Çавраҫил :: Вунтӑваттӑмӗш сыпăк
Путвалта
Сахар кĕнекесем нумай вуланă. Тĕнче историйĕпе те сахал мар кăсăкланнă. Мĕнле-мĕнле кăна асаплантарса вĕлермен-ши çынсене çакă çутă тĕнчере. Юнашар ӳсекен икĕ йывăçа авса, чĕрĕ çыннăн сулахай аллипе урине пĕр йывăç, сылтăм урипе аллине тепĕр йывăç çумне çыхнă, кайран çав авнă йывăçсене вĕçертсе янă та, çын кĕлетки сывлăшра икĕ пая уйрăлса кайнă. Тăван халăхăн телейĕпе ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен çынсене шалчасем çине кутăн лартса асаплантарса вĕлернĕ. Пĕр айăпсăр çынсене çаврака шăтăк чавтарса унта янă, пуçне ирĕке, сывлăша хăварса, кĕлеткипе аллисене тăпрапа таптаса хытарнă. Шелсĕр çăхансем çав чĕрĕ пуçсен куçĕсене сăха-сăха шăтарнă, çивĕч сăмсисемпе пуç шăммине таккаса çĕмĕрсе, мимине сăхнă. Çынсене асаплантарса, ухмаха ертсе вĕлерес тесе, тарăн путвалсенче ятарласа йĕкехӳресем ĕрчетнĕ. Çавăнта пăрахнă çынна выçă йĕкехӳресем чĕрĕллех кăшласа-çисе вĕлернĕ. Сахар путвалĕнче те йĕкехӳресем ĕрчесе кайнăччĕ. Мĕн чухлĕ сăтăр тумарĕç пуль вĕсем ăна! Хуçа таçта йĕкехӳресене мĕнле пĕтермелли çинчен вуланине аса илчĕ. Вара вăл ун чух юратнă ывăлне çапла каларĕ: «Сергей, эсĕ тапăпа пĕр йĕкехӳрине чĕррĕн тыт-ха», —терĕ. Мĕнле каланă — çапла тунă. Сергей кайри уринчен çирĕп çыхнă чĕрĕ йĕкехӳрене ашшĕне кăтартрĕ. Сахар ăна илчĕ те чĕрĕллех краççын пичкине чиксе кăларчĕ, шăрпăкпа чĕртрĕ, çав çунакан чĕрчуна путвалти пĕр шăтăкран кĕртсе ячĕ. Ку вăл çур çĕр тĕлĕнче пулчĕ. Шурăмпуç килнĕ чух ашшĕпе ывăлĕ пахчана тухрĕç те — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç: аслăк хыçĕнче,! улма ани тăрăх, çĕршер йĕкехӳре кĕтĕвĕ, мăкăльтетсе, йĕтем еннелле васкать. Аллисене туясем тытнă Сахарпа Сергей вĕсем хыççăн чупрĕç. Çук, кăшлакан чĕрчунсем йĕтем çинче чарăнмарĕç, кӳршĕ ялта Палас хĕррине лартнă шыв арманĕ еннелле çул тытрĕç.
Хуçа путвала хупса лартнă арăмĕшĕн хăрамасть, унта пĕр йĕкехӳре те çук.
Сахар малти пӳрте кĕчĕ. Пĕчĕккисем иккĕшĕ юнашар выртаççĕ. Çывăраççĕ вĕсем. Килте мĕнле ахăрсамана пыни çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ. Хуçа, пĕлет пулин те, лавккана тухмалли алăка тĕрĕслерĕ — питĕрнĕ. Вăл унта çĕмĕрсе кĕме те пултарать, анчах кирлех-ши? Çук пуль. Çапах та алăк патне пычĕ-пычех вăл. Çак вăхăтра путвалран урай хăмине темле япалапа шак-шак! тутарни, Тарье: «Ан кĕнĕ пултăр унта! Санăн мар!»— тесе кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ. Сахар пĕр сăмах та чĕнмерĕ, шăпăрт кăна картишне тухрĕ, витесен алăкĕсене уçа-уçа хучĕ те — мĕнпур выльăх кил хушшине кĕпĕрленсе тухрĕ. Пĕри те пĕри апат шыраса унталла-кунталла чупкалаççĕ. Анчах хуçи вĕсене нимĕн те памарĕ, вырăсла хапхана кайса уçрĕ те, лашипе чăх-чĕпсемсĕр пуçне, пĕтĕм выльăхне урама хӳтерсе кăларчĕ. Янаварсем, хуçа пире кĕтĕве хăвалать тесе-ши, Паласкас урамĕпе тăвалла утма пуçларĕç.
Хăрах аллине пушă чӳлмек, тепĕрне чăпăркка тытнă Сахар вĕсене артель çурчĕн картишне хăваласа çитерчĕ. Ăна хирĕç Петĕр урхамахне пăхакан Иван конюх чупса тухрĕ. Хăй хăраса ӳкнĕ.
— Захар Петрович, мĕне пĕлтерет ку япала? —сехĕрленсе ыйтрĕ вăл.
— Ан шиклен, Иван. Хальлĕхе ăçта та пулин хупса хур-ха вĕсене. Кайран мĕн тумаллине Долотов председатель калĕ сана. Эпĕ халь ун патне каятăп, — терĕ те Озеров, каялла çаврăнса утрĕ.
Вăхăтлăха артель правленийĕ ял Совечĕн тепĕр пӳлĕмне вырнаçнă. Кĕскен каласан, Чăваш Яшмин ĕç штабĕ хальлĕхе йăлтах Леонтьевăн темиçе пӳлĕмлĕ чул çуртне йышăнать.
Çине кивĕ кĕрĕк, пуçне хăлхаллă çĕлĕк тăхăннă Озеров тӳрех унта пăрăнса кĕчĕ, техничкăран Долотов хăш пӳлĕмре ларнине ыйтса пĕлчĕ.
— Карачăм Михалчă та, Матви Алексантăрчă та паян пулмаççĕ, района кайрĕç, — пĕлтерчĕ техничка.
Сахар1 пуçне усса аннине Энтрей аякранах асăрхарĕ. Хуçа килне кĕрсе кайсан, вăл çине хăпăл-хапăл сăхман тăхăнса ячĕ, çĕлĕкне пусарах лартрĕ, вара, кăштăртатса, Сахар патне каçрĕ. Пĕр-пĕрне нумайранпа курман кӳршĕсем алă пачĕç, куçран куçа пăхрĕç, хуçа сĕнсен, кайри пӳрте кĕчĕç.
— Каçар, Энтрей, сана, пĕртен-пĕр хаклă кӳрше, нимпе те хăналаймастăп, — пуçларĕ Озеров. — Авă, лар-ха çавăнта. Калаçар.
— Урампа иртсе пынине асăрхарăм та, хам та калаçма тесех каçрăм-ха çав, Захар Петровчă, — тесе, Энтрей тенкел çине майлашăнса ларчĕ. — Ара, эсĕ тăвалла выльăх-чĕрлĕх хӳтерсе кайнине куртăм та шалтах тĕлĕнтĕм. Кĕтӳ пăрахни чылайранпа та, ăçта илсе кайрĕ пулать-ха кусене тетĕп. Чăнах та, Захар Петровчă, ăçта леçрĕн вĕсене? — хуçа çине тинкерсе пăхрĕ к^фшĕ.
— Артеле леçсе патăм, Энтрей. Хăйсем туртса иличчен хам ирĕкпе парас терĕм.
— Мĕнле-ха, ăнлантарса1; пар-ха, Захар Петровчă. Артель вара пурин выльăхĕсене те туртса илет-и?
— Эсĕ, Энтрей, вăтам хресчен шутне кĕретĕн. Сана никам та пӳрнепе тĕкĕнмест. Вырăссем калашле, золотая середина эсĕ.
— Артеле ху ирĕкӳпе кĕмесен, ирĕксĕр пĕрлештереççĕ тесе каланине илтрĕм-ха эпĕ. Мĕнле, Захар Петровчă, тĕрĕсех-и ку? — шахвăртарах ыйтрĕ кӳршĕ.
— Апла та, капла та пулма пултарать, Энтрей. Халĕ влаçсем çынна хĕсĕрлесси йăлана кĕнĕ.
— Мĕнле-ха, эпĕ артеле çырăнас мар тесен, мана ирĕксĕрлесех кĕртеççĕ-и унта? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Энтрей.
— Эпĕ артеле пĕр хĕсĕрлемесĕрех кĕнĕ пулăттăм та, анчах ман пеккисене илмеççĕ пулас-ха унта. Çавăнпа, артеле çырăнасчĕ тесе, выльăхсене малтанах леçсе патăм. Ыран пуçлăхсем тем калаççĕ ĕнтĕ, паян пулмарĕç.
— Кала-ха, Захар Петровчă, артеле çырăнсан, ĕнесене те, сурăхсене те, сыснасемпе чăх-чĕпсене те унта хуса каяççĕ-и?
— Вĕсене кăна мар, Энтрей, арăмсемпе çитĕннĕ хĕрсене те пĕр çĕре пухаççĕ. Вара пурте пĕрле картиш пысăкăш çĕлетнĕ утиял айĕнче çывăратпăр, — те шӳтлесе, те чăнласах çапла пуласса ĕненсе персе ячĕ Озеров.
Энтрей, тенкел çинчен яштах сиксе тăчĕ:
— Ку вăт маншăн лайăх пулнă пулĕччĕ. Арăм суккăр, Уля пĕчĕккĕ. Вĕсем никама та кирлĕ мар, — терĕ те вăл, алă тупанĕсене пĕр-пĕрин çине хурса, сăтăркалама пуçларĕ.
— Эсĕ, Энтрей, тӳрех хĕпĕртесе ан ӳк-ха. Унта, пĕлĕт пысăкăш утиял айĕнче, хăшĕ куçлă та хăшĕ суккăрри курăнмасть.
— Пулин тата...
— Энтрей, хальлĕхе малашне мĕнле пулассине никам та лайăх пĕлмест. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ хам та тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлансах çитереймерĕм-ха çавна.
Çак хушăра Тарье те путвалра ахаль лармарĕ. Вăл, Сахар картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе урама хуса кăларнине вентилятортан курсан, çийĕнчех алла тимĕр кĕреçе тытрĕ, путвал стенине чавма пуçларĕ. Кĕреçепе чавать-чавать те итлесе пăхать, унтан тăприне аллисемпе аяккалла сирсе хурать. Çапла чылай вăхăт тĕрмешрĕ вăл, ывăнсах çитрĕ, канма тесе ещĕк çине ларчĕ. Упăшки ылтăн пытарнă кĕтесри ещĕкре тахçанхи коньяк кĕленчисем пуррине таçтан аса илчĕ хĕрарăм. Унта пычĕ. Тупрĕ. Пĕрне уçса тутинченех ĕçрĕ, ним çыртмасăрах, каллех ещĕк çине кайса ларчĕ. Ана тинех вăй кĕнĕ пек пулчĕ, кăштах канса илнĕ хыççăн каллех стенана ватма тытăнчĕ. Акă, таçта лаша тулхăрнă, йытă хамлатса вĕрнĕ пей сасăсем илтĕнсе кайрĕç. Тарье аллинчи кĕреçепе умĕнчи çĕре пĕтĕм вăйран темиçе хутчен умлăн-хыçлăн таклаттарчĕ — тул енчен çутă курăнса кайрĕ. Хĕрарăмăн сарă çӳçĕ çине нӳрĕ тăпра тăкăнса тулнă, тутăрĕ ĕнси çине анса ларнă. Унăн çи-пуçĕ те пĕтĕмпех вараланса пĕтнĕ, куçĕсем хăрушла алчăрса кайнă. Аллине вăрăм авăрлă тимĕр кĕреçе тытнă хĕрарăм путвалран картишне упаленсе тухрĕ, килĕнче мĕн пулса иртнине хăвăрт тавçăрса илсе, мĕнле пур çаплах Палас урамĕпе тăвалла вашкăртса кайрĕ. Кайри пӳртре шухăша кайса ларнă Сахар ăна асăрхамасăрах юлчĕ.
Артель лашисене пăхакан Иван, Тарье выльăх картишне асар-писер килсе кĕнине курсан, çухалса кайрĕ, ним тума та, ним калама та пĕлмерĕ.
— Иван, ывăлăм, уç-ха хапхуна! Эпĕ кусене йăлтах киле хăваласа каятăп! Сахар ухмаха ернĕ! Сергей килте çук, ирех таçта тухса кайнă, — лăпкăнрах калаçма тăрăшрĕ Тарье.
Иван, ним калама аптраса, хулпуççисене сиктерсе илчĕ. Тарье вара, ун çинелле темлереххĕн пăхса илсе, хăех çил-хапхана кайса уçрĕ, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхне артель картишĕнчен хӳтерсе хăваласа кăларса, урампа чуптарса тенĕ пекех хăваласа анчĕ, картишне кĕртсе ярса, хапхине сăлăп ярса питĕрчĕ.
Кайри пӳртре Энтрейпе калаçса ларакан Сахар хăй арăмĕ çак хушăра мĕн хăтланма ĕлкĕрнине пачах та пĕлмерĕ. Картишне тухакан чӳречерен выльăхсемпе арăмне асăрхасан:
— Энтрей, тăхта, эпĕ халех! — тесе кăшкăрчĕ те Сахар, пӳртрен вăркăнса тухрĕ, Тарье умне çитсе те тăчĕ. Хальхинче çак çӳçĕ-пуçĕ тусăлнă, тăпрапа çăрăлса-вараланса пĕтнĕ хĕрарăм Сахара ун сăмахĕнчен иртмесĕр ĕмĕрĕпе итлесе пурăннă арăмĕ пек мар, таçти шуйттан шăтăкĕнчен сиксе тухнă тухатмăш карчăкĕ пек курăнса кайрĕ.
— Тарье, ăçтан тухма пултартăн эсĕ?! —кăшкăрса пăрахрĕ Сахар.
— Ак çакăнтан! — Арăмĕ хальхинче купарчине çапса кăтартрĕ.
— Намăссăр, мĕн хăтланатăн эсĕ?! — Сак самантра унăн мăшăрне çӳçрен явса илсе картиш тăрăх сĕтĕрсе çӳресси килчĕ, анчах Тарье маларах ĕлкĕрчĕ — аллинчи чăпăрккипе Сахара пĕррех пуçĕ урлă туртса çапрĕ те, лешĕ питне чăмăртаса тытрĕ.
Çакна курса тăнă Энтрей картишне тухмарĕ, алкум тăрăх кайса, крыльцапа урама тухрĕ. «Кунашкал япалана куриччен курманни», — терĕ.
Сахар кайри пӳртне васкаса кĕчĕ, анчах ĕнтĕ унта Энтрей пулмарĕ. Хуçа ниçта кайма пĕлмерĕ. Ун чĕринче те, ури айĕнче те çын куçне курăнман вут-çулăм йăлкăшса çунать. Сергей пĕр йĕрсĕр-хыпарсăр çухални те ăна пĕр кĕтесрен тепĕрне хăвалать. Мĕн тумалла унăн, ăçта кайса пуçа чикмелле?
Пушă чӳлмек
Захар Петрович Озеров, ылтăн пытарнă пушă чӳлмекне çĕклесе, ял Советне никам чĕнтермесĕрех кайрĕ. Пысăк мар тĕттĕм коридорпа иртсе, председатель ларакан пӳлĕм алăкĕ патне çитрĕ, вăл алăк кăштах уçăлса тăнине курсан, чарăнса тăчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: Казаков умĕнче Сергейпе Хрестук тăраççĕ. Унтах Степановпа| Мария Федотовна та пур. Акă председатель ура çине тăчĕ, хĕрпе йĕкĕт çине ăшшăн пăхса çапла каларĕ: «Ну, мĕн калам-ха сире юлашкинчен? — терĕ вăл Хрестукпа Сергее. — Иксĕр те; маттур комсомолецсем эсир, хамăр çынсем. Шанчăклă ĕçлерĕр, хăвăр ята ямарăр, малашне те çаплах пулăр. Иксĕре те ырă, телейлĕ çул сунатăп сире», — тесе, Казаков çамрăксен аллине тытса чăмăртарĕ. Степановпа Мария Федотовна та çавăн майлах каларĕç, вĕренӳре хастар пулма ырлăх-сывлăх сунчĕç. «Чунтанах тавтапуç сире, — терĕ вĕсене Сергей. — Эсир хушнă пек пулма тăрăшăпăр. Ялти комсомолецсен ятне те, сирĕн ята та, хамăр ята та, ял-йыш ятне те ямăпăр».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...