Кĕмĕл кĕпер :: Сахча шывĕ — сахал шыв
Сахча шывĕ — сахал шыв,
Сахал шыв та шавлă шыв.
Сава-сава сыпрăмар,
Çавăнпа паттăр пултăмăр.
Авалхи юрăран.
Картсен йăлипе Супетей нумай çывăрмасть. Вăранчĕ те вăл хулăм кăшма сарса тунă вырăнĕ çинче урисене хуçлатса ларса шухăша кайрĕ. "Монголсен кайьеннелле тухса килнĕ харçи ăнăçлă пырать. Алансене те, кăпчаксене те, вырăссене те çĕмĕрсе тăкрĕç вĕсем. Хăйсем вара ытла нумай çухату тусмерĕç те... Акă, куштан пăлхарсене çапса çĕмĕретпĕр те киле каятпăр... Мĕн чухлĕ чура, мĕн чухлĕ хăрхăм!.. Аслă хан кăмăллă пулать..."
Хăрхăм тесе шутланипе Супетей куçĕ хăй вырăнĕ çинелле кайрĕ. Акă çав хăрхăмсенчен пĕри. Вырăс хĕрĕ... Пичĕ-куçĕ уйăх та хĕвел. Çĕнтерӳçĕ монголсен йăлипе Супетей кашни каç хăй патне çап-çамрăк хăрхăм илсе килме хушать. Ватăлнă пулсассăн та... Арлăх вăйĕ хăйĕнче сӳнсе пыма тытăннине пĕлет пулсассăн та. Ирхине, хăйпе юнашар арçын алли тивмен хĕр выртнине туйса, чунне килентерет те ăна вара тĕкĕнесси пирки шутламасть те. Анчах ку вырăс хĕрĕ вара ытарайми хитре, çăтса ямалли çырла пек. Çывăрать, хăй ăçта иккенне те пĕтĕмпех манса кайнă. Виткĕçĕ сирĕлсе кайнă, кĕпи уçăлса, чĕркуççине те хупламасть, çӳллĕ кăкăрĕ пĕрре хăпарать, тепре анать. Сисмерĕ те Супетей, сасартăк, кĕтмен çĕртен арлăх туйăмĕ никам тытса тăраймасла кĕрлесе тулчĕ унра. Вăл, паян хаяр çапăçу пулмаллине те, пĕтĕмпех-пĕтĕмпех манса, çывăракан хĕр енне çаврăнчĕ те, ăна кĕпи ярханахĕнчен ярса илчĕ.
Хĕр, шарт сиксе, вăранса кайрĕ, тăма хăтланчĕ.
— Вырт, вырт! — сиввĕн, пусахласа каларĕ Супетей, сылтăм аллипе хĕре мăйĕнчен пусса. — Хăвна мĕншĕн кунта илсе килнине пĕлместĕн-им вара!..
Çавăнтах хайхискер, пĕрре туртса, хĕрĕн кĕпине аяла çитиех çурса ячĕ те унăн тапса тăракан икĕ кăкăрне те икĕ аллипе ярса тытрĕ. Хĕрĕн кăкăрĕсем чул пек.
"Пулса çитнĕ, — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Супетей пуçĕнче. — Арçын алли тĕкĕнсе курман-ха..."
Хайхискер хăйĕн капан пек пĕвене хĕр çине ӳкрĕ те тутипе хĕрен пыл пек тутине ĕмсе чунтума тытăнчĕ...
Хĕр, халиччен арçын артакне курманскер, хăйне мĕн пулнине ăнланса та ĕлкĕреймерĕ пулас, ыратнине чăтаймасăр кăшкăрса ячĕ.
— Ан чĕн! — хăйĕнче пĕтĕм тĕнчене ытамласа илмелĕх арçын вăйĕ пуррине туйса, сиввĕн каларĕ Супетей. — Çавăнпа хăрхăм эсĕ, чăтма хăнăх,.. Вырăс арçыннисем пире хирĕç тăма пултараймарĕç пулсан, чиперккисен те эпир мĕн хушнине итлеме хăнăхас пулать...
Хăрхăм-хĕр хăйĕнчен хăрани, ыратнине чăтаймасăр йынăша-йынăша илни ватă монгола уртарса-астарса ячĕ. Чылайччен çакăн пек хăйĕнче арлăх вăйĕ туйманчĕ ватă Супетей.
— Чăт-чăт, — хĕре хăй айĕнче лутăрка-лутăрка ачашланăн калаçрĕ те калаçрĕ Супетей. — Ывăл çуратса пар. Ватлăхра çуратнă ывăл паттăр пулать... Вара сана савнă арăм тăвăп... Ханша пулса пурăнăн...
Кайран, тăрса тумлансан та, йăлт аптраса, ним тăвайми, хуçи мĕн хушасса кĕтсе хăраса та аптраса вырăн çинче çаплах çаппа-çарамас выртакан вырăс хĕрĕ çине пăхса, Супетей хăйĕнчен хăй телĕнчĕ. Епле-ха паян вăл хăйне вунçиччĕри çамрăк пек туйрĕ?.. "Ырра пултăрахччĕ! — сасартăк тем шухăш пуçне пырса çапнипе пăшăлтатса илчĕ вăл. — Аслă Тӳпе çапла вилес умĕнхи вăй памарĕ пуль те мана?.."
Супетей пĕлет, вилес çынра Лештĕнчене каяс умĕн темиçе самантлăха темле çĕнĕ, малтан пулман вăй тупăнать.
"Эй, Аслă Тӳпе, пулăшсам мана!" — кĕлтуса илчĕ те вăл кĕтмен шухăша пуçĕнчен сирме тăрăшрĕ.
— Тăр! — хушрĕ хĕре.
Хĕр çумри виткĕçе илсе витĕнчĕ те ури çине тăчĕ.
— Мĕн ятлă эсĕ?
— Любава, — нăшиклете-нашиклете хуравларĕ хĕр.
Супетей икĕ аллине те çĕклесе икĕ хутчен хаплаттарса çупам пекки турĕ.
Çавăнтах çарпуçĕпе вырăс хĕрĕ тăракан çĕре ватă монгол карчăкĕ кĕрсе кĕчĕ.
— Лайăх тумлантар та лайăх пăх, — хушрĕ ăна Супетей. — Вăл мана паян питĕ килĕшрĕ. Çапăçу хыççăн тӳрех тепре илсе кил...
* * *
Челпир тискер тăшманпа çапăçма питĕ лайăх хатĕрленчĕ. Хăйĕн хапăлхине вăл икĕ пая пайларĕ: пĕр пайне хăй ертсе нырать, теприне — Парăç-Пăрăнтай; Парăç-Пăрăнтайăн тĕп тĕллевĕ халлĕхе экеметленсе ларасси, кайран вара, патша паллă парсанах сиксе тухса тăшмана тыллама тытăнасси.
Çапла калаçа-калаçа, патша каркарçарне те икĕ пая уйăрче, вĕсене те ăçта тăмаллине питĕ лайăх палăртре.
Çапăçу валли Челпир пур енчен те хăйне килĕшекен выран суйласа илчĕ.
Тăшман, Атăлçи Пăлхарстан çĕрĕ çине кĕнĕренпе, хăйне хирĕç тăракансем çуккине курса, самай тимлĕхне çухатнă. Ĕнер вăл патша çарĕ хăйĕнчен виçĕ çухрăмра çеç тапăра тăнине пăхмасăрах каçпулттипе Сахча шывĕ урлă каçрĕ. Тимлĕхлĕ пулнă пулсан, паллах, хăй хыçне чул çыранлă çак шавлă юханшыва хăвармалла марччĕ. Анчах монголсем хăйсене хирĕç питĕ вăйсăр çар тухнă тесе шутлаççĕ пулас.
Пăлхарсен çарĕ питĕ лайăх канчĕ. Ирпе ирех Челпир хăйĕн экеметленме хушнă çарĕсене кирлĕ вырăна тăратса, шанчăклă хапăлхине тăшмана хирĕç илсе кайрĕ. Вара, сăрт çинче, айлăмри тăшман куçĕ умĕнчех тапăнмалли çар йĕркине тăма тытăнчĕ.
