Эх, Турăçăм, Турăçăм!..
Эх, Турăçăм, Турăçăм!
Пур-и эсĕ, çук-и эс?
Сана пĕрре вăрçмăттăм —
Анчах вăрçма хал çитмест.
Мĕншĕн эсĕ çынсене
Ытла питĕ чармастăн?
Мĕншĕн эсĕ вĕсене
Пит ирĕке яратăн?
Эпĕ, сан пек пулсассăн
Ирсĕрленме памăттăм!
Сан пек вăйлă пулсассăн —
Çылăх çипне татăттăм!
Пĕтĕм этем чĕрине
Вĕр çĕнĕрен тăвăттăм,
Пĕтĕм çылăх шухшине
Пуçа кĕме памăттăм.
Çынсен манăн алăра
Усал тума пĕлмĕччĕç,
Хуть те мĕнле вăхăтра
Пĕр ырă çех тăвĕччĕç.
Ваттисене пчиккисем
Тайла-тайла çӳрĕччĕç,
Ясар, вăрă чĕресем
Вăл çынлăха тумĕччĕç.
Никам урам варринче
Эрех ĕçсе ӳкмĕччĕ.
Святой ӳсĕ умĕнче
Çын карманне касмĕччĕ.
Вырсарни кун çитсессĕн,
Хам чирĕке пухăттăм.
Чирĕкăшне кĕрсессĕн,
Кулкалама памăттăм.
Сан пек пулсан, кашнине
Пĕр пек татăк парăттăм.
Ытлашшине — çуккине
Пай памалла тăвăттăм.
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...