Çавраҫил :: Çиччĕмĕш сыпăк
Хурт уйăрнă
Çу кунĕсем малаллах шурĕç. Уйри тырă-пулă лайăх çитĕнет. Вăхăтра çумăр çăвать, хĕвелĕ те вăхăтра ăшăтать. Хăрушă выçлăхсем хыççăн турă халăха хăех пулăшать тейĕн.
Тутарсем вăрман турттарма пуçларĕç. Таврара мĕн иртен пуçласа каçченех пуртă-пăчкă сасси янăраса тăрать. Çынсем пура пуралаççĕ, хăма çураççĕ. Çак ӳкерчĕксене пăхать те Сахар, чĕререн савăнать.
Сахарăн лăпсăркка çăра туратлă йăмри айне, сулхăна, хĕрарăмсем пухăнса ларнă. Алă ĕçĕ тăваççĕ вĕсем: хĕрсем шурă катанпир çипе тĕрĕ тĕрлеççĕ, амăшĕсем алса-чăлха çыхаççĕ е каçхине çĕр каçа ялта кам патĕнче мĕн пулса иртнине сӳтсе яваççĕ, пуç пăхаççĕ...
— Эсир илтнĕ-и? — йĕри-тавра пăхса илсе, шăппăн каларĕ пĕри, шĕвĕр сăмсалли.
— Мĕн-ши тата? — темиçе хĕрарăм тăруках ун еннелле çаврăнчĕ.
— Пушар пулнă каç Петр Петрович Анюк патĕнче çĕр каçнă, тет.
— Ай-уй, ан тĕлĕнтерех!
— Тупата туршăн. Хам хăлхапа илтрĕм.
— Тур çырлахах. Анюка ĕмĕрне те ун пек хĕрарăм темен.
— Мĕн тĕлĕнмелли пур вара уншăн? Петр Петрович çав карчăкпах ĕмĕрне ирттермелле-и? Анюкпа танлаштараймăн ĕнтĕ.
— Турăран хăра. Çулĕпе Аня Петĕрĕн хĕрĕ пулать.
— Çулне-мĕнне пăхса тăр-ха. Упăшки вăрçăра вилчĕ тесе, ĕмĕр типсе-хăрса пурăнмалла-и? Чăнах пулсан, тĕрĕс тăвать Анюк.
Анюк хыççăн тăлăха юлнă ытти хĕрарăмсене шĕкĕлчесе тухрĕç.
Пĕри, мăнтăрри, пуçне пĕве çитнĕ хĕр арки çине хунă. Хĕрĕн типшĕм вăрăм пӳрнисем, мăнтăркка хĕрарăмăн йăм-хура çӳçне икĕ еннелле сирсе, унăн таса мар пуçĕ тăрăх çăмăллăн йăпăртатса чупаççĕ. Унтан çавăнтах вĕсем чарăнса тăраççĕ, шап-шурă шăркасем пуç пӳрне чĕрнисем хушшине хĕсĕнсе, çăтăр! çăтăр! тăваççĕ.
— Эх, çак Маюкăн алли. Пур ĕçе те çыпăçать мар-и çав. Вăт-вăт, çапла вĕсене, çапла. Шăрка вăл пыйтăран та хушă. Ах, тинех пуç кансах кайрĕ. Телейлĕ йĕкĕт тĕлне пулах, хĕрĕм, — тав турĕ те хĕре мăнтăркка хĕрарăм ун арки çинчех харлаттарма пуçларĕ.
— Ыйхи ăçтан тухать-ши çак Пăлакин?
— Çавăнпа мăнтăр вăл. Хăй выçăллă-тутăллă çеç пурăнать, кӳлепи, вăн, улпут майрин пекех кӳпшек.
— Маюк, мĕн çавăн пыйтлă пуçне тытса ларатăн? Хур ав курăк çине.
— Ара, Плакин ывăлĕ çитĕнчĕ-çке те...
— Ывăлĕ те амăшĕ хăраххиех. Унпа çăкăр çисе савăнаймăн.
Маюк аванмарланнă пек пулчĕ, тăрса катанпир çирĕплетнĕ «майра пуçне» илчĕ те килнелле уттарчĕ.
Çак самантра урам вĕçĕнче икĕ тиевлĕ лав курăнса кайрĕ.
— Сахар таварпа килет.
— Хальхинче Хусанах кайнă, тет.
Çак вăхăтра Сахар пахчинчен ушкăнпа вĕçсе тухнă вĕлле хурчĕсем хĕрарăмсен пуçĕ тĕлĕнчи йăмра турачĕ çине сырăнма пуçларĕç.
— Хурт уйăрнă хурт! — кăшкăрма пикенчĕç хĕрарăмсем.
— Сахар Петровчă, хăвăртрах, хурту уйăрнă сан! — кăшкăрчĕ пĕри, лавсене хирĕç чупса.
Ашшĕпе ывăлĕ çавăнтах лавĕсем çинчен сиксе анчĕç. Тарье хапхине уçса ячĕ. Ытла та ăслă пуль çав вĕсен лашисем: урапа тĕнĕлĕсене хапха юписене тивертмесĕр картишне кĕрсе кайрĕç.
Часах Сахар михĕпе сăрнă пуркăпа вĕркĕç илсе тухрĕ. Сергей тăратса хума ĕлкĕрнĕ чикмек тăрăх хăпарса, пуркине çăмламас пысăк çĕлĕк евĕр пуçтарăнса ларнă хуртсен айне тытрĕ, вĕркĕçĕпе тĕтĕм вĕçтерсе, хурт ушкăнне йăлтах пуркăна пуçтарчĕ, юлашкинчен михĕпе витсе хучĕ.
Сахар ĕçленĕ вăхăтра хĕрарăмсем шиклĕн айккинерех пăрăна пуçларĕç. Хуçа:
— Уйăрнă хурт сăхмасть вăл. Ан хăрăр. Хурт вăл хăйне çиллентернине юратмасть. Вĕлле хурчĕ пырсан, нихçан та ан çапкалашăр. Куратăр-и, эпĕ сеткăсăрах ĕçлетĕп ав. Мана пĕри те сăхмасть. Тата эрех шăршине юратмаççĕ вĕсем, — тесе ăнлантарсан, хĕрарăмсем лăпланнă пек пулчĕç.
— Э-э, çавăнпа эрех ĕçместĕн пулĕ-çке эсĕ, Сахар? — сăмах хушрĕ пĕри.
— Çавăнпа та, ахаль те. — Сахар тек калаçса тăмарĕ, пуркине хул хушшине хĕстерсе, пахчине кĕрсе кайрĕ. Ывăлĕ пулăшнипе, уйрăлнă хуртсен çĕнĕ çемйине малтан хатĕрлесе хунă вĕллене майлаштарса хупрĕ.
Шурти касран улма-чăпар ăйăр ташласа тухрĕ. Сиктĕрмелле трантас çинче — виççĕн.
— Петр Петрович анать!
— Тетĕш патне килет ĕнтĕ.
Хĕрарăмсем тек калаçса тăмарĕç, япалисене пуçтарса, хăвăрт килĕсене саланчĕç, чӳрече янахĕсем хыçне пытанса, вăрттăн урамалла пăхма, Петĕр еплерех иртсе кайнине сăнама пуçларĕç. Петĕр вĕсене нихçан та усал сăмах каласа кӳрентермен, май килнĕ чухне мĕн те пулин шӳтлесе илме çеç юратать, апла пулин те, хĕрарăмсем пĕрех унпа куçа-куçăн курăнма вăтанаççĕ, вăл урампа иртнĕ чух, ун çине хăма çурăкĕсемпе чӳречесенчен çеç вăрттăн ăмсанса пăхаççĕ.
Улма-чăпар ăйăр Сахар хапхи умне çитсе чарăнчĕ, куштан йĕкĕт пек, ик-виçĕ хутчен пуçне сĕлтсе илчĕ, малти сылтăм урипе çĕре кукалерĕ.
Чи малтан ямшăк сиксе анчĕ. Вăл, çанталăк шăрăх пулин те, хура костюм, чăлт-шурă кĕпе, шлепке тăхăнса янă. Ку — Петр Петровичăн тарçи, ут пăхаканĕ, ямшăкĕ, Иван. Вăл, хăвăрт хуçи патне пырса, ăна çатан урапа çинчен анма пулăшрĕ. Петĕр çине пăхма ытахальтенех вăтанмаççĕ пулĕ çав хĕрарăмсем. Вăл йăрăс пӳллĕ, кĕрнеклĕ кĕлеткеллĕ. Хулăн хура куç харшийĕсем айĕнчен кулса тăракан хăмăр хура куçсем пăхаççĕ. Чăмăртарах сăмсин кăшт мăкăрăларах тăракан çуначĕсемпе сăмса шăтăкĕсем тĕлĕнчен чылай хулăн тути патне анакан хырмасăр хăварнă çинçе хура йĕрсем хуçана уйрăмах ытарайми илем кӳреççĕ. Çине вăл каснă-лартнă ямшăкĕ майлах тăхăннă темелле. Сулахай ал туни çине уртса янă кукăр туйипе шурă кĕпи çинчен çакнă «лĕпĕш» çеç ăна хăй тарçинчен уйăрать.
