Пулăшăр
Чĕкеç кайăк пурăнать,
Юрă юрлать, савăнать,
Çуллен чĕпĕ кăларать,
Хăй йăвине юратать.
Анчах унăн та тăшман
Пĕрре çех мар, темиçе:
Хурчăкапа тăмана.
Ула куракпа çăхан
Кайăк юнне тăкасран
Нихăçан чарăнас çук.
Тăшмансем тапăнасран
Сыхă тăма кирлине
Вĕçен кайăк та пĕлет,
Тĕрĕс пурăнас килет.
Чĕкеç йăвисем тĕлне
Хурчăка вĕçсе килсен,
Пĕтĕм ялти чĕкеçсем
Килсе кĕнĕ тăшманне
Хăвалаççĕ пур енчен.
Чун савнă ял-йышăмсем!
Эсир — манăн тăвансем,
Эпĕ сире юратса,
Сирĕн ята çĕртмерĕм,
Ял-йыш ячĕшĕн тăрса,
Пуçăма шеллемерĕм:
Вăйлă вăрçăра пулса,
Аран вилесрен юлтăм.
Салтаксене хĕрхенсе,
Эсир те пит тимлерĕр.
Вăйăр çитнĕ таранччен
Укçа-тенкĕ пухса та,
Пир-ар парса та
Юрату ĕçне турăр.
Турă сире пиллесе
Пысăк телейлĕ тутăр,
Мĕн кирли пурте пултăр,
Пурте ватăлса çитĕр,
Лере канлĕхе кĕрĕр.
Çар халăхĕ хушшинче
Эпĕ те пăшал петĕм:
«Тăшмана çак чух», — терĕм.
Вăрçа кĕнĕ паллăсем —
Акă ман суранăмсем
Хăвăрăн куç умĕнче.
Пулăшăр ĕнтĕ мана,
Хурлăх куран салтака.
Тискер тăшман виллисем
Халь куçăмран каймаççĕ:
Хытса çитмен юнĕсем
Тайлăм çĕре юхаççĕ.
Тăшмансене çĕмĕрсе,
Вăй-хăватăм юлмарĕ.
Тупă сасси итлесе,
Кăкăр-çурăм, ăш-чикĕм
Кунĕн-çĕрĕн чĕтрерĕ.
Пур хуйха аса илсен,
Кунăн çути хуралать,
Ăшăм-чикĕм çаврăнать.
Тăшман персе ӳкерсен
Çумри ангел сыхларĕ,
Турă çырни пулмарĕ:
Манăн вилĕм çитмерĕ,
Сусăрлантăм, вилмерĕм.
Хĕрхенмесĕр эсир те,
Ангелăмпа пĕрлешсе,
Хурлăх куран салтака,
Христос çырĕ çыннине!
Ĕлĕк эпĕ сывăччĕ,
Пур ĕçе тăваттăмччĕ,
Хама хам усраттăмччĕ.
Тăшман усалли пирки
Эпĕ ĕçлейми пултăм.
Пулăшăр ĕнтĕ мана,
Çука юлнă салтака.
Ачам-пăчам çарамас.
Мĕнле усрас-ши тесе,
Пуçăмран шухăш каймасть.
Ачасем сывă пулсан,
Самана лăпкă тăрсан,
Эпĕ хăват хурăттăм,
Пурăнма пултарăттăм —
Ачамăмсем ĕçлĕччĕç.
Ача-пăча ӳстерме
Турă пиллетĕр анчах.
Халĕ йывăр пулсан та,
Ӳлĕмрен çăмăл пултăр.
Паттăр чапĕ пурăнтăр,
Пирĕн явап ан çухалтăр.
Россияри салтаксем,
Пирĕн ăспа пурăнччăр,
Хăвăр ăспа шухăшлăр:
Çар халăхĕ пулмасан,
Никам хирĕç тăмасан.
Тăшмансем сире хальччен
Вĕлерсе пĕтерĕччĕç.
Тăшман тарнине курса,
Çар халăхĕ савăнать,
Аçа сасси пек «урра»
Ман чуна савăнтарать.
Пулăшăр салтаксене,
Патшамăр çĕрĕ çине
Тăшман килсе кĕресрен
Çăлса тăракансене!
Вăрçа кайнă салтаксен
Киле юлнă ачисем.
Ашшĕсене асăнса,
Куççулĕпе макăрса,
Амăшĕсенчен ыйтаççĕ:
«Анне, енне, калаччĕ,
Атте ăçта кайрĕ-ши,
Хăçан киле килĕ-ши?
Анне, мĕншĕн йĕретĕн,
Пире ачашланă чух
Куçна шăлса илетĕн?
Анне, анне, каласам,
Атте ăçта кайрĕ-ши?» —
«Ай, айван ачамăмсем,
Йăва çинчи кайăксем!
Ăшăм çунать... Хĕрхенĕр...
Эсир халь мĕн пĕлетĕр?
Аçăр кайрĕ те килĕ,
Те кайнă çĕртех вилĕ...
Ай чунăм, ай, айван чун,
Курайăн-ши ырă кун?
Ăш-чик пӳлĕнсе тăрать,
Мĕн туса лăпланам-ши?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...