Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр...


Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр,

Ватăлатпăр çапла кирлĕрен.

Эпир çеç çакнашкал пурăнмастпăр, —

Çапла пулнă ку сĕм ĕлĕкрен.

 

Эпир çеç-и, тусем ватăлаççĕ!..

Ватăлаççĕ лаштра юмансем!..

Çăлкуçсем те тапма пăрахаççĕ

Ерипен, — вăйĕ-халĕ çĕтсен...

 

Яланах çак Хĕвел те хĕмленмĕ...

Тиветех çакăнпа килĕшме.

Ялан пулмĕ вĕри ун хĕлхемĕ...

Пăрахать çак Хĕвел те çиçме...

 

Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр,

Ватăлатпăр çапла кирлĕрен...

Шăпана пурпĕрех ятламастпăр,

Тав тăватпăр кăна чĕререн!

 

06.10.21

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Михайлова (2022-03-11 11:27:42):

Юлашки йĕркине улăштармалла, Тав тăватпăр кăна чĕререн тени пуш сăмах, мĕншĕн тав тăватпăр тени паллă мар, Çавăнпа "Çак (Ку) таран пурăнма пӳрнĕрен" темелле.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: