Çавраҫил :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк
Чикан, çăварĕнче татăлса юлнă кашкăр хӳрипе чыхăнса, пĕр самантлăха аптăраса тăчĕ. Çав хушăра кашкăр темиçе хутчен картиш тавра чупса çаврăнчĕ. Ун хыççăн хӳри патĕнчен тăрăнса ларнă сенĕк сĕтĕрĕнсе пырать. Пĕрре унта, тепре кунта пырса сикрĕ вăл, анчах ниçта та çăлăнăç тупаймарĕ. Хрестук малтанах çухалса кайнăччĕ-ха, халĕ ак хăйне алла илчĕ, кашкăр çывхарасса кĕтме пуçларĕ.
Çак самантра хапха умне лав çитсе чарăнчĕ. Сахар, картишĕнчи вут çутине курса тата унти шăв-шава илтсе, шăналăк витсе вĕренсемпе урлă-пирлĕ каркаласа çыхнă лавĕ çинчен ялт! кăна сиксе анчĕ те крыльца çине чупса хăпарчĕ, шалти карлăк урлă ывтăнса каçса, картишне анса та тăчĕ. Вăл виçĕ-тăватă утăм тума ĕлкĕричченех алкум айĕнчен вăркăнса тухнă кашкăр ун çинелле ыткăнма тăчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — Хрестук аллинчи сенĕк вĕçĕ ун куçĕнчен кĕрсе пуçĕ витĕрех тухрĕ. Урса кайнă тискер чĕрчун çав-çавах парăнасшăн пулмарĕ-ха, хаяррăн ӳлесе, Сахар еннеллех талпăнчĕ. Хрестук, темле йывăр пулин те, аллисене сенĕк авринчен вĕçертмерĕ, кашкăр хыççăнах сĕтĕрĕнсе пычĕ. Кашкăр ерипен пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ, унтан, юлашки хут йынăшса, урисене тăсса ячĕ те текех хускалмарĕ, вилчĕ.
— Маттур, Хрестук, турă сывлăх патăрччĕ сана, — тесе, Сахар пĕр аллипе Хрестука, тепринпе Сергее ыталаса тытрĕ, Чикана ачашлама та манмарĕ.
— Мĕн пулса иртрĕ кунта? — ыйтрĕ юлашкинчен хуçа. Сысна витине кĕрсен, йăлтах паллă пулчĕ. Сахар, шăрши аван мар тесе, сысна тислĕкне картишне кăларасшăн пулман, витен пахча енне пысăк мар чӳрече каснă. Çав чӳречене хупласа тăма, çӳлтен, икĕ тăпсаран чӳрече пысăкăш алăк çакнă. Тислĕк тасатнă чухне çав алăка çӳлелле çĕклесе çекĕлпе çаклатаççĕ. Кайран, çекĕлĕнчен вĕçертсен, алăк тăпсасем çинче çакăнса юлать те чӳречене хупласа лартатъ. Ун çинчен, шанчăклă пултăр тесе, шалтан сăлăп ярса хураççĕ. Нимĕн те калаймăн, пуçпа шухăшласа тунă ăна Сахар. Сысна тислĕкне тӳрех пахчана кăларать, çав хушăрах витене уçăлтарать. Анчах хальхинче тахăшĕ çав 'алăк сăлăпне яма маннă. Çĕрле пулсан, вите патне кашкăр йăпшăнса килнĕ, тислĕк купи çине улăхса, пуçĕпе алăка тĕртсе уçнă та — шала, сыснасем патне, сикнĕ. Тăпсасем çинче çакăнса тăракан алăк çавăн чухне каялла хăй вырăнне анса ларнă, кашкăр вара ниçтан та тухма пултарайман.
Сахар, арăмĕн аллинчи хунара илсе, сыснасене тĕрĕслесе тухрĕ. Пĕринне кашкăр сылтăм хăлхине çурри таран çыртса татнă, теприн ĕнси патĕнчен юн юхать.
— Тарье, марлĕпе йод илсе кил-ха часрах, — хушрĕ хуçа.
Тарье çавăнтах витерен тухса чупрĕ.
Сыснасене, яланхи пекех, паян та Мирун апатлантарчĕ, тислĕкне те вăлах тасатрĕ. Аслăк çинче çăмарта пухнă хыççăн шăллĕсем сысна вити чӳречинчен тухмалла вылянине курчĕ-ха Сергей, лавккана çын нумай килнипе кайса тĕрĕслеме çеç ĕлкĕреймерĕ, кайран мансах кайрĕ. Мирунĕ ытти выльăхсемпе айланчĕ. Шăварчĕ, апат пачĕ, витесене хупрĕ.
Сыснасен суранĕсене йодпа сĕрсе çыхнă хыççăн Сахар, никам çине те пăхмасăр:
— Витере юлашкинчен кам пулнă? —тесе ыйтрĕ.
— Кунта эпĕ айăплă, атте. — Ун умне пырса тăчĕ Сергей.
Ашшĕ, ывăлĕ çине хунар çути ярса, унăн сенкер куçĕсенчен пăхрĕ. Ыттисем, Сахар ывăлне хĕнесе тăкасран хăраса, айккинерех пăрăнчĕç. Пурте шыв сыпнă пек шăп пулчĕç.
— Маттур, пĕчĕк шăллусене хӳтĕлеме пĕлетĕн пулсан, çын пулать санран. — Сахар, пĕвĕпе хăйпе тан ывăлне ыталаса çурăмĕнчен, пуçĕнчен лăпкаса илчĕ. — Халĕ лава кĕрт те, тавара подвала антарăр.
Сергей, ашшĕ ытамĕнчен вĕçерĕнсе, хапхана кайса уçрĕ — лаша хăех картишнелле утса кĕчĕ.
— Эсир, кӳршĕсем, кĕрĕр халь манпа пĕрле, —кил хуçи картишне тухакан крыльца еннелле утрĕ, ун хыççăн —кӳршĕсем. Хрестук вырăнтах тăнине курсан, Сахар ун еннелле çаврăнчĕ те:
— Эсĕ те атя, Хрестук, — терĕ кăмăллă сасăпа.
— Тавах, Сахар тете. Эпĕ кĕрем мар.
— Тавне сан мар, манăн каламалла. Атя тенĕ.
Хрестук, аванмарланса, Сергей çинелле пăхса илчĕ. Йĕкĕт аллине сулса пӳрте кĕме сĕнсен, хĕр те ыттисем хыççăн утрĕ.
Сахар хăнасене ларма сĕнчĕ те хăй лавккана тухмалли алăкран кĕрсе кайрĕ. Юлнисем, хуçа шухăшне ăнланмасăр, пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхрĕç.
Тарье сĕтел хатĕрлерĕ. Вĕрекен сăмавар çĕклесе килчĕ. Ун çинче, вăрăм сăмсинчен пăс кăларса, чечеклĕ чейник чĕтренкелесе илет. Унтан вĕри яшка, шаркку, çăкăр, кашăксем... Пӳртре чĕлхене çăтса ямалла ырă шăршă сарăлчĕ.
Акă Сахар та килсе кĕчĕ. Аллинче тутăрпа чĕркенĕ самаях пысăк çыхă. Вăл тӳрех Хрестук патне пычĕ:
— Юрататăп санашкал харсăр хĕрсене. Маттур. Кашкăртан хăрамарăн, ман пурнăçа та çăлтăн пулсан, санран çын пулать. Ме ак сана уншăн кĕпелĕх пусма, чечеклĕ тутăр, майра чăлхи, калуш. Санăн ĕçлеме вăй-хал та, хăюлăху та, лайăх çи-пуç тăхăнма сăну-пуçу та пур, — тесе, Сахар япаласене хĕр еннелле тăсрĕ.
— Тавах, Сахар тете. Ĕмĕр манмăп. — Хрестук, ун аллинчи çыхха илсе, алăк патнелле пĕр утăм турĕ.
— Килсе çӳре. Пирĕн кунта сан валли те ĕç тупăнать.
Хĕр, пурне те пуç тайса, пӳртрен тухрĕ.
— Хрестук, эсĕ-и? — илтрĕ вăл крыльца çине тухнă-тухманах йĕкĕтĕн çепĕç сассине. — Ну, мĕн терĕç сана унта?
— Эпĕ сире мĕнле тав тумаллине те пĕлместĕп, Сергей. Аçу мана хаклă парнесем пачĕ, — ăшшăн пăхса илчĕ хĕр каччă çине. — Халĕ каям-ха эпĕ. Капла иккĕн тăни аван мар. Тем калĕç тата...
— Тепре хăçан тĕл пулăпăр?
— Хăçан калатăн, çавăн чухне. Сахар тете мана çав тери ăшă сăмахсем каларĕ.
— Мĕн терĕ?!
— Вăл мана сирĕн пата килсе çӳреме хушрĕ. Сан валли те ĕç тупăнать терĕ.
Хрестук кайрĕ. Сергей вăл урам урлă каçса килне кĕричченех ун хыçĕнчен пăхса тăчĕ. Унтан, вăрт! çаврăнчĕ те, темле, хальлĕхе хăй те пĕлмен çĕкленӳллĕ туйăмпа, картишне чупса анчĕ, тетĕшĕпе пĕрле лав çинчи ещĕксене çĕклеме пуçларĕ. Хальхинче йывăр ещĕксем те çăмăл пек туйăнчĕç ăна...
Çывăрмалăх ĕçленĕ паян
Сахар арăмĕ еннелле çаврăнчĕ те:
— Тарье, сăмах хутаçĕн уççине пар-ха. Паянхи кун ячĕпе пултăр, — терĕ.
— Юрать. Халех эпĕ.
Тарье пĕр самантрах сĕтел çине тулли кĕленче пырса лартрĕ. Сахар икĕ черккене эрех тултарчĕ, хăй валли пĕр стакан чей ячĕ. Ĕçрĕç.
— Пĕлетĕн пулсан, Сахар Петровчă, манăн паян виçĕ хутчен мунча кĕме тиврĕ. Малтанах Сергей пырса чĕнсен, унтан — вите патне çитсен, кайран — кашкăра курсан, — юптарма пуçларĕ Энтрей.
— Çапла вара, çавăншăн виçшер черкке ĕçмелле тесшĕн-и?
— Çапла, тĕрĕс сăмах, Сахар Петровчă. Ăçтан-ха эсĕ çын шухăшне куçран пăхсах тавçăратăн? — хĕпĕртесе ӳкрĕ Энтрей.
— Çыннăн пуçĕнче мĕн — куçĕнче те, чĕлхинче те çавах. Акă мейĕр, ĕçĕр, çийĕр. Паян эсир чăнласах пысăк ĕç турăр. —Сахар эрех кĕленчине Энтрейпе Хветут умнерех шутарса лартрĕ.
— Пĕр шутласан, тĕлĕнетĕп санран, Сахар Петровчă. Сан вырăнта пулсан, эпĕ кашни кун хĕвел çути курмиччен сыпмалла. Мĕн çитмест-ха санăн? Чăх сĕчĕ çукки кăна вĕт.
— Вăл та пултăрччĕ тетĕп, Энтрей, çавăнпа ĕçместĕп, — терĕ те хуçа, Хветут еннелле çаврăнчĕ. — Эпĕ выçкăн çын мар, Хветут. Нушу пысăк халь сан, ăнланатăп. Эпĕ сана акма вăрлăх, сухалама лаша, плугпа сӳре те парăп. Тавах-ха турра, ĕçрен ютшăнмастăп эпĕ, ачасене те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса пыратăп. Куратăр пулĕ-ха, тепри ман вырăнта пулсан, ик-виçĕ тарçăпа пурăнмалла. Эпĕ ак аптрамастăп, пурнăçа хам çемьепех саплаштарса пыратăп.
— Сахар Петровчă, ил-ха ман Мăçтука. Ака-суха вăхăтĕнче вăл та хирте пултăр тетĕп-çке. Кайран — хуçалăхра айлантăр. Ĕçĕ сан вунă çын валли те çитет, — сĕнчĕ Хветут.
— Мĕнех, кăмăлĕ пулсан, килтĕр. Ĕçлени — урам тăрăх йытă хăваласа чупни мар. Хырăмĕ те тутă пулĕ, çи-пуçĕ те майлашăнĕ. Эпĕ хам ĕмĕрте пĕр кун та ĕçлемесĕр ирттермен. Ачасене те çавнах хăнăхтаратăп. Пĕлетĕр-çке, эпĕ ялта чи чухăн хресчен ачи пулнă. Юрĕ, ыран вăрлăх илме каç вара, Хветут. Хăçан та пулин, пуйсан, тавăрса парăн. Мăçтукпа Хрестук хальлĕхе ман патăмра пулччăр. Кӳршĕлле. Çывăрма килех çӳрĕç. Вĕсем ман патăмра ĕçлени çинчен кăна калаçса ан çӳре.
— Çук, çук, калаçмăп, Сахар Петровчă. Вăт турă, ĕмĕр манмăп сана. Емĕрӳ вăрăм пултăрччĕ, — текелесе, Хветут сĕтел хушшинчен тухрĕ.
Энтрей кĕленче тĕпне юлнă эрех çине куç хĕррипе пăхса илчĕ, анчах кӳршипе пĕрле унăн та тăмах тиврĕ.
— Эпĕ Советра та, комбедра та тăмастăп. Унта ман пеккисене кĕртмеççĕ. Совета илес пулсан, унта эсĕ мĕнле пурăннине ахалех пĕлеççĕ, Хветут. Сан пек шар курнă çынсене патшалăх çурт-йĕр çавăрма укçасăрах вăрман памалла. Касма, пĕренисене ял-йышпа турттарса килме ниме тумалла пулать. Кайран, кунта илсе çитерсен, куç курĕ унта: пĕри пĕр ĕçпе, тепри тепринпе пулăшĕ. Асту, хĕле кĕриччен çурт лартмаллах санăн. Совета кай. Кирлĕ хучĕсене хам та çырса пама пултаратăп. — Хветута ас пачĕ Сахар.
Сахар кӳршĕсене ăсатнă хыççăн крыльца карлăкĕ çине пырса таянчĕ, шухăша кайрĕ. Тулта пăч-тĕттĕм. Шăп. Унта-кунта çеç, тăрсан-тăрсан, йытă сассисем илтĕнеççĕ. Шухăшлать Сахар. Казаков Совета чĕнтерни те, паян Пăвара илтнĕ хыпарсем те, кĕçĕр витене кашкăр кĕни те — пурте канăç памаççĕ ăна.
Çак вăхăтра аллине хунар тытнă Сергей картлашка тăрăх хăпарчĕ.
— Атте, кашкăр тирне сӳсе кĕлет стени çумне тăсса çакрăм, тушкине йытта патăм, — пĕлтерчĕ вăл.
Сахар ывăлне пуçĕнчен ачашласа илчĕ.
— Эх, ывăлăм, мĕнле çын пулăттăнччĕ-ши эсĕ?
— Мĕншĕн апла калатăн, атте? — тĕлĕнчĕ Сергей.
— Илтрĕн-и, йытăсем вĕреççĕ?
— Илтетĕп-çке.
— Малашне, ачам, икĕ ураллă йытăсем пирĕн çине вĕрме пуçлĕç, икĕ ураллă кашкăрсем тулама тытăнĕç. Вĕсем тăватă ураллисенчен хăрушрах. Кая юличчен мĕн те пулин шухăшласа тупмаллах пирĕн.
— Атте...
— Атя, çывăрар кĕрсе. Çывăрмалăх ĕçленĕ паян.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...