпленнине туятăн. Крапивина вара вăй та, кăмăл çирĕплĕхĕ те ялан ай-яй нумай кирлĕ. Угрозыскра ĕçлесси чекист пулнă çыншăн та çăмăл мар çав.
Кӳршĕ арăмĕ, чăнах та, тӳпелесех пĕр пысăк чашăк икерчĕ пĕçерсе хунă, шăвăç куркапа услам çу шăратса лартнă. Мĕн тери рехет-çке техĕмлĕ вĕри икерче тин шăратнă çупа пусса çимешкĕн, чăн-чăн чейпе сыпса антармашкăн. Тупата, сĕтел хушшинчен тухас та килмест. Кунашкал ырлăх халлĕхе час-часах пулаймасть-xa: çăнăх та, сахăр та кооператив лавккисенче сайра сутаççĕ, ахаль хуçасем вара хаксене ай-яй ӳстерсе янă — шалу укçипе кăна пурăнакан çын пырса та ан перĕн.
Крапивин тесен, шалăвĕ ытлашшипех çитет-ха ăна, пĕччене, анчах икерчĕ пĕçерекенни килте никам çук-çке. Ĕмĕрне пĕчченех пурăнса ирттерет вăл, хĕрĕх çичче çитнĕскер. Эхчĕ те çав, унăн хваттерĕнче те çапла хĕрарăм кăмака умĕнчен сĕтел патне вĕри икерчĕ йăтса кускаласанччĕ. Вăтам пӳрен çӳллĕрехскер, яштакаскер пултăрччĕ вăл. Тăрăхларах питлĕ, ал туни хулăнăш çивĕтлĕ. Каçăртарах сăмса, мăкăрăларах таракан тута, тарăн та пысăк кăвак куç, пĕр самантрах вут-хĕм те, лăпкăлăх тĕтри те сапма пултараканскер, çыпни ку çирĕп, çав вăхăтрах ачаш кăмăллă иккенне кăтартаççĕ... Чим, кама аса илет-ха Крапивин? Тупнă аташмалли вăхăт. Унăн, çав хĕрарăмăн, ахăртнех, Крапивин килĕнче икерчĕ пĕçерес шухăш мар, ăна епле те пулин тавăрас шухăш. Вĕлтрен Хĕлимунне çĕр çăттăр е аçа çапса кĕллентертĕр тесе кашни кун кĕлтăвать пулĕ вăл.
— Пĕлетĕр-и, Филимон Петровчă, ĕнер яла, Çĕрпӳ леш енне, кайса килтĕм, — каласа парать кӳршĕ арăмĕ, хăна умне татах та татах икерчĕ пыра-пыра хунă май. — Пирĕн унта пĕр çын шыв арманĕ тытать. Çав тери хытăскер, ну, чисти тимĕр пăрçа. Çавскер сасартăк тыррине те, çăнăхне те мĕн пуррине пĕтĕмпех сута пуçланă. Йӳнĕпех парать. Ял çыннисем каланă тăрăх, ăна темле Мина ятлă хурах пырса тустарнă иккен. Çавăн хыççăн хайхи хуçан пуяс шухăш пач пĕтсе ларнă, вăл тыррипе кăна мар, арманне те веçех сутса ямашкăн шут тытнă. Ял халăхĕ те шалт аптăранă халĕ: ăçта тырă авăртмалла ĕнтĕ малашне? Ара, хурахсенчен хăраса, армана никам туянасшăн мар. Хуçи те урăх унпа çыхланмастăп тесе хĕрес хывсах калать-мĕн...
Сăмахлама ухута хĕрарăм татах темле те пĕр хыпар пĕлтеретчĕ пулĕ те, алăкран такам шаккарĕ, унтан пӳрте НКВД посыльнăйĕ кĕрсе тăчĕ.
— Сирĕн кӳршĕ Крапивин юлташ... — ыйта пуçларĕ вăл, çавăнтах сĕтел хушшинче ларакан Крапивина хăйне асăрхарĕ те: — Филимон Петрович, сире халех комиссариата канашлăва пыма хушрĕç: вуннăра пуçланать, — терĕ.
— Вуннăра? Тепĕр çур сехетренех-и? Мĕншĕн капла кая юлса килтĕн вара? — паян та Атăл çинче канма май килмессе ăнланса илнĕскер, кăмăлсăррăн каларĕ Крапивин.
— Каçарăр, маларах аякрисене пĕлтерме тиврĕ, — хуравларĕ посыльнăй, хăй çавăнтах, сăмах шала кĕрсе каясран асăрханса, вăшт çеç тухса шăвăнчĕ.
