Пăчкă
Канашран Çĕмĕрлене çӳрекен пуйăс Çарăклă разъездĕнче чарăнса тăчĕ. Хирĕç килекен пуйăса кĕтсе кунта чылаях тăхтамалла, анчах «пассажир» текенни яланах васкакан халах: пуйăс чарăннă-чарăнманах пирĕн вакуна вунă-вуникĕ çын кĕрсе ларчĕ. Ларнă темех те çук-ха вĕсене, çаплах вырăн шыраса (пушă саксем те нумай) каллĕ-маллĕ кумаççĕ.
Уçăлас тесе, эпĕ тамбура тухрăм, унтан проводникран çул пама ыйтса çĕре антăм. Вакун патне пĕр вăтам çулсенчи фуфайка тăхăннă арçын васкать, Аллинче ун «Дружба» текен моторлă пăчкă, çурăмĕ хыçне пысăках мар кутамкка çакнă. Унпа юнашарах хăйĕнчен те сарлакарах, самаях хулăнлана пуçланă хĕрарăм утать. Октябрь уйăхĕн çурри кăна-ха, сивĕсем те пуçăнман, ку ĕнтĕ хĕллехи пальто та тăхăнса янă, пуçне ăшă çăм тутăр çыхнă. Пичĕ анис улма пек пулмасан, ăна чирлĕ теме те пулать-и, тен…
— Проводник! Итле-ха, — янрарĕ ман хăлха çумĕнче хайхи арçын сасси. — Пăчкăпа ларма юрать-и?
Сасси ун хулăн.
— Юрамасăр. Пăчкă пĕр пăт туртас çук. Билету пур-и? — тĕпчет самаях палкама юратакан проводник.
— Епле ан пултăр?.. Ну, мĕн ман куçран пăхса тăратăн? Лар тенĕ сана, — тĕртет арçын çумри хĕрарăма.
Лешĕ хăпарма тăрать.
— Гражданка, билет кăтартăр, — чарать ăна проводник.
— Епле билет? — илтĕнет аялта арçын сасси. — Пăчкăпа ларма хăв ирĕк патăн-çке.
— Билету пулсан, лар, сана чармастăп, — тавăрать проводник.
— Пăчки вăл — шăпах ман арăм. Ăна валли билет илме укçа юлмарĕ. Икĕ эрне вăрмантан тухман, ĕнен, — тет арçын.
— Эс манран кулатăн-и? — çилленет проводник.
— Эккей, тăмсай! — çиллененçи тăвать арçын та.
— Палкатăн пĕлмен пек: килте арăму çуккă-и? Е хăвна кунĕн-çĕрĕн сĕрмест-и? Укçа сахал илетĕн, юта чупатăн тет пуль-ха сана та. Ман пата вăрмана çитрĕ ав. Ну мĕн эс чарса тăратăн унта? Лартап терĕн те пăчкăпа, ларт.
— Мĕскер палкатăн эсĕ? — çилленсех тавăрать проводник. — Эп сана аллунти пăчкăпа лартатăп терĕм.
— Тупрăн пăчкă. Ку — çемьене тăрантараканни. Проводник пĕр хушă шарламасăр тăрать, унтан сасартăк такам кăтăкланă пек ахăлтатсах кулса ярать.
— Ларах… Икĕ пăчкупах лар, — тет вăл куллине чараймасăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...