Махорка туртсан йытă çыртмасть
Астăватăп: Вихтăр мучи махоркăпа сутă тăватчĕ. Вăрçăчченех аппаланнă-и вăл ку ĕçпе, ăна пĕлместĕп. Анчах вăрçă вăхăтĕнче пĕтĕм анкартине махорка лартса тултаратчĕ. Анаткас урамĕн хыçне пырса тухан пулсан, тӳрех сăмсуна пăчăрта: катаран сап-сарă курăнакан саксони табакĕ тата Улатăр енче лартса тăвакан махорка шăрши кӳ-кӳ пырса çапать. Кăшт-кашт хăйне çимелĕх пахча-çимĕçпе çĕрулми лартатчĕ Вихтăр мучи, ытти пĕтĕм çĕрĕ йытă çимен махоркипе тулса ларнăччĕ.
Ăнсах пыманччĕ унăн пурнăçĕ. Чирлĕ арăмне пăрахса вăрçа тухса кайнăччĕ те, хăйĕн хăрах аллине шап-шурă бинтпа мăйран çакса таврăннă çĕре ял-йышсемпе тăванĕсем пӳртĕн чӳречисене чуспа çапса лартнăччĕ, алăкне ут тимĕр çăраççипе питĕрсе илнĕччĕ. Кашлатчĕ мăян килхушшинче. Улăм витнĕ сарайĕ тăрне, чи вĕçлеккине, таçтан килсе лекнĕ хурăн калчи вăй илнĕччĕ, вăл, тĕлĕнмелле акăш-мăкăшскер, çур метр еннех çитнĕччĕ. Ял çыннисем вара халиччен курман япала çине тĕлĕнсе пăхатчĕç.
— Кур-ха, тĕтĕм сӳнессе пуль ку: улăм çинче хурăн ӳсет.
Тĕлĕнмелли темех пулман-ха унта. Пĕр-пĕр çил-тăвăл вăхăтĕнче те вăл çĕрĕ-мĕнĕпех килсе лекме пултарнă. Мĕн тăвăн-ха, ял çыннисене тĕлĕк те тĕлĕнтерет иккен. Ан палка тесе çын çăварне карта тытма çук.
Вихтăр мучи (ун чухне мучиех пулман пуль-ха вăл) таврăнсанах тăлăха юлнă пĕр салтак арăмне илсе пычĕ.
Çавăн чухне пуçларĕ вăл суту-илӳ тума.
Унăн килĕнче махорка е табак турамалли машинка пурччĕ. Машини ал пăчкинчен тунăскерччĕ. Çичĕ-сакăр татăка аяла лартнă, тепĕр çичĕ-сакăр татăкĕ çиелти машинка аври çинче. Çынсем каланă тăрăх, унпа вăл кун каçиччен пĕр михĕ таран махорка туранă имĕш. Пасар кунĕ вара, ирхине ирех икĕ михĕ хунă крислаллă çунашкана туртса утатчĕ. Малтанах, пасарта хăй таварĕ сарăлманран-ши, хĕлле те çӳхе тăхăннипе шăнса пăсăлнăран хăйăлтатарах тухакан сассипе мекĕрленсех кăшкăратчĕ:
— Кама Улатăр махорки! Кама саксони табакĕ! Ман махоркăна туртакана йытă çыртмасть, ман махоркăна туртакан ватлăхра та çынсене пăхтармасть. Кама махорка! Кама табак! Йӳнĕпех паратăп. Илĕр, туянăр! Сутса пĕтеретĕп! Кĕçех пĕтет! Илĕр, илĕр!
Унăн мăйĕнчи юн тымарĕсем тилхепе тачкăш карăнса каятчĕç, хураларах паратчĕç, чăх çăмарти пысăкăш типпыр мăкăлĕ, ăшне темĕнле чĕрчун кĕрсе ларнă пек, пĕрре аялалла анса, тепре çӳлелле хăпаратчĕ.
Эпир, çăпата сутма тухнă ял ачисем, Вихтăр мучи кăшкăрашнине çăвара карсах итлеттĕмĕр, хамăр пасара мĕншĕн тухнине те манса каяттăмăр. Вăл хăй таварне ытла та час сутса пĕтеретчĕ, ăна укçалла çеç мар, супăньпе, краççынпа е эрехпе улăштаратчĕ. Халь асилетĕп те çав вăхăта çапла шутлатăп: уншăн кирек мĕнле япала та тавар пулнă, вăл супăнĕпе эрехне те каялла сутма пултарнă.
Вихтăр мучие курса эпир те кăшкăрашма пуçлаттăмăр.
