Пӑрлак ҫул
Район пуçлăхĕ Журавлев лару залне вырнаçса ларчĕ те пухăннă çынсене тĕсесе тухрĕ.
— Пурте çитсе пĕтрĕç-и? — ыйтрĕ вăл юнашар тăракан пулăшуçинчен.
— Пурте. Яковлев кăна çук, — терĕ лешĕ.
Район пуçлăхĕ ун умĕнче ларакан çынсене тепĕр хут пăхса тухрĕ. Пурте вырăнта пек.
— Мĕнле Яковлев? — кам пирки сăмах пынине ăнланса илейменрен пулăшуçинчен ыйтрĕ вара.
— Ну, ĕнтĕ, лешĕ. Çатанкасси çывăхĕнче хăйĕн производствине уçнă усламçă.
— Вăт тата! Пире валли ним çукран ĕç тупса парса çӳрет! Ăна пула пуç ватма тивет! Хăй вара халь те çитмен-им? — ятлаçма пуçларĕ пуçлăх.
— Эм-м… — тӳрех хуравлаймарĕ пулăшуçи. — Эп унпа çыхăнтăм. Вăл ĕçпе Перĕме тухса кайма лекрĕ тет. Ыран кăна таврăнайратăп тет. Поставщиксемпе темле ыйту сасартăк сиксе тухнă тет-и… Ĕнерех тухса кайнă, анчах ыйтăва хăвăрт татса пама май килмерĕ тет. Дмитрий Александрович сире салам каларĕ, паянхи ларăва çитейменнишĕн каçару ыйтрĕ.
— Эх, Курак Мĕтри… Тупса паран ман валли ĕç… Ху вара таçта тухса шăвăннă… — мăкăртатрĕ Журавлев, тинех кӳршĕ ялта çуралнă çынна аса илнĕ май. — Юрĕ, çынни ĕçпе тухса кайнă. Уважительнăй сăлтавпа. Пуçлар ларăва, — терĕ вара пуçтарăннă халăх енне çаврăнса.
Пулăшуçи ун умне хунă хутсене минут евĕр пăхкаларĕ те сăмахне малалла тăсрĕ:
— Вăт, паян сӳтсе явмалли ыйту вăл: Чулхулари пысăк çынна тивĕçлĕ кĕтсе илесси. Сирĕн пата хыпар çитрĕ пуль — пирĕн пата, чаплă производствăпа паллашас тĕллевпе, Чулхуларан Разглядеев — çĕршыв президенчĕн полномочиллĕ представителĕ — килмелле. Пирĕн ăна лайăх кĕтсе илмелле. Тепĕр май каласан, хамăра тивĕçлĕ кăтартмалла.
— Сергей Петрович, ыйтма ирĕк парăр та, анчах мĕн мурĕ ăна пирĕн тăрăха чĕнсе килнĕ вара? Чулхулара кутне ăшăтса ларма пултараймасть-им? — ыйтрĕ ларăва килнĕ çынсенчен пĕри.
— Мĕн мурĕ мар — кам! Эпир пурте лайăх пĕлекен Курак Мĕтри. Официаллă каласан — Яковлев Дмитрий Александрович уйрăм предприниматель. Çынни хамăрăнах-ха ĕнтĕ, анчах хăшпĕр чухне чĕлхине чарма пĕлмест.
— Ку хутĕнче мĕн туса хунă вара?
— Темех мар. Виçĕмçул Чулхулари пĕр выставкăна хутшăннă вăл. Хăйĕн продукцине кăтартнă. Хайхи унта пысăк çынсем килнĕ, çав шутра Разглядеев полпред та. Ну вара мухтаннă ун умĕнче, пирĕн Чăвашра çавнашкал чаплă япаласем туса кăларатпăр тенĕ. Ну, мухтантăр-ха ĕнтĕ! Ачи чăн та пултаруллă, тăрăшаканскер. Анчах мĕн тума хăнана чĕнес?
— Хăнана чĕннĕ-им?
— Аха çав. Çавăн пек, кун пек тенĕ... Енчен те çула май пулсан пирĕн производствăна кĕрсе тухăр, паллашăр, тенĕ. Ку Разглядеевĕ вара асаилнĕ пулать. Эрнерен Шупашкара ĕçпе килмелле те унăн, вăт çула май, паллашмалла тенĕ пек, кĕрсе тухас шухăшлă. Çак сăлтавпа сире пухрăмăр та ĕнтĕ! — ăнлантарчĕ район пуçлăхĕ.
Пухăннисем хайсен хушшинче шавлама пуçларĕç: «Эх, çав Курак Мĕтри!», «Каллех ăна пула…», «Ялан пире нуша кăтартать…» текен сасăсем илтĕнкелерĕç.
— Юрĕ. Малтан чи йывăрринчен пуçлар пуль. Алевтина Кирилловна, социаллă ыйтусен пуçлăхĕ пулнă май, Çатанкассинче лару-тăру мĕнлине каласа пар-ха.
«Ялан манран пуçлаççĕ», — мăкăртатса илчĕ хăй ăшĕнче хĕрарăм, çавах хăйĕнпе илсе килнĕ хучĕсене çавăркаларĕ те:
— Çатанкассинче йĕркеллех. Уявсем ирттеретпĕр. Ак нумай пулмасть кăна Çĕнĕ çул уявне лайăх ирттертĕмĕр! Кăшарнинче ялти пĕвере вакă туса шыва кĕнĕ… — калама тытăнчĕ ирттернĕ мероприятисене аса илсе.
— Кун пирки мар-ха эс, Алевтина Кирилловна, — пӳлчĕ ăна пуçлăх. — Çатанкассинче мĕн пур пирĕн? Шкул е клуб таврашĕ пур-и? Шкул пурччĕ пек...
— Пурччĕ, — килĕшрĕ хĕрарăм. — Ăна эпир тăватă çул каяллах хупрăмăр-çке. Ун чухне пуçлăхра Каюров ларатчĕ.
— Хм... Шкулĕ хуп-хупах ĕнтĕ? Унта хăнасене чей ĕçтерме май пулмĕ пуль?
— Хуппи хупă-ха, çурчĕ çавах чиперех ларатьа. Кантăкĕсем йĕркеллех, çĕмрĕк мар.
— Сергей Петрович! — хушша кĕчĕ çав вăхăтра тепĕр ишшертерех арçын. — Курак Мĕтрин хуçалăхĕнчен шкула çитес тесен яр виттĕр тухма тивĕ! Хăварах пĕлетĕр, пуянсем пирĕн тăрăха самай куçаççĕ пулин те, хăлтăр-халтăр çуртем пит нумай! Унсăр пуçне урамра вак чул кăна сарнă, катăк кирпĕч!
— Ку темех мар-ха, юр айĕнче курăнмасть-çке. Урамне хырсах тăраççĕ пуль, — хирĕçлерĕ тепĕр арçын.
— Хыраççĕ… — теме пуçларĕ те имшерри, анчах çи-тăман вĕçтернĕ хыççăн тӳрех трактор тупайманни аса килчĕ те малалла калас темерĕ пулас.
— Шкулĕ-качки. Сергей Петрович, ун пек сумлă хăнана шкулта сĕтел сарма май çук ĕнтĕ! — калаçăва хутшăнчĕ тепри. — Курак Мĕтрин хуçалăхĕнчех вырăн пур-çке. Хăй мана пĕрре мухтанса каларĕ: рабочисем валли апатлану пӳлĕмне те туса панă терĕ. Разглядеева, атăр-ха, чăн та ял тăрăх илсе çӳреместпĕр!
Çынсем шавласа кайнине пуçлăх пулăшуçи татрĕ. Тăхтама хушрĕ те хăй тӳрех Курак Мĕтри патне шăнкăравларĕ. Çур минут калаçрĕ-и, калаçмарĕ-и? — ыттисене савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ:
— Вçо! Дмитрий Александрович хăналас ыйтăва хăйĕн çине илетĕп терĕ. Ун унта хăйĕн пӳлĕмĕ те пĕчĕк мар, апатлану пӳлĕмĕ те пур.
— Лайăх! Малалла кайăпăр! — терĕ район пуçлăхĕ. Çак ыйту татăлни ăна самай савăнтарчĕ пулас. — Андрей Иванович! Тепĕр ыйтăвĕ сана пырса тивет. Эс транспорт пай пуçлăхĕ. Кала-ха, Çатанкассине каякан çулсем мĕнлерех?
— Çулĕ тенĕрен… — ĕнсине кăрт-карт хыçкаларĕ арçын. — Япăхрах. Çатанкассине Шупашкартан çирĕм çухрăм. Тĕп çулĕсем аванах-ха. Яп-яка. Вĕсене лайăх тасатаççĕ. Анчах Çатанкассине пăрăнса кĕрекен çул пирки калама йывăр. Паян кăна пирĕн пата пĕри шăнкăравларĕ — япăх хырнă тесе, пăрлă тесе...
— Явапли кам? — тӳрех ыйтрĕ Журавлев.
— Эпĕ-ха… — сас пачĕ имшертерехскерри. — Сергей Петрович, ара çулĕсене нумай сартăмăр та. Кашни яла тенĕ пекех. Вăт, пур çĕрте те вăхăтра хырса ĕлкереймеççĕ. Тата нумай пулмасть çил-тăманлă çанталăк пулчĕ… Вăт, вырăнĕ-вырăнĕпе хӳсе лартнă та. Машинисем те кашнин туллиех. Пирĕн техника пырса хырса каиччен çулĕсене якатса лартма та ĕлкĕрнĕ.
— Вара мĕн тăвар-ха халь? Унашкал пăрланнă çула Разглядеева тем тесен те кăтартма юрамасть!
Пухăннă çынсем каллех шавлама пуçларĕç. Алевтина Кирилловна хулари çулсене тăварпа сапнине аса илсе кунта та çаплах тума сĕнчĕ.
— Алевтина Кирилловна, эсир социаллă ыйтусемшĕн яваплă. Транспорт пайне пĕлмесĕр ан кĕрĕр-ха! — хĕтĕртсе илчĕ ăна Андрей Иванович. — Тăварпа! Кунта тăварпа сапас пулсан миçе михĕ кирлĕ! Пур-и вăл пирĕн?
— Тăхтăр-ха, тăхтăр! Çулĕ мĕн вăрăмăш вара? — ыйтрĕ тепри.
— Вунпилĕк çухрăм, — хуравларĕ имшерри.
— Вара… — шухăша путрĕ лешĕ, — Разглядеев киличчен пирĕн эрне пур. Вунпилĕк çухрăма çичче пайласан — икĕ çухрăм пулать. Пурте харăс тăрсан ним мар кун хушшинче икĕ километр çула пăртан таккаса тасатма пулать!
— Владимир Иванович, «пурте харăс» тесе эсир хамăр пирки каламастăр пуль те?
— Ухмахланса ан тăр-ха! — ятласа тăкрĕ лешĕ ыйту параканне. — Пирĕн ял тăрăхĕсем сахал мар-иç! Кашнинче пĕр дворник та пулин пурах. Пурне те пĕрле пухсан пĕчĕкех мар бригада йĕркеленет. Хамăр администрацийĕнчисене илсе тухма пулать…
Çавах ку та пурне те килĕшсех каймарĕ курăнать:
— Кунта юрне кам вара тасатĕ? — тесе хирĕçлекен тупăнчĕ.
— Пĕр эрне чăтас пулать ĕнтĕ! Хамăршăн кăна мар-çке. Эпир çак ыйтăва тивĕçлĕ татса парасса Шупашкартисем, Чулхуларисем кĕтеççĕ!
— Вăт кăна эс, Владимир Иванович, тĕрĕс калатăн! — сăмах хушрĕ Журавлев, район пуçлăхĕ. — Хамăр пирки мар пирĕн пăшăрханмалла. Шупашкартисем, Чулхуларисем ыйтаççĕ! Тепĕр тесен Шупашкартан та çынсем уйăрса парĕç пуль тетĕп. Техникине те шеллесе тăмĕç тетĕп. Юрĕ, малалла каяр!
— Сергей Петрович! — каллех сас пачĕ имшерри. — Пĕтĕмпех хырмалла мар тулькăш. Çуррине кăна.
— Ма тата çуррине анчах?
— Ну, çуррине эпир пĕлтĕр çĕнĕ асфальт витсе тухрăмăр-ха, анчах тепĕр çурри вара — шăтăклă-путăклăскер, саплăкскер... Вăт иккĕмĕш пайне çаплипех хăварсан аванччĕ. Капла юрпа пăр айĕнче вĕсем хальлĕхе курăнмаççĕ-ха...
— Ăна ма сарман вара?
— Кăçалхи планра…
— Аптрушки сирĕнпе! — тарăхса кайрĕ район пуçлăхĕ. — Халь вара мĕн тăвар? Çуррине тасатмасăр хăварни те аван мар… Тепĕр тесен, çак çичĕ кун хушшинче сарса тăмастпăр ĕнтĕ! Разгуляев тем тесен те çĕршыв президенчĕ мар… Пире ун чухлĕ укçине те кăларса памĕç. Ну, Дмитрий Александрович! Ну, Курак Мĕтри! Ну, пуç ваттаратăн пире!
— Вăт чăн та! — сăмах хушрĕ тахăшĕ. — Ун предприятийĕ Шупашкарта марччĕ-и малтан? Ма вăл ăна Çатанкассине куçарчĕ?
— Аренда унта пысăк тет, çавăнпа тăван ялĕнче уçас терĕ. Капла çыннисем валли те ĕç вырăнĕ пур... — ăнлантарма пуçларĕ пĕри, анчах Журавлев ăна чарчĕ:
— Аякалла ан пăрăнăр-ха! Çул пирки татса парар! Пирĕн ăна кунта вертолетпа илсе килмелле мар ĕнтĕ!
— Сергей Петрович! Чăн та аван шухăш! — тӳрех ырларĕç иккĕн-виççĕн!
— Сергей Петрович! Чăн та, вертолет лармалăх вырăна çичĕ кун хушшинче йĕркелетпĕрех! — ырларĕ имшерри те.
* * *
Лару самаях тăсăлчĕ. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕле кăна пĕтĕм ыйтăва татса пама пултарчĕç. Район пуçлăхĕпе ун пулăшуçи Шупашкартисемпе те, Дмитрий Александровичпа та сахал мар шăнкăравласа калаçрĕç.
Вертолета ăçтан тупассине те палăртрĕç — ку енĕпе Шупашкартисем пулăшма шантарчĕç. Республикăра унашкал техника сахалран Хусантан çырса илме пулчĕç…
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...