Тăлăх арăм
Унăн мĕнпур шанчăкĕ
Пусри тырă çинчеччĕ,
Анчах ани татăкĕ
Ытла-ытла кĕскелчĕ.
Ансăрне те ансăр вăл,
Хыттине те хытă вăл.
Акнă тырă ӳсмерĕ,
Пӳлме тĕпне кĕмерĕ.
Ани çинчен килнине
Çисе ярса пырать вăл,
Макаçейрен илнине
Куланая сутать вăл.
Ун хыçĕнчен ачисем
Çĕтĕк-çурăк пыраççĕ;
Витĕр курнаç шăммисем...
Çăкăр хытти кăшлаççĕ.
Пуян çынсем чей ĕçеç, —
Тăлăх арăм ачисем:
«Анне, шыв çук пирĕн», — теç.
Эй, шеремет çыннисем!
Сире çутă тĕнчене
Хурлăх курмах янă пуль;
Вăрăм хутаç мăй çине
Турах çакса янă пуль.
Эсир мĕн чул йĕретĕр,
Сирĕн йĕни шутра мар.
Эсир мĕн чул ĕçлетĕр,
Çапах эсир тутă мар.
Сире çынсем çапсан та,
Эсир ăна чăтмалла;
Сире мăшкăл тусан та,
Эсир çынна пăхмалла.
Кашни сире, выльăх пек,
«Эй, эй!» тесе çеç чĕнет;
Алăк панчи шăпăр пек,
Хăй аллинче çӳретет.
Хăçан туррăн çыннисем
Пĕр пек пулса çитĕç-ши?
Хăçан хутаç çакнисем
Ăна мăйран илĕç-ши?
Хăçан халăх çутăлса
Çĕнĕ çула кĕрĕ-ши?
Хăçан, пĕр пек пурăнса,
Хирте пĕр пек ĕçлĕ-ши?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...