Кукаçей юмахĕ
Хĕллехи йĕпе-тăманлă каçсенче
Макăраççĕ çил ачисем мăрьере.
Шăнса-кӳтнĕ яранса Сăрт кассинче,
Пичĕсене тăм илтернĕ сивĕре.
Чупать сурăх путекки урайĕнче,
Макăрать вăл — тунсăхланă амăшне.
Шăппăн ларатпăр кăмака çийĕнче,
Юптарать кукаçей хăйĕн юмахне.
— Пурăнатпăр кунта ĕлĕк-авалтан
Урăх çĕре куçма шутламан ялтан,
Мăн асаттерен тытăнса шутласан
Эпĕ тăххăрмĕш сыпăк — тĕрĕс пулсан.
Чăваш енче çĕре пит хĕсĕк тесе
Ман Асатте хăйĕн виçĕ ывăлне
Пĕр ямшаклă пăхăр укçа тиесе
çĕр илмешкĕн ăсатнă Вырăс енне
Куçса килнĕ кунта виçĕ пĕртăван
(Шел пулин те ячĕсем асра юлман)
Ыраш акма кăкланă хура вăрман,
Выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетнĕ, çывăрман.
Hиме туса пӳрт çĕкленĕ тăвансем,
Йышлă пулнă вĕсен ачи-пăчисем.
Виçĕ çемьи те ĕçе питĕ хастар,
Ывăлĕсем кĕреш пек çирĕп, патвар.
Пир тĕркисем тĕртнĕ хĕлĕпе хĕрсем,
Шуратма сарнă шап-шурă юр çине.
Ал шăллисем тĕрлене пулас кинсем
Чечек çеçкисем ӳкерсе пир çине.
çуркунне сухапуç тытнă йĕкĕтсем,
Ырaш акнă кунтăк çакнă ватăсем.
Кaнтăр хутнă, сӳс тылланă амăшсем,
Ӳркенмесĕр ĕçленĕ пĕртăвансем.
Асатте каланă «ахăр самана»
Килсе çитрĕ сивĕ çил пек уласа.
Хуса ячĕç вырăнĕнчен патшана,
Çапăçтарчĕç халăха улталаса.
Усал çынсем тыткăна илчĕç яла
Пăшал йăтса çӳрерĕç çын хăратса
Микулайпа Минахмат, Гайнатулла
Ял-йыша çука хаварчĕç тăратса.
ĕçлемен вĕсем — пурăннă шăйăртса,
Килĕсенче курман «йытă пăтратса»,
çӳрерĕç хуçа пулса, çын макăртса,
Хур аçи пек псехисене каçăртса.
Йăтса тухрĕç пирĕн килтен арчана
Тиерĕç картишĕнчи ямшăклана.
Туй кĕписĕр хăварчĕç хĕрачана
Шеллемерĕç пӳрт тулли вак ачана.
Икĕ ене ӳречерен кăкарса
Урапа çине тӳшек тăсса хурса
Сыснана çиеле çыхса вырттарса
Кӳлсе кайрĕç лашана кăтăрттарса. —
Тăпăлтарса илчĕç акнă çĕрсене,
Тиесе кайрĕç тырă-пулăсене.
Тарпала пуçтарнă пирĕн мулсене
Сутса — ĕçсе тăрантрĕç пырĕсене.
Тепрехинче çĕр варриче вăратса
Илсе кайрĕç сарса выртнă кавире,
Колхоза кĕмен çынсене макăртса
ăсатса ячĕç пурне те Çĕпĕре.
Ĕçрен эпир нихăçан та хăраман
Колхоз хирĕнче тăрăшрăмăр аван.
Ака тунă, утă çулнă — çывăрман
Пирĕн алăран «хĕрлĕ ялав» кайман.
Юрăпа вăратнă хирти уçлăха
Ял хушшинче çӳремен пуçа усса.
Иртĕхсе çӳрекен ӳсĕр пуçлăха
Кăлартăмăр вырăнтан пуху пухса.
Тырă-пулă ӳсет хирте ашкăрса
Никам та хăратмасть пире кăшкăрса.
Паян ырă çын ĕçлет пуçлăх пулса
Пурăнатпăр, тăвансем, ырă курса.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...