Çавраҫил :: Иккӗмӗш сыпӑк
Пĕр пăрĕ Палас варрипе шăпах Энтрей çинелле юхса килет. Унăн чĕри сӳ! туса илчĕ. Вăл, çак пăр сăвая килсе ан çаптăр тесе, пакурпа ун çулне айккинерех пăрса яма тăчĕ, анчах шутланă пек пулмарĕ: шăнса ларнă çăпати пăрлă хăма çинче шуса кайрĕ те, карлăкран та, сăвай юпинчен те тытса ĕлкĕреймерĕ — ури-аллисене чармакласа, Палас тĕпне чăмрĕ...
Шыв хĕррине пухăннă халăх ахлатса илчĕ. Чăвашсем те, тутарсем те, ним тума пĕлмесĕр, вĕткеленсе ӳкрĕç.
— Пĕтрĕ этем. Ĕмĕрĕнче никама усал туманччĕ.
— Темле пурăнкалĕ ĕнтĕ çемйи. Арăмĕ суккăр, ачи-пăчи çамрăк.
— Тăванĕсем те çук хăть.
— Ӳтне тупсан, ял-йышпах пуçтарăнса пытарас пулать...
— Сыпма юратарах паратчĕ те-ха, çавă ĕнтĕ...
— Ан çылăха кĕр-ха, ыр пурнăçранах ĕçмен вăл. Эрехпе чунне пусарнă.
Çынсем çакнашкал сăмахлакаласа тăнă хушăра Сахар ывăлĕ Вова кăшкăрса янă сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Пăхăр-ха, пăхăр! Энтрей тете çĕлĕкĕ юхать! — терĕ те, хăй пĕтĕм вăйран унталла чупса кайрĕ. Ача хыççăн ыттисем те çавăнталла васкарĕç, патнерех çитсен, сĕлкĕше шăтарса-çĕмĕрсе, çĕлĕк хыççăнах çын пуçĕ те курăнсан, пурте ахлатса ячĕç. Унтан, аллисемпе çапкаланса, Энтрей кăкăр таран çиеле тухма пултарчĕ, анчах тухса çитеймерĕ — сĕлкĕш унăн кĕлеткине хĕстерсе лартрĕ те тыткăнне лекнĕ çынна малалла юхтарса кайрĕ.
Çынсем хĕвĕшеççĕ, шавлаççĕ.
— Пакурна, пакурна тăсса пар!
Пакурпа Энтрей патнелле тăсаççĕ, анчах вăл ун патне кармашса çитеймерĕ. Пăрпа сĕлкĕш хушшинчи çын малаллах юхать.
— Пăяв ывăтса парас пулать!
Çыран хĕррипе кĕпĕрленсе утакан çынсем патне Сахар ыткăнса çитрĕ — вĕсен умне ункăласа чĕркенĕ сӳс вĕрен пăрахрĕ.
— Сӳтĕр ак! Хăвăртрах! —кăшкăрчĕ вăл, сывлăшне аран çавăрса. Темиçе çын вĕрене ярса илчĕç, турткалама, сӳтме пуçларĕç, çапла майлаштаркаласа, Энтрей патне ывăтрĕç, анчах çитереймерĕç.
— Апла мар, кӳрĕр-ха хама, — терĕ те Сахар йăпăр-япăр вĕрене илчĕ, васкасах йăлă турĕ, сулахай алли çинче хăвăрт пуçтарса, сылтăммипе тепĕр вĕçĕнчен ярса тытрĕ. Унтан, кăштах маларах утса кайса, çыран хĕрринех тăчĕ, Энтрей юхса çитессе кĕтрĕ. Вара, вĕрене ик-виçĕ хут сулласа илчĕ те пĕтĕм вăйран çырма варринелле ывăтрĕ— йăлă шăп та лăп Энтрее мăйĕнчен çаклатрĕ.
— Аллусем тытаççĕ-и? Ярса ил вĕренрен! — кăшкăрчĕ Сахар.
Энтрей икĕ аллипе те вĕренрен çатăрласа тытрĕ. Ăна пĕр самантрах çыран хĕррине туртса кăларчĕç.
— Ну, кун пысăкăш пулă тытса курманччĕ-ха Паласра, — шӳтлесе илме пăхрĕ тахăшĕ.
— Эпир леш тĕнченех кайрĕ тенĕччĕ сана...
— Пулса килтĕм ĕнтĕ унта. Мусăкпах йышăнчĕç... Мĕнле, мунча хатĕр-и унта? — ним пулман пекех лăпкăн ыйтрĕ вăл.
Çынсем Захар Петрович çине пăхса илчĕç.
— Мунчи те, пурте паçăрах хатĕр. Куна, акă, пурсăр та пĕртан пайласа илĕр, — терĕ те вăл, Энтрее укçа кăларса тыттарчĕ. — Халĕ кайса ăшăнăр. Каçмана аванах тунă. Çитмесен, пырса илетĕр. — Çак сăмахсемпе Сахар, çынсенчен уйрăлса, лавкки еннелле çул тытрĕ.
Ыттисем пурте мунчана кайрĕç. Мăçтука çеç чĕнекен-тăвакан пулмарĕ. Вăл, хурлăхлăн пăхкаласа, çав вырăнтах тăрса юлчĕ. Кĕпе-тумтирĕ шăнса-кĕрченсе пĕтĕм ӳт-пӳне чĕтретме пуçларĕ. Сивĕ çил лăскама тапратрĕ. Мăçтук çаплах-ха çыран хĕрринчех ним тума пĕлмесĕр кантăр ани çине кăларса çакнă катемпи пек сулланса тăрать.
— Мăçтук, кил! — сасартăк илтрĕ вăл Нурулла сассине.
Мăçтук çавăнтах сасă еннелле сулланчĕ, мунчана кĕчĕ. Ана унăн йăмăкĕ Хрестук хутса пултарнă иккен. Вăл та кунтах. Хĕр мунча пӳртекӳнче лампа çутрĕ, сĕтел пекки çине çăкăр касса хучĕ, стакансем лартса пачĕ.
Энтрей ĕçме тытăниччен укçине кăларчĕ.
— Куна пире сакăр çын валли çеç панă та-ха, ĕçлессе Мăçтук та танах ĕçлерĕ. Мĕнле шутлатăр? Ачана кӳрентермелле мар ман шутпа. Çапла-и, тăвансем? — ыйтрĕ вăл.
— Паллах, кӳрентерместпĕр. Тăххăра пайла, — сĕнчĕ Нурулла.
Çапла килĕшрĕç те. Мăçтук укçине йăмăкне пачĕ.
— Хрестук, сан ĕç пĕтрĕ ĕнтĕ кунта. Эпир салтăнатпăр халь. Эсĕ каях, — терĕ Энтрей.
Хрестук, укçине аллинчен тухса тарас пек кăкăрĕ çумне чăмăртаса тытса, мунча пӳртекӳнчен тухма тăчĕ, Мăçтук та пырасшăннине курчĕ те пуçĕпе сĕлтсе каларĕ:
— Эсĕ мĕн тата? Юл кунтах. Çынсемпе пĕрле салтăнса çи-пуçна типĕт, — тесе хăварчĕ, хăй кӳршĕри атă-пушмак юсакан уксах Услисем патне тухса утрĕ. Вĕсем халĕ вăхăтлăха унта пурăнаççĕ-ха.
Мунчарисемшĕн вара пĕр четвĕрт эрех сахалтарах пулнă пек туйăнчĕ. Çавна май, кăшт ларкаланă хыççăн, паçăр валеçнĕ укçана пухса, тепĕр четвĕрт валли çитерчĕç. Çырткалама кирлĕ пулă валли те тупăнчĕ. Илсе килчĕç. Кайран вара кам хăçан тухса кайнине те ас тумарĕç.
Каç пулса çитсен, лавккана кукша пуçлă Антун чупса кĕчĕ.
— Сахар тете-е... атте вв-вилет... — аран-аран пĕлтерчĕ вăл.
— Ăçта, мĕнле вилет?.. — хыпăнса ӳкрĕ хуçа.
— Й-йа, мун... мунчарах.
Сахар ачаран тек нимĕн те ыйтса тăмарĕ.
— Сергей, кайрăмăр часрах, — терĕ те вăл ывăлне, пĕр самантрах лавкка алăкне питĕрсе çаклатрĕ.
Энтрей çаппа-çарамасах урайĕнче выртать. Çĕлĕкпе. Хăй икĕ аллине те сарса пăрахнă, месерле выртать. Шăлне шатăртаттарса çыртнă, куçне хупнă.
— Эх, вăт тата инкек! — Сахар нимле мар пулса кайса кукленсе ларчĕ, хăлхине Энтрей кăкăрĕ çине хучĕ, алă тымарĕсене тĕрĕслерĕ, унтан хăвăрт Сергей еннелле çаврăнчĕ те:
— Халех ăшă сĕтпе пыл, шĕшлĕ илсе кил! Часрах! — янахне чĕтретсе хушрĕ вăл.
Сергей çав самантрах мунчаран çĕмрен пек тухса вĕçтерчĕ, тепĕр темиçе минутран каялла персе те çитрĕ.
— Эпĕ çăварне шĕшлĕпе хирсе уçатăп. Эсĕ сĕт яр, пыл тумлат.
Вĕсем ĕçе пикенчĕç. Кукша пуç Антун, ним тума пĕлмесĕр, сăмсине нăш-нăш турткаласа тăчĕ. Кăштахран Энтрей шарлаттарсах хăсма пуçларĕ. Пит-куçне майĕпенех çын сăнĕ кĕре пуçларĕ.
Улăхра
Палас шывĕ, Чăваш Яшми ялне улăх-çыран вырăнĕ ытларах парас тенĕ пекех, Сахар анкарти хыçĕнчен çурçĕрелле пăрăнса пысăк çур ункă тăвать те вара кӳршĕри Кукшă ялĕ еннелле тӳп-тӳрĕ юхса каять. Шăрт пек çăра курăк тапса тухнă улăхра ача-пăча çуйхашать. Хĕл каçа кил картинче пурăнса йăлăхнă, типĕ улăм çисе касăхнă шурă, хура, ула сурăхсем, кăтра путексем, вăрăм мăйракаллă, мăн сухаллă качакасем тин çеç шăтнă курăка çивĕч шăлĕсемпе çĕр çумĕнченех кăтăртаттарса илеççĕ, пуçĕсене çĕклемесĕр, никам çине пăхмасăр, малтан мала кайса пыраççĕ. Качакасен хăйсен çемйи, хăйсен йышĕ, хăйсен автономи: вĕсем сурăхсемпе хутшăнмаççĕ, вĕсенчен чылай малта пыраççĕ. Нумайăнах та мар хăйсем, путекĕ-мĕнĕпе те çирĕм-вăтăртан ытла мар. Ушкăн пуçĕнче, виçĕ хутчен клентĕр пек пĕтĕрĕнсе айккинелле шĕвĕрĕлсе тăракан пысăк мăйракаллă пуçне мăнаçлăн каçăртса, алса пек сухалне килĕшӳллĕ сĕлтсе, малти урисене хуçлатмасăр, тӳп-тӳрĕ илтерсе, шак! шак! тутарса, вăрăм шурă çăмлă така пырать. Хăшĕ мĕнле çинине сăнать, хăй валли чипертерех савнă мăшăр суйлать вăл тейĕн. Акă така, пуçне ерипен пăркаласа, йĕри-тавра пăхса илчĕ, куштан каччă пек, тӳп-тӳрĕ тăрса, ерипен кăна Палас хĕрринелле çул тытрĕ, тин çеç ейӳрен хăтăлнă йăмралăха кĕрсе кайрĕ. Ун хыççăн ыттисем те унталла ыткăнчĕç, çурхи çĕр сĕткенĕпе тулма пуçланă йăмра тунисене кăшлама пикенчĕç. Ытла та çивĕч вĕсен шăлĕсем. Тунасене çын пуçне бритвăпа хырнă пекех хырса илеççĕ. Путекĕсем тата еплерех ĕçлеççĕ! Çирĕпленсе çитмен сĕт шăлĕпех хăва хуппине пĕр хĕрхенмесĕр çатăртаттараççĕ.
— Эй, Микуль, санăн ăйăру ăçта?! — кăшкăрчĕ вăрăм хура çӳçлĕ ача, кăвайт кĕлĕнче пиçнĕ вĕри çĕрулмине пĕр аллинчен теприн çине ылмаштарса.
— Чăнах та, качакасем ăçта?
— Ăçта пулччăр, авă, Палас хĕрринче йăмра лартаççĕ. Ачасем кăвайта пăрахса, унти çĕрулмисем çинчен манса, кĕтĕвĕпех качакасем патнелле чупрĕç. Чупмасăр, вĕсене ял çыннисем, уйрăмах ваттисем, хытă асăрхаттарнă: кам качаки йывăçа кăшлать, çавă текех улăха тухаймасть. Ку—яшмасен ĕмĕртен килнĕ йăла. Кунта ватти те, вĕтти те йывăç-курăка хисеплет, вĕсене ачашласа çитĕнтерет. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен ялĕ йăлтах йывăç айĕнче ларать.
Микуль, аллинчи туйине пуç çийĕн çавăрса, чи малта пырать. «Пĕтрĕм. Мĕнле асăрхамарăм пулать-ха. Эх, çав çĕрулмипе кĕрмешсех намăс курмалла пулчĕ иккен», — пăшăрханать вăл.
— Ваçка, Ваçка! — кăшкăрма пикенчĕ Микуль аякранах. Анчах така хăйĕн хуçи еннелле çаврăнса та пăхмарĕ, пуçне çаплах мăн кăмăллăн тытса, тата шаларах кĕрсе кайрĕ. Унпа юнашарах икĕ путекне ертнĕ, çурла пек майракаллă лăпсăркка хура качака пырать.
Микуль, папкасем кăларма хатĕрленнĕ хăвасене сиркелесе, «Ваçка, Ваçка, мĕн ухмахланатăн эсĕ», — текелесе, така патне чупрĕ, анчах мĕн ку?.. Така тăруках çаврăнса тăчĕ, пуçне пĕкĕртсе, сухалне мăйĕ çумне хĕссе, асар-писер мăйракаллă çамкине малалла турĕ, çирĕп урисем çине хытă тĕревленсе, пĕрре хĕрлĕ, тепре çутă курăнакан куçĕсене хуçи çине тĕллерĕ — Микуль те, ыттисем те тапах чарăнса тăчĕç.
— Ваçка, Ваçка, мĕн пулчĕ сана? Е мана паллаймарăн-и? — пашăлтатрĕ Микуль. Ача ик-виçĕ утăм малалла ярса пусрĕ, така та çаплах турĕ. Акă вĕсем, халь-халь пĕрне-пĕри тытса çурасла тăшмансем пек, хире-хирĕç тăраççĕ, пĕр-пĕрин çине çиллессĕн пăхаççĕ. Микуль Ваçка йăлисене лайăх пĕлет, пĕр урса кайсан, унран ыррине кĕтме çук.
— Тăхта, Микуль, авă, кукша Антун килет. Вăл выльăхсен чĕлхине лайăх пĕлекенччĕ, — хушша кĕчĕ пĕри. Чăн та, çак самантра Антун чупса çитрĕ. Вăл, кĕсйинчен çăкăр татăкĕ кăларса, ачашшăн: «Ваçка, Ваçка», — тесе мăкăртатса, така патнех çитрĕ. Анчах унччен те пулмарĕ, Ваçка, икĕ утăм каялла чакса, каллех урисем çине тĕревленсе тăчĕ, унтан, хĕстерсе лартнă пружинăна вĕçертсе янă пек, Антун çине сикрĕ. Кукша виç-тăватă метра сирпĕнсе кайрĕ, ыттисем чăл та пар саланчĕç. Така малтанхи çитĕнӳпе лăпланмарĕ, Антун урлă шак! шак! тутарса каçрĕ те, çине кивĕ вăрăм сăхман уртса янă ача хыççăн ыткăнчĕ. Сехри хăпнă ача, çари! çари! çухăрса, йывăç хыçне пытанма тăчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ. Така ăна та хăй айне туса, виççĕмĕшне хăвалама тытăнчĕ. Ачасем сехĕрленсе ӳкрĕç. Пĕри унталла, тепри кунталла чупаççĕ, урса кайнă такаран хăранăскерсем, ним тума пĕлмеççĕ.
Антун выртнă çĕртех кукшине кăтăртаттарса илчĕ те, хăвăрттăн сиксе тăчĕ, çĕтĕк сăхманĕ çинчен çыхнă пилĕкĕнчи кантрана салтрĕ, вара, така каллех хăй патнелле килнине асăрхасан, йăпăр-япăр йывăç çине хăпарса кайрĕ. Ваçка, ун патне çитсен, пуçне каçăртса çӳлелле пăхрĕ, юрать-ха улăхса кайма ĕлкĕртĕн, унсăрăн тенĕ пек, мăйракине сулкаласа илчĕ, малалла утрĕ. Анчах вăл виç-тăватă утăм та тума ĕлкĕреймерĕ — турат çинчи Антун тӳрех ун çине сикрĕ, икĕ аллипе те такана мăйракинчен çавăрса тытрĕ. Ваçка кайри урисем çине тăчĕ, пуçне силлекелесе сулкаларĕ — хăй çинчи юланутçа çĕре ывăтасшăн пулчĕ, анчах кăлăхах тăрмашрĕ: Антунăн çирĕп аллисем ăна ытлашши пăркаланма та, тапăртатма та памарĕç. Тин çеç чăн-чăн паттăр пек ахăрса çӳренĕ Ваçка, хăй çинчи кукша Антуна пăхăнса, вăл мĕн хушнине итлесе, йывăçсем хушшинчен тухрĕ, хăй хуçи умĕнче пысăк айăпа кĕнĕ пек, пуçне усса, ун патнелле утрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...