Эппин, канашлăва чылай çынна чĕннĕ-ха. Вырсарникуна пăхмасăр... Ахальтен мар, паллах.
Крапивин тарават кӳршĕсене тав туса тухрĕ те, хваттерне самантлăха кĕрсе, тумтирне хăпăл-хапăл улăштарса тăхăнчĕ, вара тӳрех НКВДна васкарĕ. Тепĕртакран унта ытти çынсем те пырса çитрĕç.
Канашлăва шалти ĕçсен комиссарĕ хăй уçрĕ. Халичченхинчен урăхларах пуçларĕ вăл ăна — пирвай аякри ялтан янă çырăва вуласа пачĕ:
«Пучинке (Çĕнĕ Чураш ) ял халăхĕн приговорĕ.
Çав Калюк шайкки текен вăрă-хурахсен эшкерĕ пирĕн ял кооперативне икĕ хутчен тапăнса питĕ нумай сăтăр турĕ: малтанхи хутĕнче — 700 тенкĕлĕх, иккĕмĕшĕнче — 1300 тенкĕлĕх. Председателе хĕнесе тăкса, чирлĕ çын туса хăварчĕ. Кооператив ĕçĕсем мала каяссине нумайлăха чарса лартрĕ. Вăрă-хурахсене хытă айăплама, чи путсĕррисене персе пăрахмаллах тума ыйтатпăр».
— Приговор айне кооперативĕпех — 60 кил çыннисем — алă пуснă, — терĕ комиссар пăлханса. — Çакнашкал çырусем НКВДна та, республикăри ертсе пыракан органсене те юлашки вăхăтра килсех тăраççĕ. Паян та, акă, çĕнĕ хыпар çитрĕ. Каллех Калюк эшкерĕ çинчен. Хальхинче хурахсем Экеç ялĕнчи ялхуçалăх юлташлăхне тапăннă, ултçĕр тенкĕ укçа çаратнă, казначейне çав тери тискеррĕн хĕнесе хăварнă, лешĕ кайран пульницара вилсе кайнă...
Кăна илтсен, Крапивин чĕри кăрт! турĕ. Ара, Экеç çинчен, вăл çуралса ӳснĕ ял çинчен калаççĕ-çке! Ахăртнех, юлташлăх казначейĕ те вăл пĕлекен çынах, Кам-ши? Анчах халĕ ыйтса чăрмантарма аван мар...
Комиссар малалла каларĕ:
— Пурте хурахсене айăплама ыйтаççĕ. Айăплама! Ăнланатăр-и? Айăплас тесен, малтан вĕсене тытас пулать. Пирĕн вара ку таранччен çав хурахсен йĕрри-палли те çук. Вĕсем иртĕхнине кăтартакан хыпарсене икĕ уйăх ытла илсе тăратпăр ĕнтĕ... Ĕнер пире, комиссарпа унăн заместителĕсене, парти обкомĕн секретарĕ Кузюков юлташ чĕнсе илчĕ. Тӳрех пĕлтерем: питĕ хытă ятларĕ. Чăнах та, намăс пире. Республика коммунизм патнелле хăватлăн талпăнать. Ялта юлташлăхсем, кооперативсем чăмăртанаççĕ, темиçе совхоз ĕçлет. Промышленность та вăй илсех пырать. Культура, çутĕç аталанаççĕ, халăх сывлăхне сыхласси лайăхланать. Çавăнпа пĕрлех çакна ан манăр, юлташсем: çĕршывăмăрта ăнăçусем пысăк пулнипе пĕрлех класс кĕрешĕвĕ çивĕчленсе пырать. Пытарма кирлĕ мар, экономикăри çĕнĕ политика халăх тăшманĕсене вăхăтлăха пуç çĕклеме май пачĕ. Ялта та кулаксемех пуçпуласшăн, чухăнсемпе вăтам хресченсене çул парасшăн мар. Ялхуçалăхĕ вара халĕ те юлса пырать. Çавăнпа пирĕн халăха Совет влаçĕ çирĕп иккенне кăтартса ĕнентермелле. Эпир вара çав хурахсене ку таранччен тытаймастпăр... Çапла приказ паратăп: паянтан Калюк эшкерĕпе кĕрешмешкĕн оперативлă ушкăн туса хурас, унăн ĕçне йĕркелесе пымашкăн угрозыск начальникне Крапивин юлташа хушас. Комиссариатăн ытти пайĕсем, халех, паянах, Калюк эшкерĕ çинчен мĕнле материалсем пур, пĕтĕмпех пухăр та ăна парăр. Крапивин юлташ, сире ытларикунччен хурахсене тĕп тумалли план хатĕрлеме хушатăп...
