Тинĕс тĕпĕнчи тус


2192-мĕш çулхи çу уйăхĕн 29-мĕш кунне класĕпех чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Мĕншĕн тесен эпир класпа 12 кунлăха тинĕс тĕпне экскурсие каятпăр.

Çак кун çитрĕ. Эпир класĕпех паян ирех тăтăмăр. Ытти классем вăранман та пуль-ха, эпир вара шкул картишне пурте пуçтарăннă.

Акă шкул автобусĕ те çитрĕ. Пурте унта вырнаçрăмăр. Хаваслăн калаçса вокзала çул тытрăмăр. Поезд çине лармалли билетсене эпир электронлă почтăпа иртнě эрнерех туяннăччĕ. Поезд пире тинĕс хĕрринех илсе çитерчĕ. Унта пире карап кĕтсе тăрать. Вăл темле урăхларах, ытти карапсем пек мар. Кун пек пысăк карап эпир пĕри те хальччен курман. Пурте карапа кĕрсе вырнаçрăмăр та, вăл çула тухрĕ.

Шыв çийĕпе мар, шыв айнелле ишрĕ карап. Шывра пирĕн караппа ăмăртмалла пулăсем ишеççĕ. Эпир вĕсене карап чӳречинчен сăнаса пыратпăр. Ишсен-ишсен, пулăсем ывăнаççě пулмалла, пирĕнтен тăрса юлаççĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, тинĕс тĕпнех анса ларчĕ пирĕн карап.

Каютăсенче эпир икшерĕн пурăнатпăр. Эпĕ вара хамăн чи çывăх юлташпа, Аньăпа. Пĕрремĕш кунхине пире тинĕс тĕпне кăтартса çӳрерĕç. Экскурси хыççăн карапран инçе каймасăр уçăлса çӳреме те ирĕк пачĕç. Ку хыпар пире питĕ савăнтарчĕ. Эпир хамăн чи çывăх юлташпа — Аньăпа хамăр тин çеç пулнă çĕрелле мар, пачах тепĕр еннелле çул тытрăмăр. Тĕрĕсрех каласан, ишсе кайрăмăр. Эпĕ малта, ман хыçра — Аня. Унччен те пулмарĕ, Аня мана ураран кап! ярса тытрĕ. Мĕн пулчĕ-ши тесе çаврăнса пăхрăм та, Аньăпа пĕр пĕчĕк дельфин вылять иккен. Эпир виçсĕмĕр савăнса выляма тытăнтăмăр. Хамăрăн çĕнĕ юлташа Джини ят патăмăр. Вăл ертсе çӳренипе эпир тинĕс тĕпĕнчи пурнăçпа тата та тĕплĕнрех паллашрăмăр. Вăл пире пĕчĕк пулăсене курма илсе кайрĕ. Унта мĕн тĕрлĕ кăна пулă çук-ши: саррисем, улисем, хĕрлисем, чĕрĕп пек йĕплисем, уйăх пек çавракисем.

Карап çинче пире çухатнă иккен. Унтан сигнал киле пуçларĕ. Эпир килелле (карап çинелле) васкарăмăр, Джини пире ăсатса ячĕ. Ăна хамăрăн каютăн чӳречи тĕлне кăтартрăмăр.

Тепĕр кунхине ирех эпĕ каюта кантăкне такам шакканипе вăрантăм. Питĕ хăраса кантăк патне пытăм та Джинине, хамăрăн çĕнĕ юлташа курсан савăнса кайрăм. Аньăна вăратса ирхи апат хыпкаларăмăр та çĕнĕ юлташ патне васкарăмăр. Иккĕмĕш кунне вăл пире хăйĕн юлташĕсем патне илсе кайрĕ. Яра кун эпир вĕсемпе вылярăмăр.

Карап çине таврăннă чухне вăл пире ăсатса яраймарĕ, ăна юлташĕсем чĕнсе илчĕç.

Çул çинче эпир акулăна тĕл пултăмăр. Вăл пире хăвалама тытăнчĕ. Эпир пĕтĕм вăйран малалла ыткăнатпăр, анчах та акулăпа пирĕн хушă кĕскелсех пырать. Часах вăл пире хăваласа çитсе хыпса ярать. Акă вăл мана хуса çитрĕ те ĕнтĕ. Эпĕ питĕ хăранипе чут çеç тăна çухатман. Куç хуралса килчĕ, «Пĕтрĕм иккен», — тесе шухăшларăм та, хуть вилĕме курам мар тесе куçа хупрăм. Темшĕн акула мана халĕ те çăтса ямасть. Аньăна хыпса ячĕ-шим? Куçа уçрăм çеç, ман паталла юлташăм савăнăçлăн кулкаласа ишнине куртăм. Унпа юнашар — Джини. Джини чĕрипе туйса пирĕн пата хăй, тата темиçе юлташне ертсе килнĕ. Пĕрле вĕсем акулăна хăратса янă. Халĕ вăл пирĕншĕн чи çывăх тус кăна мар, пире сыхлакан та пулса тăчĕ. Вăл пире килсе илме, кайран ăсатса яма тытăнчĕ. Чăн-чăн юлташсем пĕр-пĕрне пăрахмаççĕ вĕт.

Çак пулăм хыççăн вăл пире тата мерченсемпе ахах шăрçисем тăвакан ракушкăсене, моллюсксемпе тинĕс çăлтăрĕсене кăтартрĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна çук-ши унта! Хĕрли, сарри, симĕсси…

Кашни кунах эпир Джини килессе чăтăмсăррăн кĕтме тытăнтăмăр. Эпир унпа тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр.

Пĕррехинче вăл пире кит курма илсе кайрĕ. Кичĕ слонран 3-4 хут та пысăкрах пуль. Вăл мĕнле шыв сирпĕтнине питĕ нумай вăхăт пăхса тăтăмăр.

Эпир, уйрăлу саманчĕ çывхарса пынипе, Джинирен мĕнле уйрăлăпăр-ши тесе кулянатпăр. Ăна пирĕн питĕ хамăрпа пĕрле илсе каяс килет. Анчах та Джини çамрăк-ха, ашшĕ-амăшне, юлташĕ-тăванĕсене пăрахса хăварса пирĕнпе пыраймасть.

Тинĕс тĕпĕнчи юлашки каç эпир пĕрре те çывăраймарăмăр. Джини те çĕрĕпех пирĕн карап çывăхĕнче пулчĕ. Ир енне вăл таçталла ишсе кайрĕ. Нумаях та тăмарĕ, таврăнчĕ. Вăл пире пĕрер ахах пěрчи парнелерĕ. Эпир хаклă парнене ывăçра хыттăн чăмăртанă та ĕсĕклесех макăратпăр. Пит йывăр-çке юлташран уйрăлма.

Эпир карап çине кĕрсе лартăмăр та вăл хăпарма тытăнчĕ. Джини карап тавра ишсе çаврăнма тытăнчĕ. Унăн та пирĕнтен уйрăлас килмест иккен.

Эпир ӳссе çитĕнтĕмĕр. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн аслă шкултан та вĕренсе тухрăмăр. Тинĕсри юлташа юратнипех пуль Аньăпа иксĕмĕр те ĕçлеме тинĕс хĕрринчи пĕр хулана килтĕмĕр. Хваттере вырнаçсан тинĕс хĕррине уçăлма тухрăмăр. Хамăр пĕрмаях Джинине аса илетпĕр, унпа тепре тĕл пулас пулсан эпир чи телейлĕ çынсем пулăттăмăрччĕ тесе калаçатпăр.

Тинĕселле тинкертĕмĕр те… пирĕн ума Джини ишсе тухрĕ. Ун хыççăн тепĕр дельфинпа виçĕ дельфин çури те пуçĕсене кăтартрĕç. Эпир Джинипе калаçрăмăр, иртнě кунсене аса илтĕмĕр, ун хыççăн мĕн пулнине каласа патăмăр. Вăл пире хăйĕн мăшăрĕпе тата ачисемпе паллаштарчě.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-23 00:09:04):

Чĕлхи кăшт типерех пулин те шухашне лайăх уçса панă. Лайăххисен шутне кĕртес — тен вырăн та лекĕ...

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2008-11-23 15:11:04):

"Тинĕс тĕпĕнчи тус" калав мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ЕВДОКИЯ (2008-11-23 16:58:31):

Мария çырнă калав ячĕ содержанипе килĕшсе тăрать. Хăй шухăшне вăл туллин уçса пама тăрăшнă. Ман ăна питĕ лайăх хак парас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-23 19:41:13):

Ку калава малалла та çаплах çырса кайма пулать. Кун кĕнекине аса илтерет. Эпир вара илемлĕ хайлавсем кĕтетпĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

Андрей (2008-11-24 04:44:43):

Эпĕ Энтри шухăшĕпе пĕрре те килĕшместĕп.Ача вăл çыравçă мар,çавна шута илесчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вероника (2008-11-24 08:24:58):

Тĕлĕнмелле лайăх калав. Чĕлхи пуян, вулама та ансат. Малашлăхĕ пысăк ку вĕренекенĕн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анфиса (2008-11-24 08:26:51):

Мана Марийăн калавĕ килĕшрĕ. Ăна ман чи пысăк паллă парас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Маша (2008-11-24 08:28:54):

Калавра çырса пани пĕтĕмпех килĕшӳллĕ пулса тухнă. Çавăнпа вăл вулакана хăй патне туртать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2008-11-24 08:43:03):

КАлавра çырса пани пĕтĕмпех аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Коля (2008-11-24 10:06:44):

Калавĕ анлах мар пулсан та тĕшши пур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ларис (2008-11-24 16:08:41):

"Мĕн тĕрлĕ кăна çук-ши унта!" - "Мĕн тĕрли ..." пулĕ. Калав вĕçĕнче çине-çинех "эпир" местоимени тĕл пулать. Пĕтĕмĕшле илсен, калав аван вуланать. 5-мĕш класс ачишĕн пит лайăх.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2008-11-25 16:25:31):

Калав ман кăмăла кайрĕ.Çитменлĕхсем çук.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ann2008 (2008-11-26 20:15:09):

Мана калав пите килĕшрĕ. Калава вуланă чухне хама та çав ачасемпе пĕрле туйрăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Герасим (2008-11-26 20:27:53):

Ку калав чи лайăххисенчен пĕри. Мана питĕ килĕшрĕ. Ман çак калава малти вырăна кăларас килет

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Саша (2008-11-26 20:34:31):

Вероника шухăшĕпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Энтри вара хăйне Çеçпĕл Мишши тесе шутлать пуль

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-11-26 20:46:21):

Ann2008, Герасим, Саша - эсир вара пĕр компьютера усă курса сасăлатăр.

 

Vyacheslavna (2008-11-26 21:22:19):

Ку калава мансăр та хаклаççĕ.Анчах та калав мана ярса панă списокра пур,хакламах тивет.Пиллĕкмĕш класс ачи хăй тĕллĕнех çырнине темшĕн ĕненесех килмест.Енчен те Мария хăйех çырнă пулсан, маттур ача çитĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2008-11-26 21:50:20):

"Тинĕс тĕпĕнчи тус" хайлава нумайăшĕ вуларĕ курăнать.Калавăн ячĕ те янăравлă,авторăн çырас ăсталăхĕ те пур.

Содержанийĕ те кăсăк.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Герасим (2008-11-27 17:25:53):

Вара мĕн? Шель пулин те пирĕн урамра интернетпа çыхăннă компьютер пĕрре çеç çав.

 

Женя (2008-11-29 09:10:44):

Калав питĕ килĕшрĕ. Çыраçăн ĕçĕсене малалше те курасса шанса тăратăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оксана (2008-11-29 09:31:36):

Мария пĕчĕк пулин те кăсăклă калав çырни савăнтарать. Малалла та çырма сĕнес килет. Ку калав хăй ӳсĕмри ачасен ĕçĕсенчен чи лайăххи.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лариса (2008-11-29 09:42:57):

Марийăн калавĕ мана килĕшрĕ. Вăл çутçанталăка юратни курăнать.

Малашне те çырма ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мальвина (2008-11-29 19:40:27):

Ку калав мана та килĕшрĕ. 5-мĕш класс ачи çакăн пек кăсăк хайлав çырма пултарни, чăн та, савăнтарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Таня (2008-12-01 17:03:45):

Мария Корнилова калава тăрăшса çырнă. Темине, сăнара лайăх уçса панă.Тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Илья (2008-12-01 20:58:36):

Энтри ку калава ăнлансах вулайман курăнать. 5-мĕш класс ачи писатель мар вĕт. Унăн малашлăхĕ пур, ĕмĕчĕсем пысăк. Пысăк хака тивĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: