Асап эрни
(Матфей, XXVI, 38, 39)
Тĕнчери мĕн пур кун-çулра,
Ах, эсĕ, çак эрне,
Хăвăн тăватă кунăнта
Тĕнчене хуйха ӳкернĕ.
Аллă ик эрне хушшинче
Санăн вăту кунĕнче
Йывăç пахчи ăшĕнче
Христос Туррăмăр тăратчĕ:
Ăшĕ хытă çуннипе
Ӳпне ӳксе кĕл турĕ,
Ангел пулăшнă хӳтĕпе
Тӳсме хĕнне вăл тӳсрĕ,
Пăшăрханса çуннипе
Чĕркуçленсе ларчĕ вăл,
Хăйĕн хĕрӳллĕ кĕллипе
Çапла тилмĕрсе тăчĕ вăл:
«Эй, Манăн ыр Аттем!
Çак эпĕ ĕçес куркаран
Ĕçмесĕр иртме юрасан
Эпĕ ăна ĕçмĕттĕм...
Анчах эпĕ ыйтни мар,
Санăн ирĕкӳ пултăрах,
Манăн унтан иртес мар,
Санăн ирĕкӳ пултăрах!..»
Христос çапла тăнă чух
Усал куçсем кĕвĕçрĕç,
Çĕр варринче тĕттĕм чух
Ăна вĕлерме тытăнчĕç.
Пĕтĕм тĕнче лăпкă çеç:
Пур çĕрте те шăп тăрать,
Пĕтĕм çĕр пичĕ тĕттĕм çеç,
Пĕр уйăх çеç çутатать,
Тулли уйăх çутипе
Пахча илемĕ курăнать,
Пахчанăн таса çулĕпе
Суккăр халăх кĕç пырать,
Суккăр халăх васкаса
Пĕр-пĕринпе канашлать,
Ирсĕр ĕçе юратса
Шуйттан хыççăн васканать.
Суккăр халăх пахчана
Хĕç-пăшала кĕчĕ-çке,
Йăваш Пуçлăха хурласа
Вĕлерме тытса илет-çке.
Лăпкă-лăпкă çĕр çинче
Йывăç пахча хурланчĕ,
Лăпсăр йывăçсен хушшинче
Тĕнче Пуçлăхĕ çухалчĕ.
Мĕншĕн, халăх, пăлханса
Çĕр варринче çӳретĕн,
Чĕрӳ куçне хупласа
Шуйттанпала килĕшрĕн?
Ăссăрлăхпа хавасланса
Асаппа пĕтмелле эс пултăн,
Хăватсăр тесе шутласа
Хăватлинех тĕл пултăн.
Мĕншĕн, халăх, пăлханса
Тĕнче Пуçлăхне асаплатăн?
Этем тесе шутласа
Турра хăйне пăталатăн?
Аскăн, тĕттĕм ăсупа
Таса ӳт çине тăрăнтăн,
Аскăн, ирсĕр аллупа
Таса юна юхтартăн!..
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...