Тимĕрçĕ Прухур
— Паян çĕнĕ çын пур тесе пуççаптаратни эсĕ? — чăтаймарĕ Шăнкăрч арăмĕ. — Кĕçех ак, учительсем хаçат йăтса тухаççĕ, асту, ун чухне йăлăнакан пулмĕ сана!
— Кин, ан кӳрентер, асту, чăн-чăннине каласа паратăп! — хирĕç тавăрчĕ мучи.
— Кала, кала, — ыйтрĕç унран çынсем.
Прухур мучи чĕркуççи çине тăрса ларчĕ, куçĕсем унăн чеен ялкăшма пуçларĕç.
— Ĕнер каç эпĕ тĕлĕк курнă. Ытла та хăрушă тĕлĕк. Ватăлсан, эсир те унашкал тĕлĕксем курăр та-ха… Манăн пурнасси нумаях юлмарĕ… Вилсе кайнă пек эпĕ… Мана хамашкал шурă сухаллă турă мучи леш тĕнчене илсе хăпартнă пек, çӳле-çӳле. Космонавтсем те пирĕн айра вĕçеççĕ. Çĕр çип çăмхи пек çеç курăнать. Хайхи леш тĕнчере тавраллах сип-симĕс улăх та лаптăк-лаптăк сад пахчи. Улăхĕ варрипе Атăл пек сарлака шыв юхать. Шывĕ унта тăп-тăрах, мазутпа-нехтпа вараланман. Пулăсем хурт пек кĕшĕлтетеççĕ. Мана шыв урлă кимĕпе каçарчĕç те, кайсан-кайсан пĕр палатка умне çитрĕмĕр. Палатка хыçĕнче — тарăн-тарăн çырма. Унта леш Мускаври университета кĕртсе лартсан та курăнас çук. Çав çырмара тамăк вырнаçнă иккен, çылăхлисене тытса яма пысăк хуранпа сăмала вĕретеççĕ-мĕн. Шăрши-марши палатка патне хăпарать. Хам ĕнтĕ ни вилĕ, ни чĕрĕ. «Тамăка яраççĕ-ши?» — тетĕп. Палаткăран турă тухать те мана çапла калать пек: «Ну, Прохор Степанович, Хурамалта эс чи тĕрĕс этем, çавăнпа сана судья тăватăп». Мана пирĕштисем пукан лартса параççĕ. Куçа уçса пăхма та ĕлкĕрейместĕп, кинĕм ман умра эс тăра паратăн.
— Ан калаçах, — тĕлĕнет кăвак саппун çакнă хĕрарăм.
— Чăнласах, ара. Хайхи турă мучи тĕпчеме пуçлать санран. Тĕпчет-тĕпчет те манран ыйтса пĕлет.
— «Ваçли арăмне аван пĕлетпĕр, çынна çиме юратать, яла ят сарать. Чĕлхине унне чĕрĕ чухне çуррине касмалла пулнă. Тамăка ярас ăна», — тет турă.
— Ан лĕпĕртет, ват супнă, — сиксе тăчĕ хĕрарăм.
— Эпĕ тĕлĕк каласа паратăп, итлес килмесен, ан итле, — лăпкăн тавăрать Прухур мучи.
— Кала-кала! — хистерĕç ыттисем.
— Турă умĕнче эпĕ сан хутна кĕтĕм, эсĕ пур тата, çилленетĕн. «Чĕлхи ун чараксăртарах та, çапах колхозра аван ĕçлет. Виçĕ ачине те упăшкасăр пăхса ӳстерсе çын турĕ, ачисем амăшне хывмарĕç, питех те сăпайлă», — терĕм. «Апла ăна пăçмаха ярас», — терĕ турă. Вĕçсе пычĕç те сан пата пирĕштисем, хулран çĕклесе шыв урлă каçарчĕç, тӳрех пăçмах пахчине кайса ячĕç.
— Тĕлĕнмелле тĕлĕк, — текелесе, хĕрарăм лăпланчĕ, — каллех ыттисемпе вырнаçса ларчĕ.
— Сана илсе кайрĕç те тӳрех Сухрун арăмне çавăтса пычĕç.
— Хамăр урамрине-и?
— Шăпах çавна. Эх, çунтарать ăна турă. «Çынсем ĕçленĕ чух эсĕ ĕçме юрататăн, мăшăру та сан эс ĕçнĕрен пăрахса кайнă. Кайран тата миçе арçынпа çылăха кĕтĕн, тет. Колхоз правленийĕ штравласан та, аран-аран Ĕçе тухкаларăн. Çĕр çинче путсĕр пулнине кунта сана кам юсатăр! Тамăка!» — тесе ура тапса кăшкăрать турă. Куç хупса ĕлкĕрнĕ çĕре персе те çитрĕç шуйттан ачи-пăчисем. Хăйсем упăте пек элес те мелес, лăстăр-лăстăр сăнлă, çамки çинче — мăйракасем.
— «Пӳлĕхçĕм, тăхта-ха, — тетĕп турра, — Сахрун арăмĕ пĕр виç çул Хурамал ятне ярса пурăнчĕ. Эпĕ те ăна нумай критиклерĕм. Халĕ пĕр-икĕ çул, колхозниксене пенси памалла тунă хыççăн, ĕçлеме те яш çын пек ĕçлет. Ĕçме те пăрахрĕ, тен, пăçмахрах вырăн тупăнĕ?» — Хайхи турă аллине сулчĕ те, шуйттан чĕпписем куçран вăшт çеç çухалчĕç. «Пăçмахах авансăм ярса пăхар», терĕ.
— Сухрун арăмне ăна иртнишĕн тамăкра вĕретмелле.
— Хăйне каласа парăпăр-ха ку тĕлĕке. Паян вăл кăшман сайратма кайнă.
— Ан чарăр-ха, малаллине калатăр.
— Виççĕмĕшне вара, Шăнкăрч арăмĕ кин, сана илсе пыраççĕ. Шăнкăрчу Петĕр матки патне чупа-чупа ăсран тайăлнă та санпа вăрçа-вăрçа пит-куçна йăлтах кăвакартса пĕтернĕ пек. «Ку кинĕн, шереметĕн, нимĕнле çылăх та çук, ăна сăмахсăрах пăçмаха ярас», — тетĕп. Турă урине тапрĕ те, шуйттан чĕпписем персе çитрĕç.
— «Тамăка», — терĕ турă.
Эпĕ ĕнтĕ чĕркуççи çине ӳксех пуççапатăп, çылăхлисене каçарса çылăхсăррине мĕншĕн тамăка ярас, тетĕп.
— «Тамăка», — тет турă. — Çав путсĕр ăçтиçук, кăрлаппан тата ĕçекен Шăнкăрчпа пурăннă хыççăн уншăн тамăк та пăçмах пекех туйăнĕ», — тет…
Çынсем вар тытса кулаççĕ. Эпĕ ĕнтĕ Шăнкăрч арăмĕ çине куç илмесĕр пăхатăп. Вăл малтан кула-кула интересленсех итлетчĕ. Анчах тимĕрçĕ унăн чи ыратакан суранне тĕкĕннĕрен, малтанах шурса кайрĕ, унтан хĕрелчĕ, куçне куççуль тапса тухрĕ. Ăна тутăр вĕçĕпе çынсенчен вăрттăн шăлса, пуçне çĕрелле чикрĕ.
— Вара хам та вăранса кайнă, — терĕ Прухур мучи. — Кĕçĕр курса пĕтеретĕп те ыран юлашкине каласа ларатăп.
Çынсем шавласа кайрĕç, каллех Сухрун арăмне, Шăнкăрча асăнчĕç. Прухур мучи, кăштах тĕлĕрсе илем тесе, вĕсенчен пăрăнчĕ те капан тепĕр енне утрĕ.
Агитатор килет тени чăнахах та пулчĕ иккен. Çынсем ĕçе тепĕр хут пуçăниччен хаçат йăтнă çамрăк хĕрача — вулав çурчĕн заведующийĕ çитрĕ. Халăха шăпăрт пулма ыйтса, хаçат умстатйине вуласа пачĕ. Те ытла пĕр кĕвĕллĕ вуланăран, те урăх сăлтавпа — ăна итлекенех пулмарĕ, нумайăшĕ çав-çавах çурма саспа Прохор Степанович тĕлĕкне сӳтсе яврĕç.
Хĕрача та хăйне итлеменнине сисрĕ пулас, вара пĕр кĕтӳçĕ кашкăра çара алпах çĕнтерни çинчен çырса кăтартнине вуларĕ, унтан институтсене вĕренме кĕмелли çинчен пичетленĕ пĕлтерӳсем çине куçрĕ…
Анчах нумаях итлесе ларма вăхăт пулмарĕ манăн — ĕçлеме тытăнтăмăр.
Виççĕмĕш капана пуçласан, эпĕ Шăнкăрч питĕ тарăхса килнине асăрхарăм. Акă вăл лавне тӳнтерсе пуслăхне хучĕ те, каялла таврăнса, Прохор Степанович патне пычĕ.
— Мĕскер тĕлĕкĕсем каласа каллех манран яла култаратăн эс, ват супнă? Е мана ферма заведующийĕнчен кăларттарни çитмерĕ-и сана? Ак, халăх куçĕ умĕнче мунчала туса хуратăп! — çухăрчĕ вăл, чăпăрккине сулкаласа.
Прухур мучи ун çине куларах та чеен пăхса тăчĕ.
— Витрĕ-и ман мунча?
— Витерĕп эпĕ сана, вăйлах витерĕп! — каллех юнарĕ Шăнкăрч.
Эпĕ, вăрçсах каяççĕ пуль тесе, Шăнкăрч хыçĕнчех сыхласа тăратăп.
— Пăрăн-ха эсĕ кунтан, ачамккă, — терĕ Шăнкăрча манпа пĕрлех утă паракан Семен Петрович. — Пĕррех туртатăп ак çурăму урлă сенĕк аврипе. Пирĕн Прухур мучие тĕкĕнсен, сана эп мар, Хурамал çапса пăрахать.
Шăнкăрч кăвакарса кайрĕ, тутипе мăк-мак тукаларĕ, унтан пăрăнса утрĕ.
…Урăх мĕнех калăн? Тата икĕ кунтан эпĕ Шупашкара таврăнтăм, çав икĕ кун хушшинче хамшăн акă мĕн паллă пулнине асăрхарăм: Хурамал хăйĕн агитаторне юратать иккен, ăна тĕкĕнекене, чăнах та, каçармасть.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...