— Вуникĕ пушăт çăпати! Ман çăпатана хĕр сырсан, тепĕр эрнерен качча тухать! Карчăк сырсан — яшланать. Çăмăл! Çирĕп! Виличчен те çĕтĕлес çук. Илĕр, туянăр! Çĕр тенкĕпех паратăп!
Чĕлхе-çăвар хăй ĕçнех тăвать. Сисместĕн те, сана салтак арăмĕсем, хĕрсем сырса илеççĕ. Каçхине кăштах шыв пĕрĕхсе тула тухса шăнтнă çăпата алла тытсанах кăмăллă шатăртатать. Шĕшлĕпе шăйăра-шăйăра пушăрах явнă кантрисем шăратнă çу тĕслĕ.
— Ытла хаклă ыйтатăн.
— Йӳннине Йĕпреçе кайса ил.
— Хăвах тăватăн-и?
— Асатте тăвать, эп пасара тухса сутатăп.
— Хапăс чĕппи ĕнтĕ. Çавсем çивĕч чĕлхеллĕ.
— Хапăс хаплатать, Хирлеп хирĕлет. Илĕр, туянăр, Хирлеп инкисем.
Сакăрвунă, тăхăрвунă тенкĕ парсах туянатчĕç инкесем. Шереметсене, пĕр уйăх пособийĕ шăпах пĕр мăшăр çăпата илме çитетчĕ. Эпир те, вуникĕ-вунвиçĕ çулхи ачасем, çăпатине сутă тăвас е пуяс тесе сутман. Мĕнле те пулин йӳнеçтерес тесе, аннесем валли пĕрер катăк супăнь илсе таврăннă. Çав çеç.
Сутсанах пасартан тухса чаваттăмăр. Хăвăртрах киле çитсе (вăрçă вăхăтĕнче хырăм хытă выçатчĕ) хырăма тултарасшăн пулнă. Çул çинче эпир пушă çунашкана туртнă Вихтăр мучие хăваласа çитсе иртсе каяттăмăр. Тарăн юра аша-аша Салука вăрманне кĕрсе икшер-виçшер çăка шанки касса йăтаттăмăр. Çитсен, пӳрте кĕртсе ăшăтатăн та, каллех пушăт тупăнать. Пĕр-ик эрнерен каллех çĕнĕ çăпата йăтса вырсарни пасарне утатăн.
Халь çав вăхăтсем куç умне тухсанах, шавлă пасар, мĕн те пулин илме тухнă тăлăх арăмсем аса килеççĕ. Вара çапла шухăшлатăп: халь пулсан, çав тăлăх арăмсем валли кану вăхăтĕнче ахалех çăпата туса парăттăм. Анчах халь вăл, иртнĕ вăхăт мар, нушаллă-хĕнлĕ пурнăç иртсе кайни те çирĕм çул çитрĕ. Шăллăмăн ачи те мана мучи, тет.
Çапла, Вихтăр мучи хăйсен анкарти хыçĕнчи уйра пăрçа хураллатчĕ. Çăтăр-çатăр шĕшкĕ çапписенчен авса ӳпле пекки тунăччĕ, çине çумкурăкĕсем çулса витнĕ. Вăл вăхăтра, темшĕн-çке, пăрçана та хуралланă. Пирĕншĕн хуралçă пуррипе çукки пĕрех. Тарăн курăкпа ешерекен Анаткас çырми тăрăх сăрт хĕррине хăпараттăмăр, пĕри ӳплери хуралçăна сăнама тăрса юлатчĕ, ыттисем, пĕшкĕнсе, пăрçа ани ăшне кĕрсе каяттăмăр. Йăлăхиччен çинĕ. Пĕтĕм уя ăçтан сыхласа пĕтерен? Çиме те пĕрре-иккĕрен ытла çимен, хăнăхман япала часах варвиттине ертетчĕ, вара пăрçа çинчен манса типĕтнĕ çĕмĕртĕн йӳçĕ шывне ĕçме тиветчĕ. Час-часах сукмак тăрăх эпир ӳпле патне хăрамасăр та утнă. Ун чухне табак илме каяттăмăр. Саксони табакĕ тутлă шăршăллăччĕ, пире анчахрах аннесенчен вăрттăн туртма вĕреннĕ, хамăра пысăк çын пек туякан ача-пăчасене пĕрер стакан табак туянассинчен пахи нимĕн те пулман.
Вихтăр мучи ӳплене пĕшкĕнсе кĕрсе каятчĕ, хутаçпа табак йăтса тухса стаканпа виçсе паратчĕ. Тултарасса хĕрхенмесĕр чыха-чыха тултаратчĕ. Кĕсьене ярсан кĕсье пăнкă-пăнках. Тирпейлĕ хутлатнă хутаçне кăларса паратчĕ, эпир вара унăн хутаççинчен табак илсе пĕрер пирус çавăраттăмăр.
— Аннӳсен укçине вăрларăр пулĕ-ха, — хаштах сывлатчĕ Вихтăр мучи.
— Хамăр та укçасăр мар. Анне çук чух «менять» майрисене çур пăт çăнăх сутрăн та, çулталăк туртма та çитет.
Эпир урасене ӳплене чиксе, пуçпа хирелле пăхса выртаттăмăр.
Катара-катара Нурăс вăрманĕ пĕтĕм тĕнчене симĕс кăшăлпа кăшăлласа çаврăнать. Районалла каякан пĕртен-пĕр мĕскĕн урапа çулĕ тăрăх сайра-хутра лавсем ирткелеççĕ. Хирлеп айлăмĕнче шыв илнипе хăрса ларнă ватă йăмра икĕ пысăк тураттине сенĕклесе тăлăххăн ларать. Мана вăл пуç хĕрес тăнă пек туйăнатчĕ. Тымар аллисем çĕр çине тĕрĕннĕ те, ӳкесрен сыхланарах урисене çӳлелле çĕкленĕ. Таçта çав Нурăс вăрманĕнчен катанарах кăна вăрçă пынă пек туйăнатчĕ. Унта чугун çул станцийĕ çук пулин те, темшĕн манăн атте çав енчен, çав урапа çулĕпе каялла таврăнассăн туйăнатчĕ. Унта, çав вăрман леш енче, тĕлĕнмелле вăрттăн ĕçсем пулса иртетчĕç пек. Çавăнпа-ши илĕртетчĕ инçет…
Калаçу хĕрсе каятчĕ. Хăçан вăрçă чарăнасси, ялта кам-кам вилни, кам-кам орденсем илни çинчен сăмах вакланатчĕ. Вихтăр мучи эпир кашни пымассеренех хăй епле аманни çинчен каласа паратчĕ.
— «Атака!» — терĕ те командир, эпĕ те ыттисемпе танах сиксе тăрса чупма пикентĕм. Аллă утăм чупрăм-и, чупаймарăм-и, умрах те мина, те снаряд çурăлса кайрĕ. Ураран такам çапнăн туйăнчĕ, ал пĕçерсе кайрĕ. Тĕшĕрĕлсе те антăм. Урине сыватрĕç, алли ак — чăлахах тăрса юлчĕ. Маншăн вăрçă пĕтрĕ те, — хаштах сывлатчĕ вăл.
Манăн та ăна шеллес килетчĕ. Çынсем орденсемпе, медальсемпе таврăнаççĕ. Вихтăр мучи, ав, пĕрре çеç çапăçăва кĕнĕ, нимĕнле паттăрлăх та кăтартайман. Эх, хам пулсан! Тапхăр-тапхăр вăрçă эп салтака кайсанах чарăнассăн туйăнатчĕ. Паттăрсем çинчен çырнă очерксене вулакаланă хыççăн, вĕсен паттăрлăхĕ темех мар пекчĕ, хам пулсан татах паттăртарах пулассăн туйăнатчĕ… Мĕн калăн: ача шухăшĕ — супăнь хăмпи.
Вихтăр мучи вăрçă иртсен те махоркăпа сутă турĕ, Пĕр вунă çул каялла пысăк кермен пек пӳрт лартрĕ, хурăн ӳсекен сарайĕ çинчи улăмне вистесе хĕçтимĕрпе витрĕ. Çемье пурнăçĕ те ăнчĕ унăн: арăмĕ çулсерен тенĕ пекех пĕрер пепке туса пачĕ. Тепĕр чухне Анаткас урамне кайсан-тусан, ашшĕ пекех пушар çӳçлĕ ик-виçĕ ачана асăрхама пулатчĕ.
Пирĕн вăхăтри ачасен пурнăçĕ çăмăлах пулмарĕ пулин те, ăслă ăру тухрĕ вĕсенчен. Тахçан пăрçа вăрлама каякансем халь çĕршывĕпех саланчĕç: инженер та врач, биохимик та педагогика наукисен кандидачĕ, темиçе офицер. Ялтан уйрăлни-ши час-часах тепре чухне лайăх пĕлнĕ çынсен пурнăçне те тĕплĕн тишкерме май памасть. Тĕл пулмасан асаилӳсен ӳкерчĕкĕ те уçăмлă мар, тĕтреллĕ, вак-тĕвексене манса каятăн.
Кăçалхи çулла ман хам çуралса ӳснĕ района командировкăна кайма тиврĕ. Пилĕк сехет иртсен, ĕçрен тухрăм та аннене çитсе курас тесе, тӳрĕ сукмакпа ялалла васкарăм. Поселок вăрманĕнчен тухичченех хам умра палланă кĕлеткене асăрхарăм. Вихтăр мучи, кукăрăлнă кĕлеткине хутлатарах, сылтăм аллинчи туйи çине уртăнса васкамасăр утать. Сулахай алли кĕлетки тăрăх усăнса аннă. Çине хăй самаях яка хура костюм тăхăннă, атăпа. Акă вăл чарăнса тăрса кепкине хыврĕ, эпĕ тепĕр самантранах ăна хуса çитсе сывлăх сунтăм, ал тытрăм. Мана та вăл çийĕнчех палласа илчĕ.
— Пилĕксĕр пултăм-ха, — терĕ вăл чи малтанах. — Ĕçлес чух пульница тăрăх утатăп. Пурнăç мар ватăлсан…
— Çав ĕнтĕ, — килĕшетĕп унпа.
— Курма таврăнтăн пуль?
— Аннене кĕрсе курас терĕм. Ыран хулана каймалла…
— Отпуска мар апла.
— Çук.
— Çав ĕнтĕ: ӳстер те ачасене, хăйсен йăвисене пăрахса каяççĕ. Асли салтакра халь ман, вăталăххи Мускавра вĕренет. Кĕçĕнни пур та, вăл та тепĕр икĕ çултан пушмак тăхăнасшăн. Çĕр çыннисем пулмарĕç. Çăмăл пурнăç шыраса те пурăнсах пĕтереççĕ? — ассăн сывларĕ мучи. — Вĕреннисем нумай, ăслисем сахал. Ненай, ерĕç-ши çынсене.
Эпĕ халь Вихтăр мучи чылай ватăлнине асăрхарăм. Хĕрлĕ çӳçĕ те шуралнă, мăйăхĕ çинче çеç çаплипех пушар тĕслĕ пĕрчĕсем тăлăххăн тăра-тăра юлнă. Пĕтĕм питне йĕр сырса илнĕ. Куç тĕкĕсем çеç ĕлĕкхиллех чăрсăр, вĕсем пӳрне тăршшех ӳсе-ӳсе кайнă. Утти те ват çын утти ĕнтĕ, уринчен ури çеç ирткелет.
Салука вăрманне кĕрсен мучи эхлеткелесе пĕр тунката çине ларчĕ. Çынна пăрахса кайма аван мар пек туйăннăран эпĕ те курăк çине кукленсе лартăм.
— Ме, туртса яр, — сĕнчĕ вăл, «Север» пачки кăларса.
— Тавтапуç. Вунă çул халь çăвара хыпманни.
— Тĕрĕс тунă, — терĕ мучи, ӳсĕрсе. — Пăрахаймастăп эп.
— Халь те махорка ӳстеретĕн-и?
— Тахçанах пăрахнă. Халь ĕнтĕ пачкăна уç та — пирус хып. — Татах калаçса кайрăмăр, вăрçă вăхăтĕнчи пасара аса илтĕмĕр. — Кала-ха, терĕм эп ăна, — эс мĕншĕн ман махоркăна туртакана йытă çыртмасть, вăрă çаратмасть, ватлăхра çынсене пăхтармасть тесе калаттăнчĕ?
Вăл кулса ячĕ, пирус кĕлне шаккаса пĕр-икĕ хут ĕмсе илчĕ.
— Тĕрĕс каланă эпĕ ăна. Акă, — терĕ вăл, — туйипе атă пуçне шаккаса. — Махорка вăл наркăмăш мар-и? Туртман пулсан, çак туяна тытмастăм. Кам йытти çырттăр халь мана? Туя патне пыма хăрать. Ӳсĕрттерет тата. Ӳслĕкĕ çур çухрăмранах илтĕнет. Пĕлсех вăрă пыма хăрать. Туртакан çын ватăличченех пурăнаймасть, çавăнпа ăна ыттисен пăхса асапланма кирлĕ мар. Çавăнпа каланă ăна. Çавăнпа, — терĕ мучи, — Хам махорка та, пирус та наркăмăш пулнине пĕлетĕп, анчах туртма пăрахаймастăп. Вăрçăра вĕрентĕм. Хĕрĕх тăватă çулта. Унччен çăвара хыпманччĕ.
— Эс пасарта çынсем ан илччĕр тесе çапла каланă-и?
— Махорка наркăмăш пулнине ăнланччăр тесех каланă. Анчах туртакан çынна тем каласан та пăрахтарма йывăр. Хăй тӳссе курмасăр ĕненмест. Çапла вăл этем. Мĕн ĕлĕкренех çапла.
Эп урăх шарламарăм. Мучин çав сăмахĕсене ку тарана çитсе те тавçăрса илейменшĕн хам çине хам пăшăрхантăм çеç.
Ан тив, йытă çыртĕ-и, çыртмĕ-и, çамрăклах туяпа çӳрес марччĕ кăна.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...