Космос уçлăхĕнчи пурнăç


Эпĕ кӳршĕ ялти шкула вĕренме çӳретĕп. 6-мĕш класра вĕренетĕп те хама пĕчĕк ача тесе шутламастăп. Кĕнеке вулама шутсăр юрататăп. «Юный эрудит» журналпа «Приключения. Тайны. Чудеса» хаçата апатпа уроксем çинчен мансах вулама пултаратăп. Анне мана куншăн хушăран ятлакаласа та илет. Уйрăмах ют планетăсем çинчен çырнисем тыткăна илеççĕ.

— Эх, мĕн тери интереслĕ пулĕ унти пурнăç! Хăрах куçпа та пулин пăхса илесчĕ.

Уссе çитсен астронавт пулас ĕмĕтпе хама ас тума пуçланăранпах супса çӳретĕп-ха эпĕ.

Паян та ак хам юратнă хаçат-журналăн çĕнĕ номерĕсене хул хушшине хĕстертĕм те пахча хыçĕнчи çырма хĕррине кайса лартăм. Кунта шăп. Пĕлĕтелле пăхса ĕмĕтленме никам та чармасть. Хĕвел ачашшăн лăпкать. Сисмен те, тахăш вăхăтра çывăрса кайнă.

…Ман пата пĕр ача çывхарать. «Кунти ача мар-ха ку. Хуларан курма килнĕскер пуль-ха. Хула ачисем чăрсăр пулаканччĕ. Енчен те вăл чĕрре кĕрес пулсан парăнса тăмăп-ха», — тесе шутларăм. Анчах та вăл йăл кулчĕ те саламласа аллине çĕклерĕ. Манăн харкашас кăмăл таçта кайса çухалчĕ. «Эсĕ кам?» — ыйтрăм эпĕ унран. — «Ют планета ачи», — хуравларĕ вăл. Аллăмри хаçат-журнала курчĕ те: «Тĕлĕнтермĕшсемпе интересленетĕн-и? Апла пулсан атя манпа пĕрле. Эпĕ сана хĕвел системинчи пурнăçа кăтартăп», — терĕ. Çак сăмахсене илтсен чутах ташша яраттăм. Ара, ман тахçанхи ĕмĕт пурнăçланать вĕт! «Анчах мĕнле çитĕпĕр-ха эпир унта?» — ыйтрăм эпĕ. — «Манăн карап ав çав çырма патĕнче». Кĕçех эпир хĕвел энергийĕпе çӳрекен «Нуна 4» евĕрлĕ машина патне çитрĕмĕр. «Ара, кун пек машинăна 2007 çулта Нидерландире пĕр экземпляр кăна тунăччĕ. Тата вăл вĕçекен аппарат та марччĕ», — шалтах тĕлĕнсе кайрăм эпĕ. «Çапла, сирĕн цивилизаци ăс-тăн енĕпе пирĕннинчен чылай кая юлнă. Пирĕн машинăсем нумай хăватлăрах, ăслăрах», — хуравларĕ вăл.

Часах атмосфера витĕр тухса космоса çитрĕмĕр. «Эпир, ют планета çыннисем, çĕр çинчи пурнăç çинчен пĕтĕмпех пĕлетпĕр. Эсĕ тантăшусемпе хушăран çапăçма юратнине те пĕлетĕп. Ну, юрĕ-ха. Халĕ экскурси пуçлăпăр.

Тĕнче уçлăхĕнче питĕ нумай галактика. Эсир хăвăр пурăнакан галактикăна «Хур кайăк çулĕ» тесе ят панă. Çĕр çинчи ученăйсем хĕвел системинче 9 планета теççĕ. Анчах та Плутон хыçĕнче вуннăмĕш планета пур. Ăна лайăххăн тĕпчеме çĕр çинчи телескопсен хăвачĕ çитмест. Хĕвелтен аякра пирки çав планета çинче питĕ сивĕ. Акă Венера, унта вара çав тери шăрăх. Марс çинче вара пирĕн пек çынсемех пурăнаççĕ. Юпитер çинче те пурнăç пур. Эпир тахçан авал Çĕр çыннисемпе туслă пурăннă. Вĕсене тĕрлĕрен çурт-йĕр, пирамидăсем тума пулăшнă. Тĕнче уçлăхне вĕçмелли аппаратсемпе усă курма хăнăхтарнă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ. Анчах та каярахпа Çĕр çыннисем усалланса кайнă. Вĕлерме, çаратма, вăрçма пуçланă. Кун пек пулăмсем пире килĕшмен. Вара эпир майя ятлă халăхпа календарь туса Çĕр çине хăвартăмăр та хамăр тепĕр планета çине вĕçсе кайрăмăр. Енчен те Çĕр çыннисем пĕр-пĕрне, çут çанталăка ăнланса пурăнма пуçласан, эпир вĕсемпе 2012-мĕш çулта туслă çыхăнăва кĕрĕпĕр те пур енлĕн аталанма пулăшăпăр. Çакна пĕтĕмпех çав календарьте палăртрăмăр. Халĕ вара санăн каялла таврăнма вăхăт», — тесе вĕçлерĕ вăл хăй сăмахне.

…Эпĕ пĕве хĕрринчех ларатăп иккен. Тĕлĕк пулчĕ-ши вара ку? Анчах та мĕн тери интереслĕ тĕлĕк! Мана хам тантăшсемпе вăрçăнма юратнишĕн намăс пулса кайрĕ. «Текех пуринпе те туслă пурăнма тăрăшăп», — тесе хама хам сăмах патăм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-01 19:20:32):

Мана килĕшрĕ — автор тĕрлĕ тĕлĕнтермĕшсемпе кăсăкланни курăнать. Лайăх калавсене çывăх. 6-мĕш клас ачишĕн питĕ лайăх. Лайăх хайлавсем нумай пулнипе вырăн лекеймĕ пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Нина Васильевна (2010-11-08 18:01:57):

Рома, эсĕ "Юный эрудит" журнала вулани курăнать. Маттур ача!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: