Çĕлен
Турă сăмах каласа
Çĕртен çынна пултарсан,
Тухса выртнă çĕр çине
Çĕр пысăкăш пĕр çĕлен.
Çĕлен ури пĕртте çук,
Çĕлен çитмен çĕр те çук;
Çакă çĕрĕн çийĕнче
Çĕлен сăхман çын та çук.
Çутă хĕвел çутти пек,
Вĕçсе çӳрет пĕр кайăк; —
Пуçне çĕклет çав çĕлен
Кайăк çине пăхмашкăн,
Çĕлен сăнни çитес çук
Çав кайăка сăхмашкăн.
Çĕлен çине пăхать кайăк
Хăйĕн çĕр пин куçĕпе,
Пĕтĕ халь пĕрре çĕлен
Ĕмĕрлĕхе пуçĕпе.
Çĕлен чĕтресе выртать,
Çав кайăкран хăраса;
Кайăк çиçĕм пек çӳрет,
Чăнлăх çути шыраса.
Кайăк çутти кансĕррипе
Çĕлен çĕре кĕринччĕ,
Çав кайăкран хăранипе
Çĕлен çĕрте çĕринччĕ.
Кайăк çӳлтен çĕре ансан,
Çĕлен куçне уçаймĕ,
Çав кайăкран хăранипе
Вырăнĕнчен куçаймĕ.
Кайăк чĕрни пин пулчĕ,
Çĕлен чĕри çук пулчĕ,
Çĕрпе шывăн пичĕ çине
Мулшăн тăкнă юн тулчĕ.
Кайăк часрах килинччĕ.
Çĕлене вĕлеринччĕ,
Чăн чăнлăха пĕлтерсе,
Пире тĕлĕнтеринччĕ.
...............................
Юнпа куççуль нумай юхнă
Çĕлен çĕрте выртнăран;
Çĕлен ӳчĕ юн юхтарать
Кайăк анса çыртнăран.
Çĕлен пĕрре вилĕ-ха,
Ĕмĕрлĕхе пĕтĕ-ха,
Нумай юнсем юхĕ-ха,
Çĕлен халĕ çĕр çинче
Кунĕн-çĕрĕн юн ĕçет.
Кайăк çĕрĕн вĕçне-хĕрне
Ылтăн çунатпа вĕçет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...