Матĕрне инке


Яланхи пекех, Матĕрне инке паян питĕ ир вăранчĕ. Тул та çутăлманччĕ-ха, кăштах кăвак çутă çапма пуçланăччĕ çеç. Халех тăрсан нимех те тăвас çуккипе, вăл тепĕр ыйхă çывăрса илме шутларĕ, чылайччен куçĕсене хупса выртрĕ, анчах тек çывăрасси пулмарĕ — ыйхи ярах уçăлса кайрĕ.

Унăн пуçне шухăш хыççăн шухăш пырса кĕре пуçларĕ. Ĕнер ял çыннисем васкасах авăн çапса пĕтерчĕç. Халăхпа пĕрле вăл та хĕвел анса тĕттĕм пуличчен йĕтем çинче ыттисемпе танах ĕçлерĕ. Паян акă унăн ик-виçĕ çамрăкпа пĕрле Шупашкара колхозăн пахча çимĕçĕсене сутма каймалла. Бригадир çапла хушрĕ.

— Кил пăхма каллех Крахвине кинемее чĕнес пулать, — шухăшларĕ Матĕрне инке. — Ерçсен килĕшекенччĕ…

Крахвине кинемей — çитмĕлелле çитнĕ, шур мамăк пек çӳç-пуçлă, хăй самаях çирĕп, вашават карчăк. Ватă пулсан та, килте ларасшăн мар, колхозра хăй валли яланах ĕç тупать, ĕçре çамрăксене вĕрентет, унта-кунта йĕркесĕрлĕх курсан — чăтма пултараймасть, ятлать, вăрçать. Вăл çеç те мар-ха: Крахвине кинемей ялти пер пухуран та юлмасть. Хăлхи витĕрех илтмен пирки чи мала пырса ларать те вара, çынсем мĕн калаçнине пĕр сиктермесĕр итлет, тепĕр чух хăй те тăрса сăмах калать. Пĕр кивĕ йăла кăна пур унăн: тĕлĕксене питĕ ĕненет те, вĕсем çинчен каласа пама юратать. Анчах ку нимех те мар. Уншăн Крахвинен кăмăлĕ ытармалла мар лайăх… Çавăнпах Матĕрнепе Крахвине, ырă пускилсем пулса, питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ, кирлĕ чухне пĕр-пĕрне ялан пулăшаççĕ.

Сасартăк Матĕрне инкен пӳрчĕ умĕпе колхоз грузовикĕ кĕмсĕртетсе иртсе кайрĕ.

— Уй, ара, юлатăп-иç! — терĕ те Матĕрне машина сассине илтсен, васкасах тумланма тытăнчĕ. — Çимĕçĕсене тиеме склада вĕçтерчĕ пулĕ-ха ку Мишша, кайса пулăшас, хăвăртрах тухса каймалла пултăр. Çула май Крахвинене каласа тухас…

Темиçе минутран вăл урама тухса тăвалла утрĕ. Хĕвел-тухăçĕ хĕреле пуçланă ĕнтĕ, çанталăкĕ паян уяр, питĕ лайăх пулас пек. Çапах та сулхăн, кĕр çывхарни сисĕнет.

Пралукри çăлтан шыв ăсса таракан пĕр хĕрарăм Матĕрне инкене курсан тĕлĕнсех кайрĕ:

— Çутăлнă-çутăлман ăçта кун пекех васкатăн вара?

— Пĕр ĕç хушрĕç-ха, — терĕ Матĕрне инке ăна хирĕç.

— Кай, нихçан та канмастăн пуль эсĕ!

— Вăхăчĕ çитсен канăпăр-ха…

* * *

Матĕрне инке аллă çула та çитмен-ха, анчах сăнран пăхсан ăна ытларах пама пулать. Питçăмартисем самаях пĕркеленнĕ, тăнлавĕсем кăвакара пуçланă, сенкер куçĕсем кăна таса та çутă, яланах йăвашшăн пăхаççĕ.

Унăн упăшки те, пĕртен-пĕр ывăлĕ те иртнĕ вăрçăра вилнĕ. Çак пысăк хуйха вăл питĕ йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Нумай куççуль тăкрĕ, нумай каçсем çывăрмарĕ, чирлесех кайрĕ… Çавăн чух вара ăна Крахвине кинемей питĕ пулăшрĕ, ăшă та ырă сăмахсемпе лăплантарчĕ, йăпатрĕ.

— Санăн çеç мар халь ун пек хуйхă, кашни килтех пур… Акă, эпĕ те кĕрĕве çухатрăм, мăнукăмсем тăлăха юлчĕç. Мĕн тăвас-ха? Вĕсем хăйсен пурнăçĕсене пирĕн пурнăçшăн пачĕç, пĕтĕм халăх телейĕшĕн, ачамăрсемшĕн… Халăхпа пĕрле тӳссе ирттерĕпĕр ĕнтĕ мĕнле те пулин. Патшалăхĕ те хамăрăн, пăрахас çук…

Матĕрне инке лăпланкаларĕ вара. Анчах пĕччен пурнăç ытла та кичем-çке вăл! Ир тăрсан та, каçхине ĕçрен таврăнсан та никампа çăвар уçса сăмах хушма çук. Пӳртре те, тулта та шăпах. Пӳртри япаласем те, пӳрт стенисенчи каш-ни пĕрене те çав тери салхуланса тĕлĕрнĕ пек туйăнать тепĕр чух. Колхоза ĕçе тухсан, халăх хушшинче пулсан кăна кичемлĕх иртсе каять. Çавăнпах та-и тен, колхозра вăл пĕр ĕçрен те юлмасть…

— Мĕн питĕ тăрăшатăн? Сана, пĕччен çынна, нумай кирлĕ-им? — теççĕ ăна хăш чух ялти хĕрарăмсем.

— Килте мĕн туса ларас-ха манăн? Ĕçлемесен ăнтан каятăп эпĕ, — тет вĕсене хирĕç Матĕрне инке.

Ĕç пулмасанах Матĕрнене тем çитмен пек туйăнать, ăшĕ вăркама тытăнать. Вара бригадир патне кайса хăйне ăçта та пулин ĕçе яма ыйтать:

— Килте лараймастăп эпĕ!

…Çапла пурăнса ирттерет хăйĕн пурнăçне Матĕрне инке. Тепĕр чух апат çиме те манса каять.

Пĕрре, ирхине, ун пӳрчĕ тĕлĕнче тăват-пилĕк çын чарăнса тăчĕç, тем çинчен шавласах калаçма тытăнчĕç. Унтан пĕри:

— Матĕрне инке, тух-ха кунта хăвăртрах! — тесе кăшкăрчĕ.

— Уй, тур çырлах, мĕн пулнă-ши тата? — хăрамаллипех хăраса урама чупса тухрĕ вăл.

— Радио лартса парас тетпĕр-çке сана, инке, çĕрĕн-кунĕн итлесе лармалла пултăр, — терĕ ăна Çимук бригадир, иртнĕ çулта кăна çартан таврăннăскер. — Юрать-и? Килĕшетĕн-и?

— Мана, пĕччен çынна, мĕн радийĕ? — тĕлĕнчĕ Матĕрне. — Хатĕрĕсене те сая ан ярăр маншăн, ыттисене лартса парăр…

— Эпир пурне те лартса паратпăр. Сана вара пуринчен те ытларах кирлĕ, тесе шутлатпăр, пĕччен çыншăн вăл чи лайăх юлташ вырăнне пулĕ, — терĕ ăна хирĕç бригадир.

Тепĕр икĕ кунтан пĕтĕм ялĕпе радио кĕрлеме тытăнчĕ. Пурне те хĕпĕртеттерчĕ вăл. Ара, хĕпĕртемесĕр! Халь вĕт пурте, хулари пекех, хамăрăн тăван çĕршывра, пĕтĕм çут тĕнчере мĕн-мĕн пулса иртнине çийĕнчех пĕлеççĕ, тем тĕрлĕ калаçусем, лекцисем, музыка итлеççĕ.

Акă Матĕрне инке пӳртĕнче чăвашла юрăсем янăраççĕ. Çав тери хитре юрлаççĕ-çке! Вĕсене итленĕ май, Матĕрне хаваслансах пырать. Унăн тата ытларах ĕçлес килет, пĕтĕм колхозĕпе тата лайăхрах пурăнас килет… Çук, вăл пĕччен мар иккен. Вăл халь пĕтĕм совет çыннисемпе пĕрле, вĕсемпе пĕр пек шухăшпа, пĕр кăмăлпа пурăнать, пĕр сывлăшпа сывлать…

Радио юрлама чарăнсанах, ун патне Крахвине кинемей хăй тĕллĕн темскер мăкăртатса пырса кĕчĕ.

— Мĕн тери ырлăх, э? Кун пеккине тĕлĕкре те курман вĕт эпир, — терĕ вăл хавассăн, репродуктор çине кăтартса.

— Курман çав, — килĕшрĕ Матĕрне инке. — Халь тем те шухăшласа кăларĕç, тем те тăвĕç. Халăхĕ çав тери ăслăланса кайрĕ вĕт.

Крахвине кинемей кĕске чăпăклă пăхăр чĕлĕмне чĕртсе ячĕ те, чылай хушă радио итлесе, шухăша кайса ларнă хыççăн:

— Эх, тепĕр хут çамрăкланăттăм халь! — тесе хучĕ.

* * *

«Йĕпе çине сапа», тенĕ ĕлĕк ваттисем, пурнăçра инкек-синкек пулсан. Халĕ вара пачах урăхла каламалла: «телей çине телей, ырлăх çине ырлăх». Пурнăçĕ çавăн пек, яланах çынсене хĕпĕртемеллисем пулса пыраççĕ…

Паян ирхине радио яланхи пекех кăмăллă, çемçе те хулăн сасăпа калаçрĕ. Диктор ялхуçалăхне малалла тата вăйлăрах аталантармалли майсем çинчен вуласа пачĕ. Ăна кашни килтех, кашни пӳртрех шăп пулса, пĕр сăмахне те сиктермесĕр итлерĕç.

— Социализмла ялхуçалăхне малалла аталантарассин тĕп тĕллевĕ вăл — халăх пурнăçне пур енчен те лайăхлатасси пулать, — терĕ радио. Çак ырă сăмахсем пурин чĕрине те çирĕппĕн кĕрсе лараççĕ, пурин кăмăлне те çĕклентереççĕ.

Кăнтăрлахи апат хыççăн клубра митинг пулчĕ. Колхоз председателĕ Иван Ильич, сарлака хулпуççиллĕ, патвар, çӳçĕ кăштах кăвакара пуçланă çын, питĕ хĕрӳллĕ савăнтармалла сăмах каларĕ.

— Юлташсем — терĕ вăл, — пирĕн партипе правительство куллен-кун хамăр çĕршыври ĕççыннисен пурнăçне лайăхлатса, çăмăллатса пырассишĕн тăрăшать. Юлашки постановленисем ăна тата тепĕр хут кăтартса параççĕ. Çав постановленисене пурнăçа кĕртсе пынипе ик-виç çултан пирĕн ялхуçалăхĕ тата ытларах вăйланать, çавна май пирĕн пурнăç та нумай аванланать… Халь ĕнтĕ, юлташсем, пирĕн ĕлĕкхи пек те мар тăрăшса, пĕтĕм чуна парса ĕçлемелле. Такамшăн мар, хамăршăн пулать вăл, пĕтĕмпех хамăршăн, хамăрăн ырлăхшăн!

Председатель хыççăн бригадирсем, комсомол секретарĕ Альтук тухса каларĕç. Вĕсем те колхозниксене тата хĕрӳллĕрех ĕçлеме, ку таранччен пулнă çитменлĕхсене пĕтерсе пыма чĕнчĕç.

Пурте килĕшрĕç вĕсемпе, пурте пĕр кăмăллă пулни палăрчĕ…

Колхозăн ун чухне ĕç нумай пулнă-ха. Çĕрулми кăларса кĕртмелле, пахча çимĕçĕсене пуçтарса тирпейлемелле, йĕпе-сапа пуçланиччен ĕне витине туса пĕтермелле. Халăхпа пĕрле Матĕрне инке те ывăнма пĕлмесĕрех ĕçлерĕ. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн килне таврăнсан апат çиет те ăшă вырăн çине выртса вилнĕ пекех çывăрса каять. Хытă çывăрнипе юлашки вăхăтра тĕлĕк те курмасть вăл…

Пĕрре, ирхине ирех, ĕçе тухса кайиччен, Матĕрне инке васкасах çырмана шыв ăсма анчĕ. Çăл умĕнче хĕрарăмсем виççĕн-тăваттăн пухăннă та, шакăлтатсах тем çинчен калаçаççĕ.

— Мĕн пирки пуплетĕр ара кун пекех? — тесе ыйтрĕ Матĕрне, вĕсем патне пырса тăрсан.

— Пирĕн яла çĕнĕ çынсем килнĕ-çке-ха, — терĕ пĕри.

— Мĕнле çĕнĕ çынсем тата?

— Иккĕн, арăмĕпе упăшки. Пĕри агроном, тепри зоотехник, выльăх пăхма вĕрентекенни, тет. Эппин, вĕсене пире ĕçре пулăшса пыма янă, тет… Темиçе кунлăха мар, ялан кунта пурăнмаллах янă, теççĕ.

— Пăх-ха тата! Вĕрентме иккен?

— Çапла çав. Эп хам куçпах куртăм вĕсене. Каçхине правление кайсаттăм та. Ачи те пур хăйсен, — терĕ тепĕр хĕрарăмĕ. — Пи-итĕ кăмăла каймалла çынсем пек туйăнчĕç мана…

— Ăçта пурăнаççĕ вара вĕсем? — ыйтрĕ Матĕрне инке.

— Халлĕхе пĕр-пĕр çын патне хваттере вырнаçтарас пек калаçрĕç. Хамăрăн йыш сахалтарах пулсан — хам патах илĕттĕм эп вĕсене, анчах йышĕ пысăкрах та пирĕн…

— Акă, Матĕрнен никам та çук, унăн хăй патне йышăнмалла çеç, — терĕ виççĕмĕшĕ.

— Чăнах! Хăвна та пулăшкалĕччĕç-ха вĕсем.

— Эп хирĕç мар та… хăйсем килĕшĕç-ши? Хулари çынсем-çке вĕсем, тиркеме пултараççĕ… — терĕ çакна хирĕç Матĕрне инке, шухăшласа тăнă хыççăн.

— Ма килĕшмеççĕ пуль? Ăçта та пулин пурăнмаллах ĕнтĕ вĕсен! Сан патра аван пулать, кансĕрлекен-тăвакан çук…

Киле таврăннă чух Матĕрне инке Крахвине патне кĕрсе хăйĕн шухăшне каласа пачĕ.

— И-и, чунăм, нимĕн те иккĕленсе ан тăр, кай та — чĕн! Çитĕ сана упа пек пĕччен пурăнма, — терĕ лешĕ. — Шутсăр лайăх пулать ку! Вĕреннĕ çынсемпе пурăнни мĕнрен начар пултăр?

— Хам та çавна калатăп çав…

Витрисене киле çитсе лартсанах, Матĕрне правление кайрĕ.

— Иван Ильич кунта-ши? — ыйтрĕ вăл алăк патĕнче хаçат пăхкаласа ларакан дежурнăйран.

— Кунтах, кунтах, кĕр, Матĕрне инке! — илтĕнчĕ пĕчĕк пӳлĕмрен председатель сасси. Ана вăл чӳречерен курса юлнă пулмалла.

Матĕрне инке ун пӳлĕмне кĕчĕ те, хуллен кăна ӳсĕрсе илсе, пукан хĕррине ларчĕ.

— Пĕр ĕç пирки килтĕм те-ха… Калаçса пăхасшăнччĕ… Те вырăнлă пулать ĕнтĕ вăл сăмах…

— Кала, кала, ан имен, — терĕ председатель, ун çине тӳррĕн пăхса.

— Пирĕн колхоза çĕнĕ çынсем килнĕ тенине илтрĕм те…

— Тĕрĕс, килнĕ, пире пулăшса пурăнма килнĕ.

— Ăçта усрас тетĕр вĕсене? Ман патăма пымĕç-ши? Вырăнĕ çителĕклĕ манăн, ху пĕлетĕн, пĕчченех пурăнатăп…

Председатель тăрук хавасланса ывăç тупанĕпе сĕтел çине çапса илчĕ.

— Ну, маттур та эсĕ, Матĕрне инке! Çав тери маттур! Кун пирки эп хам та санпа калаçасшăнччĕ-ха, вăхăт пулманнипе пыраймарăм ĕнер… Спаççипах сана! Эс çав çынсене ху патăнта усрама килĕшни — питĕ аван вал, сана эпир уншăн пĕтĕм колхоз ячĕпе тем пекех тав тăвăпăр!

— Уй, мĕн тав тумалли пур? Пӳрчĕ пушах вĕт! Пĕччен пурăнатăп-иç ара?..

— Юрать, Матĕрне инке! Нумай калаçса тăмăпăр. Халех килне кай та, хăнасене йышăнма хатĕрлен. Вĕсем кĕçĕр клубра çĕр каçрĕç, варарахпа сан патна илсе пырăпăр.

— Хăвăра тавтапуç мана тиркеменшĕн, — тарласа кайсах мăкăртатса илчĕ Матĕрне инке. — Маншăн ку савăнмалли кăна пулать. Тăвансене пăхнă пекех пăхса пурăнăп вĕсене…

Правленирен вĕсем пĕрле тухрĕç. Уйрăлса каяс умĕн Иван Ильич ăна тепĕр хут:

— Ну, хатĕрлен эппин, — терĕ.

— Юрать, юрать, — пуçĕпе темиçе хут сулса илчĕ Матĕрне инке.

Киле çитсенех вăл пӳрт ăшчиккине тирпейлерĕ, урайне çуса тухрĕ, сĕтелне витрĕ. Унтан темиçе хут та урама туха-туха пăхрĕ. Вăхăчĕ пит нумай иртнĕн туйăнчĕ ăна. Ма килмеççĕ-ха тата хăнисем? Аптранă енне, вăл каллех правление кайрĕ. Хуларан килнисем шăпах ун патне пыма хатĕрленсе тăнă-мĕн.

— Акă, сирĕн кил хуçи хăй те çитрĕ, — терĕ ăна курсан комсомол секретарĕ Альтук. — Паллашăр, çак юлташсем сан хăнусем пулаççĕ, Матĕрне инке…

— Зина, — терĕ хĕрарăмĕ, Матĕрнене алă парса.

Унăн шупкарах кăвак куçĕсем çав тери кăмăллăн пăхаççĕ. Шуранкарах питçăмартисем çинче пăт-пат чĕкеç шатрисем палăраççĕ. Хăй лутрарах пӳ-силлĕ, анчах хавшак тĕслĕ мар.

— Валериан Петрович, — терĕ ун хыççăн арçынĕ, арăмĕ пекех ал парса. — Сирĕн пата пырас тетпĕр те… Чăрмантармăпăр-ши?

— Уй! — Ун çинчен ан та калаçăр, — аллипе сулчĕ Матĕрне.

— Ак ку — пирĕн Валя, — тĕлĕнсе, куçĕсене мăчлаттарса пăхса ларакан сарă çӳçлĕ хĕрачи çине кăтартрĕ агроном. — Çынсене час хăнăхать…

— Атьăр эппин, атьăр, сирĕн апат та çиес килет пулĕ, эпĕ хам пĕлнĕ таран хатĕрлерĕм-ха унта, — васкатрĕ Матĕрне.

Вĕсем пурте пĕрле тухса унăн килĕ еннелле утрĕç…

Пĕррехинче Матĕрне инке хăй ĕçĕпе кӳршĕ яла кайнăччĕ те, çумăр айне пулса лачкам шыв таврăнчĕ. Шăпах ун патне Крахвине кинемей пырса ларнă-мĕн.

Матĕрне çав тери йĕпеннине курсан, Зина хыпăнсах ӳкрĕ.

— Ара, шăнса пăсăлатăн вĕт, инке! Ма хуть ăçта та пулин кĕтсе тăмарăн çумăрĕ иртсе кайиччен? Çулла мар вĕт халь!

Вăл карчăка васкасах салтăнтарма тытăнчĕ, чемоданĕнчен ăшă халат туртса кăларчĕ.

— Ме, çакна тăхăн часрах! Халех сăмавар лартатăп, пылпа ĕçсе ăшăнăн… Юрать-и?

— Кун пекех ан хыпкалан ĕнтĕ… — именерех мăкăртатса илчĕ Матĕрне. — Хамах эпĕ, хамах…

— Епле хыпкаланас мар-ха? Эсĕ пирĕн тăван анне вырăнĕнче те! — терĕ Зина, кăмака умĕнче сăмаварпа тăрмашма тытăнса.

— Тĕрĕс, тĕрĕс, Зина, — терĕ çав вăхăтра малти пӳлĕмрен тухса тăнă Валериан Петрович. — Пирĕн иксĕмĕрĕн те аннесем çукчĕ-ха, халь акă — тупрăмăр хамăр аннене…

Темшĕн, çак сăмахсем хыççăн Матĕрне инкен куçĕсем шывланса кайрĕç, чĕри хыттăн-хыттăн тапа пуçларĕ. Паллах ĕнтĕ, савăннипе пулчĕ ку, урăх нимĕншĕн те мар, пĕтĕм чунтан савăннипе.

— Тавтапуçах, ачамсем… — пăшăлтатса илчĕ вăл. — Эп хам та ачамсене тупрăм çав…

Крахвине кинемей те тӳсеймерĕ, хăй шухăшне каласа хучĕ:

— Палламан çынсем çакăн пек туслăн пурăннине эпир ĕлĕк тĕлĕкре те курман…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2022-11-29 17:02:01):

Чăвашсем Матĕрне мар, Маттĕрне теççĕ темелле

Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: