Пĕр тенкĕ
Ялта ĕççи пуçланайман-ха, халăх ытларах килте. Кашни хăй ĕçĕпе тăрмашать, ĕçкĕ ĕçекен те пур. Кульккасем паян çĕнĕ пӳрт ĕçки ирттереççĕ. Ку уява кĕркунне тăваканччĕ, анчах çителĕклĕ пурнăçпа пурăнатăн пулсан, мĕн кĕтмелли? Сăра вĕретме авăртса хунă салачĕ пур. Эрех сыпсан çырткалама пахча тулли тĕрлĕ çимĕç. Ĕçкĕ ятнех така та пусрĕç.
Çурчĕ те Кульккан яла тĕлĕнтермелĕх пур çав. Картина çинчи пек илемлĕ вăл: шап-шурă сăрланă, урамалла тăватă чӳрече. Тултан çеç мар, шалтан та чăн-чăн кермен: стенисене те, маччине те гипсран тунă, эреш-мерешпе илемлетнĕ.
Кулькка лутакарах та сарлака, вăтăр çулсенчен иртнĕ арçын. Шап-шурă нейлон кĕпине хуп-хура брюки ăшне чикнĕ. Уринче шĕп-шĕвĕр вĕçлĕ модăллă туфли.
Паян вăл самаях пăлханать. Урамра машина сасси илтĕнмессерен урама чупа-чупа тухать, кашни килекенех хапха умĕнче сăра курки тыттарать.
Паян Кулькка патне питĕ хаклă хăна килмелле-ха, ăна кĕтсе вăл час-час шоссе хĕрринчи урамалла пăхкалать, анчах машинăсем чарăнмаççĕ, вăш та вăш ирте-ирте каяççĕ.
Ялти хăнасем çаплах килеççĕ: мăшăрăн та, пĕрерĕн те. Килекен хăнасен аллинче парнесем. Акă Микихвер мучи те çитрĕ. Ярмарккăна каять тейĕн старике: хура костюмпа, тĕрĕллĕ кĕпепе. Уявсенче кăна тăхăнакан сăран аттине çап-çутă пуличчен тасатнă. Хул айне кĕпе çумалли цинк валашка хĕстернĕ. Курччăр çынсем: мучин те парне япăх мар.
Кĕçех хапха умне «газик» çитсе чарăнать. Машина алăкĕ уçăлать те, унтан колхоз председателĕ пуçне пĕшкĕртсе тухать. Аллинче шап-шурă хутпа чĕркенĕ тĕрке.
— Сергей Мироныч, тавтапуç ыр суннăшăн, — сăра курки тыттарать ăна кил хуçи, — килеймест пуль тесе кулянаттăм.
— Епле килем мар эпĕ сан пата, Николай Петрович, колхозри чи чаплă платник патне.
Председатель тĕркине салтать.
— Ку çĕнĕ пӳрт парни, — илемлĕ статуэтка тыттарать вăл Кульккана.
Председатель килсе кĕнипе хăна-вĕрле самантлăха шăпланать. Анчах эрехĕн вăйне чарма хĕн. Каллех шавлăн калаçма тытăнаççĕ, тахăшĕ юрă пуçарать.
Кантăк хуппи кĕленче —
Уçас терĕм çилсĕр кун.
Эрне хушши çичĕ кун —
Килес терĕм ерçнĕ кун.
Ку Микихвер мучи карчăкĕ пулчĕ. Ăна апат-çимĕç хатĕрлеме иртерех илсе каçнă ĕнтĕ. Ир вăраннă текерлĕкĕн пырĕ те ытларах йĕпенет, тенĕ ваттисем. Тепĕр тесен, нумай кирлĕ-и утмăл урлă каçнă карчăка?
Хăнана çӳреме юратман Сергей Миронович нумай лармарĕ.
Вăл кайсан пӳртре шав тата вăйланчĕ. Пĕр харăсах ик-виçĕ юрă янăранăн туйăнать. Пĕрер курка сăра ĕçме кĕнĕ Матрунь акай та, Лисук инке те, Маюкпа Лидук та сăра сакки сарлака тенипе килĕшрĕç пулмалла. Сăра сакки пулсан, эрех пуканĕ те тупăнакан…
Чĕннĕ пеккисем пухăнса çитрĕç. Анчах Кулькка çаплах урама туха-туха пăхкалать. Унăн чи хаклă, чи çывăх хăни çаплах çитеймен пулас.
Кĕтӳ кĕртни те чылай ĕнтĕ. Анăç тĕксĕмленчĕ, хушăран-хушă çеç пĕтĕм таврана çутатса типĕ çиçĕм вылять. Çумăр килет.
Каç пулса çитсен тин Кульккасен умне «Волга» çитсе чарăнчĕ. Йыснăшĕпе аппăшĕ Шупашкартан таксипе килчĕç. Акă камсене кĕтнĕ иккен кил хуçи!
Самаях хĕрнĕ Кулькка хальхинче сăра чейникĕсĕрех чупса тухрĕ. йыснăшне ыталарĕ, аппăшне çупăрларĕ.
— Ку çĕнĕ пӳрт парни, — терĕ йыснăшĕ, машинăран самаях пысăк тăваткал ещĕк кăларса.
