Кăмăл улшăнчĕ
Çук, пĕрре те килĕштермест Якур мучи хальхи çамрăксене. «Ытла та çăмăллăн, пурнăç хуйхи-суйхине туймасăр, çав тери ирĕккĕн, кахаллăн çитĕнеççĕ, — тет вăл кашнинчех, пăнтăр-пăнтăр балалайка е гитара çĕклесе çӳрекен хĕрсемпе каччăсем çине кӳренчĕклĕн пăхса. — Тьфу, юррисем те пулин чуна килĕшмеллисем мар. Ăçтан, кăна чакаласа тупаççĕ пулĕ çав териех хăлтăр-халтăр кĕвĕллĕ юрăсене?»
Мĕн калăн, çын ачисем кăна мар, хăйĕн мăнукĕсем те итлесех каясшăн мар çав ват çынна. Аслă ывăлĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ, ав, темĕнле йĕкĕтпе ирĕкелле тапса сикрĕ. Мĕн чухлĕ ятламарĕ пулĕ ăна аслашшĕ, ăçта унта, хăлхана та чикмерĕ. Стройкăри ĕç илĕртнĕ пулать ăна, çапла пулмасăр, ват çынна улталаймăн, ара ашшĕ-амăш куç хыçĕнче ирĕк пурнăç çав ĕнтĕ. Э-эх, вăл ача-пăчана… Ĕнер тата кĕçĕн хĕрĕн аслă ывăлĕ авланма шут тытни çинчен пĕлтерсе çыру янă. Ара, кукашшĕнчен пĕр шит уйрăлмасăр чупса çӳренĕ Хĕветĕр, кашни сăмахрах кукаçи те кукаçи тенĕскер; халĕ ак унран ыйтмасăр, унпа канашламасăр авланасшăн. Ăçта пулнă ĕлĕк çавăн пекки?
Çĕр каçипе йăшталанса выртрĕ мучи вырăнĕ çинче. Мамăк тӳшекĕ те ăна çав тери хыттăн, аяк пĕрчисене ыраттарнăн туйăнчĕ, кăпăшка минтерĕ те пуçне кантармарĕ. Кăвак шуçăм килсен вара карчăккипе кăшт-кашт калаçкаларĕ те кутамккине çĕклесе хулана мăнукĕ патне кайма пуçтарăнчĕ.
Вĕсен ялĕнчен района машинăсем çӳреççĕ-ха, анчах çакăн пек ăш вăркана чухне мучи машина кĕтес темерĕ, çынсем хускаличченех çула тухрĕ.
Трахвин Якурĕ çитмĕл пилĕк çулта. Сывлăхĕ енчен мучи аптăрамасть-ха. Халиччен пульница таврашĕнче те выртман, кăшт-кашт чирлекелесен килĕнчех ирттеркелесе янă. Сăнран пăхсан та мучи çитмĕл çулхи пек пĕркеленсе пĕтнĕ пит-куçлă мар. Хĕл мучие аса илтерекен шап-шурă вăрăм сухалĕ ват «çынна хăйне евĕр илем кӳрет. Çăмламас куç харшисем айĕнчен тĕксĕмрех кăвак куçĕсем çивĕччĕн пăхаççĕ. Пурне те асăрхама, çынна витерсе пăхма юратакан çивĕч куçсем.
Хулана каяс текенсем йышлă иккен. Вĕсем автобус пырса чарăннă-чарăнман ун умне кĕпĕрленчĕç. Кабинăран çап-çамрăк шофер тухрĕ те пассажирсене хăйсен вырăнĕсене йышăнма сĕнчĕ.
— Ан васкăр, юлташсем, ан васкăр, вырăн кашнин валлиех çитет, — вашаватлăн калаçрĕ шофер. — Эсир ак çакăнта малараха ларăр, унта çемçерех, сиктермест, — Якур мучие вырăн кăтартрĕ каччă. Анчах мучи яш çине шанчăксăррăн пăхрĕ. «Тупнă та çав машина шанса памалли çын, аслăраххисем пулман-шим ĕнтĕ? Ку ача-пăчапа çула тухса тем курса ларас пулĕ-и ĕнтĕ?» — кăмăлсăррăн шутларĕ мучи. Вăл тепĕр автобус кĕтсе илес мар-ши тесе ури çине те çĕкленчĕ, çынсем питĕ лăпкăн, шăкăл-шăкăл калаçнине курсан ирĕксĕрех кӳршипе юнашар вырнаçрĕ.
Ват çын пăшăрханни кăлăхах пулчĕ. Çамрăк шофер вĕсене пит йĕркеллĕнех хулана илсе çитерчĕ.
Якур мучи хулара пĕлтĕр кăна пулнă-ха, çавăнпа та мăнукĕ пурăнакан хваттере çăмăллăнах шыраса тупрĕ. Трахвин Якурне пĕр типшĕмрех пит-куçлă карчăк кĕтсе илчĕ.
— Эсир Хĕветĕр кукашшĕ пулатăр пулĕ-ха, çапла-и?
— Çапла. Мăнукăма килсе курас терĕм…
— Килмелле, килмелле. Атя, ирт малалла, — çемçе пукан шутарса пачĕ хăнана кил хуçи.
Якур мучи кутамккине хывса урайне хучĕ те кăтартнă вырăна ларчĕ.
— Телей пулмарĕ пулать-и-ха апла сана, хăта. Ара, Хĕветĕре чупма илсе кайрĕç мар-и. Леш мĕн-и-ха, соревновани теççĕ-и ăна, вăт çавăнта. Ырансăр таврăнаяс çук ĕнтĕ. Ну, юрĕ, эсĕ паянлăха хула курса çӳре, кан. Халĕ ялта та çав тери васкавлă ĕçсемех çук пулĕ. Мĕн-и, çĕрулмисем лартса пĕтерсе-и?
— Çĕрулмине ăна эрне каяллах лартнă-ха. Вăт, тата… Эк-кей, мăнукăма кураймасăрах каймалла пулать-им вара? — Мучи ним тума аптăраса шап-шурă сухалне пĕтĕркелеме пуçларĕ (пăлханнă чухне хăй сисмесĕрех сухалне пĕтĕрме, чĕпĕтсе туртма тытăнать вăл), унтан кутамккине çĕклесе сĕтел çине ялти кучченеçсем кăларса хучĕ.
— Эс, хăта, ун пекех ан пăшăрхан-ха, чупни те кирлех пулĕ. Унсăрăн илсе те каймĕччĕç. Хĕветĕре ман пĕрре те усалпа асăнас килмест, хăта. Сăпайлă, ĕçчен çын. Хамăн ачана юратнă пекех юрататăп ăна. Заводра та ырăпа кăна асăнаççĕ Хĕветĕре, ара, эпĕ хам унта ĕçленĕ те пĕлетĕп.
— Çук, çук, тăхлач, эсĕ тем каласан та, хальхи çамрăксене ĕлĕкхипе танлаштарма çук.
— Ара, халĕ…
— Чим, тăхлач, мана ан чар-ха эсĕ, — çийĕнчех пӳлсе хучĕ ăна мучи, — вăт шутла-ха, ĕлĕк эпир авланас, качча каяс пулсан мĕн тунă?
— Халĕ ĕлĕкхи мар тетĕп-çке.
— Вăт, вăт, ĕлĕкхи мар çав. Паян пĕрлешеççĕ, ыран уйрăлаççĕ. Ак, пирĕн Хĕветĕр те авланма шут тытнă, тет. Ашшĕ-амăшĕпе калаçман, манпа канашламан, а вăл… чим, тăхлач, тен, эсĕ курнă унăн хĕрне?
— Эпĕ-и… е… ара, эсĕ çи-ха, çи, — сăмахне каласа пĕтермерĕ карчăк.
Якур мучи те тек калаçса тăмарĕ, мăнукĕн вырăнĕ çинче кăштах выртса канчĕ те хула курма тухса утрĕ.
Урамра çынсем йышлă. Ăçта кăна васкамаççĕ пуль, пĕрисем анаталла, теприсем тăвалла утаççĕ. Магазин умĕнче халăх уйрăмах нумай.
«Хулана килнĕ пек чух лавккисене те кĕрсе курам-ха, — шутларĕ мучи, çынсем хыççăн малалла хĕсĕнкелесе иртсе. Кунта панулми сутаççĕ иккен. Ха, май уйăхĕ вĕçленсе пырать, кунта вара халĕ те улма сутаççĕ. Пăртак туянас-ха», — Трахвин Якурĕ мăйĕнчен çакса çӳрекен укçа енчĕкне кăларчĕ те çынсем хыçне черете тăчĕ.
— Сире миçе кило, мучи? — ыйтрĕ сап-сарă çӳçлĕ чиперкке-сутуçă мучирен.
— Пĕр килопа çитет.
Хутпа чĕркенĕ панулмине мучи сĕтел çине пырса хучĕ, тавăрса панă укçине темиçе хутчен шутласа пăхрĕ.
Ара, шанма çук, çакăн пек чиперккесемех шĕвĕртсе хăварма пултараççĕ. Çук иккен, укçине тĕрĕс-тĕкелех панă. Çапах çамрăксене тĕрĕслесех пулать, унсăрăн ялтан килнĕ çын тесе улталама та ăс çитерĕç.
Мучи ятарласах лартса панă сĕтел çинче панулмисене сеткăна майласа чикрĕ те магазинтан тухрĕ. Алăк умĕнчех пылак шыв, квас сутаççĕ иккен. Хĕветĕр кукашшĕн ĕçес кăмăлĕ те пурччĕ, анчах халăх нумаййине курса унта тăрас темерĕ, пĕр тикĕссĕн ешерсе ӳсекен йывăçсем çине киленчĕклĕн пăхса малалла утрĕ.
— Мучи тетĕп, мучи, тăхтăр-ха, — чупса çитрĕ çав вăхăтра пĕр çамрăк Трахвин Якурĕ патне. — Çак енчĕке эсир манса хăвармарăр-и?
Çамрăк каччă мучие укçа енчĕкĕ тыттарчĕ.
— Эпĕ чуптарам-ха, васкатăп, — терĕ те çамрăк, автобус чарăнакан вырăна васкаса утса кайрĕ.
Аптăранă мучи пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Енчĕке чăннипех те хăйĕннине курсан ăна йăпăр-япăр уçса пăхрĕ. Вăтăр виçĕ тенкĕ те çитмĕл çичĕ пус. Пĕр пусĕ те çухалман.
— Вăт тăмсай, вăт йӳтенĕскер, ара енчĕке сĕтел çинех пăрахса хăварнă вĕт. Юрать-ха ырă çын тĕлне пулнă, ай-турух, ара эпĕ ачана тав тума та пĕлмерĕм пулас.
— Çамрăк çыннăм, тăхта-ха, тăхта, ара панулмипе те пулин хăналамаллаччĕ! — кăшкăрчĕ вăл.
Анчах çамрăк ларнă автобус тапранса та кайрĕ ĕнтĕ.
— Пăх-ха, хулара та йĕркеллĕ çамрăксем пур иккен. Юрать-ха… тьфу, хамах пĕрре пушăпа ислетмелле, — ниепле те лăпланаймарĕ мучи. Енчĕкне тепĕр хут мăйĕнчен çакса ярсан тин кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Умра халĕ кăна купалама пуçлана çĕнĕ çурт.
— Мучи! Пирĕнпе ĕçлеме килĕр, — çурт умне пырса тăнă мучие капăрах сырса илчĕç хĕрсем, кăнтăр апатне кайма пуçтарăннăскерсем.
— Çакăнта ĕçлетĕр-и-ха ĕнтĕ, ачамсем?
— Çакăнта, мучи.
— Лайăх, лайăх. Хитре çурт пулать. Ăста, илемлĕ купалаççĕ. Хăйсем çук-им?
— Камсем?
— Каменщиксем тетĕп-çке.
— Каменщикĕсем эпир пулатпăр, мучи.
— Эсир? Хм-м…
Мучи тепĕр хут çурт çине пăхса илчĕ.
— Халиччен эпĕ каменщикра хĕрсем ĕçленине курман-ха. Мĕн-и, сире вĕрентекенсем пулĕ те, унсăрăн ытла…
— Эпир нумайăн кунта. Хĕрĕсем те, каччисем те пур. Пире ятарласах училищĕрен вĕрентсе кăлараççĕ вăл ĕçе.
— Апла иккен… Хм-м…
Хĕрсем кулăшла мучие тепре пăхкаларĕç те ихиклетсе кулса столовăйнелле чупрĕç.
Нумайччен çӳрерĕ Трахвин Якурĕ хула урамĕсем тăрăх, пур çĕре те çитсе курма тăрăшрĕ.
Анчах çакăн пек пысăк хулара пĕтĕмпех курса çӳрес пулсан уйăх та çитеймĕ. Юлашкинчен вăл хăй ывăннине туйрĕ, тата вĕчерен çӳлерехре, сылтăм енче, варĕ темĕншĕн каса-каса килчĕ, пуçĕ çаврăннă пек пулчĕ.
Ларса канас, ывăннипе пулĕ-ха ку тесе шутларĕ те мучи пĕр парка кĕрсе лапсăркка йывăç айĕнчи тенкел çине вырнаçрĕ. Паркра сулхăн. Мучин ывăннă шăмшакĕ лăштăрах кайрĕ. Пĕр хушă тапранмасăр, нимĕн çинчен те шутламасăр ларчĕ вăл, хырăмĕ ыратни кăшт иртнĕ пек пулсан тин халĕ кăна пырса кĕнĕ шавлă çамрăксене сăнама пуçларĕ.
Кĕçех паркра музыка янăраса кайрĕ. Хĕрсемпе яшсем çавăнтах мăшăрăн-мăшăрăн тăрса ташлама тытăнчĕç. «Акă вал хулари пурнăç, акă вăл паянхи çамрăк», — пĕтĕм чунтан тарăхса шутларĕ мучи. Çук, текех çакăнта ларма хал çитереймерĕ ват çын, вăл сак çинчен çĕкленчĕ те… чутах çĕре персе анмарĕ.
— Мучи! Сире мĕн пулчĕ? Сире япăх-им? — пырса тăчĕç çав вăхăтрах Хĕветĕр кукашшĕ патне çамрăксем.
— Витя! Эсĕ «васкавлă пулăшу» машинине чĕнтер, мучи сăнран ӳкнĕ, — илтрĕ вăл çамрăксен шăв-шавĕ витĕр такама кăшкăрса каланине.
— Кайăр, сирĕлĕр умран, — хирĕçлеме тăчĕ мучи, анчах варĕ çав тери касса килнипе сăмахĕсем хăй илтмелле çеç тухрĕç. Кĕçех парка хĕрлĕ хĕреслĕ машина килсе чарăнчĕ те шурă халатлă çынсем мучие хăйсемпе пĕрле лартса та кайрĕç.
Чирлĕ çынна çап-çутă лампочкăсемпе çутатса тăракан операци сĕтелĕ çине хучĕç. Йĕри-таврах шурă халат тăхăннă çамрăксем. Камит курма килнĕ тейĕн çав. Хăш вăхăтра пуçтарăнма ĕлкĕрчĕç вĕсем? Ахăртнех, эпĕ вилессе кĕтеççĕ пулĕ. Эй, турăçăм, виличчен мăнукăма та кураймарăм, карчăкпа та сывпуллашаймарăм. Акă ăçта вилмелле пулчĕ иккен: тăван ялăмран инçетре, ют çынсем хушшинче. Çамрăксемшĕн мĕн, эпĕ вилни шутра та пулмĕ, ав мĕнлерех пăхкалаççĕ, темĕн çинчен калаçаççĕ тата. Çук, кастармастăп эпĕ вĕсене, хама ваклаттармастăп.
— Пăрăнăр кунтан, ярăр мана киле. Ман çĕçĕ айне пулса вилес килмест, ярăр тетĕп! — пĕтĕм чĕререн кăшкăрса ячĕ мучи.
— Трофимов! Лăпланăр! Сирĕн аппендицит, çавăнпа та ăна касасах пулать, — ăнлантарма тăрăшрĕ пĕр хĕрĕ. Маска çыхнă пирки унăн куçĕсем кăна курăнаççĕ.
Чакăр куçсем. Мучи кăшкăрашнине пăхмасăр вăл ăна укол турĕ. Часах инструментсем чăнкăртатни, темĕнле ăнланмалла мар сăмахсемпе шăппăн калаçни илтĕнчĕ.
Пĕр эрне выртрĕ мучи больницăра. Çак хушăра ун патне мăнукĕ кашни кун çӳрерĕ, ялти хĕрĕпе ывăлĕ те, кинĕпе кĕрӳшĕ те пулчĕç. Мучин сывлăхĕ кунран кун юсанса пычĕ. Куншăн ĕнтĕ тухтăрпа сестрасем те питĕ тăрăшрĕç. Алефтина Макаровна ват çынна çав тери тĕплĕн тĕрĕслерĕ, унпа ăшшăн калаçрĕ. Пĕррехинче Алефтина Макаровна Хĕветĕр кукашшĕ патĕнче ытларах тытăнса тăчĕ, темĕншĕн ун çине ыйтуллăн пăхрĕ.
— Трофимов, эсир ялтан килнĕ-и? — ыйтрĕ вăл, темĕншĕн хĕрелсе кайса.
— Çапла, хĕрĕм, ялтан. Мăнукăм патне килнĕччĕ. Вăл авланать терĕç те.
— Халĕ тата мĕн… авланмасть-им?
— Вăхăчĕ çитнĕ ĕнтĕ, авлантăрах… ара эпĕ хам малтан… калама та аван мар та-ха, ăна ăс пама килсеттĕм. Халĕ шутлатăп-шутлатăп та… мĕншĕн хирĕçетĕп-ха эпĕ? Хам ватăлса пынишĕн-и? Çамрăксенче начаррине кăна курма хăнăхнă эпĕ, тĕрĕссипе. Ак халь хам йăнăша туятăп. Сире те кӳрентерсе пĕтертĕм, каçарăрах мана.
Çав вăхăтра палатăна Хĕветĕр кĕрсе тăчĕ. Вăл пĕр хушă кукашшĕпе Алефтина Макаровна çине пăхрĕ, унтан ват çын патне пырса ăна ыталарĕ.
— Кукаç! Эсĕ мана хамăн хĕрпе паллаштарма ыйтнăччĕ. Паллашăр… ку манăн Аля, хваттер хуçи йăмăкĕн хĕрĕ.
Куна кĕтмен мучи ним калама аптăрарĕ.
— Эпир… эпир паллашрăмăр пулас, — терĕ вăл юлашкинчен, çамрăксем çине ăшшăн пăхса.
— Çапла, Хĕветĕр, эпир паллашрăмăр. Пурин сăнне те телейлĕ, ачаш кулă çутатрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...