* * *
Пăлхарсем çапла сăрт çине чăрсăррăн пырса тухса монголсене тапăнма хатĕрленни паян ирех вырăс хĕрĕпе савăшлашса паттăрланса кайнă Супетее тарăхтарсах ячĕ.
— Тăшмана тапăнатпăр! — хушрĕ вăл хăйĕн нойонĕсемпе çарпуçĕсене. Çавăнтах кăшкăра-кăшкăра хушусем пани илтĕнме тытăнчĕ. Супетейĕн икĕ таманĕ чĕрĕм хушшинче тапăнмалли йĕркене тăчĕ. Çав вăхăтра Супетей патне Джепе сиктерсе çитрĕ.
— Çĕнтерекенĕм! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Эпир сăрт айĕнче. Сăрт çинелле тапăнса кĕме йывăр. Унта хăпарса çитнĕ çĕре утсем ывăнаççĕ!..
— Джепе! — тарăхса кăшкăрчĕ ăна хирĕç Супетей. — Çĕнтерӳ хыççăи ясса хушнă пек чикĕнсе вилессӳ килмест пулсан, халех тапăнма хатĕрлен!.. Виçĕ çĕмрен пемеллĕх вăхăт паратăп сана!..
2.
Монголсем хăйсен йăлипе кăшкăра-кăшкăра çулле сăрт çинелле хăпарма тытăнсассăнах Челпир хай хапăлхине каялла çавăрчĕ те çухрăма яхăн чакарса кайрĕ.
— Хăраса ӳкрĕç! — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ малти ĕретри паттăрсемпе тан пыракан Супетей пуçĕнче. — Çапăçу пуçламасăрах тарма тытăнчĕç!..
Хайхискерĕн чунĕнче Джепене тарăхни иртсе кайрĕ, канлĕх килчĕ. "Хĕçпе ывăниччен сулкаламалăх та пулмасть, — тепĕр шухăш çуралчĕ пуçĕнче. Хăй кăмăлне килнĕ вырăс хĕрне аса илчĕ. — Тапăра таврăнсанах илсе килме хушатăп..."
Сахча сăрчĕ самай çӳллĕ. Темиçе çĕрте ăна типварсем каса-каса каяççĕ. Çавсене пула тапăнса пыракан монголсем хăйсен çар йĕркине çухатрĕç.
"Ку ним те мар, — йĕкĕчĕсем çине пăхса шухăшласа илчĕ Супетей. — Нимĕнле çапăçу та пулмасть. Тăшман тарма тытăннă та ĕнтĕ."
Анчах сăрт тăррине хăпарса çитсессĕнех Супетей хăй йăнăшнине, çак сăрт лапамĕ юнлă çапăçу хирĕ пулмаллине ăнланса илчĕ. Вĕсене хирĕç пĕтĕм лапам талккишĕпе хĕçĕсене çĕкленĕ пăлхарсем ыткăнса килеççĕ.
Супетей сăрт тăррине хăвăртрах хăпарса çитес тесе, утне урисемпе тапрĕ. Анчах учĕ чуппине вайлăлатаймарĕ: "Ывăнчĕ пулать-и вара вăл?.. Тăвалла хăпарса!.."
Джепе таманĕ ăçтине курас тесе, Супетей хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Джепе сăрт çине хăпарма сĕвекрех вырăна суйласа илнĕ. Сăрт тӳпине аяккинчен хăпарса çитет. Çулĕ вăрăмрах та утсене ывăнтармасть.
— Маттур! — сасăпах мухтаса илчĕ Супетей хăй тин кăна вăрçнă çарпуçне. — Асăрхаттарса калани юрарĕ. Вĕрентсе пыни сая каймарĕ...
Супетей ăнланать: Джепе хăй таманĕпе кунта çапăçу пуçлансан хăпарса çитет те пăлхарсене аяккинчен пырса тапăнать. Вара çапăçу пĕтнĕ те тесе шутлама пулать.
* * *
Челпир хăйĕн хапăлхин пĕр пайне çапăçăва хатĕрленме хушрĕ. Эккелсем, патша кунтине палăртса, шĕкĕр-элеме тĕмеске çине тăрăнтартса лартреç. Çутă-сарă пурçăн элем лăпкă çил çинче мăнаçлăн вĕлкĕшет. Ун варринчи çунатлă шурă парс, элем вĕлкĕшнĕ май, пĕрре тӳпенелле вĕçе-вĕçе хăпарать, тепре çĕр çинелле анать пек.
Пăлхарсем çапăçу пуçлама хатĕррине курса, монголсем те чарăнса тăчĕç, хатĕрленме тытăнчĕç. Супетей ăçтарах иккенне Челпир лайăх курчĕ. Ун тавра — çарпуçĕсем, хушу иле-иле тĕрлĕ еннелле васка-васка каяççĕ.
Монголсен çар кавалĕ вăрăммăн кăшкăртса яни илтĕнчĕ. Çавăнтах монголсен хушшинчен çине вăрăм кӳпе, пуçне тăрăллă сапар тăхăннă паттăр сиктерсе тухрĕ те, хĕçне çĕклесе, пĕр-пĕр пăлхар паттăрне ним тăхтаса тăмасăрах хăйпе хирĕç тухма чĕнчĕ.
Челпир патне Упи йăхĕн пикĕ Арсланпик сиктерсе тухрĕ.
— Ирĕк парсам, аслă патша! — кăшкăрса каларĕ вăл. — Укрăкласа тытса килетĕп ăна!.. Е пуçне касса илсе килетĕп!..
Челпир пĕлет: Арсланпик — паттăртан та паттăр йĕкĕт. Ăна шанма пулать.
— Атя, — килĕшрĕ Челпир. — Анчах асту: асăрхануллă пул. Илтнĕ эпĕ: монголсем питĕ каварлă халăх...
Арсланпик, алтаспанне туртса кăларса, тăшман еннелле васкарĕ.
Пăлхар паттăрĕпе монгол паттăрĕ хушшинчи çапăçу нумая пымарĕ. Утсем виççĕмĕш хут пĕр-пĕрин çине пырса çапăнсассăнах монгол çĕре лаплатса ӳкрĕ. Çавăнтах Арсланпик çĕр çине сиксе анчĕ те, алтаспанĕпе сулса, тăшман пуçне касса татрĕ, унтан ăна хĕçĕпе тăрăнтарса çӳлелле çĕклерĕ.
— Маттур, Арсланпик! — хавхаланса кăшкăрса ячĕç пăлхарсем. — Утăрья!..
Çав вăхăтра монголсен хушшинчен иккĕн сиктерсе тухрĕç те тăшман пуçне çӳлелле çĕклесе тăракан Арсланпике уххисемпе тĕллесе печĕç. Çакна кĕтмен пăлхар паттăрне тăшманăн икĕ çĕмренĕ те çĕлен пек пырса çапрĕç...
Ку вăл пĕтĕм ырал йĕркине пăсни.
— Арсланпик!..
— Улталарĕç!
— Утăрья! — кăшкăрса ячĕç тарăхса кайнă пăлхарсем.
Аслă çапăçу пуçлама питĕ меллĕ вăхăт çитнине Челпир лайăх ăнланчĕ.
— Ман хыççăн! Утăрья! — кăшкăрса ячĕ те вăл хĕçĕпе сулса тăшман еннелле ыткăнчĕ.
Тискер тăвăл вăхăтĕнчи аслă Атăл хумĕ пек пăлхар паттăрĕсем тăшман çине никам тытса чараймасла кĕрсе кайрĕç...
* * *
Хăйĕн паттăрĕн пуçне касса тăшман йĕкĕчĕ çапла юнлă хĕçĕпе çĕклесе кăтартни Супетее йăлтах тарăхтарса ухмаха кăларчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вăл, ырал йăлине пăсса, çав путсĕр пăлхар паттăрне ухăпа пеме хушрĕ. Халĕ вара, пăлхарсем хăйсем çине епле паттăрланса тапăнса килнине курсассăн, пушшех те урса кайрĕ.
— Ухе-хе-хе! Ман хыççăн! — ертсе кайрĕ вăл хăйĕн паттăрĕсене пăлхарсем çине. Çавăнтах монголсен чи маттур юланутçисем хăйсен çарпуçĕнчен иртсе кайса малти пăлхар эккелесемпе тытаçса ӳкреç. Юнлă çапăçу пуçланса кайрĕ.
"Челпир патша хăй килнĕ, терĕç... Анчах патша ялавĕ ăçта вара? — аякра çĕкленнĕ тăшман элемĕсем çине пăхса илчĕ Супетей. — Акă! — палласа илчĕ вăл пăлхарсен шĕкĕр элемне. - Çутă-сарă ялавĕн варринче — çунатлă парс. — Челпир ялавĕ çавăн пеккине ăна куç-хăлхасем пĕркунах каланăччĕ. Эппин, Челпир хăй те кунта. — Ăна çĕмĕрсе тăкатпăр та... пĕтĕм патшалăхĕ ывăç тупанĕнче пулать..."
Çапăçу хĕрсех пычĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕрен çĕрнисемпе пиннисем ку енчен те леш енчен те юнлă вăрçа кĕчĕç. Пăлхарсем чакасси е тарса каясси пирки шухăшламарĕç те-ха. Супетей ăнланчĕ: чăнах та, пăлхарсем — паттăр çарçыннисем. Вĕсем пурте çирĕп кӳпесемпе, сапарсемпе. Вĕсен çапăçас ăсталăхĕ те пысăк. Халлĕхе пăлхарсем енчен те, монголсен енчен те ут çинчен ӳксе вилекенсем сахал пулчĕç-ха. Вĕçĕ-хĕррисĕр хĕçпе хĕç чапклата-чапклата çапăнчĕç, паттăрсене тимĕр хĕçрен-алтаспанран тимĕр тум хӳтĕлерĕ.
Часах сăрт тăрринче пĕр-пĕринпе çапăçакан темиçе çĕр ушкăн пулса тăчĕ. Пĕрре пĕр енчисем чакнă пек пулаççĕ, тепре — тепĕр енчисем...
"Мĕншĕн васкамасть-ха Джепе?!" — пăшăрханса илчĕ Супетей, хăйĕн темиçе çарпуçĕпе пĕрле тĕмеске çинче çапăçу мĕнле пынине пăхса тăнă май.
Шăп та лăп çав самантра çапăçакансен айккинче, сылтăмра, Джепе монголĕсен малтанхи йĕркисем курăнса кайрĕç. Çакăнпа пĕрлех монголсен малти йĕркисене татса Челпир паттăрĕсен пĕр пайĕ Супетей тăракан тĕмеске патнелле кĕрсе кайрĕç.
— Часрах-часрах! — хăй çине тапăнса килекен пăлхарсене алтаспанĕпе çапа-çапа Джепене саспах васкатрĕ Супетей. — Часрах-часрах!.. Тӳрех шĕкĕр-элем çине тапăнса кĕр! Кусене эпир хамăрах тытса чарма пултаратпăр.
Шĕкер-элем çине вăйлă çар кĕрсе кайнине курсан, пăлхарсен кунти çарпуçĕсем чакма тытăнса патша тавра пуçтарăнма тытăнасса Супетей пĕлет.
Вăл каланине илтнĕ иекех, Джепе монголĕсем тӳрех пăлхарсен шĕкĕр-элемĕ ялкăшакан çĕрелле кĕрсе кайрĕç... Тахăш вăхăтра Суиетей йĕри-тавра пăхма пултараймарĕ. Ăна таçтан килсе тухнă пăлхарсем хупăрласа илчĕç. Юрать-ха, çав хушăра Супетее пулăшма нукерсем килсе ĕлкĕрчĕç. Хăрушлăх сирĕлсессĕн, Супетей пăлхарсен шĕкĕр-элемĕ ялкăшнă çĕрелле пăхрĕ. Патша ялавĕ çукччĕ.
— Çĕнтерӳ! — савăнса кăшкăрса ячĕ Супетей. — Пăлхарсем тараççĕ!..
Чăнах та, тин кăна хăйне хирĕç урса кайса çапăçакан пăлхарсем те учĕсене хыçалалла çавăрма тытăнчĕç.
— Малалла! — татах та хытăрах кăшкăрчĕ Супетей. — Пăлхарсене ним юлми пĕтерĕр!..
* * *
Пăлхарсем, учĕсене çапа-çапа, хăйсем килнĕ çулпа Сахча юханшывĕ хĕрринче ларакан Кĕрнек хули еннелле тарчĕç. Ытла та çăмăл çĕнтерӳшĕн савăнса кайнă монголсем пăлхарсене тем тĕрлĕ мăшкăл сăмахĕсем кăшкăра-кăшкăра хăваларĕç, кукăр хĕçĕсене тем тĕрлĕ сулкаларĕç, анчах никама та хăваласа çитсе касаймарĕç. Пăлхар юланутçисем вĕсене мăшкăлланăн, питĕ çăмăллăн учĕсене хăваларĕç те хăваларĕç, яланхи йăлапа çаврăна-çаврăна ухăпа та пемерĕç.
— Кĕрнек хулине тарса кĕресшĕн! — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Супетей пуçĕнче. Анчах малта курăнакан хула вилĕ пекех тăчĕ. Канавсем урлă хывнă кĕперсене антаракансем те, хула хапхисене уçакансем те, хула турулĕсем çинче кăшкăрашакансем те пулмарĕç. Пăлхарсем те шăп та лăп хуланалла мар, ун çумĕпе сарăлса ларакан вăрман еннелле тарчĕç. Акă - Кĕрнек çумĕнчи пысăк вăрман. Ун çумĕнче — сарлака уй. Унăн тепĕр енче — тарăн вар... "Çавăнталла тараççĕ-и вара?" — шухăшласа илчĕ Супетей. Çук, пăлхарсем Кĕрнек хулине хыçа хăварса, çак тарăн варпа вăрман хушшинчи аслă уйпа тарчĕç.
"Мĕншĕн хулана кĕмерĕç-ха вĕсем? — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Супетей пуçĕнче. — Мĕншĕн çапла çак вăрман патнелле тарса килчĕç-ха?.."
Çак аслă вăрманта та, уй урлă тарăн варта та утлă тăшмансем пытанса тăма та пултараççĕ-çке!.. Супетей пичĕ çине тар тапса тухрĕ: "Кунта темĕскер пурах!.. Ватă çерçие хывăхпа улталамарĕç-ши пăлхарсем?.."
Пăлхарсене хыçран хăвалама пăрахас тесе, Супетей кăпăкланса пĕтнĕ утне чарма тытăнчĕ. Анчах хавхаланса кайнă монголсем çакна асăрхамарĕç, пăлхарсене хăваласа, кăшкăра-кăшкăра ун çумĕпе малалла ирте-ирте кайрĕç.
Çав вăхăтра хыçалта Джепе кавалĕ вăрăммăн, тунсăхлăн кăшкăртни илтĕнсе кайрĕ. Супетей çав сасă еннелле çаврăнчĕ те... — хальхинче вара унăн çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Кĕрнек хулин хапхине яриех уçса пăрахнă, унтан ялтăркка çартумĕ тăхăннă пăлхарсем ташласа тăракан утсемпе монголсен хыçне сиктере-сиктере тухаççĕ. Джепе маттур, вăл хăйĕн таманне хуларан тухакан пăлхар çарĕсене хирĕç çаварма тытăннă та... Супетей те кунти пăлхарсене хăвалакан хăйĕн таманĕсене чарас тесе кавалĕпе кăшкăртас терĕ. Çав вăхăтра хайхи курах кайрĕ: тин кăна тĕк татнă пек таракан пăлхарсем учĕсене каялла çавăрнă, çивчĕ алтаспанĕсене çĕклесе, монголсем çине вĕçтерсе килеççĕ. Малта — паçăр таçта çухалнă шĕкĕр-элем.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...