Тепри, шĕвĕр сухалли, хăнчăртарах куçли, çи-пуçĕпе те темех уйрăм марри, Сахарпа Петĕрĕн аслă тетĕшĕ Ваçлей пулчĕ. Тăвансем Сахар килне кĕрсе кайрĕç. Ямшăк, хитре йĕкĕт, кĕсйинчен çаврака тĕкĕр кăларчĕ, шлепкине хывса, сарă çӳçне якаткаларĕ, çав хушăрах, сенкер куçĕсене хĕскелесе, кӳршĕсен чӳречисем еннелле пăхкаласа илчĕ: хĕрсемпе çамрăк арăмсем пурте куçĕсене кунталла тĕлленине вăл аван пĕлет.
Çула тухас умĕн
Тăвансем сĕтел хушшине чей ĕçме ларчĕç. Вак-тĕвек сăмахсемпе перкелешсе илнĕ хыççăн Петр Петрович тӳрех ĕç çине куçрĕ.
— Пĕлетĕн-и, Захар Петрович, пирĕн аслă тетен пысăк хуйхă-ха. Санпа канашлама тесе килтĕмĕр.
— Мĕн пулнă-ши тата? —лăпкăн ыйтрĕ Сахар. Ваçлей, аслă пулин те, шăллĕсен умĕнче хăйне мĕскĕнле тытать, калас тенĕ сăмахĕсене те калаймасть, шывланса тăракан куçĕсене шăлма пуçлать те — аптăрасах ӳкет. Хальхинче те çаплах пулчĕ, мăк-мăк тукаласа илчĕ те йĕмех пуçларĕ.
— Мĕн-ха кĕселленсех кайрăн?! Чарăн! Ним килĕшĕвĕ çук, — терĕ те çавăнтах Петĕр Сахар тетĕшĕ еннелле çаврăнчĕ. — Каçхине унăн икĕ тимĕр кăвакне вăрласа кайнă. Кам алли пулĕ тетĕн эсĕ?
— Чӳтей Шаккур ĕçĕ, паллах. Вăл хушнипе унăн çыннисем вăрланă. Ăçтан, витеренех-и? — ним пулман пек лăпкăн ыйтрĕ Сахар.
— В-витеренех çав... — мăкăртатрĕ Ваçлей.
— Çапла çав, ытлашши хытă çывăратăр. Анăçра тĕттĕмленсе, тухăçра тул çутăлса килнĕ вăхăтра та витери лашасене вăрлаттарса яратпăр, — мăйăхне сăтăркаласа илчĕ лавккаç, унтан хушса хучĕ:—пĕртен-пĕр йăкăл-якăл ачаш ывăлупа хăвна епле вăрласа кайман-ши тата?
— Такама кирлĕ вĕсем, — тесе аллине сулчĕ те Петĕр çивĕч куçĕсемпе тетĕшĕ çинелле тĕллесе пăхрĕ. — Çапах та, тăван тăварпа пиçнĕ теççĕ, йывăр килсен, пĕр-пĕрне пăрахар мар. Эсĕ ăслă çын, Захар Петрович, кала: мĕн тумалла халь пирĕн? — тесе, ура çине тăчĕ вăл.
Тетĕшĕ шăллĕ çумне пырса тăчĕ (вăл ăна хулпуççи таран çеç), сылтăм аллине ун хулпуççийĕ çине хучĕ те:
— Акă мĕн, шăллăм. Лашисене тупасах тетĕн пулсан, лар та, халех, кунтанах, тӳрех Шаккур патне вĕçтер. Санăн вăйна, хăюлăхна пĕлетĕп эпĕ. Сансăр пуçне никам та вĕсене каялла илсе килеймест. — Сахар кăмака хыçне кĕрсе тухрĕ, унтан каллех шăллĕ патне пычĕ. — Ме, ил. Кирлĕ самантра çеç усă кур. — Кил хуçи кĕсйинчен наган кăларса шăллĕне пачĕ, унтан, ăна кăшт айккинерех чĕнсе илсе, тем-тем пăшăлтатса каларĕ.