«Акă ме сана, Филимон Петрович, Атăл варринчи кимĕ, ытарайми вăлта шакки, — ăшра хăйĕнчен тăрăхласа илчĕ Крапивин. — Темиçе эрне кураймăп ĕнтĕ вĕсене».
Каяр ах тата хăйне пырса панă материалсемпе паллаша пуçларĕ те вăл, канашлура пуçа кĕнĕ шухăша пачах улăштарчĕ. Çук ача, ку ĕçе темиçе эрнерех вĕçлеймĕн. Калюк эшкерĕ пĕтĕм республикипех алхасать-мĕн, хăшпĕр чухне Тутар АССРне те кĕркелесе тустарать. Çав тери чее пулас хăйсем, йышлăн. Пысăк ушкăнпах çӳремеççĕ пулин те, вĕсене пĕлтерсе тăракансем самаях курăнать. Унсăрăн ăçта мĕн çаратмаллине пĕлме те, хăвалакансенчен вăхăтра тарса пытанма та пултараймĕччĕç. Çитменнине, Калюк хăй чăннипе кам иккенни те, унпа çӳрекенсен чăн ячĕсем те паллă мар. Шайккăра чăвашсемпе тутарсем пулни кăна иккĕлентермест. Тата чăвашла таса калаçман çын, тен, тутар та мар, калăпăр, ирçе, мăкшă, çармăс, пушкăрт?..
Темиçе хут та вуларĕ Крапивин юлташĕсем пырса панă документсемпе хыпарсене. Унтан халлĕхе ирĕкре çӳрекен преступниксене аса илме пуçларĕ. Ара, тен, çапла майпа Калюк кам пулнине тавçăрма май килĕ? Çапла шутласан-шутласан, вăл Калюк пĕлтĕр кĕркунне Етĕрне тĕрминчен тарнă Калюков пулма пултарать тесе шутларĕ. Пĕрремĕшĕнчен, утаманăн ячĕпе таркăн хушамачĕн тĕпĕ пĕр килеççĕ. Тен, вăрттăн ят та мар вăл Калюк тени, хушамата чăвашла калани çеç? Çĕршывра ытти çĕрте вăрă-хурахсен эшкерĕсемпе кĕрешнинчен вара хăраман утамансем хăйсен хушамачĕсемпе ячĕсене пач пытармасăр çӳрени те паллă. Иккĕмĕшĕнчен, курнă çынсем каласа кăтартнă тăрăх, унăн сăн-пичĕпе Калюков сăн-пичĕ пĕр килеççĕ... Тен, Крапивин йăнăшать те пулĕ, çапах халлĕхе, пуçа лайăхрах шухăш пырса кĕрейменрен, çак варианта тĕпе хучĕ. Унпа оперативлă ушкăн çыннисем те килĕшрĕç. Калюк вăл Калюковах пулма кирлĕ тесе шутларĕç, çавăнпа унăн ĕçне пурте тĕплĕн пăхса тухрĕç. Анчах çавна май хайхи ăнланмалла мар, пĕр-пĕрне пач хирĕçле япаласем чылай тупăнчĕç.
Чăнах, калăпăр, мĕншĕн хураха тухма пултарнă-ха Калюков? Ялти вăтам хресчен, тĕрĕсрех, тимĕрçĕ ывăлĕ. Çирĕммĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл — хĕрлĕ армеец, Хусанти пĕр чаçре хĕсметре тăнă. Хĕрлĕ Çартан таврăнсан, ашшĕне тимĕрçĕ лаççинче пулăшса пурăннă. Авлансан, тӳрех уйрăлса тухнă, хресчен ĕçĕпе тăрмашнă. Эппин, янтта мар, хăй тар тăкса тунă ырлăх-пурлăха шаннă темелле. Вăл Совет влаçне килĕштерменни е, калăпăр, ултавлă майпа пуйма тăрăшни çак хушăра сисĕнмен. 1926 çулта вара Калюков сасартăк кӳршĕ ялта пĕр хĕрарăма вĕлернĕ. Мĕншĕн? Юрату тес — хĕрарăмĕ унтан чылай аслă. Пуяс шутпа тес — вăтам хресчен арăмĕ кăна... Следстви материалĕсенчен те вĕлернин сăлтавĕ уççăн курăнмасть. Тĕрĕсрех каласан, сăлтавсăрах вĕлернĕ пек пулса тухать. Нивушлĕ сăлтавсăрах? Пурнăçра ăнсăртран унашкалли те пулкалать-ха, анчах... Калюков чип-чипер тăнлă-пуçлă çын-çке, нимсĕр-мĕнсĕр апла хăтланма кирлĕ мар пек... Етĕрне тĕрмине хупса лартсан, Калюков пирвай унта хăйне çав тери йĕркеллĕ тыткалать, сентябрь уйăхĕнче вара Валет текен преступникпа пĕрле сасартăк тухса тарать. Тепĕртакран вĕсен йĕрĕ самантлăха Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсĕнчи Йӳçпăхан ялĕнче мĕлтлетсе илет те тăнч çухалать. Кăçалхи июнь уйăхĕччен халăхра Калюков çинчен те, Калюк çинчен те сас-хура пач илтĕнмест. Тĕрĕсрех каласан, июнь уйăхĕнче те унăн ятне асăнмаççĕ-ха. Чылай япаласене тĕпчесе пăхнă хыççăн, ун чухне хурахласа çӳрекенсем те Калюкпа унăн тусĕсем пулнине ĕнентереççĕ. Çапах пĕлтĕрхи сентябрьпе кăçалхи июнь — сакăр уйăх — хушшинче вăл ăçта, мĕн туса пурăннă? Мĕншĕн каярах тискерлене-тискерлене пынă? Пирвай хурахсем кулаксемпе арман хуçисене çеç çаратнă, каярах кооперативсене, влаçри çынсене тапăна пуçланă...
Шăп Калюк хурахĕсене тĕп тумалли планпа хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра Крапивин патне обком секретаре Кузюков шăнкăравларĕ.
— Ну, ĕçӳ еплерех пырать сан, Филимон Петрович? — сывлăх суннă-сунман ыйтрĕ вăл.
— Халлĕхе нимĕнех те калаймастăп-ха, — тĕрĕсне хуравларĕ Крапивин, обком секретарĕ мĕн çинчен ыйтнине тӳрех тавçăрса.
— Хĕлимун, асту: ку ĕçе эпĕ хушнипе ертсе пыратăн эсĕ. Шанатăп сана, ăнланатăн-и, мĕн ĕлĕкрен пĕлнĕрен çирĕп шанатăп. Çав эшкере тĕп тăвассине эпир обкомра политикăлла пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç вырăнне хуратпăр. Ман шутпа, Калюк хурахĕсем çаратса пуяс шутпа кăна çӳремеççĕ. Такам ертсе пынипе, вĕсен йышшисем пĕтĕм Раççейĕпех унта та кунта Совет влаçĕн çирĕплĕхне тĕрĕслеççĕ. Эппин, пирĕн те хамăр вăя кăтартмалла, влаç авторитетне çирĕплетмелле...
Шăп çирĕм çул ĕнтĕ Крапивин Кузюковпа паллашни, хăй вăхăтĕнче большевиксен ретне те вăл пулăшнипе, куç уçтарнипе тăчĕ. Çавăнтанпа мĕн астăвасса Константин Дмитриевич вăл е ку пулăма çапла тарăннăн, анлăраххăн курать.
Тепĕр тесен, Калюк эшкерĕ чăваш халăхĕшĕн чăннипех хăрушă вăй иккенни, ăна пĕр тăхтамасăр кăкласа тăкма кирли Крапивина та уççăн курăнать. Кузюков курăмĕн анлăшĕпе кăна пăхса ĕлкĕреймен-ха вăл ку ĕçе. Крапивин икĕ талăк çĕр çывăрмасăр тенĕ пек ĕçлерĕ, юнкун вара планне аслисене кайса кăтартрĕ-кăтартрех. Лешсем ăна, пĕтĕмĕшпе илсен, ырларĕç. Çавăн хыççăнах Крапивин хурахсем çӳрекен тăрăхри милици уйрăмĕсен начальникĕсемпе телефонпа калаçса илчĕ, хăй часах пурин патне те пырса каясси çинчен пĕлтерчĕ. Йĕпреçри милици начальникне вара Экеçре пурăнакан Телегин Иван гражданина пĕр тăхтамасăр Шупашкара леçме, ун ĕçне граждан вăрçи вăхăтĕнчи айăппа çыхăннă тесе ăнлантарма хушрĕ.
Çапла вара Калюк е Калюков бандине тĕп тумалли операци пуçланчĕ. Анчах вăл малалла мĕнле пынине куриччен эпир те оперативлă ушкăна кăсăклантаракан ыйтусенчен хăшне-пĕрне пăхса тухар-ха.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...