Антун çулĕ — çутă çул
Калла-малла пăхмарĕ,
Чăнкă-чанкă çыранран,
Шăпах чĕрĕк çухрăмран,
Лаши патне сикрĕ те,
Нуши умне ӳкрĕ те
Çын куçĕнчен çухалчĕ,
Кайран каллех çуралчĕ.
Шăлне çыртса, вăй пухса,
Ура çине тăчĕ вăл,
Умне-хыçне пăхрĕ вăл,
Ик-виç хутчен силленчĕ,
Усалсене çиленчĕ.
Çак вăхăтра аякра
(Ăçтан пĕлен çырмара),
Те вăрманта, те хирте,
Те пĕлĕтре, те çĕрте
Сарă лаши кĕçенчĕ,
Сарă Антун çӳçенчĕ,
Шыври туртрĕ — шывалла,
Уйри туртрĕ — уялла.
Вăрмантисем — вăрмана
Пыма чĕнчĕç Антуна.
Кунта, терĕç, кил, терĕç,
Хăв лашуна ил, терĕç.
Пăр çийĕпе утнă чух
Çултан пăрса ячĕçĕ.
Юра ашса утнă чух
Юр пек шурă пулчĕçĕ,
Юртса-юртса пычĕçĕ,
Юрла-юрла кулчĕçĕ,
Юха-юха юлчĕçĕ.
Шурă уйпа утнă чух
Шура кĕртсе ячĕçĕ,
Шурă упа пулчĕçĕ,
Шуса ӳкме хушрĕçĕ,
Шуса пыма хушрĕçĕ.
Шурă шăлне кăтартрĕç,
Курманнине кăтартрĕç,
Вăранманне вăратрĕç.
Вăрманпала иртнĕ чух,
Вăра-вăра ячĕçĕ,
Вар хĕррине ячĕçĕ.
Варпа шума хушрĕçĕ,
Варли пулма ыйтрĕçĕ,
Вăр çаврăнса утрĕçĕ,
Аллисене çупрĕçĕ,
Урисемпе тапрĕçĕ.
Тупманнине тупрĕçĕ,
Ту пуçнелле кайрĕçĕ.
Ту пуçнелле çитсессĕн,
Ту пуçĕнчен чĕнчĕçĕ.
Ял пуçнелле çитсессĕн,
Ял патнелле чĕнчĕçĕ.
Ял хĕррине çитнĕ чух,
Ялтан пăрса ячĕçĕ,
Çултан пăрса ячĕçĕ.
Çуна çулне тупсассăн,
Пĕр-ик утăм пуссассăн,
Çĕр пĕр çĕре пăхтарчĕç.
Ик-виç утăм тусассăн,
Икçĕр тĕле пăхтарчĕç.
Хевне тытса ухтарчĕç,
Куçран куççуль юхтарчĕç,
Питрен-куçран сăхтарчĕç.
Лаша çаплах кĕçенчĕ,
Хуçам кунта килсемччĕ,
Тенĕ пекех туйăнчĕ.
Тĕрлĕ çĕре çӳретрĕ
Питне юрпа шуратрĕ,
Усалсемпе хăратрĕ,
Тĕрлĕ шухăш вăратрĕ.
Çитсе-çитсе çӳресен,
Лаши çуккине пĕлсен,
Саркки пĕтнине пĕлсен,
Антун çапла каларĕ,
Ăна никам курмарĕ,
Курмарĕ те илтмерĕ,
Ун хуйхине пĕлмерĕ,
Пулăшмашкăн килмерĕ.
Пулмасть, терĕ, тупасси,
Урăх лаша тытасси.
Антун çапла каларĕ,
Умне-хыçне пăхмарĕ,
Тӳрех чупрĕ ялалла,
Сакăр çухрăм малалла.
Шăнса кӳтнĕ урине
Çăл шывĕпе çурĕ вăл.
Хăпаланнă пит-куçне
Хур çăвĕпе çурĕ вăл.
Хур çăвĕпе çунăран
Хур ури пек хĕрелчĕ.
Çăл шывĕпе çунăран
Çăл шывĕ пек тасалчĕ.
Таса сарă пит-куçне
Туçи хĕрсем пăхрĕçĕ,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ тутине
Хĕрлĕçырсем пăхрĕçĕ.
Ут пулманран ун чухне
Урăххисем пăхрĕçĕ.
Микулая кăларсан,
Колхоз тума тытăнсан,
Тимĕр утсем туянсан,
Антун пулчĕ, çын пулчĕ,
Тимĕр ут хуçи пулчĕ.
Тимĕр-тимĕр утсене
Тимĕр çулсем кирлĕ ăна,
Хурçă-хурçă утсене
Хурçă çулсем кирлĕ ăна.
Хура-хура халăхпа
Хурçă çулсем турăмăр,
Халăхпа та пĕр шутпа,
Хурçă çулсен хĕррине
Хурăн лартса тухрăмăр.
Шур хурăнсен тăррине
Кайăк ларса юрлатăр.
Хурлăхансен хушшине
Шăпчăк ларса юрлатăр,
Аслă совет халăхне
Кунĕн-çĕрĕн ырлатăр,
Пирĕн пекех юрлатăр.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çулпа çӳреме,
Çил çуна пек çӳреме
Çилçунатсем кирлĕ ăна.
Çилçунатсем ӳстерме,
Çавраçил пек вĕçтерме
Чаплă колхоз кирлĕ ăна.
Колхоз лаши — тур лаша
Туртайманшăн ят илтмест,
Чупайманшăн чап илмест,
Чурăссишĕн ят илтет,
Хыт чупнишĕн чап илет.
Антун кинĕ пуласси —
Ылтăн орден çакасси.
Ĕçлейменшĕн ят илтмест,
Тĕрлейменшĕн чап илмест,
Чурăссишĕн ят илтет,
Тĕр ăстишĕн чап илет.
Ялта ятсăр пурăнма
Ятсăр çынсем мар эпир.
Çулта çынтан пăрăнма
Чапсăр çынсем мар эпир.
Çулпа чапа тухрăмăр,
Чулпа чапа тухрăмăр,
Паçпак ялĕн пуçĕнче
Пӳрт пек чулсем кăларнă.
Хыркассисен хыçĕнче
Хăйăрне çеç хăварнă.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çул та такăр çул,
Автомашин çӳреме,
Мотоциклет çӳреме,
Сарă хĕрпе çӳреме,
Сар каччăпа çӳреме.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çул та такăр çул,
Такăр çулпа тапрăмăр,
Тăхăр тантăш тупрăмăр.
Çулĕ тухрĕ — Кӳкеçе,
Унта пирĕн кукаçей,
Кӳкеç ăçта, тиеççĕ,
Антун çулĕ çумĕнче,
Шур Шупашкар çумĕнче.
Шупашкар ăçта, тиеççĕ,
Ĕçчен чăваш çĕрĕнче,
Аслă Атăл хĕрринче.
Атăл ăçта, тиеççĕ,
Атăл Раççей çĕрĕнче,
Аслă Совет çĕрĕнче.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çул та такăр çул,
Шупашкара çитерчĕ,
Шур кулачă çитерчĕ.
Пĕлменнине пĕлтерчĕ,
Курманнине кăтартрĕ,
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...