Ĕçкĕ юрри
Тыр хушшинчи пиçенĕ
Ӳсен тырра пусмăрлать.
Ах, аттеçĕм, ай, атте,
Эпир апла пулас çук.
Çырма кайăк куккук пур —
Хăй амăшне хисеплемест.
Ах, аннеçĕм, ах, анне,
Эпир апла пулас çук.
Пĕлт айĕнчи тăрнине
Пĕччен прахса хăварнă.
Кукаçиçĕм, кукамай,
Эпир апла тăвас çук.
Кил хушшинчи йытти пур —
Кушака пĕр кураймасть.
Ах, тетеçĕм, ах, инке,
Эпир апла пулас çук.
Выльăхпала кашкăр пур —
Нихçан килшсе пурнас çук.
Ах, куккиçĕм, ах, инке,
Эпир апла пулас çук.
Чанапала шăнкăрч пур —
Пĕрмай вăрçса пурнаççĕ.
Ах, йыснаçăм, ах, акка,
Эпир апла пулас çук.
Уйри икĕ çул юппи
Ик çĕрелле каять-çке.
Ах, шăллăмçăм, ай, кинĕм,
Эпир апла пулас çук.
Уйри юманпа çăки
Пĕрмай уйрăм лараççĕ.
Ах, кĕрӳçĕм, ай, йăмăк,
Эпир апла пулас çук.
Шăлан çинчи кулĕксем
Пĕр чуптуса пурнаççĕ.
Ах, тăвансем, пĕлĕшсем,
Эпир те çапла пурнар-и?
Шухăшсем
Bok! Ako voliš otkrivati nove stvari, ...
Hi! Ein smarter Kniff für deinen Allta...
Hei! Truc special pentru azi — această...
Bună! Îți recomand un truc nou — metod...
Здравей! Подобри ежедневието си с този...
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Pozdrav! Ako tražiš nešto novo i druga...
Salutări! Un mic secret: puțini cunosc...
Drive targeted traffic to your website w...
Discover how our AI can skyrocket your c...