Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
I
Клавье те Ванюк хыççăнах амăшĕн пӳлĕмĕнчен сирпĕнсе тухрĕ. Чĕри йăлтах пушанса юлнă. Пуçĕнче тискер шухăшсем хура çĕленĕн явăнаççĕ. Унăн ашшĕ пурччĕ. Текех çук ĕнтĕ. Савнă Ванюкпа мăшăрланасси те инçе марччĕ. Вăл ĕмĕт те тĕлĕкри пек сирĕлчĕ. Вунçичĕ çул çитиччен суя пурнăçпа пурăннă иккен. Ашшĕ Михха ма иккен унăн, таçти тĕрмере пĕтнĕ çын. Ванюк, ав, Клавьен юн-тăванĕ. Ашшĕ шутланакан çын куçĕ уми курăнма юрамасть. Пĕлсен, лешĕ тавăрасси паллах. Вăл этем хăйне хур кӳрекене нихçан каçарман. Пурнăç майлă чухне палăртман кăна. Ак ĕнтĕ «ашшĕ» ыттисене кăтартнă мĕнпур инкек хĕр ĕнси çине тиенчĕ. Тӳсме ытлă та хĕн пирки амăшне ӳпкелерĕ: «Вăл сăпайлă та тӳр пурăннă пулсан, нимле хуйхă та сиксе тухман пулĕччĕ Пирĕнтен телейли никам çукчĕ». Амăшĕ Ванюк ашшĕн юратнă тенине аса илсен, Клавье ун айăпне каçарма тăрăшрĕ. Хăй те çавах мар-и? Ванюк Хусантан тухса каймасан, вĕсем татах курнăçĕччĕç те... Каччи савма шухăшласан, чарĕччĕ-и? Хусанта çеç-и вара? Хăйрал вăрманĕнче çӳренĕ чухне те çавах мар-и? Юрать-ха амăшĕ патне кайма шут тытнă. Унсăрăн юн-тăванĕпе çылăха кĕрĕччĕç те, чунĕсем тамăка лекĕччĕç. Клавье пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренсе нлчĕ. Ют арçынтан çуралнине пĕлсен, ăна вĕлтрен çинчи теме тытăнĕç. Намасран, мĕнпур хуйхă-суйхăран хăтăлма пĕр май çеç...
Клавье пахчари тарăн кӳлле аса илчĕ. Çĕртен пуçхĕрлĕ ярăнмалла кăна... Телейле чух пырса ларатчĕ те вăл унта, пулăсене çăкăр тĕпренчĕкĕ ывăта-ывăта паратчĕ. Лешсем чăмса тухса хыпатчĕç. Илемлĕччĕ унта. Ан тив, халь çав вырăн уншăн юлашки хут ура пуснă çĕр лаптăкĕ пултăр...
Клавье кӳлĕ хĕррине чупса çитрĕ те сикес вырăнне çерем çине персе анчĕ. Çут тĕнчерен уйрăлас килменшĕн мар, леш тĕнчене аса илни тăлласа ӳкерчĕ. Вĕреннĕ чух тĕне хирĕçле халапсене тем чухлех илтнĕ, хăй те шӳтлесрен пăрăнман. Тата çамрăклăхс телейлипе турра ĕненсех те кайман. Чиркĕве те гимначинчи йăласене тытасшăн кăна çӳренĕ. Шыва сикес патне çитсен, пуп таврашсем вĕрентнин хăрушлăхĕ куç умне тухса тăчĕ. Кĕлĕ тутармасăрах вилсе выртĕ те, чунне шуйттансем тамăка сĕтĕрсе кайĕç. Ĕмĕр-ĕмĕр çунакан хурана пăрахĕç. Клавье хурлăхлăн макăрса ячĕ. Умри симĕс курăк куççулĕпе çăвăнчĕ.
Тем вăхăтран пуçа тепĕр шухăш пырса кĕчĕ. Çын мăшкăлĕнчен хăтăлма шыва сикме те кирлĕ мар, мăнастире кăна каймалла. Тĕлейсĕррисем, хуйхă-суйхă çапса хуçнисем çавăнта канăç тупни çинчен пайтах вуланă, пуп таврашсем вĕрентнине те илтнĕ. Унта вăл амăшĕпе иккĕшĕшĕн пĕтĕм чунĕпе парăнса кĕлтăвĕ. Сăвапа тухсан, турă умĕнче ытти мĕскĕнсемшĕн йăлăнса çылăхне каçарттарĕ. Леш тĕнчери ырлăха курма пулăшĕ.
Клавье, çĕнĕрен телей тупнăн, макăрма чарăнчĕ. Куçне тутăрпа шăлса типĕтрĕ. Çĕртен çамăллăн çĕкленчĕ. Пассажир пăрахучĕ анатран хăпарнине асăрхарĕ. Чĕрери туйăмсем çав-çавах пурнăçшăн йăсланăран куçĕпе пахчана ытамларĕ. «Улми чăмăртана пуçланă улмуççисем, чиепе хурлăхан тĕмĕсем, кӳлĕрен инçе те мар хăйăрлă сукмак айккипе ӳсекен кĕрен чечексем, — пурте ĕмĕрлĕхе сыв пулăр. Текех сирĕн пархатарлă çимĕçӳсене тутанаймăп, чечексен илемĕпе савăнаймăп. Телейсĕр пулсан та, çуралса ӳснĕ кил-çурт, сыв пул... Анне, каçар мана». Çут тĕнче илĕртсе каялла çавăрасран хăранăн чупма пуçларĕ Клавье. Пристаньте, кам пуррипе çуккине асăрхамасăр, пăрахут çине кĕчĕ. Яланах пĕрремĕш класпа çӳлти хутра çӳренĕскер, халь хăйне мĕскĕне хурса, виççĕмĕш класс хĕррине тухрĕ. Тăван килĕпе савнă пахчи çине юлашкн хут пăхрĕ. Куççулĕ шăпăртатса анчĕ.
Самайран тин вăл ӳт-пĕвне çил витĕрех шăнтнине туйрĕ. Çӳхе кĕпе вĕççĕнех пирки шала кĕчĕ. Укçа пĕр пус та çук иккен. Билет та илмен. Пристане тухнă чух тытса намăса кĕртмĕç-и? Тата укçасăр ăçта кайса, мĕн çисе пурăнас? Анчах пăшăрхануллă шухăшне çав самантрах сирчĕ. Ан тив, çылăхсене каçарттармалăх малтанхи утăмрах асап та нуша тиентĕр. Христос пурне те тӳсме каланă. Инкек-синкекшĕн турра ӳпкелеме хушман.
Пăрахут Шупашкара çитсе чарăнчĕ. Клавье канăçсăрланни хăлăхах пулчĕ, — капăр тумланнăран-ши, — унран билет та ыйтмарĕç.
Сăртă хăпарсан, çынран ыйтма та кирлĕ пулмаре, йĕри-тавра чул хӳме тытса çавăрнă чиркӳсемпе пурăнмалли çуртсем ларни курăнчĕ. Ку мăнастир пулнине такăм та чухлĕ. Клавье васкасах тимĕр хапха умне çитсе тăчĕ. Чышкипе хапхана тӳнлеттерме тытăнчĕ.
Çав самантрах хапхари пĕчĕк шăтăк шăлт-шалт уçăлчĕ. Хура тутăрлă, тăрăхла пит-куçлă ватăрах хĕрарăм пуçĕ курăнчĕ. Хусанта Клавье манашкăсене пайтах тĕл пулнă. Лешсем тирпейлĕ те сăпайлă пекчĕ. Ку шăтăкран пăхаканни, усал-тĕселĕн туйăнчĕ.
— Кам эсĕ?
Клавье чĕри теме сиснĕн кăртлатать. Хирĕç чĕнмесĕрех хапха патĕнчен тапса сикме хатĕрччĕ ĕнтĕ вăл. Анчах та йăлтах анранипе вырăнтан та хускалаймарĕ.
— Эй, савнă аппаçăм... — аллисене кĕлтунă чухнехилле кăкăрĕ çине хучĕ Клавье. — Эпĕ мĕскĕн хĕрача... Сăваплă игуменьйăна курасчĕ...
— Мĕн тума кирлĕ вăл сана?
Клавье каласа та парĕччĕ. Шупашкарĕпе те ăна паллакан Бернатскипе Лаврскирен урăх никам çук та, çапах, хăй шухăшне чăрмав кӳрес пек, ытарлăн хуравларĕ:
— Ăна сăваплă игуменьйăна куçа-куçăн пĕлтерĕп... Манашка пуçĕ çухалчĕ те, шăтăк шăлт-шалт хупăнчĕ. Клавье каллех пĕччен. Ĕнтĕ пĕртен-пĕр ĕмĕт: йышăнччăр çеç ăна. Пĕтĕм хуйхă-суйхă иртĕччĕ. Ашĕнче кĕлĕ сăмахĕсене асăнса, вĕçĕмсĕр сăхсăхрĕ. Вăрах кĕтме лекмерĕ — хапхари шăтăк каллех уçăлчĕ.
— Эс кунтах-и-ха?
— Кунтах...
— Халех, — терĕ те манашка Клавьене алăк уçса кĕртрĕ.
Пӳлĕмре кăна вăл тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Мĕн пур-çука асăрхама хăтланчĕ: пӳлĕм варринче вăрăм сĕтел, стена çумĕнче авнă пукансем, тĕпел кĕтессинче иконсем. Христоса пăталанине кăтартакан икон уйрăм тăрать. Ун умне çутнă лампадкăран йывăççу шăрши сарăлнă. Чиркӳре е часовньăра пек туйăннипе Клавье сăхсăхма та хатĕрччĕ. Çӳллĕ хыçлă пукан çинче хĕрĕхрен иртмен сывлăхлă хĕрарăм ларнине курсан, вăл сăмах каласса кĕтсе тăпланчĕ.
— Сăваплă матăшкă... — аллине кăкăре çине хурса, пуç тайрĕ манашка. — Çак мĕскĕн сире курасшăн.
Игуменья мăнастирте турри те, патши те хăй пулнă вăхăтра кунта темле хĕрарăм та килсе çакланнă. Вĕсен хушшинче каçарма çук айăпа е намăса кĕнисем ытларах. Ултавпа йывăрлăха тӳçейменнисĕм те пур. Анчах умрă айăпсăррăн пăхса тăракан илемлĕ хĕр мĕн сăлтавшăн килсе лекнине игуменья ниепле те тавçăраймарĕ. Хăйĕн телейсĕр çамрăклăхне аса илсе, Клавьене шеллерĕ. Пурнăçри ырлăха мăнастир тулашĕнче шыраттарма ятласах кăларса ярасшăнччĕ. Мулшăн выçăхса, пурне те хĕн-асап сунма хăнăхни этемле кăмăлне сирчĕ. Ара, кунашкал кайăка епле вĕçертĕн? Аллинчи ылтăн суллисене ахахпа илемлетнĕ-çке. Çĕррипе хăлха ункисем те хаклă йышшисем. Игуменья çакна тавçăрчĕ: ку çамрăк хĕр çĕрме пуян таврашĕ. Тен, ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр ачи. Ваттисем вилсен, пурлăхĕ ăна юлмалла. Каярах çав пурлăх мăнастир ирĕкне куçĕ.
— Мĕн ятлă эсĕ? — кичем шăплăха сирчĕ игуменья.
— Лена... — ăнсăртран пырса кĕнĕ ята персе ячĕ Клавье.
— Аçу мĕн ятлă! — малалла тĕпчерĕ лешĕ, кам ачине тавçăрасса шанса. Таврари пуянсене палламанни çукпа пĕрех унăн.
Клавье Михха ятне асăнмарĕ. Пуян çынна вĕсем те пĕлеççĕ-и тен. Йышăнас вырăнне ашшĕне хыпарлĕç те... Тĕрĕссипе, вăл ун ашшĕ те мар-ха... Вăхăтра хуравламанни игуменьăна килĕшмерĕ курăнать.
— Ман атте Микула ятлă. Асатте — Çтаппан, — терĕ хĕр. Чăн ашшĕн ятне асăнсанах Клавье чĕрине ăшă хум пырса çапăнчĕ, сывлăшĕ çăмăлланнăн туйăнчĕ.
— Николай Степанович-и?
— Çапла, сăваплă матăшкă.
— Хушамачĕ мĕнле унăн?
— Степанов! — тытăнса тăмасăрах каларĕ Клавье. Игуменья хăй паллакан пуянсем хушшинче Степанов хушамата çине тăрсах шырарĕ. Тупайман енне малалла тĕпчерĕ:
— Ăçтисем эсĕ? Аçу-аннӳ мĕн ĕçлесе пурăнать? Клавье самантлăха йĕнчесе тăчĕ. Тĕрĕсне калама юрамасть, суйма та... Çавăнтах Клавье мăнастире пыракансем хăйсем камне, мĕнле йăхран тухнине пытараççĕ тенине аса илчĕ. Çавăнпа игуменья çине тӳррĕн пăхрĕ те:
— Сăваплă матăшкă, — терĕ, — эпĕ Атăл тăрăхĕнчи хуларан. Аттепе анне суту-илӳпе айкашаççĕ. Урăх манран ним те ан ыйтăр, тархасшăн. Тата çӳлти аттемĕре ачисен ашшĕ-амăшĕ мĕн ĕçлесе пурăнни кирлех те мар. Вăл таса чунлисене кăна хапăллать. Эпĕ хам пурнăçăма турă ирĕкне пама шутлатăп.
Çамрăк хĕр хирĕçни игуменьăна тарăхтарчĕ. Çак сăмаха манашкăсенчен илтнĕ пулсан, игуменья хăйĕн мăнаçлăхне, влаçĕ çирĕппине кăтартасшăн тем тӳса пăрахĕччĕ. Халь вара тутине çыртса çиллине шăмарчĕ çеç. Пурăна киле ку хĕр çемĕçĕ тесе шутларĕ. Клавье çĕрме пуян хĕрĕ пулнă пирки пĕртте иккĕленмерĕ. Мĕскĕнсем кунашкал хуравланине астумасть вăл. Лешсен пурнăçĕнче мĕн пулса иртни яланах чĕлхе çинче.
— Лена йăмăкăм... — сассине евĕклетрĕ игуменья. — Аçу-аннӳ камне пĕлтерме кăмăл тумарăн, турă каçартăр çана. Эпĕ те ирĕксĕрлесе çылăха кĕмĕп. Ху кĕлтунине кура турă хăвачĕ çитсен пытармăн-ха. Çапах та çак сăваплă кил-çурта мĕн хăваласа килчĕ сана? Араскална атте турă ирĕкне парасшăн та мар-и, тен, эсĕ, çылăхлă çынсем хушшинче тунă киревсĕр ĕçшĕн айăпласран хăраса кăна килсе кĕмерĕн-и?
Игуменьйăн тивĕçсĕр сăмахĕсем Клавьене пĕр хĕретсе, пĕр шуратса ячĕç. Вăл хыттăнах татса хучĕ:
— Сăваплă матăшкă, эсир мана кăлăхах хур кӳретĕр! Эпĕ нимле киревсĕр ĕç те туманнине, никам умĕнче те айăпа кĕменнине атте турă пĕлет. Чăннипе, ирсĕр ĕç тумалăх пурăнман та-ха.
Клавье сăмахне игуменья йӳпсемерĕ те. Мăнастире килекенсем суйнине тем чул та курнă вăл. Ку хĕр мăнкăмăллăхне ыттисенчен уйрăмах кăтартни каллех унăн çиллине хăпартрĕ, пурпĕр хăй çемçен кăна асăрхаттарчĕ:
— Лена йăмăкăм... Эсĕ те кăлăхах шăртланатăн. Хăйне турă ирĕкне пама шут тытнă çыннăн йăли мар ку. Мăнкăмăллăх тӳрех тамăка илсе кайĕ. Сан кунçулу пирки ахальтен чĕлхене якатса лармастăп эпĕ. Ман саншăн та кĕлтума лекет. Çавăнпа ыйтатăп: пĕр-пĕр йĕкĕт улталамарĕ пуль? — Клавье ним хуравлама аптранине сиснĕ игуменья, çамрăк хĕр кăмăлне йăлтах хăй майлă çавăрасшăн пулса, сассине пусарчĕ. — Çĕр çинче пурăнакансене турă тем тума та ирĕк панă. Хĕрсем йĕкĕт илертнине часах парăнаççĕ. Сана та çав инкек лекмен-и? Телейсĕр юратуран çăлăнăç шырамастăн-и эс кунта?
Сассине хăпартнăшăн Клавьĕ каçару ыйтма та хатĕрччĕ. Анчах ăна тата ытларах хур кӳреççĕ иккен. Çак сăмахсене ирĕкре, Михха хĕрĕ тесе пурăннă чух илтнĕ пулсан, чĕлхине тăсакана ним уямасăр çутăлтарса ярĕччĕ. Халĕ вара мăнастире мар, темле ирсĕр çурта килсе кĕнĕ пек туйăннă пирки Клавье пĕтĕм ӳт-пĕвĕле чĕтрерĕ. Хăй те сисмесĕр тата хыттăнрах тавăрчĕ:
— Сударыня, эсир мана мăнастир алаке урла каçнă-каçманах тӳсме çук мăшкаллатăр. Ыйтăвăр çине хуравласа намăса та кĕместĕп!
— Аминь! — кун пирки урăх калаçма кирлĕ маррине систерчĕ игуменья. Çавантах тепĕр хут астутарчĕ: — Хисеплĕ йăмăкăм, çыннăн чи хăрушă тăшманĕ — манкăмăллăх. Сан мăнкăмăллăху хăвăнтан та пысăк. Эсĕ ху пĕтме пуçланине те чухламастăн.
Клавье сасартăках хăраса ӳкрĕ: «Хирĕççе çиллентернипе мĕнех тăвăн? Ав епле пăхать вăл».
— Сăваплă матăшкă, йăвашланса чĕнчĕ вара Клавье. — Хам айваннипе нӳремсĕр сăмах персе ятăм. Каçарăр, тархасшăн...
Çамрăк хĕр парăнни игуменьăна çырлахтарчĕ..
— Христос каçартăр сана, Лена йăмăкăм... Анчах, тем чул калаçас мар тесен те, тепĕр сăмахран хăтăлма çук. Мĕн тупăка выртичченех кĕлтуса ирттерме шутларăм терĕн. Куна тума çăмăл мар. Мăнастир тулашĕнче юлнă тăванусем е юратнă каччу илĕртнипе çылăха кĕмĕн-и? Çавсем пирки чунна пĕтермĕн-и? Тĕплĕрех шухăшласа пăх.
— Сăваплă матăшкă, — тăнăçланнă сассипе хуравларĕ Клавье. — Мăнастир тулашĕнче мана илĕртмелли çын çук. Вĕсем, тăпраран пулнăскерсем, тăпранах куçнă. Аса илсен, вĕсемшĕн турра кăна кĕлтăвăп.
— Аминь! — сăмах пĕтнине систерчĕ игуменья. Чи хапсăннă тĕле çитсен, аллисем чĕтреме пуçларĕç. Сасси те чĕтревлĕ тухрĕ: — Лена йăмăкăм, ĕнтĕ хаклă япалусене хывса пар. Чунне турă ирĕкне парнеленĕ çынна кирлĕ мар вĕсем.
— Хаваспах, сăваплă матăшкă, — килешрĕ те Клавье икĕ суллипе хăлха ункисене, ылтăн вăчăраллă сехетне хывса сĕтел çине хучĕ. Çавăнтах астутарчĕ: — Ман туфли çинчи тăхасем те ылтăн. Ăна та пуçтарăр.
Пурçăн чăлха вĕççĕн кăна юлсан, игуменья пит-куçĕ рехетленсе çиçме пуçланине те асăрхаймарĕ Клавье. Ма ан рехетлентĕр-ши вăл? Пĕчĕк чӳречерен хĕвел çути ӳкнипе сĕтел çинчи ахах та ылтăн вут-çулăмăн йăлкăшаççĕ. Çакăнта ĕçлеме тытăннăранпа ун аллине пайтах хаклă йышши япала лекнĕ. Вĕсем пуян çын хĕрĕсемпе арăмĕсем çумĕнче пулнă та халь игуменьйăн тимĕр арчинче выртаççĕ. Çапах та кунашкаллине курман. Ку хĕр хăй кам иккенне пытарма тăрăшрĕ пулин те, унăн ашшĕ-амăшĕ çĕрме пуянни тӳрех паллă. Пурăна киле тĕрĕснех пĕлĕ-ха. Игуменья Клавье çумĕнче хаклă япала татах юлнине асăрхарĕ — вăчăраллă ылтăн хĕрес! Хывса илме те хатĕрччĕ, çак япала кайран та пурпĕр ун аллине лекессе пĕлсе тивмерĕ. Хаклă япаласене ывăçларĕ, тӳрех шкафа персе чикрĕ. Вара шăнкăравĕпе шăнкăртаттарче. Çав самантрах манашка кĕрсе тăчĕ:
— Мĕн хушатăр, сăваплă матăшкă?..