Йыснăшĕсен парни телевизор пулчĕ.
Кая юлса килнĕ хăнасене умлă-хыçлах темиçе черкке ĕçтерсен, ĕçкĕ-çикĕ каллех хăй еккипе кайрĕ. Хĕрарăмсем пĕр-пĕрне пӳлсех калаçрĕç.
— Петр Семенович прохвессăр вăл.
— Лена та прохвессăр… Шăллĕне манмасть.
— Кульккан кино килтех пулчĕ ĕнтĕ.
Телевизора çав каçах лартрĕç.
— Тавтапуç, йысна, — тет Кулькка тĕпеле лартнă телевизор экранĕ çине тинкерсе. Унтан черкке çĕклесе шаккаса çапла ыйтать:
— Миçе тенкĕ тăрать вăл, йысна?
— Пăт çурă пăрçа, пĕр тенкĕ укçа, — шӳтлет лешĕ. «Пĕр тенкĕ?» — тем аса илет Кулькка. Чĕнмесĕр ларать-ларать те сĕтел хушшинчен тухать. Никамах та асăрхамасть унпа мĕн пулса иртнине. Çенĕкелле утать вăл, унта та лăпланаймасть. Пӳрт çумĕнчи мастерскоя кĕрет, алăкне тачă хупса сава турпасĕн купи çине ларать. Пырĕнче темĕнле кумкка хытса ларнăн туйăнать. «Пĕр тенкĕ»…
…Вунсакăр çултаччĕ ун чухне Кулькка. Пурнăçĕ хĕсĕкчĕ. Колхозĕ те паянхи марччĕ, тырри-пулли тивсех каймастчĕ. Кульккапа амăшĕ ĕçлени Ленăна вĕрентмех кайса пĕтетчĕ. Вĕренсе тухсан, çемьене пулăшмаллаччĕ-ĕнтĕ Ленăн. Анчах юрату кĕттерекен япала мар-мĕн, çав çулах вăл качча тухрĕ.
Туй хыççăн тепĕр кунне курнуйне кайсан, аппăшĕпе йыснăшĕ Кульккана çĕнĕ кин яшки çиме лартрĕç. Халăх йăлипе апата ларсан укçа хумалла. Амăшĕ ывăлне пĕр тенкĕ укçа пачĕ те:
— Çынсенчен ан юл, эсĕ те хур, — терĕ.
Курнуя пынисем турилкке çине вуншар, çирĕм пилĕкшер, аллăшар тенкĕлĕхсем хураççĕ. Кульккан Макçăм мучĕшĕ çĕр тенкĕ хурса пачĕ. Кулькка вара хăйĕн пĕр тенкине ытти укçасем айне вăтанчăклăн чиксе хучĕ. Йыснăшĕ çакна асăрханă иккен ун чух, ахальтен мар паян «пĕр тенкĕ» тесе тĕксе илчĕ.
Кулькка ăшĕнче кӳренӳ капланса çĕкленчĕ. Йыснăшне вăл ку таранччен яланах хисеплетчĕ, сума сăватчĕ, паян акă… Ну, мĕн каламалла ĕнтĕ ăна кун хыççăн? Илсе килет те хаклă парне — тахçан авал пулнине аса илтерет…
Верстак çумĕнче Кулькка тахçанччен пĕр хускалмасăр ларчĕ… Юлашкинчен йĕрсе ячĕ. Сасăпах ĕсĕклесе йĕчĕ вăл.
«Мĕншĕн йĕретĕн?» — тесе ыйтсан, çак самантра вăл хăй те калайман пулĕччĕ, Кулькка йыснăшне кӳреннипе çеç мар, саваннипе те йĕчĕ пуль, чаплă пӳрт лартма пултарнăшăн, пурнăç лайăххишĕн, доцент-йыснăш çеç мар, хальхи вăхăтра хăй те телевизор туянма пултарнăшăн савăнса йĕчĕ вăл!..
Хăнасем кил хуçине çухатрĕç. Петр Семенович Кулькка арăмне, хĕр пекех çинçе пилĕклĕ те яштака Наçтука, упăшкине шыраттарма илсе тухрĕ. Лешĕ Кульккана часах тупрĕ.
Кулькка мастерскойра турпас купи çинче ларать. Макăрнипе куçĕсем хĕрелнĕ.
— Мĕн эсĕ тарса çӳретĕн? Е хăнасене хавас мар-и? — терĕ ăна йыснăшĕ.
Кулькка ун çине тĕтреллĕ куçĕсемпе пăхрĕ.
— Каçар, йысна, эс хаклă парне илсе килтĕн те… Эп… Эп… Сирĕн курнуй яшкинче пĕр тенкĕ çеç укçа хуначчĕ. Çавăншăн хурланнипе куççуль тухрĕ.
— Мĕн? Мĕн? — тĕлĕнет йыснăшĕ.
Пĕлмест Кулькка, пачах та пĕлмест: юратупа хавасланса кайнă йыснăшĕ ун чухне çавнашкал вак-тĕвеке ăçтан асăрхама пултартăр? Ăçтан вăл кам мĕн чухлĕ укçа хунине пăхса тăтăр?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...