Мана кирли...
Эп хамăн
сăрт çинче ларап,
унтан пурнăç
çине пăхап.
Пĕрремĕш хут
кăна çырмастăп –
халь никама та
пуç таймастăп.
Ку вăл –
мăн кăмăлтан килмест,
кунта урăх
сăлтавсем пур.
Пуç тайнишĕн
никам вилмест,
анчах вĕлермелли
те пур.
Пĕр-икĕ хут
çемçе пулатăн –
нумай-нумай
нуша куратăн.
Ĕнсе çине те
ларттаран,
ухă пек
авăнса тăран.
Вăйсăр çынна
хисеплемеççĕ,
кашни самантра
хĕсеççĕ.
Çапла вара
пĕчĕккĕнех –
çисе яраç
пĕтиченех.
Вăйлисене те
çăмăл мар –
вĕсен вĕт
кашни кун пасар.
Ку таранчен
пулнă пуян –
пĕтрĕ ун
пурнăçĕ паян!
Халь ун пекки
питĕ нумай –
пуянланас
текен самай.
Пурнăçĕн çулĕ
тӳрĕ мар,
унта тата
вĕри кăвар.
P.S. Манăн сăлтавĕ
халь пĕрре –
паян кĕместĕп
эп чĕрре.
Мана нумай та
кирлĕ мар –
ялан пур
çăкăрпа тăвар.
Шухăшсем
6...
1...
1...
6...
6...
Explorez Avabet et decouvrez une experie...
6...
Explorez Avabet et decouvrez une experie...
Your competitors are still manually bidd...
Sharing this in case anyone finds it u...