Лермонтов вилĕмĕ
Нумай çăлтăр хушшинчен
Çутă çăлтăр ӳкнĕ пек,
Сасартăк этем хушшинчен
Поэт куçран çухалнă.
Савнă тусĕсен хушшинче
Пысăк айăп тунă пек,
Пĕтĕм вăрман хыçĕнче
Мĕскĕн пуçне усайнă.
Çивчĕ вут пек ăсĕпе
Вăл пурăннă вăхăтра
Айвансенĕн ĕçĕсе(не)
Сăвă туса кăтартнă.
Вăл пурне те тӳррипе
Ирĕк паман вăхăтра
Пĕррĕн-пĕррĕн тĕсесе
Юрă сăввипе каланă.
Вара ăна çилленсе
Пĕтĕм тавра курайман,
Анчах хирĕç чĕнессе
Пурте хăйса чĕнеймен.
Нумай çăлтăр хушшинче
Уйăх çиçсе тăнă пек,
Поэт этем хушшинче,
Çутă уйăх çути пек.
Тĕттĕм ĕçе кăтартнă.
Анчах уйăх çутине
Лап пĕлĕт пырса хупнă пек,
Мĕскĕн поэт аякне
Пăшал етри тăрăннă.
Поэт етре тăрăнсан
Ахлатнă та лап ӳкнĕ.
Çавна тăшманĕ курсан
Тин уласа ӳхĕрнĕ.
Мĕcкĕн поэт сасартăк
Ырă сывлăшне кăларсан
Пĕтĕм Кавказ тăвĕ тăрăх
Ун хыпарĕ çӳренĕ.
Ырă поэт сасартăк
Вилнĕ хыпар сарăлсан,
Нумай-нумай пит тăрăх
Куççулĕсем йăр юхнă.
Çивчĕ поэт сывлăшсăр
Кĕçĕн вăрман хыçĕнче
Чакăр шинель айĕнче
Пĕр пĕчĕккĕ айăпсăр
Мĕскĕн ӳтне вырттарнă.
Çумăр хытă çунă чух
Ырă çынсем хуйхăрсан
Таса ӳте чысласа
Нумай усă тăвас чух
Ăна çĕре пытарнă.
Шухăшсем
Lifehack que pode facilitar sua rotina...
Spar energi med en intelligent losning...
What if chuvash...
Discover how our AI can skyrocket your c...
En rebus som testar din fantasi — http...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....