Кашлатăр Вăрнар вăрманĕ
Вăрман — халăх пуянлăхĕ, çынсен юратнă вырăнĕ, çут çанталăкăн таса сывлăш ӳпки. Вăл халăха мĕн чухлĕ усă панине çырса та пĕтерес çук. Вăрман вăл — çурт-йĕр хатĕрĕ, вутă, утă, кăмрăк, сăмала, мунчала, хуп, милĕк, эмел курăкĕ, çырла, кăмпа, мăйăр… Çаксене пурне те вăрман парать.
Сывлăха юсакан санаторисем те пурте вăрманта вырнаçнă. Вăрнар вăрманĕнче, калăпăр, ӳпке чирĕпе чирленĕ ачасен санаторийĕ пур. Унта сывалнă миçе çĕр çамрăк пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утать халĕ. Курсан чун хĕпĕртет. Вăрнар химзавочĕн ырă мар сывлăшне Вăрнар вăрманĕ кунĕн-çĕрĕн, пĕр пус укçасăр, никама систермесĕр, чăтăмлăн та лăпкăн тасатать.
Мĕн тери пурлăх кӳрет иккен пире вăрман! Çавăнпа та вăрмана пушартан, ăна усăсăр касса пĕтересрен сыхлас йăла кашни çыннăн сăваплă тивĕçĕ пулмалла.
Çулçăллă 2-3 сийлĕ вăрман мĕн тери илемлĕ. Аялта — вĕтлĕх тĕмисем, варринче — çӳллĕрех йывăçсем, чи çӳлте вăрман патши — чăваш юманĕ. Вăл мăнаçлăн хумханса, вăрман сывлăшне тавралăха сапалать. Çуркунне, çак вăрманти йывăçсем шап-шурă чечеке ларсан, унтан тухас та килмест. Мĕн тери савăнăç! Çав самантрах, шăпчăксемпе саркайăксем ăмăртмалла юрра шăрантарнă чух, тата вĕсен хушшине куккук сасси хутшăнсан, сана юмахри тĕнчене илсе çитернĕн туйăнать. Çакăн пек вăхăтра темле йывăр чирлĕ çын та пĕтĕм чун-чĕринчен савăнать.
Вăрман яланах сывă та илемлĕ çитĕнтĕр тесен, унта ĕçĕ пайтах. Йывăç вăррисене пухса вĕсене тĕплĕн упраса, питомниксенче акса ӳстересси питĕ тимлĕ те тĕплĕ тумалли ĕç. Вĕсене вăхăтра шăвармалла, хĕвел çунтарасран хӳтĕлемелле, çĕрне яланах кăпкалатса, çумласа тăмалла, чирлесен имçамламалла. Икĕ-виçĕ çулхи çинçе хырпа лиственница калчисене кăларса урăх вырăна лартасси те çăмăл ĕç мар. Юман калчи татах хуллен çĕкленет. Çак ĕçе кашни çын чунтан юратса ĕçлесен çеç вăрман илемлĕн, сывлăхлăн çитĕнет.
1950-1960 çулсенче пĕр лесничествăра çеç кашни çул 35 — 45 гектар вăрман лартаттăмăр. Ун чухне Аслă вăрçă вăхăтĕнче касса пĕтернĕ вырăнсене йăлтах çĕнĕрен лартмалла пулнă.
Çу кунĕсенче типсе е чирпе хăрнă вырăнсене кĕркунне патвар калчасем лартса юсанă. Калчисене тăватă питомникра çитĕнтереттĕмĕр. Çав питомниксенче 10-12 çулхи çамрăксемпе 60-70 çулсенчи кинемисем ĕçлетчĕç. Унта 8-9 ялтан çӳретчĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш питомникра Мачамăш, Çĕньял, Нурăс, Кӳлхĕрри, Шуркасси ялĕсем, виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕшĕнче — Шĕнер, Чăрăш ялĕсем ĕçлетчĕç.
Çапла, Вăрнар вăрманĕ тавра вырнаçнă Шалти тата Тулти Пăртас, Волонтер, Çарăклă, Пинер, Шăхаль, Санарпуç, Хапăс, Кивьял, Вăрманкас, Катăш, Кӳлхĕрри, Упнер, Кĕçтӳмер, Ершепуç çыннисем çу каçипех вăрманта кăткă пекех ĕçлетчĕç. Çав хушăрах вĕсем килти, колхоз уйĕнчи, чугун çул çинчи ĕçсене те вăхăтра тума ĕлкĕретчĕç. Кам, ăçтан, мĕнле вăй-халпа чăтăмлăх панă-ши вĕсене çавнашкал хастар ĕçлеме? Мĕн тери юрататтăм эпĕ вĕсене!
Çаран çулнă вăхăтра ял кĕтĕвне ирпе ирех хăвалатчĕç. Ирхи сывлăм типиччен, колхоз уйне е вăрман ĕçне кайиччен, ял çыннисем пахчари уттине çулса хăваратчĕç. Çавăнпа ялта ирхи кайăксен юррипе çава туптанă сасă янăратчĕ. Вĕсем ачисене хăйсемпе пĕрлех вăратса кĕтӳ хăвалаттаратчĕç. Çав çамрăксем юнтарса куçа йăваласа макăрса ларнине никам та курман, илтмен. Вĕсем кĕтӳ хăваланă хыççăн, сывлăм шывне çара уран сирпĕтсе, хаваслă куллисемпе урама янăратса килелле чупатчĕç. Пĕчĕклех ĕçе çыпăçакан яланах ĕçчен пулать.
Хĕллехи кунсенче хĕрарăмсем чăпта çапатчĕç, арçынсем вăрманта экстракт вутти, эрех пичкисем валли тĕрлĕрен хатĕрсем, колхозсем ыйтнипе туртасем, кăмрăк, кустăрма шăлĕсем тăватчĕç. Унсăр пуçне мĕн чухлĕ вăрман каснă! Ку ĕçре çурри ытла мăшăрсăр тăрса юлнă вăйпитти хĕрарăмсем ĕçлетчĕç. Арçынсем питĕ сахалччĕ. Çавăнпа каснă йывăçсене вакланă çĕрте ĕçлекен хĕрарăмсене пулăшма шап-шурă çăм тăлапа çăпата сырнă 70-75 çулхи мучисем пăчкă хăйрама, савăлсем тума, туйисемпе туяласа вăрманалла утатчĕç. Вĕсем нихăçан та куç умĕнчен каймаççĕ. Çавнашкал ĕçченсене кам манĕ, кам юратмĕ? Мĕн тери тирпейлĕ ĕçлетчĕç вĕсем!
Вăрман хуралçисем тата… Вĕсем тăрăшса ĕçленипех, Вăрнар лесхозĕ 1951 çулта РСФСР Вăрман хуçалăх министерствисенче пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ.
Хăйсен ĕçĕпе чапа тухнă хуралçăсене епле асăнса хăвармăн-ха кунта? Акă вĕсем: М. Андреев, Н. Ананьев, А Ванин, А. Иванов, Н. Краснов, Г. Фомин тата ыттисем те. Вĕсем пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пыратчĕç. Утă çулнă чухне, питомниксенче ĕçленĕ вăхăтра, пĕтĕм бригада, пĕр çемьери пек, апачĕсене те пĕрле ларса çиетчĕç, кулатчĕç, каннă хушăра юрлатчĕç. Ĕçре мыскари те сахал пулман.
Виççĕмĕш Шĕнер питомникĕнче, мăнкун эрнинче, мăйăр акмалла пулчĕ. Вăрлăх мăйăр, сап-сарă та тутлăскер, куçа илĕртетех ĕнтĕ. Вĕсене пĕрерĕн тĕрĕслесе усранă, пурте пĕр пек шултра та илемлĕ. Акас умĕн эпĕ юриех çав мăйăрсене ĕçлекенсем умĕнче имçамларăм, вара хĕвел çинче кушăхтартăм. Нумай катса ан пĕтерччĕр тесе, шăршлă имçам çинче ытларах тытрăм, апла тусан шăшисем те хăраççĕ. Вара, мĕнле акмаллине кăтартсан, хам, тăваттăмĕш Шӳтнер питомникне васкарăм. Эпĕ çаврăнса çитнĕ çĕре мăйăрне акса пĕтернĕ, урăх ĕçе тытăннă. Мана курсан, хăшĕсем питĕ шăппăн калаçма пуçларĕç, пĕр-пĕрне тем систереççĕ, теприсем вăрттăнрах пуçа чиксе кулаççĕ. Ирхине вĕр-çĕнĕ праçник саппунĕсене çыхса тухнăскерсем, 5-6 çын, тем сăлтавпа саппун аркисене çурмалла хуçлатса пилĕкрен хĕстерсе янă. Ăна эпĕ çитсенех асăрхарăм, анчах мĕн сăлтавпа çапла çыхнине пĕлеймерĕм. Кайран, мăйăрсем илемлĕн пĕр тикĕс шăтсан, хăйсемех кула-кула каласа кăтартрĕç.
— Ара, мĕнле чăтас мăнкун эрнинче çав сап-сарă, çӳхе хупăллă та илемлĕ шултра мăйăра катса çисе пăхмасăр? Ваттисене асăнса кашни 5-6 мăйăр çирĕмĕр. Хăвăр питĕ наркăмăшланасран хăратнипе, кам саппунпа тухнă, вĕсем ун арки витĕр катса çирĕç. Хамăр вилесрен хăранипе çапла турăмăр. Имçамланă эмеллĕ мăйăрĕ пĕр кĕске самантрах саппун аркисене çĕтсе тăкрĕ. Вара эсир сисесрен çапла хуçлатса пилĕкрен хĕстернипех ĕçлерĕмĕр, — тесе кулчĕç.
Вăрманăн чи йывăрри — унăн ачалăхĕ. Пирĕн вăрмансенче мĕнле йывăçсем ӳсеççĕ, вĕсен вăррисене пухсан, йăлтах питомниксенче акса, çирĕп калчасем çитĕнтермелле. Вĕсене, чăн та, тин çеç çуралнă ача пекех пăхмалла. Унта 2 çул ӳссен çеç вĕсене кăларса ялсенчи уй-хирсенче тата вăрмансенче лартма ăсатаççĕ.
1950-1963 çулсенче Нурăс лесничествинче пурĕ тăватă питомникпе пĕр плантациччĕ. Питомникре тĕрлĕ йывăç вăрри валли çĕрне тĕрлĕрен хатĕрлемелле пулнă. Мĕншĕн тесен кашни йывăçăн хăйĕн юратнă çĕрĕ пур-çке, тата çĕрне мĕнле хатĕрлетĕн, çавăн пек тухăçне илетĕн вĕт. Йывăç вăррине пухас ĕç те çăмăл мар. Вăл ĕç çулталăкĕпех тăсăлать, тĕрлĕ йывăç вăрри тĕрлĕ вăхăтра пиçсе çитĕнет. Вăрăсене кондицие çитерсе лайăх пăхса усрамалла. Унсăрăн вĕсем акма юрăхсăр пулма пултараççĕ.
Çуркунне çĕр пиçсенех, ăна тимлĕн кăпкалатса йăрансем туса хатĕрлесен, акмалли йĕрсене яланах асăрхануллăн маркерсемпе паллă тунă. Çапла тусан çеç питомник питĕ илемлĕ пулать.
Пĕрремĕшпе иккĕмĕш питомниксем лесничество кантурĕнчен 600-800 утасрахчĕ. Унта Шуркасси, Нурăс, Кӳлхĕрри, Çĕньял, Мачамăш, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕнче — Шĕнер, Чăрăш-Шĕнер ялĕнчи ватăсем, хушнă ĕçе чунтан тăрăшса, кашни çул ырми-канми ĕçлетчĕç. Вĕсен хушшинче Шуркассинчи Кичаева бригадинче çеç 2-3 çамрăкрах хĕрарăм çӳретчĕ, ыттисем йăлтах ватăсемччĕ. Кантур çывăхĕнчи икĕ питомникре тăрăшакан ватăсенчен хăшĕ-пĕрисем, Çĕньялпа Мачамăш ялĕсенчен туясăр утса çитеймесен те, питомникре кун каçах пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса вăй хуратчĕç. Вĕсене валли вăй çеммĕн ĕçне тупса панă. Мĕн чухлĕ ĕç питомникре!
Туяллисем — чăн-чăн вăрман ĕçченĕсем. Çав кашни ватă кинемин ĕçпе тата сивĕпе кукăрăлнă пӳрнисем хушшинчен миçе пин пĕрчĕ йывăç вăррисем çĕрпе явăçса кун-çул курман-ши? Вăл вăхăтра, вăрçă çулĕсенче, касса сайралатнă вăрмансен айне те, çĕрне чĕрсе çемçетсен, йĕкелсем акнă. Хăш тĕлте калчасем те лартнă. Питомникре ĕçлекенсем хăйсен ĕçне часах кураççĕ, çавăнпа вĕсен йăнăшма юрамасть, ӳркенсе тата юратмасăр тунă ĕç питĕ хакла ларасса лайăх пĕлетчĕç вĕсем.
Хырпа чăрăш, лиственница калчисене шăтнă вăхăтра çуралнă ача пекех пăхмалла. Вĕсене, тĕрĕ йĕппи пек çинçескерсене, хăйсен хупписене тăкса ĕлкĕрейменскерсене, сасартăк хĕвел хĕртсе типĕтесрен кашни кун çеç мар, кашни сехетрех тимлĕн асăрхаса усрамалла. Вĕсене, йышлăн шăтма пуçласанах, йывăç шитсемпе хупăрласа сапаланчăк сулхăн памалла. Сивĕ, сулхăн кунсенче шитсене илсе ăшă памалла, шăрăх пуçлансан, щитсене çĕнĕрен лартса, калчасене хĕвеле хăнăхтармалла. Çак ĕç ватă хĕрарăмсемшĕн çăмăл пулман. Ака уйăхĕн вĕçĕнче, час-часах çу уйăхĕнче те, калчасем шăтса аталаннă вăхăтра, уяр типĕ кунсем пуçлансан, щитсене илсе калчасене каçхине шăвармаллаччĕ. Ватă ĕçченсем, ял кĕтĕвĕ кĕрсен, хăйсен хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхне хупсан, каçхине пыратчĕç. Тепĕр кунне ирпе-ирех, нӳрĕк типиччен, çумкурăкне çумласа калча речĕсен хушшинчи çĕрне кăпкалатма васкасах çитетчĕç. Шăварнă хыççăн çумкурăксем калча ретне сиенлемесĕрех лайăх тăпăлаççĕ-çке.
Тĕрĕсех калаççĕ: «Юратса лайăх тунă ĕç лайăх тухăç парать». Мĕнле илемлĕн, пĕр тикĕс шăтса çитĕннĕ хыр калчисем! Халĕ вĕсене хĕллехи кунсем нимĕн чухлĕ те хăратмаççĕ. Вĕсем çирĕп, таса, парка. Питомникре икĕ хĕл каçсан, çав хыр калчисен йăранĕсем, кăпкалатнă мамăк тӳшек пек, хăпартланса çитĕнетчĕç. Вăрă акнă ретсен хушшинчи çĕрĕ те курăнми пулатчĕ. Çĕр ăшăнсан çав калчасене кăларса сортласан, вăрманта лартмалли вырăнсене мĕн чухлĕ кирлине шутласа ăсатнă. Ун чухне, аллăмĕш çулсенче, хамăр лесничество вăрманĕнчех кашни çул 35-40 гектар лартаттăмăр. Тата 5-6 районти тĕрлĕ колхозсене хăйсем мĕн чухлĕ ыйтнă, çавăн чухлех панă. Питомникри ĕçченсем, хăйсем пăхса çитĕнтернĕ патвар калчасене кăларнă чухне, çемьере ывăл ача çуралнă чухнехи пек, пĕтĕм чун-хавалĕпе савăнса, чупкаласах ĕçлетчĕç. Колхозран питомнике калча илме пыракан лав хуçисем, час-часах хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут калча куракан ачамккăсем, çитсе кĕретчĕç. Ара, унта тырă миххи йăтмалла мар вĕт, тетчĕç пулас аслисем. Питомникри ватă ĕçченсем, вĕсене курсан, пĕççисене шарт! çапса, хăйсен ĕçне пăрахсах, калчасене йĕпетсе лавсем çине хăйсем тиесе яратчĕç. Майласа тиенĕ хушăрах лавçăсене пӳрнисемпе юна-юнах лава мĕнле пушатса калча кĕлтисене çĕрпе мĕнлерех витсе хумаллине тăнлантарма тăрăшатчĕç.
1950-1970 çулсенче колхозсене вăрман лартма пысăк план паратчĕç. Паллах, ăçта нумай çырма-çатра, çавсене ытларах панă. Питомникри ватăсен хăш колхозра мĕнле, ăçта лартнине тата калчисем ют вырăнта мĕнле ӳснине питĕ пĕлесшĕнччĕ, Нурăс пасарне килекен хĕрарăмсенчен чарсах ыйтатчĕç. Лайăх çитĕннине илтсен, пĕр-пĕринпе питĕ хĕпĕртесех мухтанатчĕç. Тепĕр колхозра лартнă вăрмана ял кĕтĕвĕ пĕтернĕ тенине илтсен вара… Эй, хăйсен тăванне такам вĕлернĕ пекех хурланса калаçатчĕç. Хăйсен ĕçне сая янишĕн колхоз пуçлăхĕсемпе агрономĕсене ăçта «чиксе» кăлармастчĕç-ши кун каçиччен! Çапла, вĕсем хăйсен ĕçĕпе патшалăх ĕçне шутласа хаклама пĕлнĕрен тарăхса калаçатчĕç. Вĕсем вăрăран йывăç мĕнле ӳснине лайăх ăнланнă, çавăнпа ăна хĕрхенсе хаклама пĕлнĕ.
Тĕрĕссипе каласан, пĕлсех ятлатчĕç ватăсем. Акă, ун чухне Кăкшăм ял ĕçченĕсем лартнă хыр вăрманĕпе кам кăна савăнмасть пулĕ халь? Вăл хĕлĕн-çăвĕн сип-симĕс тинĕс пек илемлĕн хумханса çĕкленет. Ăна 1959 çулта ӳкернĕччĕ. Унтанпа ĕнтĕ…
Пирен икĕ питомникĕ лесничество кантурĕпе юнашар пекех пулнăран, эпĕ унта кун каçиччен 6-7 хут чупаттăм. Çавăнпа унти ватăсен пурнăç шăпине те пĕлеттĕмччĕ. Нумайăшĕ, Аслă вăрçă чарăнни 17 — 18 çул иртнĕ пулсан та, хăйсене ĕçрен таврăннă чухне хапха умĕнче е упăшки, е ывăлĕ хирĕç чупса ыталасса ĕмĕтленсех пурăнатчĕç. Эх, шереметсем, мĕнле кĕтетчĕç вĕсем вăрçă хирĕнчен таврăнман хаклă çыннисене! Вĕсем ниепле хута ĕненмесĕр, шалу укçи илсенех, кĕтекен хаклă çыннисем валли лесничество лавккинчен мĕн те пулин илсе хуратчĕç. Кашни çулах пĕрле ĕçлесе хăнăхнăран тата хăйсене питĕ хĕрхенсех хакланăран, вĕсем пурте хăйсен пурнăç шăпи çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартма васкатчĕç. Каннă вăхăтра, камăн кулмалли мыскарасем килсе тухсан, пурте пĕрле кулаттăмăр, йывăр хурланмалли илтсен — пĕрле йĕни те сахал пулман. Вĕсем маншăн аннепе кукамай, асаннепе хуняма вырăнĕнче те пулнă. Эпĕ вĕсенчен 25 — 30 çул çамрăкрах пулсан та, çав кинемисене яланах Наçтаç аппа, Уçтен аппа тесе ятран тăванла чĕнеттĕм. Вĕсем уншăн чунтанах хĕпĕртесе ĕçлетчĕç. Час-часах эпĕ, вăрмана урăх ĕçпе кайнă чухне, питомника пăхса, вĕсемпе калаçса курмасăр унтан иртейместĕмччĕ. Вĕсем те мана питомникран тухнă чухне:
— Чипер çӳре, хĕрĕм, телейӳпе пӳлĕхçӳ пĕрлех пулччăр, — тесе пиллесе ăсататчĕç.
Эпĕ вĕсен ырă сăмахĕсене çул çинче темиçе хут ăшăмра каласа вырăна çитеттĕм. Эй, мĕн тери хаклăччĕ мана вĕсен тăванла пиллĕхĕ! Ăçтан манăн вĕсене?! Хăйсем, питĕ сахал вĕреннĕ пулсан та, мĕн тери сăпайлăччĕ! Вĕсем 1925-1930 çулсенче çитĕннисене вĕрентнĕ вăхăтра çеç çырма вĕренсе юлнăскерсемччĕ. Манăн вĕсене аса илсе тунсăхламан кун халĕ те иртмест. Час-часах фотоальбома уçатăп та вĕсене тинкерсе: «Халĕ ĕнтĕ тинех сирĕн ĕçчен алă-ура шăммисем канлĕн «канаççĕ» пулĕ. Миçе пин çухрăм утмарăр-ши эсир вăрман çулĕпе!» — тетĕп.
Вĕсем алăпа лартса çитĕнтернĕ вăрман лаптăкĕсенче, хăйсем валли утă хатĕрленине аса илсен, чун хурланать. Хăйсем лартнă кашни йывăç умĕнче çеç мар, вăрман айĕнче вăрăран шăтнă йывăçсемпе калаçа-калаçах, вĕсене упрама тăрăшатчĕç. Вăрманĕнче мĕнле илемлĕччĕ! Пĕр хăрăк турат урлă-пирлĕ выртман. Эпĕ вĕсене ĕçченлĕхпе чăтăмлăхшăн тата тасалăхпа тăрăшулăхшăн халĕ те манаймастăп.
Халĕ хула таврашĕнчи вăрмансене вĕсен вăрманĕпе танлаштарас пулсан… Эй-яй-яй, çĕрпе пĕлĕт пекех вĕт. Мĕн-мĕн хăтланмаççĕ-ши унта! Акă, тĕслĕхрен: «Рябинка» таврашĕнчи вăрманта мĕн чухлĕ йывăç каснă, çамрăккисен тураттисемпе тăррисене хуçнă, ватăрах юмансен хăвăлĕсенче кăвайт чĕртнĕ… Иккĕмĕш тĕслĕх: çуп хĕрринчи хурăнсем. Вĕсен вуллисене йĕри-тавра касса суранлатнăран, çу каçипех хăйсен суранĕсене «куççулĕпе» çуса ирттереççĕ, хĕрлĕ тĕслĕ шĕвекĕпе сăрланса, çуллахи кунсене те асаппах вĕçлеççĕ.
Вăрман пуян пулсан та вăл вĕçĕ-хĕррисĕр ӳсмест вĕт. Лайăх пăхса упрама пĕлмесен, вăл та пирĕнпе пĕрлех, пуянлăхне çухатса, ĕмĕрне вĕçлеме пултарать. Акă, виççĕмĕш тĕслĕх: ку ĕç 1997 çулта «Газопроводпа» «Пичет — çурчĕ» хушшинчи вăрман тăрăхĕнче пулса иртрĕ. Унти хурăнсен вуллисене кашни çуркунне шывĕшĕн йĕри-тавра касса суранларĕç. Икĕ-виçĕ çул каялла хурăнĕсем хăрма пуçланипе миçе тĕп пĕтрĕç? Касса тăкнă çав хурăнсем пирĕн ĕмĕрти хурăнсем çеç пулнă вĕт.
Эпир çамрăк ача чухне мĕн тери илемлĕччĕ çулçăллă юманлăх вăрманĕсем! Халĕ вара… Эй, мĕн каласси, нумай нуша курчĕç вĕсем 1941-1942 çулсенчи чӳкпе раштав, кăрлачпа нарăс уйăхĕсенче. Унтан питĕ шăрăх та типĕ 1972 çул нумай хурлăх кăтартрĕ вĕсене. Çав çул вăрманти сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем ĕрчесе кайрĕç. Вĕсене пĕтерес тесе, юманлăх вăрманĕсене самолетсем çинчен тĕрлĕ имçамсемпе сирпĕтрĕç. Унпала вăрмана сиен кӳрекен хурт-кăпшанкăсем çеç мар, усăллă кайăк-кĕшĕксем те нумай пĕтрĕç. Вăл ĕçе питĕ тимлĕ те шутсăр асăрхануллă специалистсем çеç тумалла пек, анчах унта пĕрремĕш хут кам ĕçлес тенĕ, унпала килĕшнĕ. Имçам вăл, асăрхануллăн ĕçлемесен, ыррипе пĕрлех сăтăрне ытларах тăвать.
1957-мĕш çулта манăн пĕр инкек пулчĕ питомникре. Эпĕ юман калчисене бордос шĕвекĕпе сирпĕтрĕм. Ĕçе пĕтерсен, опрыскивателе салатса çăвас умĕн, ун тĕпне çур стакан пек çеç юлнă шĕвеке юлашки йăранăн пĕр речĕ çине тĕпĕнчен çеç шăвартăм. Тепĕр куннех, питомнике кĕрсен, çав ретри юман калчисем, 10-12 тĕп, мана кĕрхи тумпа кĕтсе илчĕç. Эх, мĕнле хыпăнса ӳкрĕм эпĕ. Хам мĕн тери айăплине туйрăм. Юрать-ха, çумласа тăпăлтарсах пăрахмарăм, сăнас терĕм. Çав самантрах таса шывпа çуса тасатрăм, çĕрне кăпкалатса удобрени янă шывпа шăвартăм, сарăлнă çулçисене йăлтах татрăм. Тепĕр 15-18 кунтан çав калчасем çĕнĕрен çулçă кăларасшăн асапланаççĕ. Пурин те пурăнас килет иккен, йывăçăн та çынсенни пекех. Ытти калчасем чипер çитĕнсе кĕр кунĕсене кĕтсе çулçисене хытара пуçларĕç, кусем манăн черченкĕ çулçăсемпе лараççĕ, вĕсен тавра пур шăна-пăван явăнать. Вĕсем 17-18 кун кая юлса имшеркке çулçăсем сарчĕç, çӳллĕшĕ ыттисенчен 3-4 см чакрĕ. Иккĕмĕш çулĕнче те лайăх вăй илеймерĕç вĕсем, çӳллĕшпе те, патварлăхĕпе те пачах урăхла, асаплăн çитĕнчĕç. Ытти калчасем сарлака та илемлĕ çулçисемпе «мухтанса» лараççĕ, кусем, икĕ хут имçамланнăскерсем, икĕ эрне каярах юлса, вĕтĕрех те имшеркке çулçăсем кăларчĕç. Çавăн хыççăн, самолетсемпе имçамланă чухне, нумай шухăшланă эпĕ. Самолет каçалăкĕ кантурта (хут çинче çеç) пĕрин хыççăн тепри йĕркеллĕ имçамланать. Пĕлĕтре, вăрман тăрринче, самолет пĕр каçалăк пĕтерсе теприне кĕнĕ самантра, хăш-пĕр лаптăксенчи юмансем пĕр хут çеç мар, икĕ хут е виçĕ хут та имçамланма пултарнă. Тепĕр çĕрте пачах имçамланман лаптăксем нумай юлма пултарнă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...