Анкарти виçекенсем
Пĕр пĕлĕтсĕр таса тӳпе. Хăтана каякан каччă пек савăннă хĕвел ял йăмрисем хыçĕпе хĕм сапса тухрĕ. Хĕрлĕ пилоткăллă автан, ял тахçанах вăраннă пулин те, чăтаймасăр тепĕр хут авăтса ячĕ. Сарайсем хыçĕнчи хурăнсем çине çерçисем кĕрекене ларнă: «Чĕвĕл-чĕвĕл, çутçанталăк чĕрĕл-чĕрĕл», — тенĕ пек чĕвĕлтетеççĕ вĕсем. Çерçисен юррине итлесе йăлăхнă шăнкăрч чăтаймарĕ, йăвинчен сиксе тухса, темĕн тĕрлĕ шăхăра-шăхăра юрлама пуçларĕ.
Çурхи кун пуçламăшĕ. Çулла пекех паян. Çил те çук, çанталăк ăшă, лăпкă.
Тукас урамĕн укăлчи хĕррине иккĕн пырса çитрĕç. Иккĕш те кирза сумка çакнă, аллисенче — шакалкă. Иккĕшĕ те, катаран пăхсан, пĕр пек: вăтам пӳллĕ, фуфайкăпа, кирза атăсемпе. Пĕри хура така тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕк, тепри хĕвелпе тĕссĕрлене пуçланă кăвак карттус тăхăннă.
Çĕлĕкли — Митри Ваçлейĕ, карттусли — Мĕкĕте йăванĕ. Ваçлейĕ — сарă, мăйăхĕ те сап-сарах. Кукшалана пуçланă. Куçĕсем кăвак, пĕчĕкрех, кӳпшеке питлĕскерне вĕсем килĕшсех те каймаççĕ. Çулĕ аллăсене çывхарать. Питĕнчи эрешмен карти евĕр йĕрсем кулнă чух татах та ытларах палăраççĕ. Пĕр-пĕр ăста врач ăна пĕр шухăшласа тăмасăр: «Ку çын хăй ĕмĕрĕнче эрехпе сăрана шывран та нумайрах ĕçнĕ», — теме пултарать.
Йăван та пиллĕкмĕш теçеткене пуснă. Пĕчĕкрех пит-куçлă, хытанка, янах шăмми те савăл пек шĕвĕрĕлсе ларнă. Ӳчĕ хура, куçĕсем хăмăр, мăйăхне те, сухалне те таса хырнă. Унăн питне йĕрсем ытла сырăнсах кайман. Хăй хытанка пулсан та, чунĕпе çемçешке, хăй ĕмĕрĕнче никама та сив сăмах каламан пуль.
Иккĕшĕ те вĕсем колхозра ятлă çынсемех пулнă: ферма заведующинче те, бригадирта та ĕçленĕ. Ваçлейĕ тата пушар дружинин начальникĕпе кладовщик вырăнне те кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсене Василий Дмитриевич та Иван Никитич тесе хисепленĕ.
Ял халăхĕнчен тĕлĕнмелле çав: çын аялалла анма пуçласанах тахçан хисепленине манса каять, ун вырăнне ача чух панă ятсене туртса кăларать.
Туссем, анкарти хыçне çитсен, курăк çине канма ларчĕç. Вĕсене колхозри ревизи комиссин председателĕ Степан Петрович Придиркин Тукас урамĕнчи анкартисене кăнтăрлаччен виçсе пĕтерме хушрĕ, хăй мăн урама юлчĕ.
Ĕнтĕ униче хĕрринчи уя çĕр улми вырăнне культиваци тума тухнă трактор сасси те инçете кайса пычĕ, ун вырăнне Лапша Павăлĕн килĕнче купăс сасси çуралчĕ.
— Павăл кумăн кĕçĕн ывăлĕ Май уявне килнĕ, — типсе хытнă чĕлхине аран-аран вылятрĕ Ваçлей. — Ĕнер чĕннĕччĕ, çитеймерĕм, — ăмсанса пăхрĕ вăл картишнелле. Ăна илĕртнĕннех купăс сасси вăйланчĕ, хăнисем картишне тухрĕç пулас.
— Çынсем уявра, эс пур анкартисем татса çӳре. Хăçан пĕтерĕç ăна харпăр хăй пурлăхĕ тенине? Коммунизм пулсанах шакалку-япалу кирлĕ пулмасть-ха та… Пирĕн ачасен ачисем раçĕ ăна музейра курĕç, — кăмăлсăррăн та хуллен калаçăва хутшăнчĕ Йăван.
Ваçлей ун сăмаххисене хăлхана та чикмерĕ, ценнуроз ернĕ сурăх евĕр, çаврăнакан пуçне çĕрелле чикрĕ:
— Пуç ыратать. Акафун кумăн пыл сăри мухмăрлаттарать пулас.
— Ман унашкалах мар. Эпир пуçанапа лавкка эрехĕ ĕçрĕмĕр те…
— Кайса мухмăр чĕртер мар-и? Сăлтав пур: анкарти виçетпĕр.
— Степан Петровчă килсен пире тупаймĕ те, — хирĕçленçи пулчĕ Мĕкĕте Йăванĕ.
— Вăл кăнтăрласăр виçсе пĕтереймест.
Иккĕшĕ те кĕçех шакалкисене хул пуççи çине хурса Лапша Павăлĕн сарай алăкĕнчен кĕрсе çухалчĕç. Тепрер сехетрен вĕсем хуçине çавăтса каяллах тухрĕç, анкартине темиçе хут та урлă-пирлĕ виçсе хутларĕç, сумкинчи хучĕсене кăларса çырчĕç.
— Ыттисене ма виçес? Çак виçепе паллă туса тухас та… Мĕн унта пĕр сыпăк ытлашши, пĕрре çитменни, — шĕвĕр пӳрнине тăратсах калаçма пуçларĕ Ваçлей. — Колхоз туни вăтăр çул ытла. Хăйсем пухура татма йышăннă.
— Вăрçмĕç-и? — шикленчĕ Йăван, ун еннелле çаврăнса.
— Кам вăрçтăр? Халь пурин те сознани пур.
— Коммунизма çывхаратпăр, — килĕшрĕ Йăван та.
— Апла-тăк, эс урамăн леш вĕçне кайса тăр.
— Ма унта каяс? Вăн Сурăх Михалин ватă улмуççийĕ шăпах пирĕнпе тап-тан, трактора ун çине тĕллесе ларт та…
— Улмуççи шаларах пек.
— Ну тата… Эс ӳсĕрле пуçланă.
— Санран ӳксех юлмарăм пулмалла.
Туссем аллисене çапрĕç те, тепĕр темиçе самантран анкартине трактор илсе кĕрттерчĕç:
— Культиваци таран колхозниксене, культиватортан лерелле колхоза тухать, — ăнлантарчĕ Ваçлей мазутпа тата тусанпа хуралса ларнă çамрăк тракториста. — Ас ту, тӳрĕ тыт, ан пăркала. Хăпарнă чух колхоза тухакан çĕрпе хăпар. Пĕр енчен культиваци туса пыратăн, тепĕр енчен хăвна ĕç кунĕ.
— Нарядне кам парать? — ĕненмесĕр иккĕленчĕ тракторист.
— Председатель мана хушрĕ, — суйрĕ Ваçлей.
— Çырса пани пур-и? — тĕпчерĕ каллех лешĕ.
— Вăл кашни вак-тĕвекшĕн хут çырма сăвăç мар. Атя, яра пар. — Ĕненнĕ тракторист анкартисем тăрăх шатăртаттарчĕ. Анкарти виçекенсем вăл каялла таврăнасса кĕтсе тăмасăрах Лапша Павăлĕн кил хушшине тепĕр хут кĕрсе çухалчĕç.
Паянхи ял çыннисене нимĕнпе те тĕлĕнтереймĕн.
Анкартине çирĕм пилĕк сотăх хăварассине вĕсем хăйсемех пухура йышăннă, çавăнпа чылайăшĕсем тухса та пăхмарĕç. Ĕç кунĕ пуян, укçапа тырă çеç мар, çĕр улми те, улăм та, купăстапа кишĕр те, пыл та валеçĕнет. Мĕн тăвас ытлашши çĕрпе?
Трактор каçса кайнине курсан, пĕр Варвари инке çеç вĕтеленсе ӳкрĕ: ытла та нумай татса илнĕн туйăнчĕ ăна. Утăмĕсемпе урлă-пирлĕ утсах виçрĕ вăл, анчах хутла пĕлменни касрĕ. Аптăранă енне вара ялтан виçĕ çухрăмри кукуруза уйĕнче тислĕк салатакан упăшки патне чупрĕ.
…Колхозри ревизи комиссин председателĕ Степан Петрович Придиркин Тукаса каçнă чух кăнтăрла çывхаратчĕ. Утса ывăннăскер, кунти анкартисене татса пĕтернине курсан, ем-ешĕл курăк çине тăсăлса выртрĕ.
— Маттур, ачасем! Ĕç пĕтерсе апат çиме кайнă пулмалла, — шухăшларĕ вăл тӳпенелле пăхса. — Сисмерĕ те кăтăш пулнине, — кĕçех хуп турттарма та пуçларĕ.
Хăлхине темĕнле сасăсем кĕнине туйрĕ вăл, çапах та çийĕнчех вăранаймарĕ, кутран тапсан тин вăранса кайрĕ.
Акă вăл анкарти татакан. Кӳпсе тултарнă та сысналла, çывăрать халь, — илтрĕ вăл Варвари инкен балалайка хĕлĕхĕ пек çинçе сассине.
— Пар рычакпа пĕрре!.. Манăнне те ытлашши татнă, — янрарĕ Варварисен кӳрши Кулине инке, хĕрĕх урлă каçнă хĕрлĕ питлĕ хĕрарăм. Вăл та тарăхнă курăнать, куçĕсем урнă кушакăнни пек çунаççĕ.
Степан Петровичăн ыйхи самантрах Курил утравĕсем еннелле вĕçрĕ. Ырриех пулас çук хĕрарăмсемпе çыхланса, çапах та вăл хăравçă çынах мар:
— Мĕн кирлĕ сире?.. Мĕн колхозра ĕçлес чух янраса çӳретĕр? Хăшĕ тапрĕ мана? Куншăн уголовнăй кодекспа айăплама пулать!
— Парам сана кутăкс, — самаях пысăк шĕшкĕ патаккипе хăмсарчĕ Варвари. — Эс ревкум пуль. Сана эпир хамăр анкартисене ытлашши татма суйламан. Курмастăн-им, пирĕн анкарти çынсенчен икĕ утăм çинçерех…
— Пирĕн пĕр чалăш енне çинçерех, — кăшкăрса тăкрĕ Кулине инке, — Тавай, халех çĕнĕрен виç!
— Ямăт ĕçлетĕн, вупăр! Ĕç кунне илес, ĕçкине ĕçес, ытлашши утасшăн мар. Тавай халех виç! — Степан Петровича пиншак çухавинчен çулса илчĕ Варвари инке.
Ревком председателĕ инкен катăк шăлне, алчăраса кайнă куçне, çиллес питне курсан нимĕн калама аптрарĕ… Юрать Варвари упăшки Пурхиле çăлчĕ. Вăл анкарти карти çине хăпарса тăрсах кăшкăрчĕ:
— Эй, пумилккесем! Мĕн сырăнатăр таса çынна! Анкартисене Мĕтри Ваçлейĕпе Мĕкĕте Йăванĕ виçнĕ. Хăйсем Лапша Павăлĕ патĕнче Май уявĕн ĕçкинче.
Степан Петровича та чун кĕчĕ. Мĕнле-ха тавçăраймарĕ хăй айăпсăррине кăтартма?
— Эп кунта мар, Мăн урамра виçнĕ.
— Эс пуçлăххи, ма вĕсене кантруллеместĕн? — пĕсехинчен çав-çавах тытса силлерĕ Варвари инке.
— Аллуна ытлашши ирĕке ан яр, кодекса çакланатăн, — харсăрланчĕ Степан Петрович та.
— Мĕн эсир çынна сăпсалла сырăнтăр? Ну-кă, марш! — кăшкăрчĕ Пурхиле.
Варварипе Кулине инке килĕшӳ тунăн иккĕшĕ те пĕр харăс Степан Петрович çине лачлаттарса сурчĕç те Лапша Павăлĕн анкартинелле утрĕç.
— Вăт анкарти. Актă çырсан Варварине лекет-ха ĕнтĕ лайăхах. Кăтартам-ха пĕрре эп ăна пĕсехерен тытма! — акт çырма тесе сумкинчен хут кăларчĕ Степан Петрович.
Митри Ваçлейне хĕрарăмсем Лапша Павăлĕн сарай хыçĕнчи кивĕ улăм купи çинче тупрĕç. Хăлхаран туртнипе те, пĕр чĕптĕм хĕрлĕ мăйăхне тăпăлтарса илнипе те вăл хăнк! та тумарĕ. Варвари инке çăлтан ăсса кăларнă шывпа пуçĕнчен сапсан çеç тăма хăтланчĕ. Анчах тăраймарĕ. Вара хаярланнă инке шĕшкĕ патаккипе кутран вăйпах туртса касрĕ те, Мĕтри ăнсăртран шуса ӳкнĕ лаша пек сиксе тăчĕ.
Мĕн пулса иртнине самантах тавçăраймарĕ-ха вăл, мухмăрлă, пăтранчăк куçĕсемпе хăйне хупăрласа илнĕ çынсене пăхса çаврăнчĕ. «Анкарти» те «анкарти» текен сăмахсем ăна тăн пачĕç пулас, вăл хĕрарăмсем хушшипе тапса сикрĕ. Ун телейне таçтан тупăнчĕ-çке кивĕ хĕвел çаврăнăш туни?.. Чăтаймарĕ, такăннипе каллех тăсăлса выртрĕ. Алли те çав Варвари инкен. Туйине вашт çеç ывăтса ячĕ вăл ун еннелле, тăма хăтланакан Ваçлее пилĕкĕнченех пырса тиврĕ. Ăçтан тупăнчĕ вăй-хăват! Çĕмĕрен евĕрлех сиксе тăчĕ мишавай. Çамрăк çынран кая мар чупса анса кайрĕ анкарти хыçĕнчи çырманалла.
Татах нумай шавларĕç икĕ хĕрарăм. Унтан Мĕкĕте Йăванне шырама пикенчĕç. Лапша Павăлĕн пӳртне те кĕрсе пăхрĕç, пусма картлашки айне те хăвармарĕç. Нихăшĕ те хуçан хĕлле сысна çурисем тата пăру усрамалли мăклă витине кĕрсе пăхма тăн çитереймерĕç. Кĕнĕ пулсан, ӳсĕр выртакан Йăвана та вирлех лекетчĕ пуль…
…Каллех ир. Анчах тӳпе хĕвелсĕр. Нӳрĕ çил анăçран вичкĕн вĕрет. Вăл çумăр пĕлĕчĕсене хăвалать. Çерçисем те чĕвĕлтетмеççĕ, шăнкăрч та юрламасть.
Тукас анкарти хыçĕнче каллех иккĕн лараççĕ. Пилĕкне хыпала-хыпала Ваçлей сумкинчен кăларнă хутне пӳрнипе йĕрлет:
— Калатăп вĕт Варварисенпе Кулинесен анкартийĕсем хĕрĕхшер сотăх пулнă тесе. Выçă куçсем. Урамĕпе те чи пысăк анкартисем вĕсен.
— Сăрă хуртсем. Колхозра ĕçлесшĕн мар, анкарти вĕсене ытларах пар, — хутшăнать анчахрах витерен тăрса тухнă Йăван, шыçса ларнă куç хупаххисене сăтăрса. Унăн Ваçлейрен кулас та килет, анчах юлташне çиллентересрен хăрать.
— Çапла çав, — хаш! сывлать Ваçлей… — Пурнăçран кая юлнă элементсен мăшкăлĕ пултăм. Намăс. Ай, намăс!..
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...