Тинĕсре пулса куртăмăр


Пĕррехинче эпĕ аттене каларăм:

— Атте, манăн тинĕс хĕррине кайса курас килет.

— Ыранах каятпăр, — терĕ вăл пĕр тĕлĕнмесĕр.

Эпĕ савăнсах кайрăм, тӳрех анне патне чупса кайрăм.

— Анне! Эпир ыран тинĕс курма каятпăр! Эсĕ те пĕрле пыратăн пуль?

Анне те питĕ савăнчĕ. Каç пулчĕ, çывăрма выртрăмăр. Час çывăрса каяймарăм:

— Хăçан ыран пулать-ши? — тесе шутлатăп. Тĕлĕкре те тинĕсре ишсе çӳретĕп пек.

Çĕр иртсе кайрĕ, атте сăмахне тытрĕ, ирех япаласене пуçтарма пуçларăмăр. Пĕрле бинокль та, фотоаппарат та, апат-çимĕç те илтĕмĕр те çула тухрăмăр. Нумай пулчĕ-и, сахал-и, ак тамаша! Пирĕн умрах тинĕс сарăлса выртать!

Атте пире каларĕ:

— Айтăр тинĕсе кĕрсе каяр, — терĕ. Кăштах хăратпăр пулин те аттене итлерĕмĕр, унпа пĕрле тинĕселле ишсе кĕрсе кайрăмăр. Хам та тĕлĕнсе кайрăм. Эпĕ, нихăçан та ишме пĕлменскер, лайăхах ишетĕп. Анне те тĕлĕнсе кайрĕ:

— Эпĕ паян васкаса тухнипе куçлăха киле манса хăварнă, куçлăхсăр япăх кураттăмччĕ. Халĕ вара куçлăхсăрах питĕ лайăх куратăп!

— Ку тинĕс асамлă пулмалла. Çак таврара асамлă тинĕс пур, — тетчĕç ваттисем. Эпир çав тинĕсе лекнĕ пулас, — ăнлантарать атте.

Ишсе пынă май эпир тĕлĕнмелле япаласем чылай куртăмăр: пысăк-пысăк крокодилсемпе акулăсем, дельфинсемпе тĕрлĕрен пулăсем. Эпĕ пĕр акулăна ачашласа пăхрăм, анчах вăл мана ачашлаттарасшăн пулмарĕ. Эпĕ аттепе аннене чĕнтĕм. Виççĕн ачашларăмăр. Ку хутĕнче ăна килĕшрĕ пулас, кушак пекех мăрласа явăнчĕ. Татах малалла ишетпĕр. Ишсен ишсен пĕр сухаллă старике куртăмăр.

— Сывă-и?

Старик илтмест.

— Сывă-и?

Хытă кăшкăрнипе старикрен пулă пулса тăчĕ. Тĕлĕнсех кайрăмăр. Татах ишетпĕр. Пирĕн атте Титаникăн пайăркисене курнă та:

— Килĕр кунта! — тесе пире чĕнет.

Кăштах пăхса килентĕмĕр те Титаник пайăркисенчен карап пулса тăчĕ. Çав тери пысăк та хитре карап. Карап ăшне кĕрсе пăхрăмăр. Ăшĕнче çав тери хитре люстрăсем, маччасене эрешленĕ. Пĕр çын та çук. Илемлĕ карапа мĕн сăлтавпа тинĕсе пăрахса хăварнă — пĕлеймерĕмĕр.

Сехет çине пăхрăмăр та тăхăр сехет çитнĕ.

— Киле каймалла пуль, — тет атте.

— Каймалла, тепрехинче ытларах çӳрĕпĕр. Пире килте кĕтсе ывăнчĕç те пуль, — терĕ анне.

Килелле ишме пуçларăмăр. Сасартăк пирĕн пата малтанхи акула ишсе килчĕ. Вăл пире хăйĕн çине лартрĕ те çиçĕм пек ишсе кайрĕ. Самантрах кил умне çитсе тăтăмăр. Акулăна тав турăмăр, вăл пуçне кăштах тайрĕ те çухалчĕ. Акула тăнă вырăнта пысăк арча ларать. Арча уççи те патĕнчех. Арчана уçса пăхрăмăр та ун ăшĕнчен тĕрлĕ эреш тата питĕ нумай укçа тупрăмăр.

Сарăлса выртакан тинĕс çухалчĕ. Арчи вырăнĕнчех юлчĕ.

— Тĕлĕнмелле кун пулчĕ паян, — терĕ анне. Çапла эпир тинĕс хĕррине çитсе куртăмăр.

Укçине эпир (кăçалхи çул ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине аса илсе) тăлăх-туратсене пулăшма интерната парнелерĕмĕр. Тинĕсре пулнине аса илме хамăр ята пĕрер эреш çеç хăвартăмăр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2008-11-26 18:00:03):

Хулара ӳссе çитĕннĕ хĕрача чăвашла хитре çырма пултарнă.Ырă ĕçсен çулталăкĕ пирки те манса кайман.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-11-26 18:20:31):

«...Эпĕ пĕр акулăна ачашласа пăхрăм, анчах вăл мана ачашлаттарасшăн пулмарĕ. Эпĕ аттепе аннене чĕнтĕм. Виççĕн ачашларăмăр...» Култарчĕ. :-) Виççĕн, паллах, ачашлама пулать: пĕри пĕр енчен, тепри тепĕр енчен ярса тытсан ăçта кайса кĕрен? Таки ачашлаттармах тивет! :-)

«Ишсен ишсен пĕр сухаллă старике куртăмăр.» — кунта дефис манса юлнă: ишсен-ишсен.

«Сехет çине пăхрăмăр та тăхăр сехет çитнĕ.» — икĕ «сехет». Пĕрине асăнмасăр та пулатчĕ — «тăххăр çитнине куртăмăр» теме пулатчĕ (тĕслĕхрен).

 

Шухăшĕпе содержани тăрăх сапаланчăк. Вĕренмелле.

Хулара е ялта ӳснине эпир пăхмастпăр (ăçтан пĕлес пирĕн ăна?) — пурте пĕр тан.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Катя Яковлева (2010-11-25 21:58:07):

СИРЕ ПĔЛМЕС! Вăт мана питĕ килĕшрĕ!!!!!!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: