Чип-чипер мăшăрсем
Пирĕн колхоз утарĕ тавра çăкасем нумай. Ку вăрманти ытти йывăçсем пек хăйсем тĕллĕн шăтса тухнăскерсем мар вĕсем, нумайăшне Палюк мучи лартнă. Утаршăн пулсан вăл çăкасем хӳтлĕх кăна мар, питĕ кирлĕ йывăçсем. Çăка чечекĕнче пыл нумай. Пыл хурчĕсем çăкаран питĕ тутлă, сывлăхшăн сиплĕ пыл пухаççĕ. Ун пек пыла «çăка пылĕ» теççĕ. Пыл ытларах пултăр тесе Палюк мучи халĕ те ăçта вырăн пур, çавăнта кашни çул çăкасем лартать. Кăçал та парникрен виç çĕр кăк илсе килчĕ. Лартма эпĕ те пулăшрăм.
— Кăçалхисен тымарĕсем начар, чиперех чĕрĕлес шанăç çук, кашни шăтăка икшер çăка лартăр, пĕри хăрсан, тепри юлĕ, — шут тытрĕ Палюк мучи.
Çавăнпа кашни шăтăка икшер çăка лартрăмăр. Пăхса, шăварса тăрас ĕçе эп илтĕм. Утара манпа пĕрле çӳреме килĕшнĕ ачасем тата тупăнчĕç: Макçăм, Пракух, Çемен, Яша. Çуркунне каç час пулмасть, шкултан таврăнсан ыранхи уроксене вĕренсе хатĕрлетпĕр те тӳрех утара тухса чупатпăр. Çĕр аллă шăтăка икшерĕн лартса тухнă виç çĕр çăкана тĕттĕм пуличчен шăварса киле таврăнма шăпах ĕлкĕретпĕр. Палюк мучие те пулăшатпăр, колхозшăн та усăллă ĕç тăватпăр. Çапла-и?
Малтанхи кунсем çăкасем пурте тенĕ пекех чирлесе ларчĕç. Хăшĕн-пĕрин çулçисем шанса типсех ларма пуçларĕç.
— Шел, шел, — терĕ пĕррехинче Палюк мучи, çăкасене пăхса тухса. — Çăлса хăварма пулмастех пуль.
— Çăлса хăваратпăр! Хăрма памастпăр! — терĕç ачасем пĕр харăс.
— Тем çав, тем… — терĕ Палюк мучи ун чух çав-çавах шанăçсăррăн. — Тăрăшса пăхăр та…
Мĕнле çăлса хăварма пулни çинчен эпир хамăр колхоз агрономĕпе те калаçса тĕплĕн шухăшларăмăр. Тислĕк шывĕ ямалла, ялан нӳрĕ тытмалла. Ӳркенсе кахалланса тăмалли çук, хăшне-пĕрне ир те, каç та шăвармалла. Шкула кайнă кун утара эпир ирхине çитсе килме ĕлкĕрейместпĕр, çавăнпа ун пек çăкисене Палюк мучипе Настаç кинеми те пăхсах, шăварсах тăчĕç.
Икĕ уйăх ытла, кĕç-вĕç типсе хăрас пек ларчĕç çăкасем. Ку вăхăтра эпир çак çăкасене тĕлĕкре те манса кайман тесен, нимĕн суеçтерни те çук. Тислĕк шывĕпе çеç мар, агроном сĕннипе тем тĕрлĕ им-çампа та шăвартăмăр. Ĕçлени пурĕ пĕр харама каймарĕ: пĕтĕмпе те ултă çăка çеç хăрчĕç,
— Ур-р-ра!
— Ур-р-ра!..
Эпир çĕнтертĕмĕр! Пирĕн çăкасем пурĕ пĕр парăнмарĕç!.. — сиксех ташларăмăр вара эпир ун чух утарта.
Тăватă çул иртрĕ унтанпа. Халь кайса пăхатпăр та, чун савăнать! Кашни шăтăка икшерĕн лартса тухнă çăкасен вуллисем те тап-таса, турачĕсемпе çулçисем пĕр çăканни пек тирпейлĕ те чăмăркка ӳсеççĕ.
Пăхма илемлĕ, чип-чипер мăшăрсем!
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...