Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
— Кĕрĕр, алăка питĕрмен, — кăшкăрчĕ малтинченех Элексей.
Пӳрте Эрçюкпа Кулине, Кавĕрле кĕрсе тăчĕç.
— Эсир ялта пулсан та хусансенчен кая юлса çитрĕр, — ӳпкелешнĕн калаçрĕ Элексей. — Хывăнăр та сĕтел хушшине. Малтине мăн хырăмлă Кулине кĕрсе тăрсан Элексей йĕплешмесĕр чăтаймарĕ.
— Эрçюк аванах тăрăшнă сана хĕрарăмах иккенне туйтарма. Хăçан çĕнĕ чун сирĕн килне килет-ха?
— Хам шутпа çак уйăх вĕçĕнче, — хĕрелсе кайрĕ Кулине вăтаннипе.
Пурте сĕтел хушшине вырнаçсан, черкесене эрех ярсан Мĕтри чи пысăк вĕреннĕ çын тесе ăна сăмах пачĕç. Вăл ури çине тăрса кăххăм тесе ӳсĕрсе илчĕ те:
— Йывăр вăхăтра пурăнатпăр эпир халь. ĕç укçисем пĕчĕк, çавна пулах ача çуратасси паттăрлăха çаврăнчĕ Раççейре. Халăх йышĕ те çуллен чакса пырать. Экономика аталанăвĕ туйăнмасть. Çирĕм çул эпир пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăратпăр. Хальхи саманара йăх-несĕле ӳстерме çемьесем хăраса тăраççĕ. Ваççук пиччепе Верук аппана, аттепе аннене, часах ашшĕ-амăш пулса тăмалли Эрçюк шăллăмпа Кулине йăмăка йывăрлăхсене пăхмасăр ачаллă пулас тенишĕн чун-чĕререн саламлатăп. Сывлăхлă та тĕреклĕ ӳсчĕр сирĕн пепкĕрсем, хăвăр та сывлăхлă пулăр, вăл пулсан пурнăç та тулли пулать.
Черкесене пушатсанах Кирюкпа Çинук, Кавĕрле кăштах апат çырткаларĕç те кайри пӳрте тухрĕç. Кравать çинче Витюкпа Петюк тутисене чăпăрлаттарса çывраççĕ.
— Эх, хăçан таврăнĕ-ши Маюк? Вăл таврăнсанах унпа пĕрлешсе çакăн пек шĕмпĕлсене çуратăттăмăр, — кулянать Кавĕрле.
— Ытла ан хуçăл-ха Кавĕрле, Маюк ĕмĕрлĕхе кайман вĕт çар хĕсметне. Çĕртме уйăхĕнчех вăл, ак, Хусана куçăн мар вĕренме кĕме килет. Çавăн чухне эсир унпа тĕпĕ-йĕрĕпех малашнехи пурнăç пирки сӳтсе явăр. Вăл яла килсе амăшне курмасăр хĕсмете таврăнас çук. Тен вăл амăш пĕчченлĕхне курса çартан яла таврăнĕ, — лăплантарать Кавĕрлене Çинук. — Эпир Кирюкапа пĕрремĕш курс экзаменĕсене ăнăçлă тытса иккĕмĕш курса куçсанах çуллахи каникулсенче мăшăрланма тĕвĕлерĕмĕр. Каникула килсенех туй тăватпăр.
— Кăна ĕненместĕп эпĕ, ман чĕрене пусарас тесе çеç эсĕ сăмах ваклатăн, — тавăрать Кавĕрле.
— ĕненместĕн апла? Атя-ха Кирюк малтине, эсĕ те ут пирĕнпе пĕрле Кавĕрле.
Çинукпа Кирюк алла-аллăн тытăнса малтине кĕрсен хĕрсе калаçакан хăнасем шăпăртланчĕç. Сăмах вĕсем çинчен пыни куçкĕрет. Çинук пăлханать, сăнĕ те хĕрелсе кайнă. Сĕтел хушшинчисем тĕлĕннĕн кĕтеççĕ хĕр мĕн каласса. Алла илчĕ вăл пăлханчăк кăмăла.
— Юратнă аттепе анне, Мĕтри пиччепе инке Эрçюк пиччепе Кулине аппа, эпĕ Витюка пĕрремĕш хут алла илсенех манра хамăн та анне пулас туйăм хăватлăн вăранчĕ. Эпир… мĕн… Кирюшапа пĕрремĕш курса вĕçлесен пĕрлешме сăмах татрăмăр… Эсир хирĕçлемесен.
— Атепе анне, — тапратрĕ сăмахне Кирюк, — çак яваплă утăма эпир тĕплĕн шутларăмăр. Эпир вĕренме те пăрахмастпăр. Çинук ача çуратсан иксĕмĕр те пĕр çула академилле отпуск илетпĕр. Пирĕн пепке утакан-чупакан пулсан малалла вĕренме таврăнатпăр.
Пӳрте шăплăх пусса илчĕ. Сĕтел хушшинче ларакансем Çинукпа Кирюкран илтнĕ сăмахсене пуçĕсенче авăртаççĕ, ытла та кĕтмен сăмахсене илтрĕç-çке вĕсем. Шăплăха чи малтан Ваççа татрĕ.
— Ку, вăт, манла. Кирюк ывăлăм, эпĕ те вĕт сан аннӳ çине вăл 19 кайсанах авлантăм. Сирĕн йышăнăвăр та тем тесен те вăхăтлă. Çапла-и, Верук?
— Çаплине çапла-ха, кĕтмен çĕртен илтнипе çухалса кайрăм. Пур тапхăрăн та хăй вăхăчĕ пур. Кирюк ӳссе патварланнă, Çинук çырла пекех пиçсе çитнĕ. Эпĕ хирĕç мар.
— Ах Тур, Çинук, хăçан кĕтсе илĕп-ши тесе пурăнатăм хĕрарăмлăх санра вăранасса. Ялан арçын ачасемпе вылянипе Кирюкпа иксĕр хушшăрта юрату чĕрĕлессе те шанман. Анчах çутçанталăк хăйĕнне илетех-мĕн. Савăнтартăн эсĕ мана паян. Шухăшăрсем каялла çеç ан çаврăнчĕрччĕ. Сире эпĕ паянах пехил пама хатĕр, — йăл кулать Кĕтерне.
— Эпĕ те çавах, — тет Элексей, — юратупа киленсе вĕренӳ çинчен çеç ан манăр.
— Ку, мĕн, ачасен урисене çунипе пĕрлех çураçу та иртрĕ-и? — тет Мĕтри пиччĕш. — Атьăр-ха черккесене çĕклер çĕнĕ мăшăршăн. Пурнăç малаллах пырать вĕт, э?
Пурте черккисене шакасах саламлаççĕ Кирюкпа Çинука, вĕсен телейĕшĕн тĕппи тăваççĕ черккисене.
Тепĕр кунне Мĕтриепе арăмĕ, Кирюкпа Çинук ячĕсемшĕнех мунча хутрĕç. Чăваш мунчинче хĕртĕнсе, тасалса тухнă хăнасем тепĕр ирпе Хусана вĕçтерчĕç.
* * *
Пуш уйăхĕн варринче Арсен Ваганович Татулян доцента ректор патне чĕнтерчĕç. «Мĕскер амакĕ сиксе тухнă-ши?» — тесе пăлханса кĕчĕ вăл ректор пӳлĕмне.
— Салам, ирт çывăхарах, лар мана хирĕç, — сĕнчĕ пуçлăх. — Пĕлетĕн-и, Арсен Ваганович, пирĕн çине яваплă телей йăтăнса анчĕ. Университета патшалăх хăйĕн заказĕпе тивĕçтерчĕ. Юлашки вăхăтра халăхра лейкоз текен чир хăвăрт сарăлса пырать. Ахаль сăмахсемпе каласан, çыннăн юнĕнче хĕрлĕ шариксен шучĕ хăвăрт ӳснипе чирли пысăк асап тӳссе пурнăçран уйрăлать. Вăт çав чире чарма пире эмель ăсласа тупма шанаççĕ. Паллах, университетăн фармакологи лабораторийĕн хăватне шута илнĕ пулас. Заказа эпĕ йышăнтăм, санăн тивĕçӳ — чи лайăх вĕренекен, аспирантсенчен. студентсенчен ятарлă ушкăн йĕркелесе ĕçе пуçăнасси. Ушкăн ĕçне паллă ăсчахсене явăçтарма пултаратăн. Ертӳçи эсĕ пулатăн. Асăрхаттаратăп, пирĕн университетсăр çак ĕçпех фамокологи фабрикинче те ушкăн йĕркелеççĕ. Кам маларах ĕлкĕрет, çавă шампань эрехне ĕçет. Ушкăна йĕркелеме сана пĕр кун срок. Ăнланмалла-и?
— Веçех ăнлантăм. ĕçшĕн пире вара хушса тӳлеççĕ-и?
— Ан пăшăрхан, вĕренӳ кунĕ вĕçленсен çур çĕрченех ĕçлеме пултаратăр.
Арсен Ваганович лабороторине таврăнсан хăй патне Çинукпа Кирюка чĕнсе илчĕ, кĕскен ректор хушăвне пĕлтерчĕ.
— Эсир маншăг чи шанчăклă çынсем, хăвăрсăр пуçне тата кама ушкăна явăçтарасси пирки шутлăр тата университет библиотекинче паянах çав чир пирки çырнă кĕнекесемпе, монографисемпе авăрланăр. Эмеле кĕске вăхăтра ăсласа тупмалла. Пирĕн клиникăрах çав чирпе хальхи вăхăтра 4 çын аыртать, вĕсен шучĕ малашне ӳсме те пултарать, кашни патне кĕрсе тухни ĕçе пăсас çук.
Çапла пуçланчĕ яваплă ĕç. Çинукпа Кирюк университет библиотекинче ăсчахсем çак чир пирки çырнă вун-вун ĕçе тĕплĕн тишкерчĕç, анчах юнри шариксен шучĕ мĕнле сăлтавпа ӳсме тытăннине пĕр ĕçре те татăклăн палăртман: хăшĕ шăнса пăсăлнă хыççăн веçех сывалса çитменнипе тет, тепри ялан пăлханнипе нерăвăсен системи хавшакланнипе, виççĕмĕшĕ япăх апатран, вăхăтра çименнипе тет. Ют çĕршывсенче ăсласа тупнă эмелсем çыннăн шалти органĕсене вăйлах сиенлетсе хăвараççĕ-мĕн. Çав эмелсен химилле формулисене çырса илсе вĕсем Арсен Вагановича отчёт çырса пачĕç. Вăл чи пайталисене суйласа илсе вĕсен сиенлĕхне чакарас тĕлешпе Çинукпа Кирюках ĕçлеме хушрĕ.
— Тен хими препарачĕсен тытăмне сиплĕ курăксен сĕткенĕсене кĕртмелле е çав эмелсенчи сиен кӳрекен хими элеменчĕсене урăххисемпе ылмаштармалла. Пĕр сăмахпа шырăр, тĕпчĕр, чир мĕнрен тапранса кайнине пĕлме клиникăра выртаканнисенчен тĕплĕн ыйтса пĕлĕр…
Вĕреннисĕр пуçне хушма ĕç хутшăннипе вăхăт çитми пулчĕ. Юрать-ха Мĕтри пиччĕш каçпа вунпĕр сехетре вĕсене хăй машинипе килне илсе каять. Пĕр ӳркенми пурнăçласа пычĕç сутендсем Арсен Ваганович кăтартăвĕсене. Тăрăшни харама каймарĕ: пуш уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле эмел тупмалли тĕп çул çине тухрĕç. Эмелĕн пĕр варианчĕ хатĕр ĕнтĕ. Ăна шур крыссасем çинче тĕрĕслесе сăнамалли çеç юлчĕ.
Арсен Ваганович ытти вариантсене темшĕн вăрттăнлăхра тытать-ха. Сăлтавĕ час уçăлчĕ. Республика хаçачĕн пĕр номерĕнче çивĕч фельетон пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ медуниверситетри эмел ăслакансен ушкăнне патшалăх укçине пĕр пустуя таткалаççĕ тесе пăр тустарать. Çав вăхăтрах фармокологи фабрикин ушкăнĕ эмеле шутласа тупнă, ăна çынсем çинче тĕрĕслесси ăнăçлă иртнĕ. Фельетон айĕнче Гавриил Костин ячĕпе хушамачĕ.
— Ара ку пирĕн Кавĕрле-çке! — тĕлĕнеççĕ Çинукпа Кирюк. Арсен Ваганович, ахаль те тĕксĕм сăнлăскер, хура пĕлĕт пек çӳрет. Часах ăна ректор патне чĕнтереççĕ. Ун патĕнчен таврăнсан вăл Çинукпа Кирюка хăй пӳлĕмне илсе кĕчĕ.
— Пирĕн ушкăнра сутăнчăк çын пур. Вăл халь эпир тĕрĕслекен эмелĕн формулисене, технологине фабрикăри ушкăна сутнă. Мĕншĕн тесен вĕсем эмелĕн формулине пирĕн ректора пĕлтернĕ. Акă вăл, ăна пирĕннипе танлаштарса пăхăр тата хатĕр варианта паянах крыссасем çинче тĕрĕслеме пуçăнăр. Эпĕ урăх никама та шанмастăп, пĕр сире кăна. ĕç вĕçленмен-ха, пирĕн тата виçĕ вариант пур, вĕсене çавăнпах вăрттăнлăхра тытатăп.
Фабрикăран пĕлтернĕ эмелĕн химилле формулине Çинукпа Кирюк хăйсеннипе тĕплĕн танлаштарчĕç. Вĕсен пĕрпеклĕхĕ ушкăнра чăнах та сутăнчăк пуррине çирĕплетрĕ. Кам-ши вăл тесе пайтах пуçĕсене ватрĕç.
— Никам та мар, çак хура ĕçе тăваканни ман шутпа Антон Вермилов. Вăл пĕтĕм çĕре сăмсине чиксе çӳрерĕ — тет Çинук.
— Эпĕ те çавă пуль тетĕп, — тавăрать Кирюк. Вĕсем хăйсен шухăшне ертӳçе пĕлтерчĕç те тĕрĕслев ĕçĕсене пикенчĕç.
— Ертӳçĕ хушнисене пурнăçларăмăр. Чăнах та укол тунă хыççăн крыссан юнĕнчи хĕрлĕ шариксем ӳсме пăрахрĕç, анчах кирлĕ шая анмаççĕ. Çапла ик эрне иртрĕ. Тепĕр хут крыссан юнне илсен унри хĕрлĕ шариксем геометри прогрессийĕпе ӳсме тытăннине куртăмăр. Шурă крысса пирĕн куç умĕнчех питĕ асапланса вилсе кайрĕ, — отчёт туса пачĕ Çинук ушкăн пухăвĕнче.
Çакна илтсен 5-мĕш курсра вĕренекен студент лабороторирен тухса кайма тăчĕ.
— Антон Вермилов студент, вырăнăра ларăр, — чарчĕ ăна Арсен Ваганович, — Аçупа аннӳ ăнăçлă ĕçлекен усламçăсем, вĕсем тархасланипе илтĕм сана ушкăна. Эсĕ хăв та мул хуçи пулас терĕн-им? Санăн килпетсĕр хăтланăву тăватă çын пурнăçне татма ĕлкĕрчĕ. Тата миçе чирли куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупасса пĕлместпĕр-ха. Сывлăх сыхлав министерствине лейкоз чирне хирĕç кĕрешме эмел хатĕр тесе рапортланă фабрикăри ушкăн, преми илме васканă пулас. Юрăхсăр эмеле миçе клиника салатни паллă мар, пирĕннине тата сакăр çынна йышăннă. Хăшĕ-пĕрисене çав эмелпе уколсем тунă. Иккĕмĕш вариант хатĕр, ăна тĕрĕслеме пуçăнăр Зинаида Филиппова тата Кирилл Самаев студентсем.
Ертӳçĕ хушăвне илтсен ушкăнра ĕçлекен ытти студентсем, аспирантсем шавласа кайрĕç:
— Мĕншĕн Самаевпа Филиппова кăна? Пире те вĕт çакăн пек яваплă ĕçри практика кирлĕ. Эпир сутăнчăксем мар…
— Апла пулсан вăрттăнлăхра тăракан ĕçсене уçнишĕн саккун умĕнче явап тытасси пирки ак çак хут çине алă пусăр. Эпĕ халь Самаевпа Филипповăсăр пуçне никама та шанмастăп, — хучĕ сĕтел çине алă вĕççĕн çырнă хута. — Прокуратура ахаль хăварас çук Антон Вермиловăн хура ĕçне. Çак инкеклĕ сăлтава ректора та пĕлтеретĕп. Эсĕ, Антон, чирлисен чĕрĕлес шанчăкне пĕр шутлами укçашăн татнă. Анчах пирĕн ĕç вăйă мар, ăнăçлăх патне кашни вĕт-шакăр çитменлĕхе шута илсен çеç çитме пулать. Чыс та, яваплăх та çук санра. Кирлĕ-и-ха ун пек специалист сывлăха сиплес ĕçре? Халь кайма пултаратăн.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...