— Софья йăмăкăм, çак хĕр, аташса юлнă сурăх путекĕ хăй кĕтĕвне шыранă пек, чунне турра парнелеме килчĕ. Манашка тивĕçне иличчен ăна пăхса тăма, вĕрентме сана хушатăп. Эсĕ, Софья йăмăкăм, унăн ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулăн.
— Итлетĕп, сăваплă матăшкă. — килĕшсе пуç тайрĕ манашка.
— Сире турă хăвачĕ çиттĕр, Лена йăмăкăм, — Клавье çине хĕрес хурса пиллерĕ игуменья. Аллине чуптутарчĕ.
Манашка Клавьене пысăк çуртсем хушшипе ертсе кайрĕ те вăрăм коридора илсе кĕчĕ. Ик айккипе алăксем. Утсан-утсан, пĕр алăкĕ умĕнче чарăнчĕç.
— Лена йăмăкăм, кĕрĕр çакăнта...
Ирĕкре чухне Клавье манащкăсем чиркури пекех таса та çутă пӳлĕмсенче пурăнаççĕ тесе шутланă. Халь кичемленчĕ. Кельйинче кравать, пĕр пĕчĕк сĕтелпе пĕр пукан кăна. Маччи лутра, алăта перĕнмелле. Пĕртен-пĕр чӳречине тимĕр решетке карнă. Икон умĕнчи лампадка çунмасан, пăч-тĕттĕмех пулĕччĕ. Клавьене тĕрмене лекнĕн туйăнчĕ. «Нивушлĕ çак шăтăкра пурăнма тивет?»
Клавье кăмăлĕ пăсăлнине манашка çав самантрах сисрĕ, тĕлĕнмерĕ кăна. Мăнастир тулашĕнче пурăннă чух çын темле асап, хуйхă-суйхă тӳссен те, кунта килсе лексен, хăйне виле шăтăкĕ умне çитсе тăнăн туять. Çавна манашка хăй те тӳссе ирттернĕ.
— Савнă йăмăкăм, — Клавьене йăпатасшăн çемçен чĕнчĕ вăл, çакă сан пӳлĕмӳ. Çакăнта кунĕн-çĕрĕн турра кĕлтăвăн. Анчах кунта сана килĕшмест курăнать. Ку ĕнтĕ эсĕ çылăхлине пĕлтерет. Эсĕ хутла татумтир та çӳхе, кунти пурнăçа шăнса чирлеступса игуменьйăран пытарса хăвармалла-ши? Вара ăна эрех вĕреннĕ пулĕ, пачăшкăпа ытти сăваплă çынсем ăс панине те илтнĕ-н, тен... Чĕрене хӳмаллаччĕ. Турă ывăлĕ хăй те витере çуралнă. Этемсем хушшинче пурăннă чух шăтан-юхансемпе юнашар выртса тăнă, нимрен те йĕрĕнмен, никама та тиркемен. Этемсене çылăхран, тамăкран хăтарасшăн хăйне хĕрес çумне паталама та чарман. Пире, чунамăрсене çăлса рая лекме юрăхлă пулччăр тесе, çĕр çинчи мĕнпур асапа тӳсме хушнă. Çыннăн ӳт-тирĕ тăпраран пулнă, тăпранах куçать, чун — ĕмĕрлĕхе. Чуна çылăхран тасатма тăрăшмалла. — Ашĕнче пачах урăхла шухăшларĕ манашка: хĕр çийĕнчи кĕпе хаклăскер, ăна мĕнле май тупса игуменьйăран пытарса хăвармалла-ши? Вара ăна эрех тупса парĕччĕç. Ĕçсе ӳсерĕлсе, телейсĕр ăраскалне самантлăха манĕччĕ. Сăмахне манашка пурпĕр çапла вĕçлерĕ: — Пурăнасси пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Иксĕмĕр пĕрле чухне тунсăх пусарса ӳкереймĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...