Тумлампа кӳлĕ тулать
Степан Лукич кăткăсем вăрманшăн мĕнле усăлли çинчен каласа панă чухнех асăрхарăм, Микиш темскер пăлханма тытăнчĕ. Халь, киле таврăннă чух, Степан Лукич пирĕнтен уйрăлса юлсан, вăл пушшех пăлханса:
— Ачасем, — терĕ Эрхиппе мана, — атьăр-ха хăвăртрах паçăр ларса каннă уçланка кайса килер.
— Мĕн тума? — ыйтрăмăр эпир.
— Паçăр эпĕ унта пĕр кăткă йăвине çĕмĕртĕм, — айăплăн каларĕ Микиш. — Кăткă çăмартисене курас килчĕ те… Ун чух эпĕ кăткăсем вăрманшăн мĕнле усăллă иккенне пĕлмен-çке-ха. Хăвăртрах кайса юсас пулать. Атту, Степан Лукич курсан кам çĕмĕрнине тӳрех тавçăрса илет, вара лекет мана, — терĕ Микиш, чĕтре-чĕтре.
— Паллах, лекет. Киревсĕр ĕç туса хунă эс, Микиш. Халех кайса юсас пулать вăл йăвана, халех! — васкатрăм эпĕ.
— Эх, пĕлмен çав, пĕлмен… — тем пекех ӳкĕнчĕ халь Микиш хăй те.
Эпир ларса каннă уçланкă кунтан чылай инçетре, виçĕ километр ытла таврăнма тивет. Каç пуличчен киле çитме те вăхăт кирлĕ, çавăнпа эпир чупсах кайрăмăр, йăлтах хăшкăлтăмăр. Çитессе çитрĕмĕр…
— Чим, ку мар пулас, — тапах чарăнса тăчĕ Микиш пĕр йăва умĕнче. Ку йăви чиперех, çĕмĕрни-туни нимĕн те паллă мар — Эп çĕмĕрнĕ йăва ăçтарахраччĕ-ши?
— Тен, уçланки ку мар пуль, — иккĕленчĕ Эрхип.
Микиш йĕри-тавра пăхса ас туса илчĕ.
— Çак уçланкă, çаках. Анчах эп çĕмĕрнĕ йăва ăçта? — тăнран кайрĕ халь Микиш.
— Ку çывăхра урăх йăва çук-ши тесе шырама тытăнтăмăр: унта çитрĕмĕр, кунта… Нимĕнле йăва та çук.
— Кирек мĕн тесен те, çаках вăл йăва, — каллех паçăрхи йăва патне таврăнчĕ Микиш. — Акă, патакки те кунтах выртать, çак патакпа чаваласа çĕмĕртĕм, — патаккине те тупрĕ хайхискер. — Анчах кам килсе юсаса хăварнă-ши ăна? Паçăр кунта кăткă çăмартисем тем чухлĕ выртса юлсаччĕç, халь акă пĕр çăмарта та çук. Йăвине те эпĕ чылаях çĕмĕрсеттĕм, халь йăви те чип-чиперех… — шалтах тĕлĕнсе тăчĕ Микиш.
Çапла, йăва тулашĕнче халь пĕр çăмарта та çук, йăви те чип-чиперех, кăткисем хăйсем вара темшĕн пите лăпкă мар, çав тери васкаса чупса çӳреççĕ.
— Чимĕр-ха, мĕн тăваççĕ кусем? — сăнаса пăхма тытăнтăм эпĕ. — Эрхип, Микиш, пăхăр-ха, йăва çине витеççĕ ку кăткăсем.
Чăнах та, йăва çине витеççĕ кăткăсем: кашни кăтки пĕрер хыр йĕппи туртса, çӳлерех те çӳлерех улăхса пыраççĕ, йĕпписене çынсем пӳрт çине турпас витнĕ пек майлаштарса хураççĕ. Кун пек витсен паллах, çумăр йăвана шала каймасть, йĕпрен йĕп тăрăх юхса çиелтенех аяла, çĕре анать.
Эпир кăткăсем мĕнле ĕçленине пăхса тĕлĕнсе тăнă хушăра асăрхаман та иккен, вăрман çине çумăр пĕлĕчĕсем хупласа илнĕ. Акă, çиçĕм те чăлтах çутатса илчĕ, аслати сасси те кĕрлесе кайрĕ.
— Ачасем, çумăр айне пулатпăр! — терĕ Эрхип.
— Пулатпăр мар, пултăмăр. Акă, пĕр тумлам ӳкрĕ, тепре…
Пуçларĕ чашлаттарма!.. Халь тин ниçта тарса пытанма та ĕлкĕреес çук, çак кăткă йăви çывăхĕнчи хыр айĕнчех тăма тивет.
Мĕн каласси пур, лачкам пултăмăр. Юрать-ха, çумăрĕ часах иртсе кайрĕ.
— Кăткăсем мĕнле йĕпенчĕç-ши… — аса илтĕм эпĕ.
Пырса пăхрăмăр та, ак япала! Йăви таврашĕнче пĕр кăткă та çук.
— Ăçта кайса пĕтнĕ вĕсем?..
— Паллах, йăвине, шала тарса кĕнĕ, — хамăрах тавçăрса илтĕмĕр. Вĕсене халь мĕн, йави çине «турпас» витрĕç, çумăр шала каймасть…
Чăнах та каймасть çумăр кăткă йăвине; акă, хамăр куçăмăрсемпех куртăмăр: турпас витнĕ пекех пĕр майлă хурса тухнă хыр йĕпписем тăрăх аялалла пат! тумлаççĕ çумăр тумламĕсем.
— Ачасем! — каллех тем курчĕ Эрхип. — Пăхăр-ха, чăрăш айĕнче вĕр-типĕ, пĕр тумлам çумăр лекмен, — кăтартрĕ вăл пирĕнтен инçех те мар ларакан лăстăркка чăрăш айне.
Тĕрĕс, чăрăш айне çумăр пачах лекмен. Хамăра хамăр ĕненмесĕр эпир чăрăш патне кайса пăхрăмăр. Пире курсан чăрăш айĕнчен темиçе шăрчăк палт! палт! сике-сике тарчĕç, виç-тăватă лĕпĕш вĕл-вĕл! вĕл-вĕл! вĕçсе кайрĕç.
— Эх, тăм пуçсем эпир! — тин ас туса илтĕм эпĕ. Чăрăш айне çумăр лекмест вĕт-ха. Чăрăш вăл — «сунчăк»; тураттисем аялалла усăнчăк, çумăр тумламĕ пĕр туратран тепĕр турачĕ, пĕр йĕппинчен тепĕр йĕппи çине ӳксе анать те аякка тăкăнать. Шăрчăксем те, лĕпĕшсем те пĕлеççĕ иккен ăна. Кăткăсем тата çумăр пулассине малтанах сиснĕ, çавăнпа Микиш çĕмĕрсе хăварнă йăвине васкасах юсанă, «турпас» витнĕ.
Кăткăсем те сисеççĕ çумăр пулассине, шăрчăксем те, лĕпĕшсем те… Эпир вара…
Эпир лачкам йĕпенсе, пуçа усса килелле утрăмăр.
— Чимĕр-ха, — вăрман хуралçи пӳртĕнчен шăпах пире хирĕç тухрĕ Степан Лукич, — эсир çаплах киле кайман-çке. Ăçта пултăр?
Степан Лукичран пытарма май çук, намăс, ăçта пулнине, йăлтах тĕрĕссипе каласа патăмăр.
— Вăл кăткă йăвине эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп. Унта сахалтан та çич-сакăр çĕр пин кăткă пурах. Никам та мар, кăткăсем хăйсемех юсанă вăл йăвана, — терĕ.
Ахаль каламан çав халăх сăмахĕнче: «Тумлампа кӳлĕ тулать», — тенĕ. Кăткăсем, авă, пĕтĕм йышпа кар тăрса ĕçлеççĕ те, пĕрер хыр йĕппин пуçтарса, тем пысăкăш йăва тăваççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...