Çавраҫил :: Вуниккӗмӗш сыпăк
Тарье хаярланма пуçлать
Уйăх каялла, пĕр тĕлĕнтермĕш хыпар илтсен, Захар Петрович канăçне пач çухатрĕ. Ялти тепĕр лавккаçăн Лариван Левентейĕн аслă ывăлĕ пĕр пысăк хулара инженера вĕренсе тухнă иккен. Ăна çав хулари заводах ĕçлеме хăварнă. Икĕ çул иртнĕ хыççăн, яла, тăван кил-йыша курма килнĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕпе мĕн калаçнине, вĕсене мĕн каласа ӳкĕтленине никам та пĕлмест. Çакă çеç паллă пулать. Çитмĕлтен иртнĕ Ларионов ял Советне, Казаков патне, каять те çапла калать: «Матвей Александрович, паян-ыранах ятарласа комисси тăвăр, ман лавккари пĕтĕм япаласене акт çине çырăр та унтах кооператив уçăр. Хам пурăннă чул çуртра ял Совечĕ пултăр», — тет.
Казаков малтанласа ĕненмест-ха çакна. «Çитмĕлтен иртнĕ сутуçă ăсран тайăлман-и?»— тесе те шутлать вăл. Ара, çитмĕле çитсен çичĕ çулхи ача ăсĕ кĕрет çынна тет-çке халăх. «Каçарăр та-ха, Леонтий Ларионович, эпĕ ăнлансах пĕтереймерĕм сире. Эсир шӳтлесе калаçатăр-и е чăнахах-и?»—тесе ыйтать тĕлĕннĕ председатель. «Матвей Александрович, эпĕ ĕмĕрĕмре те шӳтлемен. Эпĕ яланах ĕçленĕ. Ывăл килчĕ те çавă нумай тăн пачĕ. Малтан килĕшмерĕм. Виç-тăват кун тавлашрăмăр. Эпĕ ăна чутах килтен хăваласа кăларса ямарăм. Юлашкинчен вăлах çиеле тухрĕ. Килĕшрĕмĕр. Карчăкпа иксĕмĕр те пурăнма ун патне каятпăр. Пĕтĕм пурлăха, çурт-йĕре Совета парса хăваратăп. Только актне иккĕ çырăр. Пĕрне, пичет пусса, хам алла парăр. Ĕмĕрте кирлĕ пулма пултарать. Ывăл та çаплах каларĕ», — васкамасăр ăнлантарать ватă лавккаç. «Чăнах калатăн пулсан, Леонтий Ларионович, пурне те эсĕ каланă пек тăвăпăр. Малашне сире нимĕнле хăрушлăх та кĕтмĕ, совет саккунĕпе айăпласси те пулмĕ», — тет председатель. «Тульккăш сутуçисем пирки шутласа пăхăр. Ман шутпа, кусем те аптăрамаççĕ пек. Эпĕ вĕсене нумай вĕрентрĕм. Вăрлас-тăвас йăлисем çук», — çаплах ăнлантарать лавккаç.
Ял Совечĕ йĕркеленĕ комисси членĕсем: Герасим Долотов, Павел Кузнецов тата Степан Нанайцев коммунистсем, Степанов председатель пулса ертсе пынипе, виçĕ кун ĕçлеççĕ, пăти-кашăкĕ таранах акт çине кĕртеççĕ.
Чăваш Яшминче хĕрĕх çул ытла лавккаç пулнă хыткан Лариван Левентейĕпе пичке пек шыçмак арăмне, вĕсен инженерта ĕçлекен çӳллĕ те яштака, кăтра çӳçлĕ ывăлне тăванĕсемпе кӳрши-аршисем инçе çула ăсатса яраççĕ. Ватă сутуçă, паллах, хăйпе пĕрле пĕтĕм ылтăнне илме те манман. Анчах ун çинчен ывăлне шарламан. Унсăрăн вăл çав пурлăха та Совета партарасран шикленнĕ.
Çак тĕлĕнтермĕш хыпара тĕрĕслес тесе, Ларионов лавккине Сахар хăй кайса пăхма шутларĕ, анчах çавăнтах пăрахăçларĕ. Вара, каласа-ăнлантарса, Сергее ячĕ. Ывăлĕ ик-виç сехетрен çаврăнса та килчĕ. Вăл ашшĕне мĕн курса мĕн илтнине тĕплĕ каласа пачĕ. Пурте тĕрĕс. Ял Совечĕ Ларионов çуртне куçнă. Сутуçăсем унчченхисемех юлнă. Степан Нанайцева вара кооператив пуçлăхĕ туса хунă иккен.
Шухăшлать Сахар. Пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утать. Лавккине тухать. Хупахне çулталăк каяллах хуптарнă. «Кооперативра эрехĕ те çук тет. Капла çынсем пурте сăмакун юхтарма пуçлаççĕ. Уншăн та çирĕп саккун тухнă тет. Сăмакун юхтаракансене судпа айăпласа тĕрмене хупаççĕ тет. Неушлĕ халăха ĕçтерме пăрахтарасшăн вĕсем? Ненай»— шухăшлать вăл. Вара крыльцана тухать. Пăхать те—тĕлĕнет. Нумаях пулмасть хăй патне çӳренĕ тутар маткисем халĕ ун çине çаврăнса та пăхмаççĕ— тӳрех кооператив лавкки патне утаççĕ.
Сахар каялла кĕрсе кайрĕ, малти пӳртне тухрĕ. Никам та çук, пуш-пушах кунта. Вăрăм коридор тăрăх кайса, кайри пӳртне кĕчĕ. Арăмĕ, Тарье, упăшки çапса-хĕнесе мăшкăл кăтартнă хыççăн çакăнта пурăнать. Çавăнтанпа вăл унпа çăвар уçса пĕр сăмах та калаçман, яланах хăйне уйрăммăн выртса тăнă.
Мăшăрĕ кăмака умĕнче хăйă чĕрсе аппаланать.
— Тарье, тавай çурт-йĕре сутар та Çĕпĕре тапар, — пĕр кĕтмен-туман сăмахсем персе ячĕ Сахар. — Таварне йăлтах кооператива парса хăварăпăр.
Арăмĕ сăмах та чĕнмерĕ, кутăн çаврăнса тăчĕ.
— Илтрĕн-и? Сутатпăр та хамăр çемьепех Çĕпĕре пурăнма куçатпăр. Эпĕ Петĕр шăллăмпа та калаçрăм. Вăл килĕшет, хăй те çапла тума шутлать.
Тарье вăрт! çаврăнчĕ те, хăйă чĕрме çĕçĕ тытнă аллипе сулкаласа, упăшки умнех пырса тăчĕ — Сахар пĕр утăм каялла чакрĕ.
— Кайăр! Пăчланăр! Иксĕр те пĕр калăпран. Хăть Çĕпĕре, хăть шуйттан шăтăкне кайса çухалăр. Таси паха! Куçпа курам мар. Ачасене памастăп. Пĕрне те памасп!
— Тарье, йĕркеллĕрех калаç-ха эсĕ.
— Эс мана ĕмĕр тăршшĕпе сăмах чĕнтермерĕн. Тĕрмери пек пурăнтăм. Çын çинче çын пек çӳреймерĕм. Эс мана тарçă вырăнче усрарăн! Ухмах пултăм. Эсĕ тыткăнра чух мана кăрнатир пек арçынсем илесшĕнччĕ. Каймалла пулнă.
— Каймаллаччĕ. Ма каймарăн тата? — вĕриленсе ӳкрĕ Сахар.
— Ан чĕн мана хирĕç! Тăр-ухмах эс! Пĕр япала та суттармастăп. Çийĕнте мĕн пур, çавăнпа тухса кай. Хăть Çĕпĕре, хăть мур шăтăкне!
— Мĕн, пĕркунхине мантăн-им? — çилли тула пуçларĕ Сахарăн.
— Манман, манмастăп та! Кил кăна çывăха. Акă, куратни çакна?! —çĕççине малалла тăсса кăтартрĕ Тарье — Урама тухса распуй кăшкăрап! Пĕтĕм халăха пухап! Тĕрмене хуптарап!
Ашшĕпе амăшĕ çапла хаяр сăмахсемпе хăр-харрăн ятлаçнине Сергей алăк патĕнче тăнласа тăчĕ. Уйрăмах ăна амăшĕн сăмахĕсем тĕлĕнтерсе пăрахрĕç. «Хăрушă хĕрарăм икккен ман анне. Пĕркун Хрестука çӳçрен лăскарĕ, тем-тем усал сăмахсем каласа намăслантарчĕ. Халĕ, авă, аттене хирĕç çĕçĕ çĕклерĕ, çĕрти-çӳлтине хăвармасăр ятлаçса пĕтрĕ, килтен хăвалама, тĕрмене хуптарассипе хăратма пуçларĕ». — Сергей икĕ аллипе те пуçне чăмăртаса картишне чупеа анчĕ.
Сахар арăмне хирĕç ним калама аптăраса тăчĕ-тăчĕ те ним чĕнмесĕрех, аллине сулса, пӳртрен тухрĕ. Лавкка крыльци çине улăхма ĕлкĕрчĕ çеç — пӳрт умне сарлака ăмăрлă хăла лаша килсе чарăнчĕ. Тăрантас çинчен вун ултă-вун çичĕ çулхи йĕкĕт сиксе анчĕ, лашине хапха юпи çумĕнчи ункăран кăкарса, Сахар патне пычĕ.
— Йысна, асатте вилес пек чирлĕ выртать. Мана аппапа иксĕре илме ячĕç, — хыпаланса пĕлтерчĕ йĕкĕт.
Çак самантра Вова лавккаран крыльцана ыткăнса тухрĕ, тин кăна килсе çитнĕ йĕкĕте паллаймасăр чарăнса тăчĕ, пĕрре ашшĕ, тепре çав лайăх тумланнă йĕкĕт çине тинкерсе пăхрĕ.
— Ак, Вовăпа пĕрле кĕрĕр-ха аппу патне. Вăл мĕн калать, — хулпуççийĕсене сиктерсе илчĕ Сахар.
Вовăпа йĕкĕт кайри пӳрте кĕчĕç. Тарье кĕçĕн шăллĕн ывăлне аран палласа илчĕ: халь çинех курманччĕ те, ӳссе кайнă вăл, арçын кĕлетки кĕрсе пырать йĕкĕте. Тарье хыпаланса ӳкрĕ.
— Чим-ха, хывăн, иртсе лар, Микула. Апат та пулин лартам, — ăшталанма пуçларĕ вăл.
— Çук, çук, аппа, ан чăрман. Апат çисе тăма вăхăт çук ман. Асатте питĕ йывăр выртать. Вилет пулмалла. Тетесемпе инкесем пурте унта. Сире те, йыснапа иксĕре, халех илсе килме хушрĕç, — васкаса каласа тăкрĕ Микула.
— Ах, турă! Çаплах-и вара? — пĕççисене шартах çапса илчĕ Тарье. — Мĕн пулнă-ши тата? Ах, турă... — Унтан кăшт шухăша кайнă пек пулчĕ. — Йысну пыраймасть. Вăл хăй те чирлĕ... Чим, тăхта эппин, эпĕ пăртак тумланса тирпейленем. — Çак сăмахсемпе вăл кайри пӳртрен васкаса тухрĕ.
— Сан аслаçу кам вăл? — халĕ те паллаймарĕ Вова хăнана.
— Вăл-и, кукаçу сан. Ватă.
— А-а, апла пĕлетĕп. Мана вăл садра панулми çитеретчĕ. Çавă-и?
— Çавă. Халĕ вăл чирлĕ выртать. Вилет пулмалла теççĕ тетесем.
— Эсĕ Микула-и эппин? — тинех тавçăра пуçларĕ Вова. — Пăх-халĕ, мĕнле ӳссе кайнă. Астăватăн-и, эсĕ йăмра çинчен ӳкнĕччĕ? Пуçна та шăтарнăччĕ...
Çак самантра Тарье кĕчĕ. Çине икĕ аркăллă хăмăр кĕпе, урисене çутă калуш тăхăннă, пуçне чăпар тутăр çыхнă.
— Вова, атя пĕрле. Куккусем патне кайăпăр, — терĕ амăшĕ.
— Аттерен ыйтса пăхам-ха. Ярать-и вăл мана, —тесе, Вова алăкран тухса кайрĕ, кĕçех каялла хашкаса кĕчĕ. — Анне, эпĕ пымастăп. Хăратăп эпĕ вилнĕ çыиран...
Темиçе минутран Тарьепе Микула ларнă тăрантас Çĕнкас урамне пăрăнса курăнми пулчĕ.
Сахар çухалать
Арăмĕнчен çакнашкал чуна касса каймалла хăрушă сăмахсем илтнĕ хыççăн Сахар малтанах ниçта кайса кĕрейми тăвăлса çӳрерĕ, темиçе хутчен кумрĕ, пĕр вĕçĕм шухăшларĕ. «Ларионов хăйĕн лавккине хупса, ăна кооператива парса тĕрĕс тунă, вăхăтра ĕлкĕрнĕ, килне-çуртне те Совета парса хăварнă. Халĕ мĕн, ывăлĕ патне хулана кайнă та ним хуйхă-суйхăсăр пурăнать. Ывăлĕ те ăслă çав. Вăл ашшĕне çапла тума вĕрентнĕ...»
Пӳрте Сергей килсе кĕчĕ. Ашшĕ ун çине пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таранччен сăнаса пăхрĕ, ӳсĕркелесе илчĕ, унтан ывăлĕпе чунне уçса калаçма шут тытрĕ.
— Акă мĕн, Сергей, — терĕ Сахар, сĕтел умĕнчи хыçлă пукан çине ларса. — Шухăшларăм-шухăшларăм та, пирĕн те, Левентий Лариончă пек, хамăр лавккана хупмалла пуль тетĕп. Ăçта кайин каймĕ, мĕнпур тавара кооператива леçсе парар. Укçасăр-мĕнсĕрех. Ху куратăн, пурнăç кукри-макрисем кăнттамланса пыраççĕ. Хамăр та пĕлместпĕр, малашне тем пулас-килес пур...
— Вăл çапла та, анне килсен... Вăл килĕшес çук пулĕ, — асăрханарах хушса хучĕ Сергей.
— Кирек те мĕн калатăр вăл — унăн ирĕкĕ. Пĕлетĕн пулсан, эпир халь чăнкă çыран умне çитсе тăнă. Кăшт ура шуçсанах тĕпсĕр авăра анса каятпăр. Аннӳ ăна-кăна ăнланмасть. Тухса кӳл лашасене, — сасартăк татăклă шухăш тытрĕ Сахар, — Паянах, халех таварсене кооператив лавккине леçсе паратпăр.
Сергей ашшĕн ку сăмахĕсемшĕн савăннă пек пулчĕ, çав хушăрах шикленни те пур.
— Анне пĕтерет ĕнтĕ пире, кăшласах ярать.
— Темех мар. Эпĕ хамăнне хам пĕлетĕп. Тухса кӳл лашасене!
Тепĕр сехет пек вăхăт иртсен, тавар тиенĕ икĕ лав ял Совечĕ умне çитсе чарăнчĕ. Кооператив лавкки те çакăнтах. Ана тĕп çурт çумне кирпĕчрен тĕксе лартнă. Советра шăпах тата ял Совет активĕн пухăвĕ пырать. Унта Захар Петровичпа ывăлĕ пырса кĕрсен, нихăшĕ те ним калама аптрарĕ.
Захар Петрович мĕн ыйтупа килнине ыйтрĕç, пурте ун сăмахне тимлĕ итлерĕç. Кĕçех вара вăл илсе килнĕ таварсене йышăнма виçĕ активиста уйăрчĕç. Кооператив председательне Степан Нанайцева çак ĕçе ертсе пыма хушрĕç.
Икĕ лавпа икĕ хутчен хутласа пĕтĕм тавара пушатнă хыççăн Захар Петрович кооператива мĕн-мĕн панине пичет пусса çирĕплетнĕ акта илсе кĕсйине чикрĕ. Киле таврăнсан, вăл лавккине, шал енчен тимĕр сăлăп ярса, тултан пысăк çăрапа питĕрчĕ, уççине хăйпе пĕрле илчĕ. Шăнкăравламалли кантăра вĕçне çакнă тыткăча татса, пахчана ывăтрĕ. Унтан лавкка чӳречисен хупписене хупса, тимĕрĕсене урлă ячĕ те ывăлне çапла каларĕ:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...