— Наганĕ хамăн та пурччĕ-ха манăн, сых ячĕшĕн тепре те пăсмĕ. — Петĕр тетĕшĕн наганне кĕсйине чиксе хучĕ.
— Ку ĕçе майлаштарма пĕлсен, маттур пулатăн эсĕ. Халăх та сана ытларах хисеплекен пулĕ. Эппин, яра пар, ăнăçлăх сунатăп, — хулпуççийĕнчен лăпкаса илчĕ шăллĕне Сахар.
Петĕр çап-çутă пушмакĕсемпе шак-шак! тутарса салтак пек çаврăнчĕ те пӳртрен çирĕппĕн утса тухса кайрĕ.
Тепĕр минутран улма-чăпар урхамах Палас урлă каçса, Тутар Яшми ялнелле кĕрсе кайрĕ.
Шаккур патĕнче
Вăрман çумĕпе иртсе пынă чухне йывăçсем хыçĕнчен икĕ çын сиксе тухрĕ те, пĕри çавăнтах ăйăр пуçĕнчен уртăнчĕ.
— Камсем? Ăçта кайма тухрăр? — ыйтрĕ ватăраххи Петĕр патне çывхарса. Пуçне вăл тӳпеттей тăхăннă, йăрăмлă-йăрăмлă вăрăм халачĕ çинчен, темиçе хут çавăрса, пусма пиçиххи çыхнă, урине хĕрлĕ сăран атă тăхăннă. Пӳрне тăршшĕ мăйăхĕ хулăн тута хĕррисем тавра авăнса аялалла усăннă, хура куçĕсем кăвар пек йăлкăшаççĕ.
Петĕр ун çине пăхмарĕ те, туйипе кăнтарса ăйăра пуçĕнчен тытнă тутара айккинелле пăрăнма, Ивана малалла кайма хушрĕ. Тутарĕ лаша пуçĕнчен тытнипех куçĕсемпе юлташĕ çинелле ыйтуллăн пăхрĕ.
— Камсем? Ăçта каятăр? —тепĕр хут тĕпчерĕ мăйăхли.
— Пĕлместĕр пулать-и мана? —сиввĕн ыйтрĕ Петĕр, тутар çине тиркевлĕн пăхса. — Эпĕ хăй патне. Хусантан. Пăрăнăр çул çинчен! —кăшкăрса пăрахрĕ çавăнтах, хулăн куç харшисене çиллессĕн вылятса илсе.
— Пире яла кĕртме хушман ют çынсене, — пĕр çӳçенмесĕр тавăрчĕ малтанхиех.
— Кама хушман, кама хушнă. Лар ак кунта юнашар. Хăй патĕнче пĕрле хăна пулатăн, — тăруках сассине улăштарса, ăшшăн каларĕ Петĕр.
Тутарсем пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илчĕç. Тӳпеттейли лаша пуçĕнчен тытнă юлташĕ патне пычĕ. Хăйсем хушшинче темĕн пăшăлтатса калаçрĕç. Вара лешĕ Петĕр патне каялла пычĕ.
— Хушман пире, — кĕскен пĕлтерчĕ вăл.
— Эпĕ калатăп пулсан, хушнă! Лар! — хистевлĕн хушрĕ Петĕр. Тутар иккĕленчĕклĕн турткаланма пуçланине туйсан, тата çирĕпрех сасăпа:— Эпĕ кĕтме юратмастăп, вăр-вартарах пул! —терĕ те Петĕр, кĕсйине хыпашлам пек турĕ — мăйăхлă тутар çавăнтах трантас çине улăхса ларчĕ. Улма-чăпар ăйăр Иван тилхепине пушатсанах вырăнтан тапранса кайрĕ.
— Сывлăхĕ епле хăйĕн? Чылай пулать курманни, — шахвăртма пуçларĕ Петĕр тап-таса тутарла чĕлхепе.
— Сывлăхĕ чиперех те, анчах хăй патне никама та кĕртмест, вăхăчĕ-вăхăчĕпе питĕ çиллес пулать, — пĕлтерчĕ тутар, усăннă мăйăхĕ вĕçĕсене тӳрлетем туса.
— Яшмаран хăвăр икĕ лаша çеç тытса килнĕшĕн тарăхнă пулĕ-ха? — кӳрши çине кăлин пăхса ыйтрĕ Петĕр.
— Пĕлместĕп. Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп, — каллех хăраса ӳкрĕ тутар.
— Çавна та пĕлмесен, Шаккур çынни те мар эсĕ! Эпĕ ĕнерхи икĕ тимĕр кăвак лаша пирки калатăп, — кулам пек турĕ Петĕр.
Мăйăхлă тутар ним калама аптăрарĕ, унтан:
— Ырхантарах çав вĕсем. Сахалтан та пĕр-икĕ эрне тăрантарма тивет, — терĕ.
Ĕнтĕ йăлтах паллă. Тĕрĕсех кăларĕ Захар Петрович: Ваçлей лашисем кунта, Шаккур патĕнче. Анчах мĕнле илсе тухса каймалла-ха вĕсене?
Иван хуçин йăлисене аван пĕлет. Вăрмантан вăл улма чăпар ăйăра ташлаттарса тухрĕ.
Чӳтей ялĕ аслă çулсенчен аякра, вăрман хĕрринчи улах вырăна вырнаçнă. Уйрăмшарăн ларакан пĕчĕк пӳрчĕсемпе хуралтисене ытларах улăмпа витнĕ. Ялĕнче пĕр йывăç та çук —çап-çара. Килкартисене нумайăшĕ вĕрлĕкпе çеç тытса çаврăннă. Урамсенче пĕр çын та çук, темле усал чир сăтăрса тухса кайнă тейĕн — пĕр чĕрчун та курăнмасть. Ял варринче кивĕ мечĕт ларать. Унăн тӳпенелле кармашакан шĕвĕр тăрринче çĕнĕ уйăх майлă çутă тимĕр йăлтăртатать.
Улма чăпар ăйăр яла ташласа пырса кĕнĕ чухне мечĕтĕн кантăксăр çаврака чӳречи тĕлĕнче пуçне шурă чалма çыхнă çын курăнса кайрĕ. Вăл шурă сухалне ывăçĕсемпе икĕ енчен сăтăркаласа, тӳпенелле пăха-пăха илчĕ, унтан пĕтĕм ял илтмелле янăравлă сасăпа çынсене мечĕте пуçтарăнма чĕнме пуçларĕ. Çынсем унчченех хатĕрленнĕ пулмалла — ял тăрăх çав сасă янăраса кайсанах, пӳрчĕсенчен васкамасăр тухса, мечĕт еннелле сулланчĕç, чылайăшĕ ăмсанчăк куçпа Петĕрĕн ытарайми ăйăрĕ çине çаврăна-çаврăна пăхрĕ.
— Лар ямшăка. Тилхепине те ху тыт, — хушрĕ Петĕр юнашар ларса пыракан тутара. Тутарĕ вăл Шаккур ăçтарах пурăннине пĕлменнипе çапла хушнине тавçăраймарĕ, йăпăр-япăр ларкăч çине кайса ларчĕ те, тилхепене хăй аллине илсе, ăйăра тепĕр урамалла пăрчĕ. Темиçе минутран лаша ял хĕрринчи акăш-макăш пысăк çурт умне çитсе чарăнчĕ. Тутар тилхепине Иван енне ывăтрĕ, хăй ларкăч çинчен мулкач пек сиксе анчĕ те хăвăрт крыльца патнелле утса кайрĕ, картишĕнче хулăн сасăпа йытă хамлатса вĕре пуçларĕ.
— Чим, тăхта! Пĕрле кĕретпĕр! —кăшкăрчĕ Петр Петрович.
Иван, хăнăхнă йăлипе, ларкăч çинчен вашт çеç сиксе, хуçи патне пычĕ, анма пулăшрĕ. Çак хушăра Петр Петрович пĕр наганне кăларса Иван кĕсйине чикрĕ, шăппăн кăна:
— Асту, эпĕ систерсен çӳлелле пер, — тесе хăварчĕ. Крыльца алăкне вăйпитти çамрăк йĕкĕт уçрĕ. Умĕнче палламан çын танине курсан, пĕчĕк мăйăхне выляткаласа илчĕ.
— Кам ку? — иккĕленсе ыйтрĕ вăл.
— Хăй патне килнĕ. Хусантан тет, — тавăрчĕ тӳпеттейли.
Йĕкĕт, алăка уçса, хăнасене шалалла иртме хушрĕ, хăй: «Эпĕ халех», —тесе, тепĕр алăкран кĕрсе çухалчĕ.
Петĕрпе тутар пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç — иккĕшĕ те нимĕн те чĕнмерĕç. Мĕнлерех йышăнĕ-ха вĕсене Хусанпа Чĕмпĕр таранах чапа тухнă вăрăсен пуçлăхĕ? Шаккурăн ячĕ кăна такама та çӳçентерсе ярать. Хусанта Шаккур килнĕ хыпар сарăлсанах унти купцасем ыйха çухатаççĕ, лавккисемпе склачĕсене хураллама темиçешер çын тăратаççĕ, çапах та ним тума та пултараймаççĕ. Шаккур куçа курăнман хăрушă вăй пекех хăватлă: кама çаратас тет, çавна çаратать, кама хур тăвас тет, çавна хур тăватъ. Ун çинчен халăхра тем тĕрлĕ сăмах-юмах та çӳрет.
Пĕррехинче çапла Шаккур пар лаша кӳлнĕ виçĕ лавпа Хусана кайнă имĕш. Лавĕсемпе çыннисене хула хĕрринчи хваттере хăварса, хăй виçĕ кун Хусан тăрăх сăнаса çӳренĕ — кама çаратмаллине шухăшласа хунă. Юлашкинчен вăл хула варринчи чи пысăк лавккана куç хывнă. Пурне те кашни вак-тĕвек таран — хуçа арăмĕпе хăш хутри хăш пӳлĕмре çывăрнине те, хаклă япалисене ăçта упраса усранине те, магазинра ăçта мĕн сутнине те, çĕрле хуралçăсем ăçта тăнине те, хăш вăхăтра улшăннине те, вăрттăн тухса çӳремелли вырăнсене те, алăксене мĕнле çăрапа питĕрнине те вăлтса пĕлнĕ. Унтан, пурне те хатĕрлесе çитерсен, çĕрле, шăп вун икĕ сехетре, çав пысăк лавкка çывăхĕнчи тăкăрлăка çитсе тухнă. Вăл икĕ лавне унта тăратса хăварнă, виççĕмĕшпе лавкка патне пырса чарăннă, икĕ хуралçине те тăлăпĕсемпе хупласа çыхса пăрахнă та Хусан хĕррине ăсатнă. Хăй лавккана хуçа пек лăпкăн уçса кĕнĕ, кĕçех тăкăрлăкра хăварнă икĕ лав та килсе çитнĕ. Виçĕ çын вара лавккари чи хаклă таварсене тиеме пуçланă. Çав вăхăтра Шаккур, хăйпе пĕрле икĕ юлташне илсе, вăрттăн пусмасемпе çӳлти хута хăпарнă, хуçапа арăмĕ çывракан пӳлĕме уçса кĕнĕ. Вăл вырăн çине çутă тĕллесе утиялне сирсе уçсан, хуçи, сехри хăпнипе, шариех çухăрса янă, анчах çав самантрах Шаккур çыннисем ун çăварне тутăрпа пăкăланă та тепĕр пӳлĕме сĕтĕрсе тухнă. Шаккур хуçан çамрăк арăмĕпе пĕчченех юлнă... Çавнашкал мыскарасем сахал мар тунă теççĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче.
Мăйăхлă çамрăк çын часах каялла тухрĕ, тӳпеттейлĕ тутара унтах хăварса, палламан çынна хăй хыççăн пыма хушрĕ. Вĕсем пĕр пысăк мар пӳлĕмрен çинçе те вăрăм коридора тухрĕç. Петĕр утса пынă хушăрах вăрăм кантăк витĕр картишнелле пăхкаласа илчĕ. Ăна йĕри-тавраллах çӳллĕ тĕкмепе картланă. Унта темиçе алăк та пур, вĕсем ăçталла тухни çеç паллă мар. Картиш урлă карса хунă пралукран сăнчăр çаклатнă. Сăнчăр вĕçĕнче — пăру пысăкăш хура йытă. Вăл хапха патĕнчен пуçласа пахчаналла тухакан алăк патне çитичченех ирĕклĕ чупса çӳрет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...